Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Чӑвашлӑх

Чӑвашлӑх

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уява халалласа «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ Шупашкарти троллейбуссенче салам хучӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ҫак транспортра ҫак эрне хушшинче ҫакӑнса тӑрӗҫ — акан 20-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшӗччен.

Уйрӑммӑн каласа хӑварас пулать — салам хучӗ ҫине чӑваш сӑвӑҫисен чӑваш чӗлхине халалланӑ сӑввисене вырнаҫтарнӑ. Чӑвашла пӗлекен кашни ҫын вӗсене троллейбусра вулама пултарать.

«Ирӗклӗх» — чӑваш чӗлхине аталантарас тата сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлекен общество пӗрлӗхӗ. Вӗсем ҫак акцисем ирттернипе палӑрнӑ: «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» стикерсем ҫыпӑҫтарнипе, тӗрлӗ кӑтартмӑшсене чӑвашла куҫарса вырнаҫтарнипе (т-х: «Кайиччен ҫутта сӳнтерӗр») тата ыт. те. Пӗрлӗх час-часах тӗрлӗ учрежденисене чӑваш чӗлхипе усӑ курма сӗнекен ҫырусем ҫырать.

 

Чӑвашлӑх Юмах ҫыракан ачасем
Юмах ҫыракан ачасем

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи вулавӑшӑн ача-пӑча уйрӑмӗнче иккӗн тӑрӑшаҫҫӗ: Алина Михеева — 2008 ҫултанпа, Валентина Падюкова 1981 ҫултанпа ачасене кӗнеке юратма пулӑшаҫҫӗ. Библиотекӑра Литература тата Константин Иванов ҫулталӑкне, Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Унтах хаҫат-журнал тата ачасем юратнӑ кӗнекесем вырнаҫнӑ.

Чӑваш чӗлхи эрни пуҫланнӑ ятпа «Солнышко» (чӑв. Хӗвелпи) ача пахчинчи аслӑ ушкӑна ҫӳрекенсем Людмила Утриванова тата Зоя Беспалова ертсе пынипе вулавӑша ҫул тытнӑ. Ачасем хаваспах ача-пӑча кӗнекисемпе паллашрӗҫ. Галина Зотова пӗчӗккисем валли юмахсем хайлама кӑмӑллать, унӑн юмахӗсем 4 кӗнекере пичетленнӗ. Вӑл ачасене хӑйӗн темиҫе юмахӗпе паллаштарнӑ: «Ҫынран ан кул» тата «Айван кушак ҫури» юмахсем ачасене килӗшрӗҫ. Кӑҫал вӑрҫӑ пӗтнӗренпе 70 ҫул тултарнӑ май ачасене «Асатте» ятлӑ юмах ҫырма сӗнчӗ.

«Аслашшӗ вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ, алӑри снаряд ванчӑкӗ ҫанталӑк улшӑннине сисет: тӳрех сурма пуҫлать...» — ҫапларах пуҫласа парсан ачасем пурте пӗрле аслашшӗн чирне ирттерсе ямалли мелсем шырама пуҫларӗҫ.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх

Шупашкарти К. Иванов ячӗллӗ вулавӑшра «Поэзи ҫӑлтӑрӗ» ятпа сӑвӑ хитре калакансен хулари конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Ӑна тӗп хулан культура управленийӗ тата Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ.

Финала суйламалли турсем маларах Ленин, Калинин тата Мускав районӗсенче иртнӗ. Вӗсем К. Ивановӑн сӑввисене хитре каланипе тупӑшнӑ. Финала 16 ача тухнӑ. Вӗсен хушшинче вӑтам шкулта вӗренекенсем кӑна мар, машина тӑвакансен тата механикӑпа технологи техникумӗсен, «ТрансСтройТех» техникумра ӑс пухакансем те пулнӑ.

Ачасен пултарулӑхне хаклакан тӳресен йышне Светлана Асамат тата Галина Петрова сӑвӑҫсем, ЧР Писательсен союзӗн пайташӗ Любовь Петрова, «Республика» хаҫат директорӗ Лидия Михайлова кӗнӗ.

Чӑвашла сӑвӑ калакансенчен кӗҫӗн ҫулхисенчен Салампи Прокопьева, Андрей Баранов тата Ксения Гурьянова палӑрнӑ. Вырӑсла калакансенчен — Анастасия Белова, Дарья Седойкина, Дарья Гурьянова.

Вӑтам ҫулхисенчен Ангелина Васильева, Кристина Иванова тата Николай Иванов чӑвашла хитре каланӑ. Вырӑсла сӑвӑ хитре калакансем — Петр Якимов, Александр Капитонов тата Никита Моряков.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх

Ача-пӑча чӑваш юррин «Мехел» конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Кӑҫал конкурс ҫӳллӗ шайра иртнине палӑртаҫҫӗ.

Жюри председателӗ Николай Казаков палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал конкурса Шупашкарти ача пахчисенчен нумаййӑн хутшӑннӑ.

Куславкка тӑрӑхӗнчи 7 ҫулти Даша Моранькова сцена ҫинче ташласа юрланӑ чухне шалта йӑлтах чӗтреннине пытарман. Вӑл кӑшт ҫеҫ ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫеймен. Кӗҫӗннисен йышӗнче унран Евгения Васильева иртсе кайнӑ. Вӑл жюрие вокалпа кӑна мар, сӗрмекупӑс каласа та тӗлӗнтернӗ.

Конкурсра Вероника Арисова патӗнче ӑсталӑхне туптакансем маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Анна Порфирьева вӑтам ӳсӗмри ушкӑнра мала тухнӑ. Юлия Мокеевӑпа Павел Васильев аслӑраххисен ушкӑнӗнче ҫӗнтернӗ. Анастасия Егоркина салтак пирки юрланӑ юрӑ вара пурне те тыткӑнланӑ. Анчах Анастасийӑран Анна Орлова ирттернӗ.

«Мехел» ҫулран ҫул аталанса пырать. Унӑн халӑх тетелӗнчи ушкӑнра 500 ытла ҫын регистрациленнӗ. Ҫынсем юрӑҫсемшӗн тӗнче тетелӗнче те сасӑланӑ. Муркаш районӗнчи Дарья Макарова ытларах пухнӑ. Ҫаван пекех арҫын ачасен «Туссем» ушкӑнне, «Юханшыв» ансамбль ачисене куракансем килӗштернӗ.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх

Ака уйахӗн 24-мӗшӗнче, чӑваш ҫырулӑхӗн кунӗ умӗн, РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин тулли праваллӑ представительствинче Чӑваш культурипе информаци центрне уҫӗҫ.

Чӑваш культурипе информаци центрӗ хӑш енӗпе ӗҫлет-ха? Унӑн тӗп тӗллевӗ — чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине сыхласси, аталантарасси, чӑваш наципе культура пӗрлешӗвӗсемпе ӗҫлесси.

Чӑваш культурипе информаци центрӗнче ҫынсем чӑваш чӗлхине, чӑваш юррипе ташшине вӗренме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех унта хаҫат-журналпа паллашма май пур. Вӗсен йышӗнче район кӑларӑмӗсем, Чӑваш Ен пирки тухнӑ кӗнекесем пур.

Центр Мускавра Мӑн Ордынка урамӗнчи 46-мӗш ҫуртра 18 сехетре уҫӗҫ.

 

Чӑвашлӑх

Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президиумӗ черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Ларӑва яланхиллех ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов ертсе пынӑ. Вӑлах кун йӗркинчи ыйтусемпе паллаштарнӑ май «Кӗмӗл сасӑ» конкурс-фестивале хатӗрленес ӗҫ-хӗл мӗнле пынине, К.В. Иванов ҫулталӑкӗнче конгресс мӗнлерех ӗҫсем туни тата малалла мӗн палӑртнине, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи чарӑннӑранпа 70 ҫул ҫитнине уявлассипе ЧНК мӗнлерех ӗҫсем туни тата малалла мӗн палӑртни тишкерессине пӗлтернӗ.

«Кӗмӗл сасӑ» фестиваль пикри каласан, кӑҫал унта Мурманск, Иркутск хулисенчен, Пушкӑрт Республикинчен тата ытти регионти чӑвашсем хутшӑнма хатӗррине пӗлтернӗ. Аякран килнӗ ҫамрӑк юрӑҫсене пурӑнма вырнаҫтарасси, апатлантарасси тата ытти йӗркелӳ ыйтӑвӗсене татса памалла.

ЧНК Президенчӗн ҫумӗ Валерий Клементьев конгресӑн комитечӗсем хастар пулнине каланӑ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитет, акӑ, Кӳкеҫри Бичурин музейӗнче анлӑ лару ирттернӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ тата паянхи литература» темӑпа та кӑсӑклӑ тӗлпулу пулнӑ-мӗн.

ЧНКн вӗренӳпе ӑслӑлӑх комитечӗ йӗркеленипе пӗтӗм регионсенчи чӑваш ачисем хушшинче «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» конкурс хӗрӳ пырать иккен.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/352.html
 

Чӑвашлӑх

Пенза облаҫӗнчи Неверкино раойнне кӗрекен чӑваш ялӗсенчи ачасем пӗрле футбол выляма тытӑнӗҫ. Йыша асӑннӑ районти виҫӗ чӑваш ялӗнче пурӑнакан шкул ачисем тата унччен шкул пӗтернисем кӗнӗ. Вӗсене пӗр «ҫунат» айне пухаканӗ Пенза облаҫӗнчи Пикурзари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул темелле. Тӗрӗсрех, вӗренӳ учрежденийӗ хӑй мар-ха. Унти хастарсем ҫине тӑнипе футбол ушкӑнӗ йӗркеленӗ.

Ушкӑна Пикмурза ялӗнчи вӑтам шкул диреткорӗ С.Н. Никитин тата Неверкинӑри П.А. Столыпин ячӗллӗ вӑтам шкулти тренер В.П. Степанов тренер пулса ертсе пырӗҫ.

Футбол ушкӑнӗ «Пӗрлӗхлӗх кубокӗшӗн» пынӑ кӗрешӗве нумаях пулмасть хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва Пензӑра нацисем хушшинче иртнӗ ҫамрӑксен форумӗн йӳтӗмӗпе йӗркеленӗ. «Раҫҫей – пирӗн пӗрлехи кил» форум ячӗпе ирттернӗ мини-футбол вӑййинче чӑваш ялӗсен «ТУС» ушкӑнӗ те вылянӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/351.html
 

Чӑвашлӑх

Ӗнер, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче музейпа курав центрӗн йӑла-йӗрке залӗнче «Силпи ялӗнчи чиперуксем» ятлӑ курав уҫӑлнӑ. Ӑна, паллах, Чӑваш Енри Литература ҫулталӑкне халалланӑ. Куравра мӗнлӗ пикен ӳкерчӗкӗсем пулнине те чухлама йывӑр мар.

Куравра Нарспи сӑнарне тӗрлӗ вариаципе кӑтартнӑ. Ӗҫсене тӗрлӗ материалтан хатӗрленӗ: йывӑҫ, тӑм, береста тата ытти те.

Ӗҫсен авторӗсен ячӗсем Чӑваш Енре анлӑ сарӑлнӑ. Вӗсем — Н.И.Степанова, Т.В.Шаркова, А.А.Васильева, З.И.Воронова тата ыттисем. Ҫавӑн пекех ытти хулари ӑстасен ӗҫӗсем те пур. Унччен вӗсем «Руҫ ӑстисем» пӗтӗм тӗнчери куравра та пулнӑ-мӗн.

 

Чӑвашлӑх

ЧР Вӗренӳ министерствин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 9 сехет ҫурӑра ЧР Вӗренӳ институчӗн акт залӗнче «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн республикӑри тапхӑрӗ уҫӑлать. Унта чӑваш тата вырӑс шкулӗсенче вӗренекенсем валли чӑваш чӗлхипе тата культурипе ирттерекен «Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ конкурсӑн тата «Шевле» ӳнер ӑсталӑхӗн конкурсне кӗртнӗ.

Фестивале районсенчи тапхӑрта мала тухнӑ ачасем хутшӑнӗҫ. «Ҫалтӑрчӑк» конкурса пӗтӗмпе пилӗк станципе ирттерӗҫ. Вӗсем:

1. «Чӗлхе — халӑх мулӗ» — чӑваш чӗлхи».

2. «Чӑваш халӑхӗн нумай ҫӑлтӑр, Ҫеҫпӗл, Иванов…»

3. «Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ»

4. «Илемлӗх тӗнчи — чӑваш литератури» (чӑваш литературин классикӗсен тата юбилярсен хайлавӗсене илемлӗ вулани).

5. «Пирӗн пултарулӑх» — ачасен пултарулӑх тупӑшӑвӗ, юрлани, харпӑр хӑй сӑввисене вулани тата ытти те.

Конкурса хутшӑнакан кашни ача кашни станци витӗр тухать. «Шевле — 2015» конкурсра ачасен литература хайлавӗн сыпӑкӗ тӑрӑх виҫӗ сехетре ӳкерчӗк хатӗрлемелле пулӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене жюри палӑртать. Кун пирки халӑха информаци хатӗрӗсем урлӑ пӗлтерӗҫ.

 

Чӑвашлӑх

Пушкӑртстанри Пелепей хулинче «Силпи асамачӗ» ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх фестивалӗ иртнӗ. Ҫулсерен йӗркелекенскере кӑҫал акан 10-мӗшӗнче пухӑннӑ.

Фестиваль 4 номинаципе иртнӗ: «Илемлӗ вулав», «Фольклор», «Хореографи», «Эстрада юрри». Хутшӑнакансен пултарулӑхне тӳресем ҫулне кура икӗ ушкӑна пайласа хакланӑ: 7–12, 13–18 ҫултисем.

Ӗпхӳ хулинчи П.М. Миронов ячӗллӗ чӑвашсен вырсарни шкулӗнче вӗренекен ачасем те «Силпи асамачӗ» конкурсра маттур пулнӑ.

12 ҫула ҫитменнисен ӑмӑртӑвӗнче Семен Виниченко пӗрремӗш степеньлӗ диплома, «Сӑвӑ калакансем» номинацире вара Олег Федоров иккӗмӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.

«Эстрада юрри» номинацире Анастасия Тихонова, Аделина Петрова Дарья Захарова тата хаклӑ дипломсемпе парнесем ҫӗнсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/347.html
 

Страницӑсем: 1 ... 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, 99, [100], 101, 102, 103, 104, 105, 106, 107, 108, 109, 110, ...127
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть