«Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» — ҫапла ят панӑ Ефим Никитин хӑйӗн очеркне. Паян вӑл пирӗн электронлӑ вулавӑша вырнаҫрӗ.
Ефим Никитин тесен кам пирки калаҫу пынине, тен, хӑшӗ-пӗри чухламасть те пулӗ — Кӗлпук Мучи тесен вара ӑна пурте пӗлеҫҫӗ темелле. Илтессе те пулин илтнех ӗнтӗ.
Кӑҫал вара Никитин Ефим Никитич пултаруллӑ артист, драматург ҫуралнӑранпа шӑп та лӑп 100 ҫул ҫитет. Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулӗ ку. Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче вӑл ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫак куна халалласа пирӗн сайт 1999 ҫулта тухнӑ (артист пирӗнтен 2000 ҫулта уйрӑлнӑ) «Ватӑ чӗре — ҫамрӑк чун» кӗнекене вулавӑша кӗртес терӗ. 240 страницӑллӑ вӑл, сӑнӳкерчӗксемпе (вӗсене кӗртмӗпӗр пулӗ). Пушӑн 22-мӗшӗ тӗлне ӑна пӗтӗмӗшле вырнаҫтарса тухасшӑн.
Паян вара унти «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» очеркпа паллашма пултаратӑр. Ҫак хайлавра Кӗлпук Мучи хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрне сӑнласа панӑ. Кӗҫех кӗнекери пьесӑсене те кӗртӗпӗр.
Шел те, тӗнче тетелӗнче ҫакӑн пек ӑста артист пирки ҫырнӑ статьясем ытла та сахал.
Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Карӑклӑра уяв иртӗ — ку ялти шкул кӑҫал 100 ҫул тултарать. Савӑнӑҫлӑ уяв 10 сехет ҫурӑра пуҫланӗ — тӗрлӗ ҫулта ҫак шкулта вӗреннӗ кашни ҫынна унта ҫитме йыхравлаҫҫӗ.
Уҫырмапа Утӑ юханшывсем пӗрлешнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ ялти шкула 1912 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче уҫнӑ. Карӑклӑ-Аксарин ҫемски шкулӗн пӗрремӗш вӗрентекенӗсем Ҫӗрпӳрен пулнӑ — Кузнецов Дмитрий Назарович тата ун мӑшӑрӗ Александра Васильевна.
1933 ҫулта ӑна колхоз ҫамрӑкӗсен ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул шайне хӑпартнӑ. 1962 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 8 класлӑ шкул шутланнӑ, вӗренекенсен йышӗ 287 ачана ҫитнӗ. 1970 ҫулта шкул ачисен йышӗ 450 ҫитнӗ. 1974 ҫулхи вӗренӳ ҫулӗнче вара ӑна вӑтам шкул шайне хӑпартнӑ. 1983 ҫулхи вӗренӳ ҫулне ачасем икӗ хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртра пуҫланӑ.
Шкул адресӗ: Канаш районӗ, Карӑклӑ ялӗ, Ҫамрӑксен урамӗ, 14 ҫурт.
Кӑрлачӑн пуҫламӑшӗнче Хырхӗрри тӗп шкулӗнче нумай ҫул хушши физкультура вӗрентекенӗ пулса вӑй хуракан Николай Никандрович Ятманов хӑйӗн паллӑ юбилейне — 60 ҫула ҫитнине паллӑ турӗ. Ҫак кунсем каникулпа пӗр килнӗ пулин те, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем те, пӗлӗш-тӑвансем те юбиляра чысласа ӑшӑ сӑмахсем куҫҫӑн курӑнса та, телефонпа шӑнкӑравласа та каларӗҫ. Каникул пӗтнӗ хыҫҫӑн тепӗр кунхинех шкулта Николай Никандровича халалласа ятарлӑ утренник ирттерчӗҫ. Кашни класра вӗренекен ачасем юрӑ-сӑвӑпа савӑнтарчӗҫ, шкул тата район ертӳҫисемпе профсоюз организацийӗ Хисеп хучӗсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.
Паллӑ уяв ҫакӑнпа ҫеҫ вӗҫленмерӗ. Уйӑх вӗҫӗнчи пӗр канмалли кун Николай Никандрович хӑйӗн ячӗллӗ йӗлтӗр чупӑвӗ ирттерчӗ. Ҫак чупӑва районти шкулсенче вӗренекенсем, предприятисемпе организацисем, ҫемье командисем хутшӑнчӗҫ. Тӗп хуламӑрти «Водоканал» предприяти те хӑйӗн спортсменӗсен ушкӑнне тӑратнӑ. Ытти ҫулсенче шкултан вӗренсе тухса кайнӑ ачасем те, инҫе ҫула пӑхмасӑрах, чылайӑн пуҫтарӑннӑ. Вӗрентекене саламласа ООО «Газпром межрегионгаз» генеральнӑй директорӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, нумай ҫул хушши вырӑнти «Восток» колхоз ертӳҫи пулса ӗҫленӗ К.
Раштавӑн 25-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн тава тивӑҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Александр Кӑлкан ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫак паллӑ пулӑма халалласа вӑл пурӑннӑ тата ӗҫленӗ ҫурт (Ленин пр., 24 ҫ.) умӗнче митинг иртрӗ. Унта Чӑваш Республикин Профессионал писательсен союзӗн членӗсем, ҫыравҫӑн тӑванӗсем хутшӑнчӗҫ. Александр Кӑлкан пултарулӑхӗ нумай енлӗ — вӑл драматург та, сӑвӑҫ та, журналист та, сатирик та, тӑлмач та. Александр Дмитриевич вырӑс тата ют ҫӗршыв классикӗсен: Шекспир, Островский, Гоголь тата ыттисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл юптарусем ҫырнӑ. Вӗсене пӗчӗккисем те, ҫитӗннисем те юратса вуланӑ. Ӑна «чӑвашсен Крыловӗ» тенӗ. Александр Кӑлкан уйрӑмах шӳтлӗ хайлавсем ҫырассипе палӑрнӑ. Вӑл пурнӑҫри ҫитменлӗхсенчен тӑрӑхлама юратнӑ.
Митинга хутшӑнакансем ҫыравҫӑ асӑну хӑми умне чечексем хучӗҫ.
Александр Кӑлкана вӑл ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхра — Тутарстанӑн Пӑва районӗнче те — чысларӗҫ.
Раштавӑн 17-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗн культура ҫуртӗнче «Туссем тӗл пулнӑ чух чун савӑнӑҫпа тулать» уяв каҫӗ иртнӗ. Ӑна Григорий Хирпӳ композитор 100 ҫул тултарнине халалланӑ.
Гриша Хирбиков 1911 ҫулхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чикмеҫин ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Сакӑр ҫул тултарсан пулас композитор ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫемье йывӑр лару-тӑрӑва ҫакланнӑ. Григорий амӑшне пулӑшас тесе ҫӑвӗпе кӗтӳ кӗтнӗ. «Иртен пуҫласа каҫчен вӑрманта таса сывлӑшпа киленсе ҫӳреттӗм. Кайӑк-кӗшӗк юррипе киленеттӗм. Вӑхӑт хӑвӑртрах ирттӗр тесе шӑхлич ӑсталаттӑм та кӗвӗ калаттӑм», — аса илнӗ Григорий Хирпӳ ачалӑхне. Композитор тӑванӗсем те юрӑ-кӗвӗ тӗнчипе туслӑ пулнине палӑртмалла. Аслашшӗн пиччӗшӗ кӗсле каланӑ, ашшӗн шӑллӗ сӗрме купӑсҫӑ пулнӑ, инструмента хӑй тӗллӗн ӑсталанӑ.
Уяв каҫне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Геннадий Раков йӗркеленӗ. Вӑл паллӑ композиторӑн тӗрлӗ жанрти пултарулӑхне кӑтартма тӑрӑшнӑ.
Раштавӑн 19-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ каҫ иртрӗ. Телее, Ухсай Яккӑвӗн ячӗ пирӗншӗн ют мар. Шкул ачисен программинче те пур унӑн ӗҫӗсем, яш-кӗрӗм ҫепӗҫ лирикине килӗштерет, аслӑ ӑру валли — чӑвашлӑхпа, тӑванлӑхпа тулнӑ вун-вун сӑвӑ, поэма, роман. Драматургире, критикӑпа публицистикӑра нумай тӑрӑшнӑ. Ун ячӗ вилӗмсӗр Константин Ивановпа, Ҫеҫпӗл Мишшипе, Петӗр Хусанкайпа, ыттипе юнашар. Эпир ӑна вулатпӑр, пӗлетпӗр, хисеплетпӗр, ҫапах та сӑмах ӑстин поэзи «тарӑнлӑхне» уҫса ҫитереймен-ха, ун пирки каламалли, ӑна тӗпчемелли пайтах.
Халӑх поэчӗ ячӗпе йӗркеленӗ каҫра та, ӑна ЧР культура министрӗ Роза Лизакова ертсе пычӗ, ҫак шухӑша палӑртрӗҫ.
Ӗнер, чӳкӗн 9-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ача пахчине уҫнӑранпа 30 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Ачасене пӑхса ӳстерекен тата ӑс паракан ушкӑна салам сӑмахӗсемпе район администраци пуҫлӑхӗ Сергей Бандурин, Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн пуҫӗ Константин Михайлов, «Ильич халалӗ» ЯХПК ертӳҫи Владимир Иванов, тата ыттисем тухса калаҫрӗҫ, грамотӑсемпе чысларӗҫ.
Ачасемпе ача пахчи ӗҫченӗсем вара пуҫтарӑннӑ хӑнасене тав туса ташӑ-юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ.
Эпир те Кӑкшӑм ача пахчи 30 ҫул тултарнӑ ятпа пӗтӗм чӗререн саламлатпӑр!
Сӑнсем (48)
Пӗлме: ача пахчин никӗсне 1977 ҫулта хывнӑ. 1981 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вара вӑл пӗрремӗш ачасене йышӑннӑ. Пӗрремӗш заведущийӗ Каратаева Пелагея Григорьевна пулнӑ — вӑл ӗҫтешсен пӗрремӗш ушкӑнне пухнӑ, вӗрентӳ ӗҫне йӗркеленӗ.
Паянхи куна илес пулсан ача пахчи пурӗ 350 ача пӑхса ӳстернӗ. Паян унта 35 ача ҫӳрет, вӗсем 2 ушкӑна пухӑннӑ. Ӑс парас ӗҫе 10 ӗҫтеш хутшӑнать. Ача пахчине Людмила Ястребова ертсе пырать.
Чӳкӗн 5-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Курнавӑш шкулӗ 150 ҫул тултарчӗ. Ҫавна май кунта савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Хисеплӗ хӑнасем, тӗрлӗ ҫулсенче ӗҫленӗ, вӗреннӗ ҫынсем сахалӑн мар пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем тулли кӑмӑлпа тӑван шкулӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ.
Курнавӑш шкулӗ хӑйӗн историйӗпе пуян. Чи пирвай 1861 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче уҫӑлнӑ чиркӳпе прихут шкулӗ пулнӑ. Унта виҫӗ арҫын ачапа пӗр хӗрача вӗренни паллӑ. Ҫапла вара малалла шкул аталансах пынӑ, каярах унта таврари вунӑ ялтан ачасем вӗренме ҫӳреме пуҫланӑ. 1870 ҫулта шкул пуҫламӑш училище шайне ҫӗкленнӗ. 1936 ҫулта Курнавӑш шкулӗ ҫичӗ ҫул вӗренмелли, 1976 ҫулта вӑтам шкул пулса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Курнавӑш никӗс шкулӗ. 161 ача вӗренме ҫӳрет. Вӗсене 22 вӗрентекен пӗлӳ парать. Вӗрентекенсем пурте анлӑ тавра курӑмлӑ: 7 педагог Раҫҫей Президенчӗн, тӑватӑ вӗрентекен Чӑваш Ен Президенчӗн гранчӗсене ҫӗнсе илнӗ. Вунпилӗк учитель — аслӑ, пилӗк учитель — пӗрремӗш, пӗри иккӗмӗш квалификаци категорине илнӗ. 10-11-мӗш классем валли физика-математика, социалла-экономика, технологи профиль класӗсем йӗркеленӗ.
Иоаким Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ йӗркеленнӗренпе кӑҫал 45 ҫул ҫитрӗ. Ҫак тапхӑрта артистсем сахал мар спектакль хатӗрленӗ. Ятарласа вӗренмен, чун ыйтнипе ҫӳрекенскерсен ҫитӗнӗвӗсем те сумлӑ. Халӑх театрӗ Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче вырнаҫнӑ.
Чӑваш халӑх драма театрӗ 1966 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна Виталий Горбунов пуҫарса янӑ. 40 ҫул ӗнтӗ пултарулӑх ушкӑнне Нина Панина ертсе пырать. Вӑл — паллӑ режиссер, пултаруллӑ педагог, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Халӑх театрӗн репертуарӗ пуян. Куракан умне пултарулӑх ушкӑнӗ 7 спектакль кӑларма пултарать. Вӗсен шутӗнче Волковӑн «Туй икерчи», Угаринӑн «Улькка кинӗн виҫӗ кинӗ», Стаднюкӑн «Юратупа кавӑн», Нина Панинӑн «Йӑх вӑрманӗ» тата ыттисем.
Ҫӗннисенчен пӗри репертуарта грузи драматургӗн «Ханума» пьеси. Кӑҫалхи сезона та артистсем ҫӗнӗ спектакльпе пуҫласшӑн.
Спектакльсенче усӑ куракан япаласене, сцена ҫине тухмалли ҫи-пуҫне артистсем хӑйсем ӑсталаса илемлетеҫҫӗ. Ӗҫ хыҫҫӑн пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах вӗсем репетицисем ирттереҫҫӗ, ҫитӗнӗвсене, ҫитменлӗхӗсене пӗрле пухӑнса сӳтсе яваҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ют чӗлхесен факультечӗ хӑйӗн 60 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Икӗ кун хушши факультетра наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ. Кунта ҫӗршыври тӗрлӗ ҫӗртен пухӑннӑ ӑсчахсем ют чӗлхесемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ, конференцире республикӑри шкулсенче ӗҫлекен учительсем те хутшӑнса тӗрлӗ ыйтусемпе пухӑннисене паллаштарчӗҫ. Уява кунтан вӗренсе тухнӑ учительсемпе переводчиксем, бизнесменсем, наука ӗҫченӗсем, республика шайӗнче тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшакансем пӑлханса хутшӑнчӗҫ, хӑйсене ӑс панӑ преподавательсене чунтан тав турӗҫ. 1951-мӗш ҫултанпа факультетран 4000-е яхӑн специалист вӗренсе тухнӑ. Вӗсем шкулсенче акӑлчан, нимӗҫ, хрантсус чӗлхисем вӗрентеҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче факультетра тӑлмачсене те вӗрентсе кӑлараҫҫӗ. Ют чӗлхеҫӗсене Мускавпа Санкт-Петербург та, АПШпа Германи те, Аслӑ Британипе Испани те, Голландипе Бельги те, Бразили тата ытти ҫӗршывсенче те хапӑл туса кӗтсе илеҫҫӗ.
Серегина О.Ф., Звонилов И.В., тата ыттисем факультета чылай ҫул ертсе пынӑ, 1994 ҫултанпа факультет деканӗ Никитинская Л.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |