Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: юбилейсем

Персона
Яндексран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Яндексран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре ҫитес ҫул паллӑ ӑсчах Геннадий Волков ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявлӗҫ.

Геннадий Никандрович ятне пирӗнтен чылайӑшӗ аван пӗлет. Унӑн этнопедагогикӑпа ҫырнӑ кӗнекисенчи тарӑн шухӑша пирӗн ҫултисенчен чылайӑшӗ кукамӑшӗ-асламӑшӗсенчен ӑша хывса ӳснӗ. Паллӑ ӗнтӗ, шурсухалсем ӗлӗк те тӗрлӗрен пулнӑ. Анчах анлӑ шухӑшлавлисем, сӑмаха виҫсе шутласа калаканнисемпе пӗр килте ӳснисем ваттисен кашни сӑмахӗ ахах евӗр иккенне аван пӗлеҫҫӗ. Ҫавна май тӗп мероприятисен планне хатӗрлӗҫ. Кун пек мероприятисене вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене те ирттерме сӗннӗ.

Ятарлӑ йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ, документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

АВН
24

Чӑвашсен Муса Джалилӗ
■ Геронтий Никифоров | 24.09.2026 17:18 |

Культура

Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче К. В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Паттӑр поэтӑн ячӗ вилӗмсӗр» литература уявӗ иртрӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фашистсен концлагерӗнчен ҫӑлӑнасшӑн пуҫ хунӑ Иван Викторович Викторов поэт ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.

Унта чӑваш халӑх поэчӗсем Юрий Сементерпе Раиса Сарпи, Чӑваш кӗнеке издательствин ача-пӑча литературин редакторӗ Ольга Федорова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑхҫи Геннадий Дегтярёв, писательсемпе поэтсем, Чӑваш наци телевиденийӗпе радиовӗн журналисчӗсем Валентина Беловӑпа Мальвина Петрова, Чӑваш наци конгресӗн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗпе вӗренӳ комитечӗн пайташӗсем, И. Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсемпе преподавателӗсем, Шупашкар хулин А. А. Архипов ячӗллӗ кадет шкулӗн вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем, Иван Викторов ентешӗсем — Ҫӗрпӳ округӗн Кӑнар ял тӑрӑхӗн культурӑпа библиотека ӗҫченӗсем, Шупашкар хулин поэзие юратаканӗсем пухӑнчӗҫ.

Уява Литература музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Еливанова ертсе пычӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Геронтий Никифоров Иван Викторов ҫыравҫӑн вӑрҫӑри паттӑрлӑхне уҫса пачӗ, Мальвина Петрова И.

Малалла...

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Республикӑра пурӑнакан тепӗр ҫын пӗр ӗмӗре хыҫа хӑварнӑ. Шупашкар хулинче пурӑнакан Татьяна Сычева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ

Татьяна Александровна кунта ҫуралман, вӑл Волгоград облаҫӗнчи Соленое Займище ялӗнче кун ҫути курнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл 14 ҫулти хӗрача пулнӑ.

Ун чухне хӗр шкула каяс вырӑнне Аҫтӑрхан облаҫне ҫул тытнӑ. Унта пулӑ тытнӑ, кайран ӑна фронта ӑсатнӑ.

1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӑл Шупашкара куҫса килнӗ. Кунта парти обкомӗнче, Министрсен Канашӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

Татьяна Александровна хыҫа пӗр ӗмӗр хӑварнӑ пулсан та аптӑрамасть: хӑйех утса ҫӳрет, анчах хӑлхи япӑхрах илтет. Халӗ ӑна юратнӑ мӑнукӗ пӑхса пурӑнать.

Чун-чӗререн саламлатпӑр Татьяна Александровнӑна!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19671
 

Культура
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи сӑнӳкерчӗк
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи сӑнӳкерчӗк

Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Юлия Силэм ҫыравҫӑн юбилейне халалланӑ каҫ иртӗ. Мероприяти «Чӑваш кӗнеки» центрта 15 сехетре пуҫланӗ.

Юлия Силэм — чӑвашсен хальхи вӑхӑтри паллӑ проза ӑсти. РФ писателсен союзӗн членӗ (1992), Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1998), Санкт-Петербургри Петровски ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн чӑн пайташӗ (2001), Патӑрьел районӗн хисеплӗ ҫынни.

Юлия Силэм 1951 ҫулхи юпан 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Кунтах вӑтам шкул пӗтернӗ. Унтан Чӑваш патшалӑх университетӗнчи филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Вунӑ ҫулта чухнех литературӑпа интересленме пуҫланӑ, нумай вуланӑ, статьясемпе очерксем, кӗске калавсем ҫырнӑ, вӗсене хаҫатра пичетленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-211725618_3556
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Анна Тарзанова Ленинград облаҫӗнче ҫуралнӑ. Анчах вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, 1942 ҫулта, вӑл эвакуаципе Чӑваш Ене куҫса килнӗ. Унтанпа вӑл кунтах, ҫавӑнтанпа унӑн пурнӑҫӗ Канаш хулипе тачӑ ҫыхӑннӑ.

1943 ҫулта Анна Михайловна районти финанс уйрӑмӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун хыҫҫӑн вакунсем юсакан заводра вӑй хунӑ, кайран — аптекӑра. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та канман вӑл: 75 ҫулччен пӗр организацире тӗп бухгалтерта тӑрӑшнӑ.

Анна Михайловна мӑшӑрӗпе 30 ҫул ытла пӗрле пурӑннӑ. Вӗсем виҫӗ ачана пурнӑҫ парнелесе ура ҫине тӑратнӑ, тивӗҫлӗ воспитани панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19631
 

Персона
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче Зинаида Николаевӑна 60 ҫулхипе саламланӑ. Вӑл унта уйрӑм заведующийӗнче тӑрӑшнӑ.

Зинаида Егоровна социаллӑ сферӑра ӗҫлесе ирттернӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та вӑл ку енӗпе тӑрӑшнӑ. Нумаях пулмасть вара вӑл вӑхӑта ҫемьепе ирттерме йышӑннӑ.

Ӗҫтешне 60 ҫул тултарнӑ ятпа саламлама паян коллектив туслӑ йышпа пухӑннӑ. Центрӑн директорӗ Светлана Милкина хӑйӗн пуян опычӗпе ыттисене те кӑмӑлтан паллаштарнӑшӑн, ӗҫлеме вӗрентсе пынӑшӑн тав тунӑ. Вӑл ҫеҫ те мар, директорӑн икӗ ҫумӗ Татьяна Ефимова тата Альбина Данилова, профсоюз комитечӗн председателӗ Марина Петрова, Каролина Герасимова заведующи те ӑшшӑн саламланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb-centr.soc.cap.ru/
 

Персона
htcheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
htcheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплеклӑ центрта тӑрӑшакан Татьяна Андреева авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 50 ҫул тултарнӑ.

Социаллӑ сферӑра вӑл 2019 ҫултанпа тӑрӑшать. Асӑннӑ учреждение хӗрарӑм социаллӗ ӗҫчен пулса вырнаҫнӑ. Хӗрӗх урлӑ каҫнӑ хӗрарӑм ватӑсемпе тата сусӑрсемпе тӳрех пӗр чӗлхе тупма пултарнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна хӑй пӑхакан ватӑсем юратаҫҫӗ. Ӗҫтешӗсем вара кирлӗ чухне алӑ пама килӗшнишӗн хисеплеҫҫӗ, сума сӑваҫҫӗ.

«Пирӗн тивӗҫӗмӗр — хӳтлӗхсӗр ҫынсен шанӑҫне тӳрре кӑларасси», — тет иртнӗ эрнекун 50 ҫул тултарнӑ хӗрарӑм. Вӑл кирлӗ пулсан апат пӗҫерсе те, урай ҫуса та, лавккаран апат-ҫимӗҫ, аптекӑран эмел туянса килсе те парать. Ятарлӑ программӑра пӑхса хӑварнӑ ытти ӗҫе те пурнӑҫлать.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Патӑрьел тӑрӑхӗнче пурӑнакан Вера Седойкина 100 ҫул тултарнӑ.

Вера Петровнӑн пурнӑҫӗ медицинӑпа ҫыхӑннӑ, вӑл Чкаловскри (халӗ Патӑрьел) пульницӑра ҫур ӗмӗр ытла медсестрара ӗҫленӗ.

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне хӗрача колхозра вӑй хунӑ. 1943 ҫулта Пӑвари медицина шкулне вӗренме кайнӑ. Диплом илсен Карел-Финн ССРне ӗҫлеме тухса кайнӑ. Анчах ашшӗ чирлесен каялла киле таврӑнма тивнӗ. Тӑван Чкаловскра вӑл юратӑвне – Виталий Васильевича – тӗл пулнӑ. Вӗсем клубра киносеансра паллашнӑ. Мӑшӑр 70 ҫул пӗрле пурӑннӑ.

Халӗ Вера Петровна – виҫӗ ача амӑшӗ, унӑн пилӗк манук, виҫӗ кӗҫӗн мӑнук пур.

Саламлатпӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31005
 

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Елизавета Иваноцова паян, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарнӑ.

Елизавета Петровна пурнӑҫӗ вӑл вӑхӑтри ытти чылай ҫынран, тӗрӗссипе каласан, нимпех те уйрӑлса тӑмасть. Вӑл та вӑрҫӑ нуши-тертне тӳснӗ. Хаяр вӑрҫӑ пынӑ ҫулсенче «Буревестник» насус станцийӗнче тӑрӑшнӑ. Уншӑн ӑна та тӗрлӗ юбилей медалӗ парса хавхалантарнӑ.

Кайран вӑл Шупашкарти промышленность тракторӗсен заводне тирпейлӳҫӗне кайса вырнаҫнӑ. Унта 40 ҫул тӑрӑшнӑ.

Паян Елизавета Петровна уйрӑм ҫуртра, хӑтлӑ йывӑҫ пӳртре, пурӑнать. Пахчапа йӑпанмалӑх 6 сотка ҫӗр пур. Икӗ ача амӑшӗн тӑватӑ мӑнук тата мӑнукӗсен ултӑ ача. Кинемей ӑспа-тӑнпа пурӑнать, кил-тӗрӗшӗнче утса ҫӳрет. Чи кирли вара — ҫывӑх ҫыннисем юнашар пулни.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb-centr.soc.cap.ru/
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Етӗрне хулинче пурӑнакан Алексей Темнов 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.

Фронта Алексей Федоровича 1943 ҫулта илнӗ. Повестка килнӗ чухне вӑл 17-ри ҫамрӑк пулнӑ. Алексей Темнов I Беларуҫ фронтне лекнӗ, 120 миллиметрлӑ миномет наводчикӗ пулнӑ. Вӑл яланах малти позицире пулнӑ. Пирӗн ентеш пӗтӗм Беларуҫе тенӗ пек ҫуран утса тухнӑ. Ҫакна вӑл паянхи кун та аса илет.

Алексей Темнов Варшавӑна ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Одер юханшывӗ урлӑ каҫнӑ. Ҫӗнтерӗве Махачкалари госпитальте кӗтсе илнӗ. Ҫав вӑхӑт тӗлне вӑл виҫӗ хутчен вӑйлах аманнӑ: снаряд ванчӑкӗсем унӑн аллине аркатса пӗтернӗ, кӗлетки суран ӑшӗнче пулнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен Алексей Темнов чылай ҫул лаша савутӗнче ӗҫленӗ, унтан «Сурские зори» турбазӑна ертсе пынӑ. Ҫав вӑхӑтрах общество ӗҫӗсене те хастар хутшӑннӑ.

Юбиляр патне РФ президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ открытки те ҫитнӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 149
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 31

1927
99
Волков Геннадий Никандрович, преподаватель, прозаик, публицист, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1971
55
Миттов Анатолий Иванович, живописец, график вилнӗ.
1976
50
Волкова Мария Андреевна, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
2002
24
Зайцев Алексей Степанович, СССР патшалӑх премийӗн лауриачӗ, производство йӗркелевҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та