Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсем: юбилейсем

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Вӑрнар округӗнчи Кульцав ялӗнче пурӑнакан Анатолий Елизаров 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Анатолий Афанасьевич Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи бомбӑсене разминировка тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Ҫар-Тинӗс флотӗнче 4 ҫул службӑра тӑнӑ.

Ӗмӗр тӑршшӗпех Ленин ячӗллӗ тӑван колхозӗнче ӗҫленӗ вӑл: водитель пулнӑ, бригадӑна ертсе пынӑ. Мӗн пӗчӗкрен ӗҫченлӗхӗпе палӑрнӑ — 13 ҫулта чухнех колхозра тӑрӑшма тытӑннӑ.

Анатолий Афанасьевич мӑшӑрӗпе Варвара Сергеевнӑпа икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӑл хӗрӗн ҫемйипе пурӑнать, мӑнукӗсемпе савӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18037
 

Персона
"Россия 1" видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Россия 1" видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Тамара Гурьева юрӑҫ 75 ҫул тултарнӑ.

Тамара Изосимовна — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артистки (1982 ҫултанпа), чӑваш халӑх артистки (1995 ҫултанпа).

Вӑл 1951 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Шуртавӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Ачаранпах юрлама юратнӑскер тата хитре юрлама пӗлекенскер Шупашкарти Ф. П. Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ.

Малтан Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче юрланӑ, кайран — Чӑваш патшалӑхӗн телевиденипе радиовӗн комитечӗн хорӗнче. 1992 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллинче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Тамара Гурьева халӑх юррисене тата чӑваш композиторӗсем хайланӑ юрӑсене солист евӗр шӑрантарнӑ. Унӑн паллӑрах юррисем: Ф. Лукинӑн «Уҫланкӑри палан», Г. Хирпӳн «Савнӑ Шупашкарӑм», Ю. Жуковӑн «Юратнӑ, кӑмӑллӑ аннем».

 

Персона
Лариса Петрова сӑн ӳкерчӗкӗ
Лариса Петрова сӑн ӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Надежда Алферова артисткӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.

РФ тава тивӗҫлӗ артистки пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 75 ҫул тултарнӑ. Вӑл пукане театрӗнче 40 ҫул ӗҫленӗ.

«Эпӗ артистсен ҫемйинче ӳснӗ, ҫавӑнпа хам валли урӑх ҫул курман та», - тенӗ вӑл савӑнӑҫлӑ мероприятире сцена ҫине тухсан. Кун пирки МАХра «Хыпар - Вести Чувашии» каналта пӗлтернӗ.

Надежда Валентиновна 150 ытла сӑнар калӑпланӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ театрӑн ылтӑн фондне кӗнӗ. Вӑл — пултаруллӑ артист ҫеҫ мар, режиссёр та.

Пултарулӑх каҫне пухӑннисем Надежда Алферова вылякан тата вӑл лартнӑ спектакльсен сыпӑкӗсене курса киленнӗ. Куракансем кашни номере ӑшшӑн йышӑннӑ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса чунтан тав тунӑ, хӑйсем юратнине пӗлтернӗ.

 

Персона
vk.ru/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.ru/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри спортпа энергетика отраслӗн ветеранӗ Альберт Кудрявцев 90 ҫул тултарнӑ.

Альберт Васильевич Куславкка районӗнчи Кивӗ Тӗрлемес ялӗнче ҫуралнӑ. Вал ытти танташӗ пекех ачаллах колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Ветеран ӗнентернӗ тӑрӑх, вуннӑрах сӳрелеме тата сухалама пуҫланӑ.

Альберт Васильевич Сартури ял хуҫалӑхӗн механизацийӗн институтӗнче вӗреннӗ. Ун чухне грекпа рим кӗрешӗвӗпе кӑсӑкланма пуҫланӑ. 1960 ҫулта вӑл СССР спорт мастерӗн ятне тивӗҫнӗ.

Альберт Васильевич Сарту тата Чулхала облаҫӗсенчи энергетика сечӗсен предприятийӗсен ертӳҫинче ӗҫленӗ.

Пулас машӑрӗпе, Неля Александровнӑпа, аслӑ шкулта вӗреннӗ чухне паллашнӑ. Ывӑлпа хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Вӗсем те энергетика отрасльне суйласа илнӗ.

2006 ҫулта ҫемье тӑван тӑрӑхне куҫса килнӗ.

 

Персона

Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Красноармейски тӑрӑхӗнчи Карайӗнчи культура ҫуртӗнче Николай Егоров художникӑн 80 ҫулхине уявлама пуҫтарӑннӑ.

Николай Григорьевич — Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Казах Республикин Асета Найманбаев ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Нестер Янкас премийӗн лауреачӗ. Вӑл Ҫырмапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Художник 80 ҫул тултарнӑ.

Юбиляра Красноармейски муниципалитет тӑрӑхӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Анастасия Александрова, Карайӗнчи территори пайӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Сверчков, «Трак ен» ентешлӗхӗн председателӗ Иван Архипов тата ыттисем саламланӑ. Вӗсем пурте художник пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ, «чӑваш Левитанӗ» тесе ырлакан та пулнӑ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Муркаш округӗнчи Ятман ялӗнче пурӑнакан Родионовсем пӗрлешнӗренпе 60 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Вӗсем пӗр-пӗрне ачаранпах паллаҫҫӗ, мӗншӗн тесен пӗр шкулта вӗреннӗ. Ун чухне, коридорта пӗр-пӗринпе ҫапӑнса иртсе кайнӑ чухне, ҫулсем иртсен ҫемье чӑмӑртасси пирки шухӑшламан та вӗсем.

Феликс Михайлович – Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх интститучӗн пӗрремӗш выпускникӗ. Диплом илсен вӑл пурнӑҫне ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Роза Романовна вара медучилище пӗтернӗ, ФАПра, район пульницинче ӗҫленӗ.

Мӑшӑр икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Паянхи кун Родионовсен – 5 мӑнук, 4 кӗҫӗн мӑнук. Пӗр мӑнукӗ хальхи вӑхӑтра ятарлӑ ҫар операцийӗнче медсестрара ӗҫлет.

Упӑшкипе арӑмӗ – 89 ҫулта. Ҫапах ахаль лармаҫҫӗ – кил хуҫалӑхне тытса пыраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_179744
 

Персона
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нумаях пулмасть И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультетӗнче «Филология: история и современность» (чӑв. Филологи: истори тата хальхи самана) пӗтӗм ҫӗршыври ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Ӑна асӑннӑ аслӑ шкулӑн филологи наукисен докторӗ, ЧПУн хисеплӗ профессорӗ Геннадий Корнилов 90 ҫул тултарнине халалланӑ.

Конференцие хутшӑнакансене тата ученӑя саламласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев тата ЧПУн эпир маларах асӑнса хӑварнӑ факультечӗн деканӗ Алена Иванова сӑмах илнӗ.

Геннадий Емельянович конференцие хӑй те хутшӑннӑ, вӑл «Полилоги о потамониме КАМА» темӑпа доклад туса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6466.html
 

Персона
vk.ru/litmusey сӑнӳкерчӗкӗ
vk.ru/litmusey сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш элемӗсен — гербпа ялавӑн — авторӗ Элли Юрьев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ.

XX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи чӑваш ӳнерӗ ҫак ӑстапа нумай енлӗ ҫыхӑннӑ.

Чӑваш Енӗн пӗрремӗш геральдистне «вут-ҫулӑм чунлӑ ҫын» тесе каланӑ иккен. Ятарлӑ компьютер программисем ҫук чухнех вӑл хӑйӗн шрифчӗсене шухӑшласа кӑларнӑ, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш космонавчӗ валли кӑкӑр ҫине хакламалли паллӑна ӳкернӗ, 400 ытла кӗнекене илемлетнӗ, Гагарин кӗперӗн чукун решеткин эрешне ӳкернӗ.

Пулас художник 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче (1949-1951), Шупашкарти ӳнер училищинче (1951-1952), Тбилиссири патшалӑхӑн ӳнер академийӗнче (1958-1964) вӗреннӗ.

 

Чӑвашлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Канаш округӗнче пурӑнакан Алексеевсем ылтӑн туйне хӑйне евӗр паллӑ тума шухӑшланӑ. Вӗсем ЗАГСа юбилярсен Хисеп кӗнекине алӑ пусма чӑваш тумӗ тӑхӑнса пынӑ.

Вӗсен шухӑшне ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсем те ырланӑ – хӑшӗ-пӗри ЗАГСа чӑваш тумӗпе пынӑ.

Владимир Ивановичпа Зоя Степановна виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ: Сергей, Марина тата Татьяна. Халӗ вӗсем 6 мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Сергей Иванович ПМК-541 предприятире ӗҫленӗ. Зоя Степановна вара Горький чукун ҫулӗ ҫумӗнчи ОРСра поварта тӑрӑшнӑ. Пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнаҫҫӗ вӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_17900
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Улатӑр округӗнчи Восход поселокӗнче пурӑнакан хисеплӗ мӑшӑр пархатарлӑ туя паллӑ тунӑ. Василий Михайловичпа Антонина Павловна сахал мар пӗрле пурӑнаҫҫӗ – вӗсем пӗрлешнӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ.

Тюгашкинсен туслӑхӗ совхозра пуҫланнӑ. Василий унта лашасем пӑхнӑ. Антонина вара вӗренӳ хыҫҫӑн направленипе унта ӗҫлеме килнӗ. Ҫапла пӗр-пӗрне курса туслашнӑ вӗсем. Нумай туслӑ ҫӳремен – ҫулталӑкран ҫемье ҫавӑрнӑ.

Кайран вӗсене Алтай крайне ҫерем ҫӗтме янӑ. Тӑван тӑрӑхне таврӑнсан вара Тюгашкинсем ӗмӗр тӑршшӗпех ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ, унтанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

Тюгашкинсем 3 ача ҫуратса ӳстернӗ. Паянхи кун вӗсем 5 мӑнукпа, 9 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 144
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Шанчӑклӑ туссен тата ӗҫтешсен сĕнĕвĕсене итлӗр – вĕсем кирлĕ пулма пултараççĕ. Халĕ пĕрлехи бизнеса укçа хывма вăхăт мар. Ĕç нумай вăя илӗ, ытлашши ывӑнма ан тӑрӑшӑр. Нерв лӑплантарас килсен канмалли кунсенче туссемпе тĕл пулма ан хирӗҫлӗр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть