(2016 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Ваттисен тӗп канашӗн анлӑ ларӑвӗнче каланисенчен)
Чӑваш Ваттисен Тӗп канашӗ 1988 ҫултанпа йӗркеллех ӗҫлесе пырать. Ялсенче, тӗрлӗ организацисемпе учрежденисенче, вӑл шутра ЧР элтеперӗ ҫумӗнче те Ваттисен канашӗсем йӗркеленсе ҫитрӗҫ. Вӗсен кашнин хӑйсен тӗллевӗсем, майӗсем, ӗҫӗсем. Ял тӑрӑхӗсен ертӳҫисемпе ял мухтарӗсем (старостисем) хастар ҫӗрте Ваттисен канашӗсем питӗ тӑрӑшуллӑ. Вӗсем курӑмлӑ ӗҫсем тӑваҫҫӗ.
Ӗҫлекене тиркекен те пур, ырлакан та пур. Ыйтусем килеҫҫӗ: Республика пуҫлӑхӗ ҫумӗнче, ЧНКара Ваттисен канашӗсем пур чухне пирӗн Тӗп канаш кирлӗ-и? теҫҫӗ. Кирлӗ. Пӗри теприне чӑрмантармасть. Граждансен обществине тӑвас тесен, Путин каланисене шута хурас пулать — вӗсем нумайрах та ӗҫлӗрех пулни кирлӗ. «Мы развиваем и будем развивать инструменты прямой демократии, имея в виду самые разные общественные организации. Но не может быть одинаковых клише в области демократии — американской, европейской, немецкой, российской, индийской», — терӗ В.В.Путин президент нумай пулмасть нимӗҫ журналисчӗсемпе калаҫнӑ чухне.
Чӑнлӑх пӗрре — ваттисен канашӗсем авалхи Римрах, Спартӑрах, Францири директорирех, СССР Верховнӑй Советӗнчех пулнӑ. Раҫҫейри пур халӑхсен те пур вӗсем. Эпир те пур, пулатпӑр та.
Паянхи ларура чӗннӗ, интернет е чӑваш хумсасӗ урлӑ пӗлсе хӑйсен кӑмӑлӗпе килнӗ хӑнасем пур. Вӗсен шутӗнче ҫывӑхарах вырӑнсенчен — Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчен, Муркаш, Ҫӗрпӳ районӗсенчен килнӗ ҫынсене куратӑп. Пирӗн канашри яланах хастар, ватӑлман ватӑсене — Вера Орловӑпа Земфира Яковлева ӑстасене, философи докторне Геннадий Трифонова, экономика докторне Анатолий Яковлева, ЧР элтеперӗ ҫумӗнчи тата пирӗн канашсенче тӑракан Федор Карягина, чӑваш халӑх ҫыравҫине Денис Гордеева, Иван Портновпа Пил Тымарлан вакатсене тата Чӑваш Республикин патшалӑх канашӗн депутатне Олег Николаева ятран саламлатӑп. Аякран килнисене палӑртса хӑварам: Михаил Белов (Етӗрне), Павел Игнатьев, Валериан Ильдер, (Канаш районӗ), Владимир Дедушкин (Тутарстан, Элшел), Николай Кондрашкин, Дмитрий Кузьмин (Чӗмпӗр хулинчен) Шупашкара сума суса ҫитрӗҫ. Вӗсене савӑнса саламлатӑп, лару кӗрекине иртсе ларма чӗнетӗп.
Аксакалсен Тӗп канашӗн 2016 ҫулхи пӗрремӗш анлӑ ларӑвӗн кун йӗркинче ыйтусем нумай , ҫавӑнпа тухса калаҫакансене кӗскен те татӑклӑ, ӗҫлӗ калаҫма ыйтатӑп, Кун йӗрки ҫапла:
1. Арслан Сайфутдиновӑн Чӑваш халӑх шӑпи тата общество пӗрлешӗвӗсен тӗллевӗсем» доклачӗн тезисӗсем. Арслан пирӗн канашӑн ҫулӗсемпе ҫамрӑк членӗ, вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Янтуш ялӗнче клуб пуҫлӑхӗнче ӗҫлет. Унӑн тӗплӗ доклачӗ вырӑсла, эпӗ ӑна интернет урлӑ вуларӑм, пичете яма сӗнтӗм. Паян вӑл пире хӑйӗн тӗп шухӑшӗсене пӗлтерӗ.
2. Чӑваш Халӑх Хуралӗн тата Ваттисен тӗп канашӗн Тӑрӑмне (Положенине) тӳрлетӳсем кӗртесси (Халӑх Хуралӗн ҫумпредседателӗсем Николай Адер, Тимер Тяпкин тата ыттисем калаҫҫӗ).
Тӳрлетӳсем пысӑк мар. Вӗсем Ваттисен тӗп канашне 2015 ҫулта Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчен уйӑрса янипе ҫыхӑннӑ. Унччен эпир Халӑх Хуралне Конгреспа пӗрлештерсе ярас шухӑшпа пурӑннӑччӗ, ку ыйтупа ЧНК ертӳлӗхне темиҫе те хутсем тӑратрӑм. Анчах ЧНК хӑйӗн ваттисен канашне турӗ, пире уйӑрса ячӗ. Эппин, Чӑваш ваттисен тӗп канашӗ малтанхи пекех Халӑх Хуралӗпе пӗрле пулса юлать.
3. Халӑх Хуралӗпе Тӗп канаш йышне ҫӗнетесси пирки Алексей Бойкова калама ыйтнӑ.
4. Наци ячӗпе паракан хисеплӗ ятсен, медальсен, орденсен йӗркине тӑвасси ҫинчен (Николай Кондрашкин тата ыттисем калаҫҫӗ).
5. Ваттисен тӗп канашӗн 2016 ҫулхи ӗҫ йӗркине тата ӗҫ планне палӑртасси.
Тӗрлӗрен (Петр Федоров, Лидия Афанасьева ҫырӑвӗсене пӑхса тухасси).
Кун йӗркине пӗр саслӑн йышӑнтӑмӑр. Пӗрремӗш ыйтупа Ваттисен канашӗнчи ҫамрӑксен утаманне Арслан Сейфутдинова сӑмах паратӑп.
Тӑххӑрмӗш теҫеткепе пыракан Вера Афанасьевна Орлова калать: «Пирӗн канашра ӑслӑ ҫынсем нумай, шухӑшласа калаҫаҫҫӗ» тет. Эпӗ унпа йӑлтах килӗшетӗп. Арслан Сейфутдинов докладӗнче, Олег Николаев депутат хуравӗсенче, Федор Карягин геолог, Арсентий Тарасов ҫыравҫӑ, Надежда Кириллова артистка, Анатолий Яковлев экономист, Алексей Бойковпа Лидия Афанасьева педагогсем, Владимир Дедушкин журналист, Николай Кондрашкин скульптор, хурт-хӑмӑр ӑсти Христофор Макаров тата Дмитрий Кузьмин, Николай Адер, Тимер Тяпкин пайтаҫӑсем, Иван Терентьев юрист сӑмахӗсенче тӑван халӑх ырлӑхӗпе малашлӑхӗ пирки тарӑн шухӑшласа, тепӗр чухне хытӑ пӑшӑрханса калани палӑрса тӑчӗ. Пире тиркекенсем тӗртеҫҫӗ: «Ну и что от вашей говорильни» теҫҫӗ. «Эсир пире тислӗк хырма ярасшӑн-и вара?» — тетӗп вӗсене. Пирӗн хӑват сӑмахра, ӑс-тӑнра тата тӑван халӑх ӑнкарулӑхне хӑпартса пынинче.
Халӑх Хуралӗ пирки кунта тавлашу пулса иртрӗ «Чӑваш халӑх хуралӗ, Ваттисен канашӗ тата ял мухтарӗсем ҫинчен» ӑнлантарса панинче (Чӑваш тӗнчи, 2013, чӳк, 1–18) ҫапла каланӑ: «Халӑх хуралӗ — чӑваш халӑхӗн ял-хулари, пӗтӗм хутлӑхри кулленхи пурнӑҫне, культурӑпа йӑла ыйтӑвӗсене сӑнаса хаклакан пӗрлӗх. Унӑн никӗсӗ — ваттисен канашӗсен, ӑсчахсен, мухтарсен, вырӑнти депутатсен, ертӳлӗх ҫыннисен пӗрухӑшлӑхӗ, тӗп вӑйӗ — урамсенче, хулари пысӑк ҫуртсене, хуҫалӑхсенче, организацисенче, учрежденисенче ӗҫлекен Ваттисен канашӗсем тата халӑх суйланӑ мухтарсем». Ҫак палӑрту малашне те вӑйра юлать. Чӑваш халӑх хуралӗ — халӑхӑн авалхи йӑлине шута илсе харпӑр хӑйне тӗллӗн ӗҫлесе тӑракан вӑй. Кирлӗ-и вӑл е кирлӗ мар. Ӑна вырӑнти ҫынсем хӑйсем палӑртаҫҫӗ. Кирлӗ тесе шутлаҫҫӗ пулсан, ыйтусене пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫакӑ пулчӗ те хурал ӗҫӗ. Чӑваш халӑх хуралӗ — халӑхӑн авалхи йӑлинчен килекен хастарлӑх, кулленхи пурнӑҫра хӑйне тӗллӗн пулса пыракан пӗрлешӳ мелӗ. Ӑна тытса хупма е персе пӑрахма май ҫук.
Ӗмӗрсенче хурал пӳртӗнчи сӳтсе-явусем чӑвашсене пурнӑҫа тытса пыма, упранса пурӑнма кирлӗ пулнӑ. Этнос упранса пурӑнас тет пулсан, халӑх шӑпи ҫинчен шухӑшлакан та кирлӗ. Хура халӑх выльӑх кӗтӗвӗ мар. Кӗтӳҫи патшалӑх тетӗр-и? Патшалӑх ӗҫлекен хура халӑх телейӗ ҫинчен шутламан, капитал влаҫӗ вара шутлама та пултараймасть. Влаҫӑн халӑхсене, Иван Мучи ҫырашле, чышкӑра тытса тӑрас тӗллев малта пырать. Пуҫлӑ ҫыншӑн ҫакӑ никам каламасӑрах паллӑ.
Халӑх хуралӗн ятне ҫыртармалла-и (регистрацилемелле-и)? Ялти кашни пур-ҫук хурала нимле Минюст та регистрацилесе пӗтерес ҫук тата ун пек хутсемпе пӗр ват ҫын та тӳресене пуҫ ҫапса ҫӳреме килӗшмест. Хурал пӳрчӗсене, хурал калаҫӑвӗсене нихӑш ӗмӗрте те ни пурмис, ни тиек сыхласа тӑрайман. Н.Адер калать: сакун виҫ ҫынран ытла пухӑнса калаҫма тата влаҫран ирӗк илмесӗр пуху ирттерме чарать тет. Вара ӗҫкӗ пухма, кӳршӗсене ҫӗрулми лартма чӗнес пулсан та района кайса хут илмелле-и-ха? Кӗтӳ хӑваланӑ чухне ҫынсем ушкӑнланса тӑраҫҫӗ. Калӑр-ха полицие — саккуна пӑснӑшӑн ҫавсене кутускӑна тытса хупчӑр! Сиксе тухнӑ ыйтусене халӑх хӑй сӳтсе явасси ӗмӗртен пулнӑ, малашне те пулать. Такама шанса хӑй ҫинчен хӑй шутламан халӑх халӑх та мар.
Чӑваш Халӑх Хуралӗ тӑван халӑх пур чухне малашне те пулатех. Унӑн тӗп ертӳлӗхӗ чӑваш халӑх шӑпи ҫинчен шухӑшлакан ҫынсенчен тӑрать. Ертӳлӗхӗн кӑмӑлӗ тата укҫи-тенки пур пулсан, Тӗп канаш, тархасшӑн, регистрацилентӗр.
Ман шутпа, Халӑх Хуралӗпе Ваттисен тӗп канашӗн пуҫлӑхпа ун ҫумӗсем тата кирлӗ ҫыннисем пулмалла. Секретариатра ялти канашсемпе ҫыхӑнса тӑракан ҫын кирлех.
Президиумра — политика тишкерӳҫи (Ҫӗр чӑмӑрӗн Конституйӗнчен пуҫласа Шупашкар мэрӗн йышӑнӑвӗ таран сӑнаса тӑракан); СМИ тишкерӳҫи (мӗншӗн, сӑмахран, паян «Тантӑш» — 1 пин, «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» — 10 пин тиражлӑ); Яла ӗҫ тупса парасси пирки шухӑшлакан; Ытти пӗрлешӳсемпе ӗҫлекен; Ачасемпе ҫамрӑксен ыйтӑвӗсене сӑнаса тӑракан тишкерӳҫӗ тата ытти ӑстасем кирлӗ.
Нимпе те кӑсӑкланман, пӗр-пӗр ыйтӑва куллен тишкерсе тӑман ҫын Ваттисен Тӗп канашӗнче пулнинчен пайти ҫук. Ҫакна шута илсе, Президиума ку ыйтупа ӗҫлеме хушса хӑварӑпӑр. Ман шутпа, Халӑх Хуралне вӑй питти ҫынсене явӑҫтарни вырӑнлӑ пулать. Паян Халӑх Хуралӗн тӗп канашне кӗртнӗ Пил Тымарлана, Арсентий Тарасова, Сергей Андреева, Надежда Кириллована тата ытти ҫамрӑксене ырӑ сунса саламлатӑп.
Общество организацийӗсем паракан чӗнӗмсемпе чыславсен ыйтӑвӗ нумайӑшне шухӑшлаттарчӗ, Сӗнӳҫсем самаях килчӗҫ, паянхи калаҫура та пулчӗҫ. Вӗсене аксакалсен кӗрекинче ӳнерҫӗсемпе пӗрле тӗплӗн сӳтсе явни вырӑнлӑрах пулӗ. Эппин, тепре тӗл пуличчен!