Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан тыл ӗҫченӗ Николай Андреев 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Николай Васильевич Комсомольски тӑрӑхӗнче Тури Тимӗрчкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫамрӑклӑхӗ йывӑр вӑхӑта – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсене – лекнӗ. Вӑл та, ытти чылай ҫын пекех, ырми-канми колхозра тӑрӑшса Ҫӗртерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ.
Вӑрҫӑ пӗтсен шӑпа ӑна Нефтеюганск хулине илсе ҫитернӗ. Унта вӑл нефть отраслӗнче ӗҫленӗ. Унӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ – ҫур ӗмӗре яхӑн.
Паянхи кун Николай Васильевичӑн ҫемйи пысӑк. Унӑн чи хаклӑ пуянлӑхӗ вӑл: виҫӗ ачи, ҫичӗ мӑнукӗ тата сакӑр кӗҫӗн мӑнукӗ. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ. Ӑна «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе те чысланӑ.
