Чӑвашлӑх
![]() Илемлӗ Аня Ыран — Пӗлӳ кунӗ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнине палӑртакан уява ачасемпе ашшӗ амӑшӗ кашни шкула пухӑнӗ. «ВКонтакте» халӑх тетелӗнчи «Красота чувашская» ушкӑн уява наци тумӗсемпе тухнӑ ачасен сӑнӳкерчӗкӗсене пухса кӑтартасшӑн. Енчен те сирӗн унашкал сӑн тупӑнать пулсан эсир ӑна ҫак ушкӑна ярса пама пултартӑр. Ушкӑн хуҫи палӑртнӑ тӑрӑх ыран ҫумӑрсӑр ҫанталӑк пулни лайӑх сӑнсем тума пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Нумаях пулмасть Турцири икӗ университетӑн ӑсчахӗсем Огузхан Дурмуш тата Синан Гюзел Ӗпхӳ хулинчи чӑвашсен вырсарни шкулӗнче пулнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Иван Тарасов каланӑ тӑрӑх, тюркологсем ЮНЕСКО чӑваш чӗлхине вилекен чӗлхесен шутне кӗртнӗ май Раҫҫейӗн регионӗсенче лару-тӑру еплине тӗпчешшӗн. Турккӑ ӑсчахӗсем наци вырсарни шкулӗсен концепцийӗпе вӗсен опычӗ хытах кӑсӑклантарнӑ. Турцире ун пекки ҫуккине пӗлтернӗ вӗсем. Турципе чӑвашсен туслӑхӗ пирки вӗсем ӑшӑ кӑмӑлпа палӑртнӑ. Чӗрӗк ӗмӗр каялла паллӑ пушкӑрт ӑсчахӗ, Зиннур Ураксин академик Иван Тарасова Талят Текин профессорпа паллаштарнӑ. Шкул пуҫлӑхӗ ун чухне ӑна «Нарспи» поэмӑна парнеленӗ. Текин ӑна тюркологи докторне Эмине Йылмаза панӑ. Иван Тарасов турккӑ профессорӗпе туслӑ пулни пирки ҫырнӑ очерка чӑваш чӗлхин хрестоматине те кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмине сасӑпа вуласа аудио-диск кӑларасси пирки эпир сире маларах пӗлтернӗччӗ. Ку ӗҫе 2015 ҫул Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май пурнӑҫлама шутланӑ. Хальхи вӑхӑтра аудио версие кӑларас ӗҫ вӗҫне ҫитсе пырать, анчах та патшалӑх пултарулӑх ушкӑнне укҫа енчен пулӑшасшӑн пулман. Ҫавӑнпа та диск ҫинче кӑларма укҫа пухассине «Армир» ушкӑн ниме мелӗпе ирттерме шут тытнӑ. Пурӗ вӗсене 50 пин кирлӗ. Паянхи кун тӗлне ҫуррине пухнӑ та ӗнтӗ. «Планета» краудфандинг сайтӗнчи информаци тӑрӑх ҫынсем 300 тенкӗрен пуҫласа 20 пин таран укҫа хывайраҫҫӗ. 300–600 тенкӗпе пулӑшсан «Армир» поэмӑн сасӑллӑ версин электронлӑ вариантне ярса пама пулать, 5000 ытла хывсан — Михаил Ефремов алӑ пуснӑ диск ҫитерсе парӗҫ. 10 пин паракансен ячӗсене вара сасӑпа пӗлтерӗҫ. «Нарспин» аудиоверсийӗ икӗ чӗлхепе пулмалла — вырӑсла тата чӑвашла. Вырӑсла варианта Михаил Ефремов вулать. Вӑл Иван Яковлевӑн мӑнукӗн мӑнукӗ пулать. Сӑмах май «Нарспи» поэмӑн аудиоверсие хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ хатӗрленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленйиӗ ӗнентерет. Тӗп хулан сити-менеджерӗ Алексей Ладыков ертсе пынипе ирттернӗ канашлура маларах асӑннӑ управлени уҫлӑхӗ Герман Александров «Этносла Чӑваш Ен» туризмпа рекреаци кластерне тӑвасси епле пынине тишкернӗ. Кластер, аса илтеретпӗр, икӗ пайран тӑрать: Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш тӑрӑхӗнчи «Ясна» экоялтан тата Шупашкара 500 ҫул ятлӑ культурӑпа кану паркӗнче тӑвакан «Амазон» этнокомплексран. Герман Александров «Амазоние» ҫывӑх ҫулсенче турисстем, тӗп хула хӑнисем тата Шупашкар ҫыннисем пырса ҫӳреме пуҫлассине пӗлтернӗ. Ҫывӑх тенине тӗрлӗрен ӑнланма пулать те, ку вӑл урӑх калаҫу тейӗпӗр. Инфраструктура ӗҫӗсем графикран юлса пыни пирки маларах эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Герман Александров графика хӑваласа ҫитнине ӗнентернӗ. Рабочисем 2-3 сменӑпах ӗҫленине каланӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Чӑвашпа Чӗмпӗрӗн экономикӑпа политкультура анлӑшӗ: пӗтӗмлетӳ тата малашлӑх». Ҫак ятпа ӗнер Шӑмӑршӑра ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта пирӗн республикӑн тата Чӗмпӗр облаҫӗн ертӳҫисем: Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тата Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ — Правительство пуҫлӑхӗ Сергей Морозов хутшӑннӑ. Икӗ енлӗ хутшӑнусем пирки каланӑ май Михаил Игнатьев регионсем географи тӗлӗшӗнчен кӑна мар, ӑс-хакӑл енпе те ҫывӑххине палӑртнӑ. «Пирӗн иртнинче тата хальхинче пӗр пекки нумай», — тенӗ вӑл. Унтан вӑл 1968 ҫулта Иван Яковлев уҫнӑ Чӗмпӗрти учительсен чӑваш шкулӗн пӗлтерӗшне, унта ӑс пухнӑ Константин Иванов поэта аса илнӗ. Чӗмпӗр облаҫӗнче ытти халӑхпа танлаштарсан чӑвашсем йышпа виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннине палӑртнӑ Михаил Васильевич. Ҫавна май вӑл асӑннӑ облаҫ кӗпӗрнаттӑрне чӑваш этносне, чӗлхине тата культурине упраса хӑварма майсем туса панӑшӑн тав тунӑ. Сӑнсем (27) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Алексей Волинпа Михаил Игнатьев Ӗнер пирӗн республикӑна Раҫҫейӗн ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Алексей Волин килнӗ. Унпа Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тата хамӑр тӑрӑхри информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министрӗ Александр Иванов тӗл пулнӑ. Федераци министрӗн ҫумӗ Чӑваш Енре цифра телекуравӗ ӗҫлеттерсе ярассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем епле пыни пирки калаҫнӑ май ҫулталӑк вӗҫлениччен 42 объекта хута ярассине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ӗҫ графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать. Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле республикӑри халӑхӑн 99 проценчӗ цифра формачӗпе 10 канала пӑхма пуҫлайӗ. «Тепӗр майлӑ каласан, яла пахалӑхлӑ телекурав ҫитет», — тенӗ федераци министрӗн ҫумӗ. Ҫавӑн пекех А. Волин республикӑра тухакан кӗнекенсенчен ҫурри чӑвашла тухнине пӗлнӗ хыҫҫӑн кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ. Ун шучӗпе ҫакӑ республикӑра «чӗлхе йӑлине упраса хӑварнине, продукцие вара ыйтнине» кӑтартать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче ҫамрӑксем туй хыҫҫӑн туй ирттереҫҫӗ. Шел те, юлашки вӑхӑтра ӑна чӑвашсен йӑлине тӗпе хумасӑр йӗркелеҫҫӗ. Чылайӑшӗ туйра кафере е ресторанра ларать, аппаратурӑпа юрӑ кӗрлеттерет. Ҫурлан 8-мӗшӗнче вара Вӑрнар районӗнчи Юпшик Ялтӑра ялӗнче чӑвашла туй кӗрленӗ. Александрпа Кристина Трофимовсем туя ӗлӗкхи йӑлана тӗпе хурса ирттерме шутланӑ. Кристинӑпа Александр пӗр ялтах ҫуралса ӳснӗ. Анчах вӗсем расна урамсенче пурнаҫҫӗ. Туй «пуйӑсӗ» урам тӑрӑх утнӑ. Каччӑпа хӗр хыҫҫӑн туй тумне тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем юрласа-ташласа пынӑ, такмак каланӑ. «Хӗлхем» фольклор ушкӑнӗ каччӑ енчен юрлама пынӑ. Сӑнсем (2) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциаци ертӳҫи Ираида Маслова тата Сургут хулинчи чӑвашсен «Туслӑх» наципе культура центрӗн ертӳҫи Татьяна Кузьмина Чӑваш Енӗн культура министрӗпе Вадим Ефимовпа тата ЧНК ертӳҫипе Николай Угасловпа тӗл пулнӑ. Тӗмен тӑрӑхӗнче вӑтӑр пине яхӑн чӑваш пурӑнать. Ытти халӑх йышӗнче шучӗпе вӗсем — саккӑрмӗш вырӑнта, Сургут хулинче вара — улттӑмӗш вырӑнта. Асӑннӑ тӑрӑхра ҫӗp вӑтӑр наци ҫынни пурӑнать. Вӗсенчен хӗрӗхӗшӗ хӑйсен наципе культура автономине йӗркеленӗ. Чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ чи лайӑххисен шутӗнче. Унти чӑвашӗсем хӑйсен ӗҫне ҫамрӑксене явӑҫтарма тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсемпе ӗҫлеме этнокультура компоненчӗсене ycӑ кураҫҫӗ. Унта пилӗк вырсарни шкулӗ ӗҫлет. Унсӑр пуҫне чӑваш культурипе йӑли-йӗркине тӗпчес тӗллевпе тӗрлӗ экспедици йӗркелеме yкҫa-тенке шеллемеҫҫӗ. Ку енӗпе Тӗмен облаҫӗн администрацийӗн наци ӗҫӗceмпe тимлекен комитетӑн тӳпи пысӑк тесе хыпарлать ЧНКн пресс-служби. Хӑш-nӗp регионта чӑваш наципе культура автономийӗсем пайланса кайнӑ пулсан, Тӗмен тӑрӑхӗнче Уралпа Ҫӗпӗp чӑвашӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Владимир Логинов тӑрӑшнипе пур хулапа ялти автономисем те «Тӑван» ассоциаци йӗри-тавра пӗрлешнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Олег Цыпленков тунӑ сӑн «Сӑвар, чунҫӳрев» ушкӑнра Олег Цыпленков пӗлтернӗ тӑрӑх Йӗпреҫри ЗАГСра, ҫамрӑк мӑшӑрсене ҫырӑнтаракан аслӑ пӳлӗмре, Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсене вырнаҫтарман. Олег Михайлович тӗлӗнет: е Йӗпреҫ районӗ Чӑваш Республикине кӗме пӑрахнӑ, е йӗпреҫсем Чӑваш Республикин символӗсене кӑмӑлламаҫҫӗ. Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем ҫинчен» саккун тӑрӑх ЗАГС-сенче Чӑваш Республикин ялавӗ ҫакӑнса тӑмалла. Кӑна ҫак саккунӑн 4 статьин 4 пункчӗ ыйтать. Гербӗ пирки вара саккун унашкалах ҫирӗп мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Нумаях пулмасть Шупашкарти пӗр шкулта вӗренекен Анна Орлова Стамбултан таврӑннӑ. Вӑл унта пӗтӗм тӗнчери вокал конкурсне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Анна хыҫҫӑн Турци хӑнисем те Чӑваш Ене ҫитнӗ. Конкурс жюрийӗ Раҫҫейре пултаруллӑ ҫынсене мӗнле хатӗрленнипе кӑсӑкланнӑ-мӗн. Анна ҫав тери вӗсен кӑмӑлне кайнӑ. Анна Орлова Стамбулта иртнӗ вокал конкурсӗнче пӗлтӗр ҫӗнтернӗ. Вӑл 35 ҫӗршыври юрӑҫсенсен ирттернӗ. Жюрире ларнӑ композиторсемпе мусӑкҫӑсем Анна пултарулӑхӗнчен питӗ тӗлӗннӗ. Вӗсене Аннӑн илемлӗ сасси кӑна мар, тӗрӗллӗ чӑваш тумӗ те тыткӑнланӑ. Конкурса тӗрӗк чӗлхиллӗ халӑхсем ҫеҫ хутшӑннӑ. Анна каланӑ тӑрӑх, чи вӑйлӑ юрӑҫсем Казахстанран, Туркменистанран, Кабарда-Балкартан килнӗ. Анна Туркменире акӑлчанла пупленӗ. Чӑваш чӗлхи турккӑллине ҫывӑхран вӑл тӑван чӗлхепе те калаҫнӑ. Вӗсем ӑна кӑштах ӑнланнӑ. Турцирен килнӗ хӑнасем Раҫҫей культури вӗсене яланах кӑсӑклантарнине палӑртнӑ. Вӗсем Мускавра, Питӗрте, Хусанта пулса курнӑ. Хамди Метин Йылмаз каланӑ тӑрӑх, Хусанта наци культурине ытларах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Чӑвашсем вара урӑхларах. «Чӑвашсен наци символӗсем пур ҫӗрте те: автобусра, тум ҫинче, сувенирсем ҫинче», — тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |