
Етӗрнере пурӑнакан Людмила Виноходова паян 100 ҫул тултарнӑ. Кун пирки вырӑнти депутат, Владимир Офаринов, халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Сумлӑ юбилей ячӗпе кинемее вырӑнти тӳре-шарапа депутат саламланӑ.
Людмила Васильевна 40 ҫул ытла Етӗрнери район больницинче врач пулса ӗҫленӗ.
Кинемее Владимир Путинӑн саламлӑ открыткине те ҫитерсе панӑ.

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи 75 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Патӑрьел районӗнче Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Литература ӗҫӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренме тухнӑ хыҫҫӑн ӗҫлеме тытӑннӑ.
Раиса Сарпи — 40 ытла кӗнеке, 300 юрӑ, 10 пьеса авторӗ.

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чӑваш халӑх артистне Иван Иванова 70 ҫулхи юбилейпе саламланӑ.
Артист ячӗпе театр директорӗ Елена Николаева ӑшӑ сӑмах чылай каланӑ. Салам хыҫҫӑн «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» спектакле кӑтартнӑ. Унта юбиляр Юманкка сӑнарне калӑпланӑ.
Иван Иванов 1955 ҫулхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен 1983 ҫулта вӗренсе тухнӑранпах Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлет.

Канаш округӗнче пурӑнакан Зоя Малышева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тӑлӑх арӑмӗ.
Зоя Васильевна Тутарстанра ҫуралса ӳснӗ. Канаш типографийӗнче 40 ҫул ытла наборщицӑра ӗҫленӗ, «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ. Халӗ вӑл пӗртӑванӗсен ачисен хӳттинче пурӑнать.
Юбиляра Канаш округӗн пуҫлӑхӗ Валерий Чернов саламланӑ, РФ, Президенчӗн Владимир Путинӑн открыткине парнеленӗ.

Муркаш округӗнчи Оринин ялӗнче пурӑнакан Васильевсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ. Вӗсем 3 хӗр те 2 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсен 7 мӑнук тата 2 кӗҫӗн мӑнук пур.
Вячеслав Прохорович салтакра чухне «1-мӗш класлӑ радист» палла тата Морзе азбукине йышӑнассипе пӗрремӗш разряд илнӗ. Ҫартан таврӑнсан культура тытӑмӗнче ӗҫленӗ, Орининти культура ҫурчӗн директорӗ, киномеханикӗ пулнӑ. Халӗ вара халӑх театрне выляма ҫӳрет. Вӑл – ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Галина Ивановна Шупашкарти кулинари училищинчен вӗренсе тухсан поварта 37 ҫул ӗҫленӗ.

Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш академи драма театрӗнче чӑваш халӑх артисчӗн Иван Ивановӑн юбилей каҫӗ пулӗ. Ҫав каҫ юбиляра саламлӗҫ, унтан «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» спектакле кӑтартӗҫ. Унта юбиляр Юманкка сӑнарне калӑплать.
Иван Иванов 1955 ҫулхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен 1983 ҫулта вӗренсе тухнӑранпах Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлет.

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, тӗнчипе ятлӑ-сумлӑ тӗпчевҫӗ Никита Бичурин ҫуралнӑранпа килес ҫулхи авӑн уйӑхӗнче 250 ҫул ҫитӗ. Ҫавна пирӗн республикӑра сумлӑн уявлама палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш Енре тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ, ун валли ӗҫлӗ ушкӑн туса хурӗҫ. Кун пек йышӑнӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Никита Яковлевич, — монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ. 1777 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Шупашкар районӗ) Типнер ялӗнче ҫуралнӑ. 1853 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Санкт-Петербург хулинче вилнӗ.
Бичурин ӗҫӗсене Раҫҫейре кӑна мар, Европӑра та хакланӑ. 1828 ҫулта ӑна Раҫҫей ӑслӑлӑхсен академийӗн член-корреспондентне суйласа илнӗ. 1831 ҫулта Парижри Ази обществин шутне кӗртнӗ. 1834, 1839, 1843, 1849 ҫулсенче вӑл Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх шайӗнчи чи пысӑк паллине, Демидов премине, тивӗҫнӗ.

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Надежда Воюцкаян юбилейне халалланӑ каҫ иртнӗ. Унта «Пӗртен-пӗр шанӑҫ» спектакль кӑтартнӑ. Спектакльте Надежда Сильвестровна Елена Владимировна ролӗнче вылянӑ.
Надежда Воюцкая 1960 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Шинер ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑ та ҫавӑнтанпа Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлет.
Юбиляра театр директорӗ Елена Николаева, Вӑрнар муниципалитет тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Надежда Никандрова, Вӑрнарсен ентешлӗхӗн ертӳҫи Валерий Кузьмин тата ыттисем саламланӑ.

Елчӗк округӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пурӑнакан Кудряшовсем кевер туя паллӑ тунӑ. Вӗсем 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ 7 мӑнукпа тата вӗсен 6 ачипе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Петр Михайлович тивӗҫлӗ канӑва тухиччен тӗрлӗ предприятире сварщикре ӗҫленӗ. Нина Зиноновна вара колхозра вӑй хунӑ. Тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Хисеп хӑми ҫине пӗрре мар лекнӗ. Вӑл вырӑнти тата районти депутата суйланнӑ. Нина Зиноновна — ӗҫ ветеранӗ. 1973 ҫулта ӑна «Хисеп палли» орденпа чысланӑ.
Мӑшӑр ҫирӗп ҫемье вӑрттӑнлӑхне уҫнӑ. «Пӗр-пӗрне итлеме тата илтме пӗлмелле», — теҫҫӗ Кудряшовсем.

Чӑваш Енре Улатӑр хулин 475 ҫулхине уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Асӑннӑ хулана йӗркеленӗренпе 475 ҫул ҫитнине 2027 ҫулта уявлӗҫ.
Ҫавна май пирӗн республикӑра ӗҫлӗ ушкӑн туса хунӑ, унта камсем кӗрессине палӑртнӑ.
Йӗркелӳпе техника ӗҫӗсемшӗн Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви яваплӑ пулӗ.
