|
Персона
![]() www.tek-all.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти «Группа Оргсинтез» тулли мар явалӑ обществӑн генеральнӑй директорне Сергей Мерзлякова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Ӑна республикӑн промышленноҫне аталантарма тӳпе хывнӑшӑн ҫавӑн пек хавхалантарас тенӗ. Сергей Владимирович 1971 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тӗмен хулинче ҫуралнӑ. Унти индустри институтӗнчен «автоматика тата техника тытӑмӗсен управленийӗ» енӗпе вӗренсе тухнӑ, 1997 ҫулта вӑл Самар хулинчи экономика академине вӗренсе пӗтернӗ, унта финанспа кредит енӗпе пӗлӳ илнӗ, 2000 ҫулта вара экономика енӗпе диссертаци хӳтӗленӗ. Ун хыҫҫӑн татах вӗреннӗ. 2006 ҫулта Мускаври Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӗрлӗ хулара тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ футбол командинче тапӑнаканра вылянӑ Артем Дзюба карьерине вӗҫленине пӗлтернӗ. Дзюбӑна Чӑваш Енпе ҫемйин йӑх тымарӗ ҫыхӑнтарать: унӑн амӑшӗ Светлана Александровна Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. Ача чухне Артем кукамӑшӗ патне хӑнана килсе ҫӳренӗ, урамри ачасемпе футболла вылянӑ. Хӑй футболист пӗрре мар ҫапла каланӑ: «Ҫӗрпӳре манӑн анне ҫуралнӑ, эпӗ вара чӑн-чӑн Мускав ҫынни». Артем Дзюба «Спартак», «Томь», «Ростов», «Зенит», «Арсенал», «Локомотив», «Акрон» тата Турцири «Адана Демирспор» командӑсемшӗн вылянӑ. Юлашкинчен вӑл Тольяттири «Акрон» клубра пулнӑ. «Зенитра» вылянӑ чухне Артем ҫӗршыв Кубокне виҫӗ хутчен тивӗҫнӗ, тӑватӑ хутчен Раҫҫей чемпионӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Юрӑпа таша ансамблӗн сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть Алена Николаева сцена ӑстин пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Алена Николаева Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче балет артистки пулса ӗҫлет. Сцена ӑстин пултарулӑх каҫне (вӑл авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ) ташӑ ӳнерне юратакансем, педагогсем, Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен союзӗн тата ансамбль ертӳҫисем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем кӑна та мар, Культура ӗҫченӗсен Раҫҫейри пултарулӑх пӗрлешӗвӗн пайташӗ Маргарита Железнова видеосалам та хатӗрленӗ. Ялта ҫуралса ӳснӗ хӗр ачаранах сцена ҫине тухма ӗметленнӗ. Юрӑпа ташӑ ансамбльне лексен вӑл коллективӑн ертсе пыракан сцена ӑсти пулассишӗн нумай тӑрӑшнӑ. «Алена – пирӗн балет ушкӑнӗн чунӗ. Унӑн ӗҫченлӗхӗ, репетици вӑхӑтӗнче чунне парса тӑрӑшни ҫамрӑк артистсемшӗн ырӑ тӗҫлех пулса тӑраҫҫӗ», – мухтанӑ артиста ансамбль директорӗ Леонид Антонов тата илемлӗх ертӳҫи Алексей Тимошенко. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Чӑваш патшалах юрӑпа ташӑ ансамблӗн сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Александр Ангаров (01.10.1946-22.06.2005) сцена ӑсти ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ. Вӑл — паллӑ балетмейстер, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Александр Валентинович Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче 30 ҫул тӑрӑшнӑ. 1976-2005 ҫулсенче Александр Ангаров 100 ытла вокалпа хореографи сюити тата ташӑ лартнӑ. Чӑвашла пӗлмесен те вӑл чӑваш халӑх культурине чунтан юратнӑ. Хӑй юратнӑ ҫеҫ мар, чӑваш ташшинче пурнӑҫа, культурӑна, халӑхӑн анлӑ тавракурӑмне уҫса пама пултарнӑ. Хӑй вӑл Украинӑри Ужгород хулинче ҫуралнӑ. Мускаври патшалӑх культура институтӗнчи балетмейстерпа педагогика уйрӑмӗнче вӗреннӗ. 1976 ҫулта Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче тӗп балетмейстер пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш АССР халӑх артисчӗ Валериан Лебедев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ. Валериан Степанович Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Киеври консерваторинче тата Раҫҫейӗн театр ӳнерӗн институтӗнче В.А. Орлов ертсе пыракан чӑваш студийӗнче вӗреннӗ. 1954 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, 1969-1974 ҫулсенче Чӑваш музыка театрӗнче тимленӗ. Тӑван труппӑна таврӑнсан вӑл актёр ӗҫӗпе пӗрлех музыка пайӗн заведующийӗ тата концертмейстер пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл калӑпланӑ сӑнарсем калама ҫук вӑйлӑ сӑнарсем пулса тухнӑ. Сӑмахран, Тибальт («Ромео и Джульетта»), Михетер («Нарспи»), Вожеватов («Бесприданница»), Костылев («На дне»), Тоцкий («Идиот»), Попандопуло («Свадьба в Малиновке»). Артист 2011 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Шупашкар округӗнче пурӑнакан Геннадий Алексеев ял ачисем валли футбол клубӗ йӗркеленӗ. Ун пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗсем сюжет ӳкернӗ. Геннадий Алексеев Ҫатракасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл ача чухне тренер патӗнче ӑсталӑх туптама ӗмӗтленнӗ. Анчах ялта, паллах, ун чухне ун пек специалист пулман. Аякка ҫӳреме вара унӑн май килмен. Геннадий ача чухнехи ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Хулара чылай ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн вӑл яла таврӑннӑ та ачасемпе тренировкӑсем ирттерме тытӑннӑ. Геннадий Алексеев ҫурт-йӗр сутассипе ӗҫлет. Спорт уншӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ, пурнӑҫ йӗрки тесен те юрать. Ҫӑмӑл атлетикӑпа та, триатлонпа та кӑсӑкланать. Халӗ ун патӗнче 6 ялти ачасем тренировкӑна ҫӳреҫҫҫӗ. Палӑртса хӑварар: унӑн тренировкисем тӳлевсӗрех иртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() «Контактри» сӑн Ҫӗмӗрле округӗнче пурӑнакан Татьяна Трофимова 103 ҫул тултарнӑ. Вӑл хресченсен йышлӑ ҫемйинче ҫуралнӑ, Элӗк районӗнче пуҫламӑш шкул пӗтернӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче «Хӗрлӗ Октябрь» колхозра трактористка пулса ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Октябрь поселокӗнчи медпунктра санитаркӑра вӑй хунӑ. 1948 ҫулта Татьяна Деевна Карп Трофимова качча тухнӑ, вӗсем пӗрле пилӗк ача ӳстернӗ. Пенсие тухиччен Татьяна Деевна хир ӗҫченӗ, доярка пулса ӗҫленӗ, Ҫӗмӗрле районӗнчи тӑван «Хӗрлӗ Октябрь» колхозра рядовой колхозница пулнӑ. Унӑн ӗҫ стажӗ — 40 ҫул ытла. Вӑл тӳрӗ кӑмӑлпа ялан ӗҫленӗ, пур ӗҫе те палӑртнӑ вӑхӑтра пурнӑҫланӑ. Нумай тӑрӑшса вӑй хунӑшӑн Татьяна Деевнӑн чылай награда пур: «Ӗҫ ветеранӗ», «Тыл ӗҫченӗ», «Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн Мускав хулинче пурӑнакан чӑваш арӗ Мускав мэрӗн премине тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пек маттур вӑл – Шупашкар округӗнче ҫуралса ӳснӗ Евгений Степанов. Палӑртса хӑварар: Евгений И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ, пӗр вӑхӑт телекуравра ӗҫленӗ. Кайран Мускава куҫса кайнӑ, унта туристсем валли экскурсисем йӗркелеме тытӑннӑ. Халӗ ӑна ытларахӑшӗ «Мускав тӑрӑх уҫӑлса ҫӳретпӗр» проект авторӗ пек пӗлеҫҫӗ. Евгений Степанова туризма аталантарнашӑн тата хӑйен проектне пурнӑҫа кӗртнӗшӗн Мускав мэрӗ премипе чысланӑ. Саламлатпӑр ентешӗмӗре! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн Петр Леонтьев Чӑваш Республикинче ҫуралнӑ, анчах пурнӑҫӗн пысӑк пайне Калмӑк Республикинче пурӑнать. Вӑл ҫак кунсенче 101 ҫулхине паллӑ тунӑ. Ҫуралнӑ кунпа саламлама ӑна Чӑваш Енри хӑнасем те килнӗ, наци костюмне тата чӑваш галстукне парнеленӗ. Ҫавӑн пекех хӑнасем Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн председателӗн Сергей Артамоновӑн Тав ҫырӑвне илсе килнӗ. Петр Леонтьевич ҫамрӑк чухне хӳтӗлев сооруженийӗсенче ӗҫленӗ, 1943 ҫулта вӑрҫа кайнӑ. Вӑл Беларуҫе, Литвана ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Германие ҫитнӗ. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна II степень Тӑван ҫӗршыв орденӗпе тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Калмӑк Республикин строительствине 40 ҫул хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Яндексран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре ҫитес ҫул паллӑ ӑсчах Геннадий Волков ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявлӗҫ. Геннадий Никандрович ятне пирӗнтен чылайӑшӗ аван пӗлет. Унӑн этнопедагогикӑпа ҫырнӑ кӗнекисенчи тарӑн шухӑша пирӗн ҫултисенчен чылайӑшӗ кукамӑшӗ-асламӑшӗсенчен ӑша хывса ӳснӗ. Паллӑ ӗнтӗ, шурсухалсем ӗлӗк те тӗрлӗрен пулнӑ. Анчах анлӑ шухӑшлавлисем, сӑмаха виҫсе шутласа калаканнисемпе пӗр килте ӳснисем ваттисен кашни сӑмахӗ ахах евӗр иккенне аван пӗлеҫҫӗ. Ҫавна май тӗп мероприятисен планне хатӗрлӗҫ. Кун пек мероприятисене вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене те ирттерме сӗннӗ. Ятарлӑ йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ, документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
