|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри тепӗр кинемей 100 ҫул тултарнӑ. Нумаях пулмасть салам сӑмахӗсене Комсомольски округӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Александра Ефремова йышӑннӑ. Александра Кирилловна – тыл ӗҫченӗ тата ӗҫ ветеранӗ. Вӑл 1926 ҫулта Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, унтах ӳснӗ. Пӗве кӗрсен торф кӑларнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Качча тухсан вара упӑшки патне, Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялне, куҫнӑ. Унта вӑл колхозра ӗҫленӗ, мӑшӑрӗпе пӗрле ачисене ура ҫине тӑратассишӗн тапаҫланнӑ. Шел те, упӑшкин пурнӑҫӗ ҫамрӑкла татӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн Александра Кирилловнӑн ачисене пӗчченех ура ҫине тӑратма тивнӗ. Паянхи кун кинемей 13 мӑнукӗпе, 11 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() «Контактри» сӑн Канаш округӗнчи Уҫырма ялӗнче пурӑнакан Елизавета Иванова ҫак кунсенче 95 кун тултарнӑ. Елизавета Филипповна пысӑк ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ чухне вӑл 14 ҫулта пулнӑ, колхозра аслисемпе тан ӗҫленӗ. Вӑл хӑйсен ялӗнчи каччӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем тӑватӑ хӗр ҫуратса кашнине пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. Елизавета Ивановӑна ҫавра ҫулпа саламлама Канаш округӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем, «Уҫырма шевлисем» ушкӑн, «Солнышка» ача пахчин музыка ертӳҫи тата Уҫырма шкулӗнче вӗренекенсем килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Шел те, хурлӑхлӑ хыпар пӗлтеретпрӗр. Паян «Промтрактор» ПКн тӗп директорӗ Александр Титов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 70 ҫулта пулнӑ. Вӑл савута 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе ертсе пынӑ. 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланӑ. Александр Иванович 1956 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Сарӑту облаҫӗнчи Галахово ялӗнче ҫуралнӑ. 1978 ҫулта Липецкри политехника институтӗнчен «Автомобильсем тата тракторсем» специальноҫпе вӗренсе тухнӑ. Карьерине «Промтракторта» инженер-конструктортан пуҫӑннӑ. Александр Титовпа пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Чӑваш Енӗн Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 16 сехетре Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Элли Юрьев пултарулӑх йывӑҫҫи» ятлӑ курав уҫӑлӗ. Ӑна Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин литература тата ӳнер енӗре патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ Элли Юрьев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Элли Юрьев (1936-2001) – XX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи Чӑваш Енӗн ӳнер ӗҫӗнче ҫутӑ йӗр хӑварнӑ. Унӑн еткерлӗхӗ хӑватлӑ йывӑҫ пекех. Элли Михайлович 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ. Тбилиси патшалӑх ӳнер академийӗн ҫырулӑх факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ (1964). Куравра Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн коллекцийӗнчи ҫырулӑхпа графика ӗҫӗсемпе паллашма май килӗ. Художник ҫутҫанталӑк илемӗпе хавхаланнӑ. Элли Юрьев таса тӳпене тата шурӑ пӗлӗте сӑнлама кӑмӑлланӑ. Унӑн Раҫҫейре, Европа тата Ҫурҫӗр Африка ҫӗршывӗсенче пулнӑ чухне тӑрӑх ҫул ҫӳревӗсенче тунӑ ҫул ҫӳрев тӗрленчӗкӗсем те кӑсӑклӑ та интереслӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() https://vk.ru/wall-142632677_110165 сӑнӳкерчӗкӗ Паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, спорт гимнастикин ветеранӗ, ӗҫ ветеранӗ, спорт гимнастики енӗпе СССР спорт мастерӗ Светлана Софронова 70 ҫул тултарать. Ҫавна май унӑн кун-ҫулне кӗскен тишкерме сӑлтав пур. Светлана Викторовна Шупашкарта ҫуралнӑ. Вунӑ ҫулта чухне вӑл ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче вӗренме пуҫланӑ. Унта хӗрача гимнастикӑна суйласа илнӗ. Кӑштахран Чӑваш Ен чемпионки пулса тӑнӑ, спорт мастерӗн кандидачӗн разрядне пурнӑҫланӑ. Каярах вӑл СССР спорт мастерӗн ятне тивӗҫнӗ. 1977 ҫултанпа, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, 1-мӗш спорт шкулӗнче тренер пулса ӗҫе кӳлӗннӗ. Хӑй ӗҫленӗ вӑхӑтра Раҫҫейӗн 7 спорт мастерне, спорт мастерӗн 20 ытла кандидатне тата пӗрремӗш разрядлӑ спортсменсене хатӗрленӗ. Паян Светлана Викторовна олимп резервӗн 6-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() https://t.me/pg21ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш актерӗ Пӗрремӗш канала хӑй ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Владимир Тяптушкин хӑй ӳкерӗннӗ «Ландыши» (18+) сериал тата хӑй калӑпланӑ сӑнар пирки «Доброе утро» (6+) кӑларӑмра каласа кӑтартнӑ. Актер сериалти тӗп сӑнарсенчен пӗрне калӑпланӑ. Вӑл вылякан Демьян – начар ҫын, вӑл тӗп сӑнарсене пурӑнма кансӗрлет. Владимир каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, малтан унӑн геройӗ хӑй мӗн хӑтланнине ӑнланмасть, юрату мӗнне те пӗлмест, Катьӑна хӑй юратса пӑрахнине те ӑнланмасть. Актера хӑй калӑпланӑ сӑнар килӗшет. Вӑл Демьян татӑклӑ утӑм тума пултаракан ҫын пулнӑшӑн та ӑна килӗштерет. «Ачалӑхӑм ман лайӑх иртнӗ. Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ. Унти хамӑн тусӑмсене, атте-аннене салам калатӑп», – тенӗ чӑваш актерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Типшӗм Сашук страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Леонид Фадеева Шупашкар районӗнче пурӑнакансем аван пӗлеҫҫӗ. Атӑльялӗнче 1939 ҫулта ҫуралнӑскер Раҫҫей Писательсен союзӗн членӗ пулнӑ. Специальноҫпа вӑл вара – агроном. Ахаль агроном та мар, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ. Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Бригадирта, колхоз председателӗнче, совхоз директорӗнче, КПСС райкомӗнче йӗркелӳ пайӗн инструкторӗнче, Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пай пуҫлӑхӗнче, министр ҫумӗнче ӗҫленӗ. Сӑвӑ ҫырма ачаранпах пуҫланӑ. Унӑн сӑввисене чӑваш композиторӗсем юрра хывнӑ. Леонид Фадеева хӑйӗн сӑввисене кӗнекен те пичетлесе кӑларнӑ: 1999 ҫулта – «Пурӑнар-и, тусӑм, юратса» ятпа пичетлесе кӑларнӑ, «Пурнӑҫ ҫулӗ» ятпа – 2001 ҫулта. |
|
Персона
![]() «Контактри» сӑн Чӑваш Республикинче тепӗр кинемей пӗр ӗмӗр чиккинчен каҫнӑ. Ҫак кунсенче Елчӗк округӗнче пурӑнакан Антонина Капсулова 101 ҫул тултарнӑ. Антонина Михайловна Патреккел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шӑпи ҫӑмӑл килмен: вӑл пӗчӗк чухне тӑлӑха юлнӑ, 5 ҫулта чухне ӑна ҫывӑх тӑванӗсем усрава илнӗ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне Антонина 16 ҫулти хӗр пулнӑ. Унӑн ӗҫ биографийӗ колхозри ӗҫпе ҫыхӑннӑ, унта вӑл рабочи пулнӑ. 1943 ҫулта Антонина Михайловна кӳршӗ ялти, Аслӑ Елчӗкри, каччӑпа Василипе ҫемье ҫавӑрнӑ. Анчах пурнӑҫ урапи каллех чӑхӑмланӑ: Антонина 42 ҫулта чухне упӑшки вилнӗ, вӑл пӗчӗк ачасемпе юлнӑ. Ҫапах хуҫӑлса ӳкмен – 8 ывӑлне ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ унӑн ҫемйи пысӑк: ачисем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем савӑнтараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрле округӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче пурӑнакан Мария Горланова 102-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Унӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл иртмен, чылай йывӑрлӑха тӳсме тивнӗ. «Ун пекки халӗ ан пултӑрччӗ», — тет кинемей. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл ҫап-ҫамрӑк хӗр пулнӑ. 17 ҫултискере вӑрман хатӗрлеме, Сӑр патне окоп чавма янӑ. Унта вӗсен ҫӗр пӳртсенче пурӑнма тивнӗ. Вӑрҫӑ пӗтсен Мария Николаевна качча кайнӑ, мӑшӑрӗпе виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Паянхи кун вӑл 4 мӑнукӗпе, 6 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Мария Горланова ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ. Ҫавӑнтанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ тата тыл ӗҫченӗ. Кинемее ҫуралнӑ кунпа саламлама администрацирен те килнӗ, «Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» паллӑпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() «Контактри» сӑн Елчӗк округӗнчи Таяпа Энтри ялӗнче пурӑнакан Анисия Евдокимова ҫак кунсенче 102 ҫул тултарнӑ. Унӑн ҫамрӑклӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тапхӑрне лекнӗ. 17 ҫулти хӗр Хусанта ҫул тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ, кайран ӑна Улатӑр районне окоп чавма янӑ. Тӑван ялне 1948 ҫулта кӑна таврӑннӑ вӑл. Унтан качча кайнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Анисия Антоновна колхозра ӗҫленӗ. Паянхи кун кинемей 3 ачипе, 8 мӑнукӗпе тата 12 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. 102 ҫула ҫитсен те Анисия Евдокимова хастарлӑхӗпе, пурнӑҫа юратнипе палӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
