Чӑвашлӑх
![]() Санкт-Петербургри Чӑваш наци культура автономийӗ ҫумӗнче Чӑваш чӗлхин клубӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлет тесе пӗлтерет Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ. Клуб пайташӗсем кашни юнкун Наци литературин вулавӑшӗнче пухӑнаҫҫӗ. Вӗсен хушшичне Питӗрте пурӑнакан йӑхташсем, вӗсен унта ҫуралнӑ ачисем. Нумаях пулмасть хулара Чӗлхесен фестивалӗ иртрӗ. 450 ҫынлӑ аудиторире чӑваш чӗлхи те янӑранӑ. Фестивале чӑваш пики Екатерина Данилова хутшӑннӑ. Залра ларакансем чӑваш чӗлхин хӑйевӗрлӗхне палӑртнӑ май cacӑceм ҫемҫен илтӗннине, юрӑри пек юхса пынине сӑнанӑ, тӗрӗк чӗлхисенчен, ыттисенчен кӗнӗ cӑmaxceм пуррипе кӑсӑкланнӑ. Bӗceм чӑваш тата руна ҫырулӑхӗнчи пӗрпеклӗхсем, чӑваш тӗррин паянхи пӗлтерӗшӗ ҫинчен те пӗлесшӗн пулнӑ. — Хуравлама панӑ ыйтусене уйӑрса nӗp сехет те ҫитмерӗ, — тет кӑмӑллӑн Екатерина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Ен ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ теҫҫӗ. Ҫак кунсенче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче алӗҫ ӑстисем тупӑшнӑ. Тӗрӗ ӑстисем юлашки хут 2010 ҫулта пулнӑ. «Ҫӗр пин юрӑ тӗнчинче» ятпа иртнӗскер конкурс кӑна мар, ӑсталӑх класӗ те. Ӑстасем республикӑри пур районтан та килнӗ. Кашниех хӑйӗн ӗҫӗпе паллаштарасшӑн ҫуннӑ. Жюри палӑртнӑ тӑрӑх, 5 ҫул каяллахи тата хальхи ӗҫсене танлаштарма ҫук. Конкурсҫӑсен ӗҫӗсем — чӑн-чӑн шедевр. Татьяна Петрова жюри палӑртнӑ тӑрӑх, ӑсталӑх ҫемьене кура аталанать. Ачасем асламӑшӗ, амӑшӗ тӗрленине кура вӗренеҫҫӗ-ҫке-ха. Ҫамрӑксем арчари япаласене кӑларса кураҫҫӗ, ҫав ӗҫе малалла тӑсаҫҫӗ вӗт. Акӑ Светлана Прохорова Елчӗк районӗнче «Астапи» клуба ертсе пырать. Вӑл конкурса К.Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх хатӗрленӗ хӑйне евӗр кӗнеке хуплашкине илсе килнӗ. Вӑл амӑшӗнчен тӗрлеме вӗреннӗ. Конкурсра килтен илсе килнӗ ӗҫсемсӗр пуҫне экспромта та хакланӑ. Конкурсҫӑсем хушнӑ ӗҫе 5 сехет тӗрленӗ. Жюри хӑвартлӑха, пахалӑха, хитрелӗхе хакланӑ. Элӗк районӗнчен килнӗ Светлана Константинова иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енре «Константин Иванова вулатпӑр!» пӗтӗм тӗнчери акци иртет. Унта хутшӑнакансем чӑвашсен паллӑ поэчӗн хайлавӗсене сасӑпа вулӗҫ. Ӗнер, пушӑн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Республикинче Раҫҫейри ҫулталӑкне тата Чӑвашри Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа ҫу уйӑхӗнче пӗтӗм тӗнчери акци пуласси паллӑ пулнӑ. Акцие халӑха чӑваш поэчӗн культура еткерлӗхӗпе ҫывӑхлатас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унпа килӗшӳллӗн ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 11 сехетре пурте пӗрле Константин Ивановӑн хайлавӗсене сасӑпа вулӗҫ. Унта общество организацийӗсене, пултарулӑх пӗрлешӗвӗсене, массӑллӑ информаци хатӗрӗсене, ҫынсене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Акцие хутшӑнас текенсен www.mayak.cheb.ru/read_k_ivanov.asp сайтра регистрациленмелле. Кашнинех дипломсемпе, тав ҫырӑвӗсемпе чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чутай НарспийӗЧӑвашлӑх
![]() Чӑваш чӗлхине тата культурине аталантарас, Чутай тӑрӑхӗнчи ҫамрӑкӗсен пултаруллӑхне ӳстерес тата пуянлатас тӗллевпе, пушӑн 30-мӗшӗнче районти культура керменӗнче «Чутай Нарспийӗ» конкурс иртрӗ. Ӑмӑртӑва К.В. Иванов ҫулне халаланӑ. Ку конкурса Чутайри Чӑваш наци конгресӗн уйрӑмӗ йӗркелерӗ. Паллах, Хӗрлӗ Чутай районӗ пултаруллӑ хӗрсемпе пуян, анчах та пурте сцена ҫине тухса хӑйӗн матурлӑхӗпе сатурлӑхне кӑтартма хӑюллӑх ҫитереймест. Ҫапах та маттурисем тупӑнчӗҫ. Ҫак каҫ конкурса пилӗк чиперкке хутшӑнчӗ. Кашни хӑйне евӗрлӗ пултарулӑ, хастар та матур пулнине кӑтартрӗ. «Чутай Нарспи» конкурсра пурӗ тӑватӑ енӗпе ӑмӑртрӗҫ: «Хӑйӗнпе паллаштарни», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Ӑслӑлӑх конкурсӗ», «Чӑваш апатне хатӗрлесси». Конкурса пӗтӗмлетнӗ чухне тӳресем уйрӑмах тӑван чӗлхене лайӑх пӗлнине, чӑваш тумне ятуллӑ тӑхӑннине, сцена ҫинче хӑйне тытма пӗлнине шута илчӗҫ. «Нарсписене» хаклама Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Степановпа унӑн ҫумӗсем Алина Ярабаева, Александр Самсонов, ЧНКан Чутайри уйрӑмӗн ертӳҫи Юлия Мареева хутшӑнчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑвашлӑх
![]() Пушӑн 27-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче чи илемлӗ чӑваш пикине палӑртнӑ. Кӑҫал унта 11-ӗн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Пикесем конкурсра хӑйсемпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн тавракурӑмне тӗрӗсленӗ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе те тӗлӗнтерме пултарнӑ, сӑвӑсем вуланӑ, ташланӑ, юрланӑ. Тепӗр конкурсра пикесем чӑвашсен наци ҫимӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Хӗрсем сӑра вӗретсе, пӳремеч, хуплу, шаркку, кукӑль пӗҫерсе килнӗ. Унтан вӗсем илемлӗ тумсем тӑхӑнса тухнӑ. Кӑҫал «Сӗнтӗрвӑрри пики» ята Шуршӑл тӑрӑхӗнчи Анна Атласова ҫӗнсе илнӗ. Урхас Кушкӑ тӑрӑхӗнчи Александра Трофимова «Вице чӑваш пики» пулнӑ. Сӗнтӗрпуҫ ял тӑрӑхӗнчи Ирина Васильевӑна куракансем кӑмӑлланӑ. Чӑнкасси тӑрӑхӗнчи Диана Кузнецова «Ӑс пике», Аксаринри Кира Казакова тата Кукашнири Жанна Васильева «Сӑпайлӑ пике» пулса тӑнӑ. Шӗнерпуҫ тӑрӑхӗнчи Кристина Иванова «Чи илӗртӳллӗ пике», Карапашри Анна Енцова «Чи маттур пике», Ӗсмелти (Октябрьскинчи) Алена Портнова тата Хуракассинчи Ангелина Данилова «Чи пултаруллӑ пике», Атӑлҫи ял тӑрӑхӗнчи Надежда Сергеева «Чи кӑмӑллӑ пике» номинацисенче ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑвашлӑх
![]() Мускав турисчӗсем — музейра Шупашкарта Чӑваш наци музейне ҫитсе курман ҫын сахал пулӗ. Ара, унта чӑвашсен йӑли-йӗркипе паллашма пулать-ҫке-ха. Музея республикӑна килекен туристсем те питӗ килӗштереҫҫӗ. Нумаях пулмасть туристсен пӗр ушкӑнӗ Чӑваш наци музейӗн йӑла-йӗрке залӗнче пулса курнӑ. Хӑнасем Мускавран пулнӑ. Музей ӗҫченӗсем ятарласа хатӗрленӗ сценари тӑрӑх туристсем валли интерактивлӑ мероприяти ирттернӗ. Унта вӗсем чӑвашсен тумӗсене кӑтартнӑ. Этнографи секторӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталья Захарова, Ҫар мухтавӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Кристина Кокшина ятарласа хатӗрленӗ ҫуртра ӗлӗкхи чӑвашсем япала якатнине кӑтартнӑ. Туристсене пӗркенчӗк айӗнче йӗрекен хӗр уйрӑмах килӗшнӗ. Ӑна Алина Николаева ӑслӑлӑх ӗҫченӗ выляса кӑтартнӑ. Алина Анатольевна Мускав хӑнисене чӑвашсен вӑййине — «Пиҫиххине туртмалла» — выляттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑвашлӑх
![]() Ҫак кунсенче наци библиотекинче таврапӗлӳҫӗсен черетлӗ пухӑвӗ пулчӗ. Ӑна Виталий Станъял ертсе пычӗ. Вӑл таврапӗлӳҫӗсем ҫак хушӑра тунӑ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ: «Пурӗ 3 пине яхӑн таврапӗлӳҫӗ, 167-шӗ «Хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ» ята тивӗҫнӗ. Юлашки вӑхӑтра халӑх хӑйӗн несӗлӗсемпе ытларах интересленме пуҫларӗ, ялсен историйӗсем ҫинчен чылай пахалӑхлӑ кӗнекесем кун ҫути курчӗ. Пур район та энциклопеди кӑларас енӗпе ӗҫлет», — терӗ. Вӑл шкулти музейсене йӗркелесе яма, 50 томлӑ энциклопеди кӑларма сӗнчӗ: вӑл шутра отрасль энциклопедисене те, сӑмахран: чӑвашри кайӑксем пирки. Тӗмен хастарӗ хӑйсем туса ирттернӗ ӗҫсем пирки каласа кӑтартрӗ. Унта пурӑнакан чӑвашсем Бичурин вулавӗсем те ирттернӗ. Президиума 4 ҫынна суйларӗҫ. Вӗсем хӑйсем хушшинче ертӳҫӗне суйлӗҫ, мӗншӗн тесен паянхи ертӳҫӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑннӑ пирки ӑна ку ӗҫре тӑрӑшма йывӑртарах. Пухӑннисем пушӑн 28-мӗшне «Таврапӗлӳҫӗ кунӗ» тесе шутлама сӗнчӗҫ, ку ыйтӑва аслӑ вырӑнта ларакансем татса парасса шанаҫҫӗ. Унтан академиксен канашлӑвӗ пулчӗ. Унӑн ертӳҫи Ерагин темиҫе паллӑ ӑсчаха академиксен ретне илнӗ ятпа билет пачӗ, тӑрӑшуллисене тӗрлӗ медальпе чысларӗ. | ||
Чӑвашлӑх
![]() Ҫак кунсенче Ӗпхӳ хулинче Пушкӑртстан Чǎваш ҫамрǎкӗсен пӗрлӗхӗн пиллӗкмӗш аслǎ пухǎвӗ иртнӗ. Унта кун йӗркинчи вунǎ ыйтǎва nӑxca тухни пирки Алексей Алексеев «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ. Пухǎва пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Дмитриев уҫнӑ. Кун йӗркине тата ытти йӗркелӳ ыйтǎвӗсене nǎxca тухса ҫирӗплетнӗ хыҫҫǎн «Канаш» пӗрлӗхӗн учредителӗ И.Г. Тарасов тата унӑн ӗҫтǎвком ертӳҫин ҫамрǎклǎх политикин ыйтǎвӗсемпе ӗҫлекен ҫyмӗ А.Я. Федорова cǎмax илнӗ. Bӗceм паянхи ҫамрǎксем тумалли ӗҫceм ҫинче тӗплӗн чарǎнса тǎнǎ. Сергей Дмитриев калас сӑмахне пуҫланǎ май «Паян пире ҫамрǎксен пӗрлӗхӗ мӗн тума кирлӗ?» ыйтуран пуҫланӑ. Ӑна xǎйex хуравланǎ. «Пурнǎҫра пӗp-пӗрне пулǎшса пыма. Хальхи тапхǎрта ҫамрǎк ҫынна пӗччен ура ҫине тǎма питӗ йывǎр. Пурнǎҫа ырǎ улшǎнусем кӗртес тесен вара чǎмǎртаннǎ пӗрлӗхсӗр ним те тǎваймастǎн. Ҫамрǎксен вǎйӗ — вǎйлǎ пӗрлӗхре!» — тенӗ вӑл. Сергей хǎй куракан аталану ҫул-йӗрӗсене палǎртнǎ. Ҫав шутра ҫамрǎксене спортпа туслаштарасси, туризм ҫулҫӳревӗсем, ӗлӗкхи пек ташǎ тата кану каҫӗсем йӗркелесси, пӗрлӗх вǎйӗпе концертсемпе спектакльсем лартасси. Лару тата ытти ыйтӑва та сӳтсе явнӑ, малашлӑх плансене палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑвашлӑх
![]() Ҫак кунсенче Мускаври «Хӗрлӗ Октябрь» культура ҫуртӗнче чӑваш наципе культурин автономийӗ «Ҫӑварни» ирттернӗ. Унта Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков та хутшӑннӑ. Леонид Волков пухӑннисене уявпа саламланӑ, Михаил Игнатьев делегаципе пӗрле Крыма ҫитсе килни ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Леонид Волков ҫавӑн пекех Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, тыткӑнра 4 ҫул пулнӑ Юрий Владимиров ҫыравҫа саламланӑ, чӑвашсен уявне килме май тупнӑшӑн тав тунӑ. Вӑл ҫавӑн пекех нарӑсан 14-мӗшӗнче «Нарспи» поэма каҫне хутшӑннисене тав сӑмахӗ каланӑ. Леонид Волков Илпек Микулайне халалланӑ каҫ ирттерме сӗннине халӑх ырласа йышӑннӑ. Кӑҫал Илпек Микулайӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет-ҫке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑвашлӑх
![]() Пушӑн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче те чи илемлӗ пикене суйланӑ. Ҫав каҫ сцена ҫине 10 пике тухнӑ: Анжелика Анисимова, Юлия Петрова (Пучинке), Наталья Ефремова (Эйпеҫ), Кристина Егорова (Кӗлӗмкасси), Людмила Елдырева (Пысӑк Упакасси), Мария Чугарова, Елена Раймова (Чӑваш Тимеш), Мария Майорова (Хурамал), Екатерина Кошелева (Ирҫе Ҫармӑс), Татьяна Яковлева (Шӑрттан). Яланхи пекех конкурсра хӗрсем хӑйсемпе паллаштарнӑ, чӑваш наци апачӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Кӑҫал «Йӗпреҫ пики — 2015» ята Анжела Анисимова тивӗҫнӗ. «Вице пике» — Людмила Елдырева. «Хӳхӗм пике» — Юля Петрова, «Ҫепӗҫ пике» — Мария Чугарова, «Илӗртӳллӗ пике» — Кристина Егорова, «Ӑс пике» Екатерина Кошелева. Катя ҫавӑн пекех куракансем кӑмӑлланӑ пике пулса тӑнӑ. «Сӑпайлӑ пике» титула Татьяна Яковлева ҫӗнсе илнӗ. Наталья Ефремова «Маттур пике» номинацире мала тухнӑ. Мария Майорова «Ҫӗкленӳллӗ пике» пулнӑ. Елена Раймова вара — «Ҫап-ҫутӑ кулӑллӑ пике». Анжела Анисимова район чысне «Чӑваш пики» республика конкурсӗнче хӳтӗлӗ. Сӑнсем (84) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |