Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Красноармейскинчи тӗп вулавӑшра Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат журналисчӗ, ҫыравҫӑ, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх лауреачӗ, Чӑваш наци конгресӗн Трак енри уйрӑмӗн хастарӗ Юрий Борисовӑн 65 ҫулхине уявлама пуҫтарӑннӑ.
Трак енӗн хастарӗ Зинаида Михайлова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Борисов — 11 кӗнеке авторӗ. Юрий Зиновьевичӑн юратнӑ мӑшӑрӗ — Татьяна Борисова — педагог, ӳнерҫӗ, ҫыравҫӑ. Вӑл — 7 кӗнеке авторӗ. Телейлӗ мӑшӑрӑн 5 ача тата 3 мӑнук.
Эпир вара хамартан ҫакна хушса калар. Юрий Зиновьевич журналист ҫеҫ мар, краевед та. Вӑл Красноармейски районӗнчи Упи ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти аслӑ шкулта историпе филологиги факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 40 ҫул ытла «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра ӗҫлет. 2021 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикинчи Красноармейски районӗн умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальпе чысланӑ.
