Чӑвашлӑх
![]() Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперне суйланнӑ Михаил Игнатьевпа Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов тӗлпулнӑ чух каланӑ. Николай Угаслов ӗнентернӗ тӑрӑх, регионсен наципе культура пӗрлешӗвӗсем юлашки ҫулсенче Чӑваш Енпе тачӑ ҫыхӑну ӗҫленине уйрӑммӑн палӑртаҫҫӗ. Вӗсене аталанса пыма, ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме сахал мар ӗҫ пурнӑҫланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен хайхисем. Юлашки ҫулсенче ЧНК пайташӗсем тӗрлӗ региона тухса ҫӳреҫҫӗ, унти чӑвашсемпе ҫыхӑну тытаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш наци культурин Симферопольте пӗрлешӗвӗ уҫӑлӗ, ҫитес вӑхӑтра та Белгородра наци культурин автономийӗ йӗркеленмелле. Ҫӗршыври регионсенче те ҫавӑн йышши пӗрлешӳсем йӗркеленнӗ. Юлашки пилӗк ҫул хушшинче вӗсен шучӗ 81-рен 93 ҫитнӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Хусанти Кремль патӗнчи Ҫыранҫум урамра Тутар Республикин Халӑхсен ассамблейи тата Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ «Культурӑсен мозаики» фестиваль ирттернӗ. Ӑна Тутартстанӑн Президенчӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Рустам Минниханов килсе курни пирки унти «Сувар» хаҫат пӗлтерет. Унпа пӗрле Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан, ТР муфтийӗ Камиль Хазрат пулнӑ. Кӑҫал пуҫласа ирттернӗ фестивальти тӑватӑ павильонра ҫирӗм наципе культура пӗрлешӗвӗ вырнаҫнӑ. Унта курма килекенсен наци апат-ҫимӗҫӗпе, ал ӗҫ хатӗрӗсемпе паллашма май пулнӑ. Чӑваш наципе культура автономийӗн сӗтелне Аксу районӗ кӑтартнӑ. Ӳсел, Ҫӗнӗ Аксу, Сӗнчел ялӗн юрӑҫисем хӑнасене юрӑсемпе кӗтсе илнӗ, хуплупа сӑйланӑ. «Ҫӑлкуҫ» фольклор ансамблӗ юрласа ташланӑ. Лидия Квакова ертсе пыракан ушкӑн ҫуркунне «Никрут юрри» фестивалӗн гран-прине ҫӗнсе илнӗ. ӑста юрӑҫсен тупӑнать вӗсем ҫинчен те шӑрантармалли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ 10 ҫул тултарчӗ. Ҫак куна палӑртса эрнекун, авӑнӑн 11-мӗшӗнче «Чӑваш халӑх сайчӗн аталану ҫулӗ» ҫавра сӗтел ирттерме палӑртрӑмӑр. Вӑл Чӑваш наци библиотекинче иртӗ. 15:30 валли 218 пӳлӗме пухӑнмалла. Ҫавра сӗтелте эпир сире Чӑваш халӑх сайчӗн йышне кӗрекен пайсемпе паллаштарӑпӑр, малашнехи утӑмсене сӳтсе явма, аталану ҫулне тупма тӑрӑшӑпӑр. Ҫавӑн пекех интернетри чӑваш чӗлхин вырӑнне те сӳтсе явӑпӑр. Ҫавра сӗтеле Чӑваш халӑх сайтне пуҫлама пулӑшакансене, унти калаҫусемпе сӳтсеявусене хутшӑнакансене, информаципе тултарма пулӑшакансене, тӗнче тетелӗнчи чӑваш чӗлхине аталантаракансене пурне те йыхравлатпӑр! |
Чӑвашлӑх
![]() 10 ҫул каялла Чӑваш халӑх сайчӗ йӗркеленнӗ. Вӑл кун Чӑваш халӑх канашлӑвӗнче пӗрремӗш тема уҫӑлнӑ. Унтанпа хӑйӗн Чӑваш халӑх сайчӗ кун-ҫулне пуҫланӑ тесе шутланать те. 10 ҫул хушшинче эпир сахал мар ӗҫ турӑмӑр теме пулать. Чӑваш халӑх сайчӗн уҫлӑхӗнче вуншар сайт йӗркеленнӗ — Чӑваш халӑх канашлӑвӗ, Электронлӑ вулавӑш, Электронлӑ сӑмахсарсен пуххи, Орфографи тӗрӗслемелли хатӗрӗн сайчӗ, Чӑвашла терминсем ӑсталамалли сайт, «Чӑваш тӗнчи» сӑнсен галереи, чӑвашла сайтсем каталогӗ (хальлӗхе вырӑсла кӑна-ха), «СУМ» электронлӑ лавкка, Халӑх пултарулӑхӗн сайчӗ (yumah.ru), «Тупмалли юмахсем» вӑйӑ-сайт, чӑвашсен кун-ҫулне уҫса паракан «Повествование о чувашах» сайт тата ыттисем. Хӑшӗ-пӗри (сӑмахран, чӑвашла юрӑ-кӗвӗ пуххи) паянхи кунччен пурӑнса ҫитереймерӗ пулин те хӑй вӑхӑтӗнче йӗр хӑварчех. Паян вара, Чӑваш халӑх сайчӗ 10 ҫул тултарнӑ тӗле эпир сире валли ҫӗнӗ сайт йӗркелесе патӑмӑр — Ваттисен сӑмахӗсем ятлине. Вӑл as.chv.su адреспа вырнаҫнӑ. Унта эсир чӑваш халӑхӑн ӗмӗр-ӗмӗр тӑршшӗпе пухӑннӑ ӑс-хакӑлӗпе паллашма пултаратӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Авӑнӑн 5-мӗшӗнче Мускав 868-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ. Тӳре-шара анлӑ программа хатӗрленӗ. Унта 10 миллион ытла хӑна пухма палӑртнӑ. Тӗп уяв Пушкин лапамӗнче иртӗ. Ку – мускавсен юратнӑ вырӑнӗ. Унта Мускав прессин фестивалӗ иртӗ, эстрада артисчӗсем юрлӗҫ, ытти мероприятие йӗркелӗҫ. Уяв йӗркелӳҫисем мускавсене саламламашкӑн Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине Леонид Волкова чӗннӗ. Вӑл тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн сцена ҫине «Атӑл» халӑх хорӗ тухӗ. Пушкин лапамӗнче, Кремль ҫывӑхӗнче, чӑваш юрри пӗрремӗш хут янӑрӗ. Хор икӗ юрӑ шӑрантарӗ. Вӗсем сцена ҫине авӑнӑн 5-мӗшӗнче 14 сехетре тухӗҫ. Мероприятие Мускав телеканалӗсемпе тӳрӗ эфирта кӑтартӗҫ. Мускав уявӗнче 500 ытла мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Ҫынсем уяв мероприятийӗсене хӑйсем онлайн мелӗпе сасӑласа суйланӑ. Унта 200 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Илемлӗ Аня Ыран — Пӗлӳ кунӗ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнине палӑртакан уява ачасемпе ашшӗ амӑшӗ кашни шкула пухӑнӗ. «ВКонтакте» халӑх тетелӗнчи «Красота чувашская» ушкӑн уява наци тумӗсемпе тухнӑ ачасен сӑнӳкерчӗкӗсене пухса кӑтартасшӑн. Енчен те сирӗн унашкал сӑн тупӑнать пулсан эсир ӑна ҫак ушкӑна ярса пама пултартӑр. Ушкӑн хуҫи палӑртнӑ тӑрӑх ыран ҫумӑрсӑр ҫанталӑк пулни лайӑх сӑнсем тума пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Нумаях пулмасть Турцири икӗ университетӑн ӑсчахӗсем Огузхан Дурмуш тата Синан Гюзел Ӗпхӳ хулинчи чӑвашсен вырсарни шкулӗнче пулнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Иван Тарасов каланӑ тӑрӑх, тюркологсем ЮНЕСКО чӑваш чӗлхине вилекен чӗлхесен шутне кӗртнӗ май Раҫҫейӗн регионӗсенче лару-тӑру еплине тӗпчешшӗн. Турккӑ ӑсчахӗсем наци вырсарни шкулӗсен концепцийӗпе вӗсен опычӗ хытах кӑсӑклантарнӑ. Турцире ун пекки ҫуккине пӗлтернӗ вӗсем. Турципе чӑвашсен туслӑхӗ пирки вӗсем ӑшӑ кӑмӑлпа палӑртнӑ. Чӗрӗк ӗмӗр каялла паллӑ пушкӑрт ӑсчахӗ, Зиннур Ураксин академик Иван Тарасова Талят Текин профессорпа паллаштарнӑ. Шкул пуҫлӑхӗ ун чухне ӑна «Нарспи» поэмӑна парнеленӗ. Текин ӑна тюркологи докторне Эмине Йылмаза панӑ. Иван Тарасов турккӑ профессорӗпе туслӑ пулни пирки ҫырнӑ очерка чӑваш чӗлхин хрестоматине те кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмине сасӑпа вуласа аудио-диск кӑларасси пирки эпир сире маларах пӗлтернӗччӗ. Ку ӗҫе 2015 ҫул Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май пурнӑҫлама шутланӑ. Хальхи вӑхӑтра аудио версие кӑларас ӗҫ вӗҫне ҫитсе пырать, анчах та патшалӑх пултарулӑх ушкӑнне укҫа енчен пулӑшасшӑн пулман. Ҫавӑнпа та диск ҫинче кӑларма укҫа пухассине «Армир» ушкӑн ниме мелӗпе ирттерме шут тытнӑ. Пурӗ вӗсене 50 пин кирлӗ. Паянхи кун тӗлне ҫуррине пухнӑ та ӗнтӗ. «Планета» краудфандинг сайтӗнчи информаци тӑрӑх ҫынсем 300 тенкӗрен пуҫласа 20 пин таран укҫа хывайраҫҫӗ. 300–600 тенкӗпе пулӑшсан «Армир» поэмӑн сасӑллӑ версин электронлӑ вариантне ярса пама пулать, 5000 ытла хывсан — Михаил Ефремов алӑ пуснӑ диск ҫитерсе парӗҫ. 10 пин паракансен ячӗсене вара сасӑпа пӗлтерӗҫ. «Нарспин» аудиоверсийӗ икӗ чӗлхепе пулмалла — вырӑсла тата чӑвашла. Вырӑсла варианта Михаил Ефремов вулать. Вӑл Иван Яковлевӑн мӑнукӗн мӑнукӗ пулать. Сӑмах май «Нарспи» поэмӑн аудиоверсие хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ хатӗрленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленйиӗ ӗнентерет. Тӗп хулан сити-менеджерӗ Алексей Ладыков ертсе пынипе ирттернӗ канашлура маларах асӑннӑ управлени уҫлӑхӗ Герман Александров «Этносла Чӑваш Ен» туризмпа рекреаци кластерне тӑвасси епле пынине тишкернӗ. Кластер, аса илтеретпӗр, икӗ пайран тӑрать: Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш тӑрӑхӗнчи «Ясна» экоялтан тата Шупашкара 500 ҫул ятлӑ культурӑпа кану паркӗнче тӑвакан «Амазон» этнокомплексран. Герман Александров «Амазоние» ҫывӑх ҫулсенче турисстем, тӗп хула хӑнисем тата Шупашкар ҫыннисем пырса ҫӳреме пуҫлассине пӗлтернӗ. Ҫывӑх тенине тӗрлӗрен ӑнланма пулать те, ку вӑл урӑх калаҫу тейӗпӗр. Инфраструктура ӗҫӗсем графикран юлса пыни пирки маларах эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Герман Александров графика хӑваласа ҫитнине ӗнентернӗ. Рабочисем 2-3 сменӑпах ӗҫленине каланӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Чӑвашпа Чӗмпӗрӗн экономикӑпа политкультура анлӑшӗ: пӗтӗмлетӳ тата малашлӑх». Ҫак ятпа ӗнер Шӑмӑршӑра ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта пирӗн республикӑн тата Чӗмпӗр облаҫӗн ертӳҫисем: Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тата Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ — Правительство пуҫлӑхӗ Сергей Морозов хутшӑннӑ. Икӗ енлӗ хутшӑнусем пирки каланӑ май Михаил Игнатьев регионсем географи тӗлӗшӗнчен кӑна мар, ӑс-хакӑл енпе те ҫывӑххине палӑртнӑ. «Пирӗн иртнинче тата хальхинче пӗр пекки нумай», — тенӗ вӑл. Унтан вӑл 1968 ҫулта Иван Яковлев уҫнӑ Чӗмпӗрти учительсен чӑваш шкулӗн пӗлтерӗшне, унта ӑс пухнӑ Константин Иванов поэта аса илнӗ. Чӗмпӗр облаҫӗнче ытти халӑхпа танлаштарсан чӑвашсем йышпа виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннине палӑртнӑ Михаил Васильевич. Ҫавна май вӑл асӑннӑ облаҫ кӗпӗрнаттӑрне чӑваш этносне, чӗлхине тата культурине упраса хӑварма майсем туса панӑшӑн тав тунӑ. Сӑнсем (27) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |