
Куславкка округӗнче пурӑнакан тыл ӗҫченӗ Валентина Чемышева паян 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчӗ вӑл токарь станокӗ умӗнче ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Иваново олаҫӗнче вӑрман каснӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Кӑштахран Валентина тӑван ялне таврӑннӑ.
1947 ҫулта хӗр хӑйсен ялӗнчи Алексей Чемышевпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем 6 ача ҫуратса ӳсиернӗ. Халӗ кинемей 13 мӑнукпа, 22 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать
Пурнӑҫӑн пысӑк пайнӗ вӑл ял хуҫалӑхне халалланӑ, выльӑх пӑхнӑ. Пенсие тухсан та ӗҫлеме пӑрахман вӑл.

Патӑрьел округӗнчи Елизавета Алексеевна Демьянова ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ тумхахлӑ пулнӑ, анчах хуҫӑлса ӳкмен вӑл.
7-мӗш класс хыҫҫӑн вӑл Шупашкарти музыка училищине вӗренме кайнӑ. Анчах вӑрҫӑ пуҫлансан унтан пӑрахса медсестрана вӗренме шутланӑ. Кайран вӑл Чкаловри пульницӑра аманнӑ салтаксене пулӑшнӑ.
Елизавета Алексеевна мӑшӑрӗпе 5 ача ӳстернӗ. Халӗ 6 мӑнукпа, 8 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать.

Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, музыковед, тележурналист, композитор Александр Осипов кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 70 ҫул тултарнӑ.
Александр Осипов Канаш районӗнчи Юмансар ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищинче фортепиано класӗнче, Хусанти патшалӑх консерваторийӗнче теорипе композитор факультетӗнче вӗреннӗ.
1980-1984, 1990-1996 Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. Шупашкарти музыка училищинче те тӑрӑшнӑ. 1996 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче тӑрӑшнӑ.

Трак Ен района йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Кун пирки «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Уяв Упири кану центрӗнче иртнӗ.
Трак ҫӗрӗ виҫӗ паттӑрпа – Упи, Пипарс, Пайтул – мӑнаҫланать. Маларах асӑннӑ хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, хӑнасене ҫӗр ҫыннин ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ пӑхаттирсем кӗтсе илнӗ.
Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов сӑмах каланӑ.

Трак Ен района йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Кун пирки «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Уяв Упири кану центрӗнче иртнӗ.
Трак ҫӗрӗ виҫӗ паттӑрпа – Упи, Пипарс, Пайтул – мӑнаҫланать. Маларах асӑннӑ хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, хӑнасене ҫӗр ҫыннин ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ пӑхаттирсем кӗтсе илнӗ.
Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов сӑмах каланӑ.

Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енри паллӑ культура ӗҫченӗ Петр Клементьев 70 ҫул тултарнӑ.
Пукане театрӗн ӳнерӗпе вӑл ача чухнех кӑсӑкланма пуҫланӑ. 1971 ҫулта шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1973 ҫулта пурнӑҫне театрпа ҫыхӑнтарнӑ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче 48 ҫул ӗҫленӗ вӑхӑтра 100 ытла постановкӑри 130 роле калӑпланӑ.
Петр Клементьев — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ тата чӑваш халӑх артисчӗ.

Карлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, библиотека ӗҫӗн ветеранӗ Тамара Григорьева 75 ҫул тултарнӑ.
Тамара Романовна культура отраслӗнче 50 ҫул ӗҫленӗ. 1996-2023 ҫулсенче вӑл Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшне ертсе пынӑ. Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта чи лайӑх практикӑсене пурнӑҫа кӗртсе пынӑ.

Чӑваш Енри тепӗр икӗ кинемей ҫак кунсенче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Куславккара пурӑнакан Антонина Ильинична Лебедева 16-ра чухне колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. 1941 ҫулта вӑл Сӑр хӳтӗлев чиккине тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Халӗ вӑл 98 ҫулти йӑмӑкӗпе пурӑнать.
Канашри Татьяна Васильеана Смагина ӗмӗр тӑршшӗпе вӗрентекенре ӗҫленӗ. Паянхи кун вӑл ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшать: утиял ҫӗлесе парнелет.

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, чӑваш халӑх артистки Татьяна Яфанова 80 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Чӑваш Республикин патшалӑх вырӑс драма театрӗнче ӗҫлет. Татьяна Петровна 1945 ҫулта ҫуралнӑ. 1966 ҫулта Куйбышеври драма театрӗ ҫумӗнчи студирен вӗренсе тухнӑ. 1967 ҫулта Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл 80 ытла сӑнара калӑпланӑ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Пётр Осипов драматург, театрӑн пӗрремӗш актерӗсенчен пӗри ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Сурхури сӑри» спектакль кӑтартӗҫ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «пьесӑра пулса иртекен пӑтӑрмахсем 1917 ҫулхи революци саманипе ҫыхӑннӑ пулсан та, тӗп вырӑнта чӑваш ялӗнчи ҫынсен хутшӑнӑвӗсем. Унӑн жанрне «детективлӑ триллер» теме те пулӗ. Режиссерпа художник, композитор сюжетри вӑхӑтпа усӑ курса, халӑхӑн илемлӗ йӑлисене кӑтартма шутланӑ. Ку вара хальхи куракансемшӗн ҫав тери кӑсӑклӑ».
Ку ӗҫе режиссёр ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнӗ тӗле хатӗрленӗ пулнӑ. Унӑн режиссёрӗ — Наталья Сергеева, художникӗ — Наталья Зверева, музыкине Лолита Чекушкина ҫырнӑ.
Спектакле кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.
