Чӑвашлӑх
![]() Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» (чӑв. Ленин хӗлхемӗ) колхоз лаптӑкӗнчи Тури Ачак ялӗнче XIX ӗмӗрти ӗлӗкхи хресчен хуҫалӑхне сӑнлакан уҫӑ музей пур. Ӗлӗк Ҫӗнӗ Ҫула хресченсем еплерех кӗтсе илнӗ, мӗнле вӑйӑсем вылянӑ? Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче иртнӗ «Ӗлӗкхи хресченсен вӑйӑ-кулли» уява 500 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. Хӑнасем хушшинче ЧР Министерсен Кабинечӗн ҫумӗ Алла Салаева, культура министрӗн ҫумӗ Иван Иванов, Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, Мӑн Шемертен ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Альбина Егорова тата ыттисем пулчӗҫ. Чи малтанах вӗсем «Ленинская искра» колхоза чылай ҫул хушши ертсе пынӑ, ҫак музея уҫнӑ Аркадий Павлович Айдакӑн палӑкӗ умне чечексем хучӗҫ. Хӑнасем уява тӗрлӗ ҫӗртен пуҫтарӑннӑ. Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Муркаш, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк районӗсенчен, ҫавӑн пекех Тури Ачакри Хӗл Мучи уявӗнче савӑнма Питӗртен, Тутарстанран, Марий Элтен, Киров облаҫӗнчен тата ытти вырӑнтан та ҫитнӗ. Хӗл Мучипе пӗрле пухӑннисене «Виръял» тата «Ладушки» ансамбльсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() 2013-мӗш ҫулхи конкурс саманчӗ Тутарстанра «Чӑваш пики – 2016» конкурс иртмелле. Ӑна унти чӑвашсен наципе культура автономийӗ, «Сувар» обществӑпа политика хаҫачӗ, Тутарстанри халӑхсен ассамблейи, Тутарстан халӑхсен Туслӑх ҫурчӗ пӗрле пулса йӗркелессине пӗлтереҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ ҫак конкурс тӗллевӗ яланхиллех темелле. Ӑна пуҫарса ирттерекенсем тӗллев шутӗнче халӑх йӑли-йӗркине, культурӑпа чӗлхене ҫамрӑксен хушшинче сарасси тесе пӗлтереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫамрӑксене эстетика воспитанийӗ пама та пулӑшасшӑн. Тата, паллах, тепӗр пысӑк тӗллев те пур йӗркелӳҫӗсен. Тутарстанра «Чӑваш пики» ята тивӗҫнӗ хӗре Раҫҫей шайӗнче иртекен ун йышши ӑмӑртура республика чысне хӳтӗлеме ярӗҫ. Апла пулсан вырӑнти ҫӗнтерӳҫӗ ҫӗршыв шайӗнчи конкурс валли ҫул уҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстанри Кивӗ Илтрекьел ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьере тӗрӗ музейӗ тейӗн. Ҫакна унти чӑвашсен ассоциацийӗн канашӗн пайташӗсенчен тӑракан комисси автономи йӗркеленӗ «Чи лайӑх ял», «Чи лайӑх шкул», «Чи лайӑх чӑваш чӗлхи класӗ» конкурссене заявкӑсем панӑ Аксу тата Нурлат районӗсенчи ялсенче тӗрӗслевпе кайсан курнӑ. Кивӗ Илтрекьелти Зинаида тата Василий Баландовсен хӑйнеевӗр тӗрӗ музейӗ пур-мӗн. «Стенасем, минтерсем ҫинче, турӑш кӗтесӗнче — йӑлт тӗрленӗ чечексем. Диван витти те тӗрӗллӗ. Кил хуҫи арӑмӗ каласа панӑ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен вӑл хӗресле тӗрлеме кӑна пӗлнӗ, унтан лап тӗрре вӗреннӗ. Тӗрӗсен эрешне хӑй шутласа кӑларать», — тесе пӗлтерет вӗсем патӗнче пулса курнӑ Константин Малышев журналист. Ӗмӗрне правленире ӗҫлесе ирттернӗ хӗрарӑмӑн чӑваш тӗррине те вӗренес килет-мӗн, сурпансем ҫинчи эрешсене курсан уйрӑмах иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Раштавӑн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче Литература ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупнӑ. Малтанах район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Молотков тухса калаҫнӑ. Социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Рена Осипова районти Литература ҫулталӑкне пӗтӗмлетнӗ. ЧНКн Красноармейски районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Михайлова та пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Унтан маттуррисене чысланӑ. «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн пай редакторне Юрий Борисова, Тӗп вулавӑшӑн тӗп библиотекарьне Светлана Гурьевӑна тата ыттисене Красноармейски район администрацийӗн Тав ҫырӑвне панӑ. Чи хастар вулакансене те чысланӑ. Кӑҫал Чӑваш Енре К.Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ. Трак енсем Литература ҫулталӑкне классикӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх лартнӑ инсцинировкӑпа вӗҫленӗ. Клубсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хайлаври тӗп шухӑша та халӑх патне илсе ҫитернӗ, наци колоритне те кӑтартнӑ. Фойере вара «К.Иванов — чӑваш поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ» кӗнекесен куравӗ ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Пирӗн пата Шупашкартан Александр Блинов килсе ҫитрӗ», — тесе пӗлтерчӗ нумаях пулмасть халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Мускаври калаҫу клубӗ. Шупашкар ҫынни ачана хулара ӳстерсе унпа чӑвашла калаҫма пулать тесе пӗр иккӗленмесӗр касса татнӑ. Александр Блиновӑн вырӑс-мӑшӑрӗ ывӑлӗпе Матвейпа вырӑсла, ашшӗ вара ачапа чӑвашла калаҫать-мӗн. «Шупашкарти Гуманитари инситутӗнче ӗҫлекен Эктор Алос-и-Фонт пирки те сӑмах хускатрӑмӑр. Вӑл Шупашкарта пурӑнса ачисемпе хӑй тӑван чӗлхипе — каталанла калаҫать, мӑшӑрӗ вара — вырӑсла. Ачисем ик чӗлхепе те тап-таса калаҫаҫҫӗ», — тесе пӗлтерет Мускаври калаҫу клубӗ. Шупашкартан Мускава пынӑ хӑна тӗрлӗ ҫӗршывра пулса, пурӑнса курнӑ май ик чӗлхелӗх политики вӗсенче «норма» шутланнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Кӑҫал «Чӑваш пики» конкурсра пулма курма тӳр килчӗ. Тӳрех палӑртса хӑварам: пӗтӗмӗшле илсен килӗшрӗ вӑл мана. Филармони алӑкне уҫса кӗрсенех чӑвашлӑх сасси илтӗнчӗ унта. Каҫал тӑрӑхӗнчен килнӗ фольклор ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗ. Кӑҫал ӑмӑртура республика тулашӗнчен килнӗ пикесем те тупӑшрӗҫ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Тутарстанри хӗрсем унта хутшӑнма хапӑл тунине ырламалла ҫеҫ. Чӑваш пикин титулне ҫӗнсе илессишӗн пӗтӗмпе 18 пике кӗрешрӗ. Малтанах хӗрсем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ. Чылайӑшӗ видеоролик ӳкерсе килнӗ. Анчах, манӑн шухӑшпа, урӑхларах мел тупнӑ пулсан аванрах. Теприсем чӑнах та лайӑх хатӗрленнӗ. Канаш районӗн пики Ольга Зайцева хӑйӗнпе «Улах» сценка лартса паллаштарчӗ. Оля ҫыхма тата ҫӑм арлама юратнине каларӗ. Ӗненмелле, мӗншӗн тесен пике кӗнчеле тытса та кӑтартрӗ. Теприсем ташӑ урлӑ хӑйсемпе паллаштарчӗҫ. Пултарулӑх конкурсӗнче те хӗрсем аптӑрамарӗҫ. Пӗрисем — юрларӗҫ, теприсем ташларӗҫ. Юрӑсене хӑйсен сассипе, фонограммӑсӑр, шӑрантарчӗҫ вӗсем. Хӑшӗ-пӗри сӑвӑ илемлӗ вуларӗ. Хальхинче те асӑмра Ольга Зайцева юлчӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Тӗмен хулинче ача-пӑча тата ҫемье кинофильмӗн «Ноль плюс» пӗтӗм тӗнчери фестиваль иртнӗ. «Ҫӗпӗр кӑмӑлӗллӗ чӑвашсем» документлӑ фильм унта дипломант пулса тӑнӑ. Пирӗн ентешсем пирки ӳкернӗ фильма И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Владимир Васильев тата Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева хатӗрленӗ. Фильмри сӑнарсем — ахаль ҫынсем. Вӗсем, тӗрлӗ вӑхӑтра Ҫӗпӗре куҫса килнӗскерсем, ӗҫчен, чӑтӑмлӑ. Тӑван кӗтесӗнчен аякра пулсан та тӑван халӑхӗн йӑли-йӗркине манмаҫҫӗ. Вӗсем юрӑ фольклорне, халӑх костюмне, наци кухнине сыхласа хӑварнӑ. Культура аталанӑвне наци уявӗсем урлӑ уҫса параҫҫӗ. Владимир Васильев каланӑ тӑрӑх, вӗсем фильмра чӑваш халӑхӗн лайӑх енӗсене уҫса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енӗн бренчӗ мӗн пулмалла? Пирӗн республикӑна тӗнчери туризм аренине епле кӑлармалла? Ҫак тата ытти ыйтӑва "Наци брендне тӑвассинче ҫамрӑксен вырӑнӗ" дискусси лапамӗнче хускатнӑ. Ӑна "Ҫамрӑксем - Чӑваш Енӗн ӗҫ вӑй-халӗ" форум йӗркеленӗ май "Чӑваш Ен" патшалӑхӑн телевиденипе радиок компанийӗ йӗркеленӗ. Экспертсем евӗр унта тӳре-шарана та, усламҫӑна та, ҫамрӑксене те йыхравланӑ. Тӳре-шараран республикӑн информаци политин министрӗ Александр Иванов, усламҫӑсенчен Дмитрий Донсков, ҫамрӑксенчен "Хастар" республикӑри ҫамрӑксен организацийӗн пайтаҫи Владислав Московцев хутшӑннӑ. Бренд никӗсӗ вырӑнне Шупашкарта кӑларакан канихвета та, Атӑла та, "Нарспи" поэмӑна та, Шупашкарти трактора та, чӑваш тӗррине те сӗнекен тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ маларах Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул саламӗсем чӑвашла марри пирки хула администрацине ҫыру янине эпир пӗлтернӗччӗ. Пӗрлешӗве тивӗҫтерменни татах пур иккен. «...хулари «коммерци маршручӗсемпе» ҫӳрекен автобуссенче те чарӑнусем ҫинчен пӗлтерекен информаторсене вырнаҫтарнине пӗлтӗмӗр. Тӗлӗнмелле, унта чарӑнусем ҫинчен вырӑсла кӑна пӗлтереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне хулара халӑх йышлӑ пуҫтарӑнакан вырӑнсенче «эвакуаци планне» пысӑк информаци хӑмисем ҫинче вырнаҫтарма тытӑннӑ, каллех вырӑсла кӑна», — тесе ҫырать вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗнче. Ҫакӑн пек фактсемпе килӗшмесӗр пӗрлешӳ чӗлхе саккунлӑхне пӑснин ҫак факчӗсем пирки Шупашкар хулин администраципе республика прокуратурине ҫыру янӑ. Республикӑн Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» калакан саккун статйисем ҫине тайӑнса хула администрацине «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗн асӑрхаттарӑвӗсемпе сӗнӗвӗсене шута илсе ӗҫлеме ыйтнӑ-мӗн. Хула администрацийӗ те черетлӗ канашлура транспортра чарӑнусем ҫинчен чӑвашла та пӗлтерес пирки ыйтӑва ҫӗклеме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑвашла открыткӑсем кӑҫал сахал мар кун ҫути курчӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗ ку ӗҫе ҫак иртсе пыракан ҫулта пуҫарнӑччӗ — ҫулталӑк хушшинче эпир 6 тӗрлине кӑларма пултартӑмӑр. Ҫав шутра — Ҫӗнӗ ҫулпа саламламаллине те. Хальхинче вара ҫак ӗҫе тепӗр ушкӑн — Мускаври «AVANклуб» калаҫу клубӗ хутшӑнчӗ, Ҫӗнӗ ҫулпа тата Раштавпа саламламалли открыткӑсем туса кӑларчӗ. Тӗрлисене хатӗрленӗ: пӗчӗккине те, виҫҫӗлле хуҫланаканнине те, пысӑккине те. Вӗсене пурне те «СУМ» лавкка урлӑ туянма пулать. Хакӗсем: 30, 35 тата 40 тенкӗ. Открыткӑсене пурне те чӑвашла хатӗрленӗ, хуҫланаканнисенче чӑвашла салам сӑввисене вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май, «СУМ» электрон лавккара чӑвашла открыткӑсен йышӗ 18-тан та иртрӗ ӗнтӗ. Кунта эпир кӑларнисене те, «Ноу-хау» тунисене те, «Раҫҫей почти» хатӗрленисене те тупма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |