Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.4 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри аттракцион интерактивлӑ картти пур. Ӑна республикӑн Гостехнадзорӗ хатӗрлесе ӗҫлеттерсе янӑ. Асӑннӑ картӑпа ведомствӑн официаллӑ сайтӗнче паллашма пулать.

Ҫӗнӗ сервис республика территорийӗнче хӑш тӗлте епле аттракцион пуррипе, вӑл ӗҫленипе е ӗҫлеменнипе паллаштарать.

 

Республикӑра

Ҫӗнӗ Шупашкарти 49-ти арҫын тата тӗрмере ларакан 43-ри арҫын эрех ӗҫекен пӗччен арҫынсене авлантарнӑ, унтан ятарлӑ ҫар операцине кайма контракт ҫыртарнӑ.

Ҫапла вӗсем 32-ри ҫӑмӑлттай хӗрарӑма пӗччен арҫынпа паллаштарнӑ, вӗсем пӗрлешнӗ. Кайран упӑшки ятарлӑ ҫар операцине кайнӑ. Хӗрарӑм упӑшкин шанчӑкне кӗрсе унӑн пурлӑхӗпе хуҫаланма ирӗк паракан доверенноҫ ҫыртарнӑ. Каярахпа упӑшки ятарлӑ ҫар операцийӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ. Хайхи хӗрарӑм хӑйӗнпе пӗр каварлисемпе пӗрле банкран арҫыннӑн 2 млн тенкине илнӗ.

Вӗсене тытса чарнӑ. Халӗ следстви пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
vladimir.mk.ru сайтри сӑн
vladimir.mk.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри 51 ҫулти библиотекарь хӑйӗн директорӗпе калаҫнине ӗненсе ултавҫӑсене 700 пин ытла тенкӗ куҫарса панӑ.

Чӑннипе, банк унӑн счетне блокировка туман-тӑк тӑкакӗ тата нумайрах пулма пултарнӑ. Ӗҫ-пуҫ вара ҫапларах пулса иртнӗ. Ун патне мессенджерта ҫыру килнӗ. Хӗрарӑм ӑна директор ҫырни пирки иккӗленмен, мӗншӗн тесен аватарка ҫинче унӑн сӑн ӳкерчӗкӗ пулнӑ. «Директор» библиотекӑра тӗрӗслев пулассине пӗлтернӗ. Ултавҫӑ анлӑ схемӑпа усӑ курнӑ: такамсем унӑн счечӗ урлӑ Украинӑна укҫа куҫараҫҫӗ имӗш, ҫавӑнпа унӑн куншӑн явап тытма тивӗ.

Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм ҫӗнӗ телефон, сим-картта туяннӑ. Банка кайса счечӗ ҫинчи 755 пин тенкине илсе ултавҫӑсем каланӑ счет ҫине куҫарнӑ. Вӗсем хушнипех тепӗр банка кайнӑ. Юрать-ха, унта унӑн счетне блокласа хунӑ. Кун хыҫҫӑн тин хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри ветеринари инспекторӗсем ҫак енӗпе саккуна пӑхӑннине пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе тӗрӗслеҫҫӗ. Ку ӗҫе вӗсем кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче тытӑннӑ.

Кӗске вӑхӑтрах Муркаш, Патӑрьел, Елчӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар тӑрӑхӗсенчи 14 объекта тӗрӗсленӗ. Тӑхӑр объектра дезинфекци хӳтлӗхӗ, ятарлӑ карта пулман. Пӗр хуҫалӑхра шута илмен 15 выльӑха тупса палӑртнӑ.

Кӑлтӑк тӗлӗшпе хуҫалӑхсен ертӳҫисем ячӗпе асӑрхаттару хучӗсем ҫырса панӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри тӑватӑ ял чи лайӑх стелӑна палӑртмалли конкурса хутшӑнать. Вӗсем – Тӑвай, Кӳкеҫ, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне.

Тӑвай «Пысӑк йышши ял тӑрӑхӗ» категорире тупӑшать. Ҫӗмӗрле, Етӗрне тата Кӳкеҫ «Пӗчӗк хуласем тата поселоксем» категорири сасӑлава хутшӑнаҫҫӗ.

Чи нумай сасӑ пухнӑ проектсем финала тухӗҫ.

 

Республикӑра
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Пӑрачкавра самосвал водительне пула 100 яхӑн ҫурт газсӑр юлнӑ.

Раштавӑн 12-мӗшӗнче 18 сехет тӗлӗнче самосвал кузовне антармасӑр Октябрь урамӗнче ҫул урлӑ арка евӗр хывнӑ газ пӑрӑхне пырса лекнӗ. Руль умӗнче 20 ҫулти каччӑ пулнӑ.

Газ тухассине специалистсем хӑвӑртах чарнӑ. Ҫанталӑка пула ҫӗрле юсав ӗҫӗсене чарса лартнӑ, ирхине малалла тӑснӑ.

Газсӑр юлнӑ ҫынсене вӑхӑтлӑха вырнаҫтармалли вырӑна районти культура ҫуртӗнче йӗркеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Ене Раҫҫейри паллӑ актер Влад Канопка килесси пирки сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Вӑл Ҫӗмӗрлери шкул ачисем тӗл пулнӑ.

Влад Канопкӑна ытларах «Молодежка» сериал тӑрӑх пӗлеҫҫӗ. Унта ӳкерӗнсе чапа тухнӑ актер ачасене мӗнле кӗнекесем вулама кӑмӑлланине каласа кӑтартнӑ.

Ку тӗлпулу «Знание» обществӑн проекчӗпе килӗшӳллӗн иртнӗ. Влад ачасене хӑй мӗнле кӗнекесем кӑмӑлланине пӗлтернӗ: Федор Достоевскин, Лев Толстойӑн тата Александр Пушкинӑн хайлавӗсене вулама юратать вӑл. Ҫавӑн пекех вӑл ӑсталӑх класӗ йӗркеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_16061
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи Агеевсем пурнӑҫ ҫулӗпе пӗрле утса 5 ача ӳстернӗ, халӗ 11 мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Ҫак кунсенче Сергей Николаевичпа Ольга Евгеньевна ылтӑн туйне паллӑ тунӑ.

Сергей Николаевич Горькинчи чукун ҫул ҫинче ӗҫленӗ. Ольга Евгеньевна колхозра бухгалтерта чылай ҫул тӑрӑшнӑ, кайран 18 ҫул почта уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.

Мӑшӑра Кӗлӗмкасси территори уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Валерий Никонов саламланӑ.

 

Республикӑра

Муркаш округӗнчи Оринин ялӗнче пурӑнакан Васильевсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ. Вӗсем 3 хӗр те 2 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсен 7 мӑнук тата 2 кӗҫӗн мӑнук пур.

Вячеслав Прохорович салтакра чухне «1-мӗш класлӑ радист» палла тата Морзе азбукине йышӑнассипе пӗрремӗш разряд илнӗ. Ҫартан таврӑнсан культура тытӑмӗнче ӗҫленӗ, Орининти культура ҫурчӗн директорӗ, киномеханикӗ пулнӑ. Халӗ вара халӑх театрне выляма ҫӳрет. Вӑл – ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Галина Ивановна Шупашкарти кулинари училищинчен вӗренсе тухсан поварта 37 ҫул ӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_16451
 

Республикӑра
ru.pinterest.com сайтри сӑн
ru.pinterest.com сайтри сӑн

Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта Шупашкартан Мускава самолетсем ытларах вӗҫӗҫ. Кун пирки аэропорт пресс-служби пӗлтерет.

«Победа» авиакомпани расписание хушма рейссем кӗртме йышӑннӑ. Ку раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен вӑйра пулӗ.

Сӑмах май, Раҫҫей чукун ҫулӗ те Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта хушма пуйӑссем яма палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, [22], 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, ...671
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 21

1900
126
Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1903
123
Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1929
97
Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1949
77
Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ.
2006
20
Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть