Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта пурӑнакан Галина Перисдская паян 90 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа ӑна Ҫар мухтавӗн музейӗнче саламланӑ.
Галина Георгиевна Ленинградра ҫуралнӑ. Вал вӑрҫӑ ҫулӗсенчи йывӑрлӑха аса илсе нумай каласа кӑтартма пултарать. Ҫӗнӗ ҫулта ачасене ҫуршар пӗремӗк пани те асра юлнӑ. Сӑвӑ вӗренсе каласан вара пӗр пӗремӗк панӑ. Галина амӑшӗ килне илсе килнӗ кӗнекери «Таня» сӑвва пӑхмасӑр каланӑ. Унан авторӗ Петӗр Хусанкай пулнӑ.
Галина Георгиевна паян та ҫамрӑксемпе тӗл пулать, ҫамрӑклахӗпе ачалахне аса илсе каласа кӑтартать, тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентет.
Юбиляра республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлех министрӗ Алена Елизарова ячӗпе Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр директорӗ Светлана Милкина ӑшшӑн саламланӑ.
