Чӑвашлӑх
![]() Тӗмен хулинчи патшалӑх университечӗн Кӗпӗрнаттӑр залӗнче "Чуваши с симбирским характером" (Ҫӗпӗр кӑмӑлӗллӗ чӑвашсем) документлӑ телефильм хӑтлавӗ иртнӗ. Фильмӑн чи пирвайхи геройӗсем - Анат Тавда районӗнчи Пӗчӗк Хутор ялӗнче пурӑнакансем. Хӑтлава Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗрти тата Кӑнтӑр Уралти чӑвашсен наци автономийӗсен пайташӗсем, Ҫӗпӗрти ӑсчахсем, студентсемпе вӗренекенсем хутшӑннӑ. Фильма сенкер экран ҫине кӑҫалхи раштав ҫуррисенче кӑларӗҫ. Документлӑ картинӑна Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Владимир Васильев тата Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева телережиссер ӳкерни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Вӗсем Сургут, Нефтеюганск, Тобольск тата Тӗмен хулисене, вӑл тӑрӑхри Пӗчӗк Хутор, Канаш, Анат Тавда ялӗсене ҫитсе те курнӑччӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин «Этносла Чӑваш Ен» инвестици проектне пурнӑҫа кӗртес ыйтупа ӗҫлӗ канашлу ирттернӗ. Аса илтеретпӗр, ку проект икӗ пайран тӑрать: Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш тӑрӑхӗнчи «Ясна» экоялтан тата Шупашкара 500 ҫул ятлӑ культурӑпа кану паркӗнче тӑвакан «Амазони» этнокомплексран. Канашлӑва правительство пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алла Салаева, культура министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Константин Яковлев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хутшӑннӑ. Константин Яковлев каланӑ тӑрӑх, паянхи куна «Амазони» этнокомплексра электричество, газ кӗртессипе тата ҫул тӑвассипе ӗҫлеҫҫӗ. «Яснара» вара ку ӗҫсене пӗтӗмпех пурнӑҫланӑ. Республкиӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, «Чӑвашавтодор» предприяти хӑй ҫине илнӗ яваплӑха туллин пурнӑҫламан. Ҫавна кура Чӑваш Республикин Культура министерстви объектсенче транспорт инфратытӑмне пурнӑҫлама ҫӗнӗрен аукцион ирттерме палӑртнӑ. Иван Моторин подрядчиксене объектсене вӑхӑтра хута ямалли, ӗҫ графикне пӑсма юраманни пирки ҫирӗп асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци конгресӗн пресс-служба ертӳҫи Зоя Яковлева, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ профессорӗ, Владимир Васильев культуролог, Kӳкeҫpu "Бичурин тата паянхи самана" музей пуҫлӑхӗ Ирина Удалова Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен "Тӑван" ассоциацийӗ ирттернӗ "Бичурин вулавӗсем" ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑннӑ. ЧНКн пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятине чӑваш историне, культурипе йӑли-йӗркине тата тӑван чӗлхене аталантарас тӗллевпе вӑл тӑрӑхра вуннӑмӗш хут ирттереҫҫӗ. Конференцин пленарлӑ ларӑвне ЧР информаци политикипе массӑлла коммуникацисен министрӗ Александр Иванов, культура, нацисен тата архив ӗҫӗсен министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Константин Яковлев, ЧНК президенчӗн пӗрремӗш ҫyмӗ Валерий Клементьев, президиум пайташӗсем Юлия Анисимова тата Геронтий Никифоров та хутшӑннӑ. Вӗсем инҫетри тӑрӑхпа видеоҫыхӑну мелӗпе калаҫу йӗркелерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци вулавӑшӗнче ӗнер Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн черетлӗ ҫулталӑкри пухӑвӗ иртрӗ. Халӑх академикӗсем (вӗсене кӗскетсе ҫапларах калаҫҫӗ) хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ, йывӑрлӑхӗсене пӗлтерчӗҫ. Кун йӗркинче ҫавӑн пекех ҫӗнӗ пайташсене йышӑнасси те пулчӗ — вунӑ ҫынна халӑх академийӗн ретне кӗчӗ. Вӗсен йышӗнче пирӗн сайт ӗҫӗ-хӗлне те хастар хутшӑнакан Красноармейскинчи Виталий Михайлов пулчӗ. ЧХӐӲА президенчӗ Евгений Ерагин пухӑннӑ халӑх умӗнче кӗскен академи ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа пачӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, унта пуҫ хунисене асӑнса ирттернӗ мероприятисем кӑҫал сахал мар пулни пирки пӗлтерчӗ. Ку йӑлана вӑл мухтарӗ, анчах та Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ чӑвашсем пирки те манмалла мар терӗ, вӗсен мухтавлӑ та паттӑрла ӗҫне халӑха ҫитерме сӗнчӗ. «Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫин паттӑрӗсене хальхи вӑхӑта ҫитсен те пӗр юрӑ та халалламан, пӗр юрӑ та ҫырман», — палӑртрӗ вӑл. Пухӑвӑн иккӗмӗш пайӗнче Евгений Ерагина юбилей ячӗпе саламласси пулчӗ. Шӑп ҫак кун вӑл 60 ҫул тултарчӗ. Юбиляра чылай халӑх академикӗ хӑйсен чи паха парнине — хӑйсем хатӗрлесе кӑларнӑ кӗнекене — парнелерӗҫ. |
Чӑвашлӑх
![]() «Сентти» III конкурса хутшӑннисем Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ача-пӑча юррисен республикӑри конкурсӗ иртет. «Сентти» ят панӑскере кӑҫалхипе улттӑмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Ӑна йӗркелекенӗсем — республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищи. Конкурса пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче, хушма пӗлӳ паракан шкулсенче ӑс пухакансем е тата клубсене ҫӳресе юрӑ ӑсталӑхне утптакан 7 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Солистсен 2 тӗрлӗ хайлавран тӑракан программа кӑтартмалла. Вӗсенчен пӗрне кӗвӗ-ҫемӗсӗр юрлама тивӗ, теприне — музыка инструменчӗпе каланӑ май. Фонограммӑпа усӑ курма юрамасть. Юрӑ жанрӗ кирек епли те пулайрать: сӑпка юрри, хӑна юрри, лармана пухӑнсан шӑрантараканни, салтак юрри, тӑлӑх юрри... Такмак каласан та юрать. Конкурса хутшӑнакансен ҫипуҫӗ этнографи сӑнарне ҫывӑх пулнине те хаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Сергей Утриван Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫурални, ҫав ятпа республикӑра тӗрлӗ мероприяти ирттерни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 6-мӗш «А» ҫурт тӗлӗнче вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл палӑкӗ умне хастарсем чечек кӑшӑлӗ хучӗҫ. Ҫеҫпӗлӗн тӑван тӑрӑхӗнче, анаш районӗнчи Ҫеҫпӗлте тата вӑл районти Шӑхасанта та (пулас поэт унта вӗреннӗ) уяв мероприятийӗсем иртнӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Сергей Утриван блогер, историк, халӗ Украинӑра пурӑнакан чӑваш, Чернигов облаҫӗнчи Остер хулине ҫитсе паллӑ чӑваш сӑвӑҫипе ҫыхӑннӑ асӑну вырӑнӗсенче — ун вилтӑпри ҫинчи обелиск, шкул ҫумӗнчи палӑк, поэт вилнӗ вырӑнта лартнӑ мемориал патне Чӑваш поэзийӗн классикне асӑнса чечек хунӑ. Кунсӑр пуҫне Сергей Утриван Ҫеҫпӗл Мишшин «Чӑваш ачине» сӑвва хӑй вуласа видео ӳкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Элӗк районӗнче чипер пикене суйласси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. «Элӗк пики-2015» районти конкурс тӗллевӗ — пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртасси, чӑваш халӑхӗн культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварасси, ҫамрӑксен хушшинчи социаллӑ тата культура ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелесси тесе пӗлтернӗччӗ ун пирки вырӑнтисем. Паян район администрацийӗн сайтӗнче ҫентерӳҫӗ камне хыпарланӑ. Район шайӗнчи илемлӗх конкурсӗнче Мӑн Вылӑри Инесса Шашкина ҫӗнтернӗ. «Ал ӑсти пике» Тавӑтри Надежда Соколова тивӗҫнӗ, «Ҫепӗҫлӗх пике» — Ураскилтри Алевтина Степанова, «Сӑпайлӑх пике» — Ехремкассинчи Эвелина Ефремова, «Илем пике» — Утаркассинчи Лина Степанова, «Пултарулӑх пике» — Юнтапари Анастасия Порфирьева, «Куракансем кӑмалланӑ пике» — Тавӑтри Екатерина Филимонова. Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнче тӗрлӗ канаш ӗҫлет. Вӗсенчен пӗри — Ваттисен канашӗ. Иртнӗ эрнере шурсухалсем Чӑваш наци конгресӗн Ваттисен Канашӗн черетлӗ ларӑвне пухӑннӑ. Унта, ЧНКн пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева пӗлтернӗ тӑрӑх, хастарсем тӑватӑ ыйту пӑxca тухнӑ. Пӗрремӗшӗ — чӑваш халӑхӗн историне кӗнекесенче тата ытти ҫӗрте тӗрӗс ҫутатасси, иккӗмӗшӗ — чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас енӗпе тӗрлӗ мел шырасси, виҫҫӗмӗшӗ — ҫамрӑксене халӑх йӑли-йӗркипе сӑпайлӑха вӗрентесси, тӑваттӑмӗшӗ — чӑваш наци кадрӗсене хатӗрлесси. Ларӑва Ваттисен Канашӗн ертӳҫи Василий Шадриков ертсе пынӑ. Ӗҫлӗ калаҫӑва ЧНК президенчӗн пӗрремӗш ҫyмӗ Валерий Клементьев та хутшӑннӑ. Канашлура палӑрнӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ май вӗсене ҫитес вӑхӑтра Республика Элтеперӗпе тӗл пулса сӳтсе явма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков Мускав облаҫӗнчи Одинцово хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Одинцовӑпа курса калаҫнӑ. Леонид Волков Татьяна Одинцовӑна Канаш районӗнчи Шӑхасанта ҫуралса ӳснӗ Виктор Михайлович Михайлова тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав тунӑ. Виктор Михайлович — Канаш районӗн хисеплӗ гражданинӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Халӗ вӑл Одинцово хулинче пурӑнать. Тӗлпулура Одинцово хулинче тата облаҫӗнче Чӑваш Республикинчи ял хуҫалӑх таварӗсен ярмӑрккине ирттересси пирки калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех Одинцово районӗнче ҫитес ҫул чӑваш наци уявне — Акатуя — паллӑ тӑвас ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, уяв Захарово ялӗнче иртме пултарӗ. Унта Александр Пушкинӑн ачалӑхӗ иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ют ҫӗршывран килнӗ студентсем вӗренеҫҫӗ. Нумаях пулмасть, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, вӗсем Чӑваш наци музейӗнче пулса курнӑ. Музей ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем Эльмира Васильева тата Руслан Петров студентсемпе залсем тӑрӑх экскурси ирттернӗ. Студентсем тепӗр икӗ залӗпе хӑйсем тӗллӗн паллашнӑ. Хӑнасем уйрӑмах чӑваш костюмӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Студентсем чӑваш халӑх инструменчӗсем мӗнле сасӑ кӑларнине те киленсе итленӗ. Сӑмах май, Чӑваш наци музейӗнче ют ҫӗршыв студенчӗсен кунӗ виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Ҫак акципе килӗшӳллӗн музее ют ҫӗршывран килнӗ 300 ытла студент ҫитсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |