Чӑвашлӑх
![]() Пушӑн 10-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче «Трак ен пикине» суйланӑ. Ӑна район йӗркеленнӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Пикесем конкурсра хӑйсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем тӑван район историне, культурине, йӑли-йӗркине мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн пекех жюри пикесем чӑваш наци ҫимӗҫне епле хатӗрлеме пӗлнине хакланӑ. Кӑҫал Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май хӗрсем «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене вуланӑ, сценкӑсем кӑтартнӑ. Конкурс вӗҫӗнче чӑваш пикисем наци тумне кӑтартнӑ. Чи малтанах пурне те Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков саламланӑ. Унтан пӗлтӗр «Трак ен пики» ята тивӗҫнӗ Мария Козлова та тухса калаҫнӑ. Конкурса 9 пике хутшӑннӑ. Кӑҫал «Трак ен пики» ята Красноармейски шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Александра Яковлева тивӗҫнӗ. Пикшикри шкулта ӑс пухакан Светлана Тихонова «Вице-Трак ен пики» пулса тӑнӑ. «Хӳхӗм пике» номинацире Упи хӗрӗ ҫӗнтернӗ. Трак шкулӗнче вӗренекен Маргарита Гаврилова — «Ҫепӗҫ пике», Карай хӗрӗ Анна Кузьмина — «Ӑста пике», Трак шкулӗн вӗренекенӗ Валентина Иванова — «Кӑмӑллӑ пике», Чатукассинчи Анастасия Кириллова — «Тарават пике», Трак шкулӗнче ӑс пухакан Светлана Леонтьева — «Чипер пике», Мӑн Шетмӗри Ксения Иванова — «Ырӑ пике». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Вӑрмар поселокӗнче Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе канашлу иртнӗ. Ӑна чӑваш тумне, унӑн историне тата аталанӑвне халалланӑ. Ку уява ирттерме ЧНК ЧР Экономика министерствин грантне ҫӗнсе илни питӗ пысӑк пулӑшу пулнӑ. Канашлӑва кашни районтан, хуларан чӑваш тумӗпе кӑсӑкланакан культура ӗҫченӗсем, ӑсчахсемпе халӑх ӑстисем пухӑннӑ. Пӗтӗмпе 19 районти «Нарспипе Сетнер» килнӗ. Тепӗр май каласан — кашни район хӑйсен тумне тӑхӑннӑ каччӑсемпе хӗрсене илсе килнӗ. Чи малтан пурте Вӑрмарти историпе таврапӗлӳ музейӗпе паллашнӑ. Уйрӑмах анатри чӑвашсен тумӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Унтан уяв Вӑрмарти культура центрне куҫнӑ. Унта «Чӑваш тӗрри — чӗре юрри» курав уҫӑлнӑ. Зинаида Воронова, Евгения Жачева, Мария Симакова тата ыттисем хӑйсен коллекцийӗсене курав илсе килнӗ. ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова ЧНКна халӑх тумне сыхласа хӑварма, аталантарма тӑрӑшнӑшӑн тав тунӑ. Вӑл 2016 ҫула чӑваш тӗррине халаллама сӗннӗ. Вӑрмарти культура ҫуртӗнче чӑваш тумӗн театрализациленӗ концерчӗ иртнӗ. Сцена ҫине районсенчен килнӗ «Нарсписемпе Сетнерсем» тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейӗ пурне те «Чун киленӗҫӗшӗн тӗрлетпӗр» курава чӗнет. Ӑна ятарласа Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн уҫнӑ. Экспозицие хатӗрленӗ ҫӗре «Ал ӑстисем» кружока ҫӳрекенсем хутшӑннӑ. Вӗсен чи лайӑх ӗҫӗсем куравра вырӑн тупнӑ: чӑваш тӗррипе хатӗрленӗ япаласем те, хӗресле тӗрленисем те. Пӗтемпе — 80 экземпляр ытла. Кураври япаласене ӗлӗкхи евӗр хатӗрленӗ. Пирӗн асаннесемпе кукамайсем хӑйсен туйӑмӗсене тӗрре куҫарнӑ. Хӑшӗ-пӗри хӑйсен тӗрленӗ хатӗр-хӗтӗрне музея парнеленӗ. Вӗсен йышӗнче район пульницинче ӗҫлекен Роза Семенова пур. Людмила Андреевӑн ӗҫӗсем — алшӑлли, сӗтел ҫитти, тутӑр — пӗрремӗш хут курава хутшӑннӑ. Курав ака уйӑхӗн 3-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ умӗн К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейне хӗрарӑм ҫыравҫӑсем пухӑннӑ. Кунта яланхи пекех вӗсем ҫуркуннене халалланӑ сӑвӑсем вуланӑ. Светлана Гордеева поэт ҫуркунне хавхалану кӳнине, туйӑмсене вӑратнине палӑртнӑ. Уяв каҫне Раиса Сарпи хӗрарӑма халалланӑ гимна вуласа уҫнӑ. Ытти поэтсем те — Альбина Юрату, Лидия Сарине, Валентина Маслова, Зоя Сывлӑмпи, Нина Пӑрчӑкан — ҫуркуннене, хӗрарӑмсене, юратӑва халалланӑ сӑвӑсем вуланӑ. «Тарават» ансамбль вара хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Ирина Понаморева темиҫе юра юрланӑ. Ҫав шутра Альбина Юрату сӑввисемпе хывнӑ юрӑсем те пулнӑ. Ҫав кун «Чечекӗсем — хӗрарӑмсене» курав уҫӑлнӑ. Хӗрарӑм ҫыравҫӑсене Чӑваш эстрада артисчӗсен союзӗ ятӗнчен Андрей Кузнецов, Алексей Московский, Андрей Думилин чӗрӗ тюльпансем парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Нумай пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев делегаципе Крым Республикинче ӗҫпе пулнӑ. Михаил Васильевич ӗҫлӗ ҫулҫӳревре Крымри йӑхташӑмӑрсемпе тӗл пулма май тупнӑ. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев делегаци йышӗнче пулнӑ. Чӑваш делегацийӗ Крымри йӑхташӑмӑрсемпе ҫывӑхрах паллашнӑ. Крым Раҫҫейпе пӗрлешнӗ хыҫҫӑн чӑваш наципе культура автономине туса хурас ыйту татах ҫивӗчленнӗ. Севастопольте вӑл пур-ха, анчах Крымра чӑваш автономийӗсене пӗрлештерекен организаци ҫук. Калаҫу чӑваш наципе культура автонмине кӑҫал йӗркелесси пирки пулнӑ. Унта Валерий Клементьев та хутшӑннӑ. Крым чӑвашӗсем тӑван чӗлхешӗн питӗ тунсӑхланине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ачасем — мини-музейра Ача пахчисенче музейсем ӗҫлени ӳсекен ӑрушӑн ҫав тери усӑллӑ. Унта чӑвашсен йали-йӗркипе, культурипе, историйӗпе паллашма пулать-ҫке-ха. Ачаранах тӑван халӑх пуянлӑхне туйса ӳснине мӗн ҫиттӗр? Ҫӗрпӳ хулинчи «Хӗвеллӗ хула» (шел те, учреждени ячӗсене вырӑсла параҫҫӗ халӗ — «Солнечный город») ача пахчинчи «Ҫеҫпӗл» ушкӑнри шӑпӑрлансем «Асамат кӗперӗ» мини-музея, унтах вырнаҫнӑскере, ҫитсе курнӑ. Музей ертӳҫисем ачасене питӗ хӗпӗртесе, ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ. Вӗсем пӗчӗкскерсене чӑвашсен наци тумӗсем пирки, хӗрарӑмсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсем ҫинчен (хушпу, тухья) каласа кӑтартнӑ, пурте пӗрле ҫӑпата сырса пӑхнӑ. Ахаль чухне музейсенче ачасене кӑна мар, аслисене нихӑш хатӗр-хӗтӗре те алӑпа тыттармаҫҫӗ. Кунта вара, Ҫӗрпӳри мини-музейра, шӑпӑрлансем йӑлтах тытса пӑхнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстанри Рункӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Пӑва районӗнчи шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хӑйсен черетлӗ ларӑвне пуҫтарӑннӑ. Ку ларӑва чӑваш литература классикӗ К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Чи малтанах учительсем ҫак шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Н. Сайкина ирттернӗ уҫӑ урокра пулнӑ. 8-мӗш класра вӗренекенсем «Константин Ивановпа Габдулла Тукай пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗнчи пӗрпеклӗхсемпе уйрӑмлӑхсем» темӑпа иртнӗ урока тӗплӗн хатӗрленнӗ-мӗн: поэтсем ҫинчен хӑтлавсем хатӗрленӗ, кӗнекесен выставкине йӗркеленӗ, сӑвӑсем пӑхмасӑр вӗреннӗ. «Уҫӑ урока ирттернӗ чух учителӗн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗ палӑрчӗ», — тесе ӗнентерет «Сувар» хаҫат. «Туслӑ икӗ халӑхӑн пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ чаплӑ поэчӗсен шӑписем пӗрешкелех пулнӑ: сахал вӗреннӗ, вырӑс поэчӗсен хайлавӗсене куҫарнӑ, халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ, революцие хутшӑннӑ, халӑхӑн асаплӑ пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ, авланман, пӗр чирпех чирленӗ, ҫамрӑкла вилнӗ, каярахпа иккӗшӗ те халӑх хисепне, юратӑвне тивӗҫнӗ...», — хыпарлать хаҫат. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев Чӑваш Ен Элтеперӗ ертсе пынӑ йышпа Крыма кайса килни пирки аса илтернӗ май ЧНК сайчӗ ҫулҫӳревӗн тӗп тӗллевӗ Крым Республикинчи йӑхташӑмӑрсемпе ҫывӑхрах паллашасси тесе палӑртать. Раҫҫейпе ҫӗнӗрен пӗрлешнӗренпе унта чӑваш наципе культура автономине туса хурасси тата та ҫивӗчленнӗ имӗш. Севастополь хулинче пирӗн йӑхташӑмӑрсем автономи пӗрлешӗвӗ туса хунӑ-ха, анчах та Крым Республикинче пур чӑваш автономийӗсене пӗрлештерсе тӑракан организаци ҫук. Симферопольте Валерий Клементьев Крымра пурӑнакан пирӗн ентешсемпе тӗл пулнӑ. Калаҫу ҫак ҫул унта чӑваш наципе культура автономийӗ йӗркелесе ярасси пирки пынӑ. Крым чӑвашӗсем тӑван чӗлхесӗр, тӑван культурӑсӑр тунсӑхланине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Мускаври «Нагаткино» культура ҫуртӗнче Мускаври «Атӑл» чӑваш хорӗн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Халӑх коллективне Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков саламланӑ. Вӑл «Атӑл» хор Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ ирттерекен нихӑш мероприятирен те юлманнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа вӑл пултарулӑх ушкӑнне тав тунӑ, малашне те ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу суннӑ. Леонид Волков хор ертӳҫине Галина Никитинӑна та тав сӑмахӗ каланӑ, юбилей ячӗпе саламланӑ. Вӑл Галина Никитинӑна патшалӑх наградине илме тӑратмашкӑн сӗннине халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ырланӑ. «Атӑл» хора Пушкӑртстан халӑхӗн ентешлӗхӗ юрӑпа саламланӑ. Ҫавӑн пекех пултарулӑх ушкӑн тӗлӗшпе Мускаври чӑваш культурин обществин ертӳҫи Лира Смирнова та ырӑ сӑмах каланӑ. Хора саламласа Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, 2-мӗш музыка шкулӗнче вӗреннӗ Сергей Давыдов юрӑ шӑрантарнӑ. Вӑл малтан ҫар оркестрне ертсе пынӑ, «Атӑл» хорта та юранӑ. Пултарулӑх каҫӗ вӗҫӗнче «Атӑл» хор пухӑннисене икерчӗпе хӑналанӑ. Сӑнсем (79) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче пурӑнакан Любовь Петрушкина чӑвашсен тумне хӑй хатӗрлет: хушпу, тухья, масмак… Вӑл вырӑнти хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи, ҫав вӑхӑтрах вокал кружокне ертсе пырать. Любовь Петрушкина алӗҫӗпе ӗмӗрӗпех кӑсӑкланнӑ. Малтан чӑвашсен пуҫа тӑхӑнмалли тумне вӑл пӗлӗшӗсем ыйтнипе тунӑ. Темиҫе ҫул каялла вара ялти культура ҫуртӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Вокал ансамблӗн сцена ҫине тухмалла, ӑна валли вара тумсем кирлӗ. Шӑп ҫавӑн чухне Любовь Петрушкинӑн пултарулӑхӗ кирлӗ пулнӑ та. Вӑл хатӗрленӗ хушпупа масмаксене ытти ансамбльсем те асӑханӑ. Анчах Любовь Пантелеевна чун киленӗҫне услама ҫавӑрасшӑн мар-ха. Паллах, алӗҫ япали хаклӑ. Анчах вӑл хӑйсем валли ҫеҫ хатӗрлет. Хушпӑва вӑл сутлӑх тумасть. Чӑваш эстрада артисчӗсем килсен ҫеҫ унӑн ӗҫне куҫ хываҫҫӗ те илсе каяҫҫӗ, кӑштах укҫа парса хӑвараҫҫӗ. Ялта хӗрарӑмсем «Кил ӑшши» кружока эрнере икӗ хут пухӑнаҫҫӗ. Кашниех унта алӗҫӗпе аппаланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |