Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Ялти хуҫалӑхне, кил-йышне тӗрӗс-тӗкел тытса тӑрать, ял-йышпа пӗрле кӗрлесе пурӑнать. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхӗпе ӳнерӗсен академине ҫирӗппӗн аталантарса пычӗ. Ку вӑл халӑх (общество) пӗрлӗхӗ, патшалӑх ӑна тытса тӑма пӗр пус та уйӑрмасть. Анчах кашни утӑмне шӑрпӑкланса тӗрӗслет, тӗрлӗ штрафсемпе хӑратса чуна илет. Чӑтӑмлӑ Евгений Ерагин президент ҫухалса кайни, каялла чакни пӗрре те пулмрӗ-ха. Пачах урӑхла — вӑл ертсе пынӑ чухне ЧНАНИ чылай тӗрекленчӗ, йышне хушрӗ, курӑмлӑ ӗҫсемпе малалла талпӑнчӗ. Кунта эпӗ тӗрлӗ енлӗ хастар та тава тивӗҫлӗ ҫыннӑн (халӑхра вӑл Ешентей мӑчавар ятпа палӑрса юлчӗ) йӑла-йӗрке ӗҫӗнчи шухӑшӗсем ҫинчен пӗр-ик сӑмах калас тетӗп. |
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӗҫченне Тутарстанри чӑвашсем Хисеп грамотипе чысланӑ. Ҫак хисепе Елена Федотова тивӗҫнӗ. Тутар Республикинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн чыславӗ Елена Владимировнӑна кӳршӗллӗ ҫав регионти Нурлат районӗнче чӑваш фольклорне упраса хӑварассипе ҫине тӑнишӗн лекнӗ. Елена Федотова — филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари инстиутӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тӑрӑшать. Нурлат районӗнче пурӑнакан чӑвашсен фольклорне пухассипе тата ӑна упраса хӑварассипе вӑл темиҫе ҫул ӗнтӗ ӗҫлет. Чӑваш патшалӑх гуманитари инстиутчӗ хӑйӗн ӗҫченне Тутар Республикинче пурӑнакансен чӑвашсен автономийӗн чыславне тивӗҫнӗ ятпа саламланине, малашне те ӑнӑҫу суннине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ку хаклав иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчех пулнӑ-ха. Ҫапах та пӗлтернине тивӗҫӗх пек туйӑнать. Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче сӑвар-пӑлхар культурипе ҫыхӑннӑ кӗнекесене хӑтланӑ. Вӗсенчен пӗри — Владимир Алмантайӑн «Сувар-пулкар культури: ятсем авалхи тата вӗсен пӗлтерӗшӗ» ятлӑ, тепри — Юрийпе Сергей Ювенальевсен «Сувар-пулкар культури: ҫaпӑҫy хатӗрӗсем пуҫланса кайни». Кӗнеке-альбомсене хаклама халӑх йышлӑ пухӑнни пикри Римма Прокопьева журналист пӗлтерет. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Ю.Н. Исаев кӗнекесем ҫӗнӗ шухӑш пуррипе паха пулнине палӑртнӑ. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ В.П. Иванов профессор «Сувар-пулкар культури» ярӑмпа тухнӑ кӗнеке-альбомсене пысӑка хурса хакласа авторӗсене К.В.Иванов ячӗллӗ фондӑн Хисеп хучӗсемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Патӑрьел районӗнчи Тури Чакӑри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Чемен» фольклор ушкӑнӗ Иван Яковлевӑн тӑван ялӗнче — Тутар Республикинчи Кӑнна Кушкинче — пулнӑ. Ушкӑна республикӑн Культура министерствин пай ертӳҫи Сергей Казаков ертсе пынӑ. Хӑнасене кӑнна кушкисем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илни пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн, Теччӗ район администрацийӗн ертӳҫисем ҫакӑн пек тӗлпулусем тӑванлӑха ҫирӗплетнине палӑртнӑ. Кӑнна Кушки шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекен Анатолий Байдеряков шкулпа паллаштарнӑ. Шкул ачисем вырӑнти поэтсен чӑвашла сӑввисене вуланӑ. Чӑваш Ен делегацийӗ Иван Яковлевӑн музейӗпе паллашнӑ, И.Я. Яковлев ҫуралнӑ ҫурт вырӑнӗнче лартнӑ часавая ҫитсе курнӑ. Мероприяти ялти культура ҫуртӗнче тӑсӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫакӑн пек шухӑшлать республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗн пай ертӳҫи, РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Лаврентьева. Сӑмахӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Шӑмӑршӑра «Улах сӑри» уявне ирттерни пирки-ха. Анатри чӑвашсен йӑлана кӗнӗ уявне Васанти таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Герман Ларшников пуҫарнӑ. Уява ялти хастар хӗрарӑмсем тӑрӑшсах хатӗрленнӗ: асламӑшӗсен арчисенчен чӑваш наци кӗписемпе капӑрлӑхне кӑларнӑ, сӑра вӗретнӗ, кукӑль-пӳремеч, капӑртма пӗҫернӗ. «Улах сӑрине» Кивӗ Шӑмӑршӑ клубӗ ҫумӗнчи «Тевет» фольклор ансамблӗ уҫнӑ. Унтан пухӑннисене Васан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Ильин уяв ячӗпе саламланӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин «Янтал» ансамблӗ Патӑрьел районӗнчи Алманчӑра ҫырса илнӗ хӗрсен «Улах сӑри» уявне кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри тури тата анат енчи, Пушкӑртри чӑвашсенчен ҫырса илнӗ йӑла юррисене шӑрантарнӑ, ташшисене ташланӑ. Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗн пай ертӳҫи, РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Лаврентьева мероприятие йӗркелекенсене тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Мускаври «Хӗрлӗ октябрь» культура ҫуртӗнче чӑвашсен наци уявӗ «Кӗр сӑри» иртнӗ. Ӑна Мускаври чӑвашсен наци культурин автономийӗ Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелехӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Леонид Волков пухӑннисене иртсе кайнӑ уявсемпе саламланӑ, Мускавра иртнӗ чӑваш кросне хутшӑнакансене тав тунӑ. Хастар ентешсене Леонид Волков Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. «Кӗр сӑрине» уявламашкӑн культура ҫуртне 500 ытла ҫын пухӑннӑ. Вӗсем унта концертпа киленнӗ, чӑвашсен тутлӑ апатне тутаннӑ. Мускаври чӑвашсен наци культурин автономийӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал Мускавра чӑваш ентешлӗхӗ наципе ҫыхӑннӑ чылай мероприяти ирттернӗ. Ҫав шутра — Акатуй та. «Кӗр сӑри» уявӗнче чӑваш юррисем вӗҫӗ-хӗррисӗр янӑранӑ. Леонид Волков Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Енре К.Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май Мускавра чӑваш литературин каҫне йӗркелеме палӑртнине каланӑ. Ӑна Илпек Микулайӗ, Куҫма Турхан, Хӗветер Уяр ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑвашсен «Ирӗклӗх» общество организацийӗ ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева Улӑп палӑкне лартма сӗннӗ. Вӑл Анне монуменчӗ ҫӳллӗш пулмаллине пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев патне янӑ ҫырура палӑртнӑ тӑрӑх, палӑка Етӗрне районӗнче Сӑр юханшывӗ хӗрринче лартма сӗннӗ. Вал унта урапа кайнӑ чухне курӑнтӑр. Анне монуменчӗ 46 метр ҫӳллӗш. «Ирӗклӗх» общество организацийӗ Улӑпӑн та ҫавӑн ҫӳллӗш пулмаллине калать. Ҫырура Улӑп палӑкне лартсан Михаил Игнатьевӑн ячӗ историре яланлӑха ҫырӑнса юлнине каланӑ. Ҫавӑн пекех хастарсем палӑк туристсене илӗртессе шанаҫҫӗ. Тӗслӗх те илсе кӑтартнӑ вӗсем: Рио-де-Жанейрӑра Христос-Искупитель палӑкне ҫулсерен 1,8 миллион турист ҫитсе курать. «Хальхи вӑхӑтра регион бренчӗсем илӗртеҫҫӗ. Ҫавӑн пек брендсене туни ҫынсене Чӑваш Енпе кӑсӑклантарӗ. Тӗслӗхрен, Анне палӑкне МИХсенче час-часах асӑнаҫҫӗ», - ҫырнӑ ҫырура. Пӗр сӑмахпа, «Ирӗклӗх» Улӑп палӑкӗ ытти тӑрӑхра пурӑнакан халӑха чӑваш культурипе тата чӗлхипе кӑсӑклантарма хӗтӗртӗ тесе шутлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӗмен тӑрӑхӗнче Чӑваш культурин кунӗсене ҫулсерен ирттересси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Уява юпа уӑхӗнче йӗркелеҫҫӗ. «Раҫҫее ӗненсе, Чӑваш ене юратса» ят панӑскер вӑхӑтӗнче унти йӑхташӑмӑрсем облаҫре пурӑнакансене тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе ата йӑли-йӗркипе паллаштарҫҫӗ. Юпан 29-мӗшӗнче ҫавна май Караульноярскри культура ҫуртӗнче «Кӗр пуянлӑхӗн кунӗ» наципе культура фестивалӗ йӗркеленӗ. Унта Шупашкарти хӑнасем те пулнӑ. Тата, паллах, — вырӑнти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн пайташӗсем. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем ун валли чӑваш халӑх культурипе паллаштаракан урок-хӑтлав та хатӗрленӗ. Кайран сцена ҫине Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен пултарулӑх ушкӑнӗсем тухнӑ. Мероприятие тӗрлӗ шайри тӳре-шара та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енре тепӗр пысӑк ӗҫ тӑвасшӑн. Мускав режиссерӗ пирӗн республикӑра документлӑ фильм ӳкерме хатӗрленеҫҫӗ. Картина чӑваш наци мӗнле пулса кайнине, вӑл авалхи патшалӑх Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнче мӗнле аталаннине ҫутатса памалла. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, картинӑна чылай ҫын курма пултарӗ. Хальлӗхе Чӑваш Енре малтанлӑха «Аслӑ халӑх историйӗ» ят панӑ документлӑ илемлӗ фильмӑн юлашки сценисене ӳкерсе пӗтернӗ. Фильма историксемпе, археологсемпе, лингвистсемпе пӗрле хатӗрлеҫҫӗ. Сценарие хутшӑннисенчен пӗри — Юхма Мишши. Фильма хатӗрлекенсем каланӑ тӑрӑх, ӑна иккӗленӳрен хӑтӑлма хатӗрлеҫҫӗ: камсем вӗсем — чӑвашсем, ӑҫтан вӗсем тухнӑ тата мӗнле аталаннӑ? Фильма шкулсенче тӑван ен культурипе историйӗн урокӗнче кӑтартма палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
«Хыпар» хаҫат пирки пӗр вӑхӑтра шӑв-шав лӑпланнӑччӗ. Ӑна чылай ҫул редактор пулса ертсе пынӑ Алексей Леонтьев вырӑнне Валери Туркай влаҫа ларнӑ хыҫҫӑн Чӑваш халӑх сайтӗнче те, «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра та тем тӗрлӗ шухӑш та палӑртакан тупӑннӑччӗ. Нумаях пулмасть Валери Туркай Чӑваш Енӗн информаци политикин министрне Александр Иванова халалласа сӑвӑ ҫырни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Сӑвӑра Валери Туркай республика шайӗнчи ҫав пуҫлӑха йӗпленӗччӗ. Каярах пирӗн сайт Валери Туркайпа контракт тӑсманни, тӗп редактор тивӗҫне Михаил Арланов пурнӑҫлани пирки хыпарларӗ. Халӗ «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра Валери Туркайпа контракт тӑсманнине сӳтсе яваҫҫӗ, республика шайӗнчи чӑвашла хаҫата ертсе пыма кама шанасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Алексей Леонтьев хыҫҫӑн Валери Туркай килсенхиллех хӗрсе кайман-ха тавлашу. Ҫапах та тӑрӑхласа-йӗплесе ҫыракансем те самай.
«Максимов Геннадий пӗрремӗш номерлӗ кандидат! Коллектив Максимова кӑна йышӑнать, ҫакна Иванов министрпа унӑн ҫумӗ Стройкова ӑнланма тивӗҫ», – тесе ҫырать пӗри. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |