|
Персона
![]() наследиечувашии.рф сайтри сӑн Йывӑр чирпе нумай вӑхӑт нушаланнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сценин ветеранӗ Валентина Молодцыгина пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Валентина Александровна 1952 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Анат Чаткас ялӗнче ҫуралнӑ. 1972 ҫулта Чӑваш культҫутӗҫ училищин театр уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1976 ҫулта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне ӗҫлеме килнӗ. Ҫав тапхӑрта вӑл вырӑс тата чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакльсенче вун-вун роле калӑпланӑ. Валентина Молодцыгинӑпа юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Иоанн Кронштадтский храмӗнче 12 сехетре сывпуллашӗҫ (Шупашкар хули, Коммуналлӑ Слобода урамӗ, 28-мӗш «А» ҫурт). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан Галина Авдеева 85 ҫул тултарнӑ. Ӑна ҫав ятпа хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн заведующийӗ Надежда Шикарева саламланӑ. Ватӑ ҫынна юлашки вӑхӑтра асӑннӑ центрӑн ӗҫченӗ пӑхса пулӑшать. Галина Авдеева — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫӗ врачӗ. Авдеева тухтӑр медицинӑра 40 ҫул ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтран 30 ҫулне вӑл кардиологи отрасльне уйӑрнӑ, чӗрӗк ӗмӗре яхӑн Республикӑри кардиологи больницин тӗп врачӗнче тӑрӑшнӑ. Галина Петровна Вӑрнар районӗнчи Кольцовка ялӗнче ҫуралнӑ. Ачаранпах тухтӑр пулма ӗмӗтленнӗскер Челепирти медицина институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн асӑннӑ хулари тата облаҫри тӗрлӗ учрежденире ӗҫленӗ. 1978 ҫулта вӑл Шупашкара куҫса килнӗ. 1981 ҫулта кардиодиспансер туса хунӑ хыҫҫӑн вӑл тӗп врач пулса тӑнӑ. Ку должноҫре вӑл 24 ҫул тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() «Контактри» сӑн Улатӑр хулинче пурӑнакан Ефросинья Федоровна Горбатова 100 ҫул тултарнӑ. Ҫӗр ҫулхи юбилейне вӑл тӑванӗсемпе паллӑ тунӑ. Ӑна саламлама 2-мӗш шкулта вӗренекенсем те килнӗ. Вӗсем кинемее чечексем, открыткӑсем парнеленӗ, нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ. Ефросинья Федоровнӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл Сӑр юханшывӗ хӗрринче окоп чавнӑ. Ун чухне вӗсем кашни кун 12 ҫухрӑм парӑнтарса хыр вӑрманне утнӑ, унта ыттисемпе пӗрле окоп чавнӑ. Ҫав вӑхӑтрах колхозра ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ. Вӑрҫӑ пӗтсен Ефросинья фельдшера вӗреннӗ, 30 ҫул ытла медицинӑра ӗҫленӗ. 1960-1991 ҫулсенче ача ҫуртӗнче медсестра пулнӑ, массажисткӑра ӗҫленӗ. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ. Ефросинья Федоровна паянхи кун та ырӑ чунлӑ, тарават. Вӑрӑм пурнӑҫ вӑрттӑнлӑхӗ акӑ мӗнре унӑн: ҫын пирки нихӑҫан та усал калаҫман, ыттисене пулӑшма тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() «Контактри» сӑн Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче Чӑваш халӑх поэчӗн Раиса Сарпин 75 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Уяв каҫне «Сарпи тусӗсене пухать» тесе ят панӑ. Ҫапла ят пани тӳрре тухнӑ та. Юбиляра саламлама Чӑваш Енрен, Мари Элтен, Пушкӑртстанран, Дагестанран, Тутарстанран, Мӑкшӑ Республикинчен, Комирен, Мускавран тата Санкт-Петербургран хӑнасем килнӗ. Каҫа Августа Уляндина ертсе пынӑ, уява «Ярды» ансамбль Раиса Сарпи сӑввисем тӑрӑх ҫырнӑ юрӑсемпе уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн республикӑри чи лайӑх коллективсем сцена ҫине тухнӑ, шкул ачисем вара унӑн ача-пӑча пирки ҫырнӑ сӑввисене вуланӑ. Каҫа оперӑпа эстрада ӳнерӗн ӑстисем те хутшӑннӑ, уяв пысӑк концертпа вӗҫленнӗ. Палӑртса хӑварар: Раиса Сарпи (Бородкина) 1951 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() max.ru/channel_chuvashia_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри чи пуян депутатӑн уйӑхри вӑтам тупӑшӗ 18,9 миллион тенкӗпе танлашать иккен. Кун пирки МАХри «Первый чувашский» каналта пӗлтернӗ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри чи пуян депутат республикӑри вӑтам ҫынран 252 хут ытларах ӗҫлесе илет. Кунта сӑмах Николай Малов пирки пырать. Вӑл — «Ядринмолоко» тулли мар яваплӑ обществӑн генеральнӑй директорӗ. Унӑн уйӑхри тупӑшӗ 18,9 миллион тенкӗ иккен. Сӑмах май каласан, Чӑваш Енри уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи, Росстата ӗненсен, 75 пине яхӑн тенкӗ. Вӑтам ӗҫ укҫи тенӗрен, унта пурин шалӑвӗ те кӗрет: урам шӑлакансемпе урай ҫӑвакансен те, завод-фабрикӑсен директорӗсен те. Пӗчӗкрех укҫаллисен: «Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет», — тесе хӑйсене лӑплантарасси ҫеҫ юлать пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Светлана Гордеева санӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Юлия Силэм пултарулӑх каҫне пуҫтарӑннӑ. Юлия Александровна — чӑваш прозаикӗ, поэчӗ, философи наукисен кандидачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Патӑрьел районӗн хисеплӗ ҫынни. Пултарулӑх каҫне унӑн юбилейне халалланӑ. Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ ҫак калем ӑсти юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 75 ҫул тултарнӑ. Ҫыравҫӑна саламлама сумлӑ ҫынсем пырса ҫитнӗ: филологи наукисен кандидачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Надежда Ефремова-Ильина; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Геннадий Кириллов тата Надежда Кириллова; Чӑваш Республиикн тава тивӗҫлӗ учителӗ Геронтий Никифоров; Василий Кервен поэт тата куҫаруҫӑ; Марина Карягина писатель тата журналист; Галина Серебрякова (Кӗмӗл) тата Нина Артемьева сӑвӑҫсем; Чӑваш Республикин тата Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валентина Смирнова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() hypar.ru сайтри сӑн «Пуринчен малтан» Макс-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Чӑваш халӑх поэчӗн Николай Теветкелӗн чӗри тапма пӑрахнӑ. Вӑл — пултаруллӑ сӑвӑҫ, ӑста ӳнерҫӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ. Николай Александрович Петровский 1937 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш халӑх поэчӗн ятне вӑл 2023 ҫулта тивӗҫнӗ. Шкул хыҫҫӑн Николай Александрович Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, А.М.Горький ячӗллӗ Литература институчӗн литература курсӗсенче ӑс пухнӑ. Кайран столярта, платникра, малярта, ӳнерҫӗре ӗҫленӗ. Вӑл поэт, прозаик, критик, публицист тата куҫаруҫӑ пек паллӑ. Сӑвӑсен пӗрремӗш пуххине, «Ҫамрӑклӑх сӑввисем» ятлӑскере, Халӑх поэчӗсем Петӗр Хусанкай, Александр Алка, Стихван Шавли лайӑх хак панӑ. Николай Теветкел Европа литературин классикӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Чӑваш сонетне классика шайне хӑпартнӑ. Тӑванӗсемпе пӗрле хурланатпӑр… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() /www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Андрей Марушина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Ку чыса Андрей Александрович «саккун кӑларас енӗпе хастар пулнӑшӑн тата нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ. Андрей Марушин — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительствин тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн комитечӗн председателӗ. Вӑл 1982 ҫулхи раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче финанспа кредит енӗпе пӗлӳ илнӗ, кайран — юриспруденци енӗпе. 2021 ҫулта Атӑлҫи патшалӑх технологи университетӗнче «вӑрман ӗҫӗ» специальноҫпа магистратурӑран вӗренсе тухнӑ. 2006 ҫулта уйрӑм усламҫӑ пулса тӑрӑшма тытӑннӑ, 2008–2021 ҫулсенче «Континенталь» тулли мар яваплӑ обществӑн гендиректорӗ пулнӑ, 2018–2021 ҫулсенче – «Анмар» общество директорӗ. 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче ӑна Чӑваш Патшалӑх Канашӗн комитечӗн председателӗ пулма шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Чӑваш академи драма театрӗн пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкара каллех Мускаври артист, Евгений Князев, килӗ. Вӑл унччен те пирӗн республикӑра пулнӑччӗ. Аса илтерер: вӑл унччен пирӗн патра 2024 ҫулта, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, пулнӑччӗ. 71 ҫулти Евгений Князев — Раҫҫей халӑх артисчӗ. Мускаври Арбатра вырнаҫнӑ Вахтангов ячӗллӗ театрта ӗҫлет. В.В. Щукин ячӗллӗ Театр институчӗн ректорӗ. Вӑл сцена ҫине тухсан вӑхӑт сисӗнмесӗр иртет. Икӗ ҫул каялла артист Шупашкар ҫыннисене Александр Пушкинӑн «Пиковая дама» повеҫӗпе лартнӑ моноспектакль лартса панӑччӗ. Хальхинче сцена ӑсти чӑваш кураканӗсен умне А. С. Пушкин повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Метель» моноспектакльпе тухӗ. Шупашкарта артист чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулӗ. Спектакль Чӑваш академи драма театрӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ Ыран, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Раиса Сарпин юбилей каҫӗ иртӗ. «Сарпи туссене пуҫтарать» мероприятие сӑвӑҫ 75 ҫул тултарнине халалланӑ. Юбилей каҫне Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Музыкӑпа поэзи каҫне ӑслӑлӑх, культура, ӳнер ӗҫченӗсем пухӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне — ентешӗсем, калем ӑстисем. Тата тӑлмачсем, музыкӑпа театр ӳнерӗн ӑстисем, журналистсем. Хамӑр патран ҫеҫ мар, Мари Элтан, Пушкӑртстанран, Дагестанран, Тутарстанран, Коми Республикинчен, Мускавпа Питӗртен килсе ҫитӗҫ. Раиса Сарпи пултарулӑхӗ чӑннипех те тӗрлӗ енлӗ. Вӑл поэтпа прозаик та, драматургпа тӑлмачӑ та. Тата мӗн чухлӗ преми лауреачӗ-ши вӑл! 60-а яхӑн кӗнеке авторӗ 400 ытла юрӑ валли сӑвӑ тата 10 ытла пьеса ҫырнӑ. Мероприяти 13 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
