Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Медицина службин подколковникӗ 80 ҫул тултарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 07.10.2014 13:46 | 1771 хут пӑхнӑ
Персона Гелий Иванов медицина службин подполковникӗ
Гелий Иванов медицина службин подполковникӗ

«Гелий Иванов — пирӗн ентеш, медицина службин подполковникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ — ҫак кунсенче 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать», — тесе пӗлтерет «Пурнӑҫ ҫулӗпе» Элӗк район хаҫачӗ.

Гелий Иванов 1934 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Кураккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ялӗнчи пуҫламӑш шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Хирлеппуҫӗнчи ҫичӗ класлӑ шкулта пӗлӳ пухнӑ. Малалла пӗлӗвне Гелий Иванович Элӗк вӑтам шкулӗнче тӑснӑ. 1951 ҫулта алла аттестат илнӗ ҫамрӑк Питӗрти (ун чухне Ленинград пулнӑ) С.М. Киров ячӗллӗ ҫарпа медицина академине ҫул тытнӑ. 1957–1959 ҫулсенче тинӗс ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ.

Элӗк ен каччине суйласа илни професси тӑван тавралӑхран аякка илсе ҫитерет. 1959 ҫултанпа Гелий Иванович Балти флочӗн шыв айӗнчи кимӗсем ҫинче ӗҫлеме пуҫлать. 1966 ҫултанпа Юрмала хулинче «Майори» санаторире аслӑ диетолог пулса тӑрӑшать. 1972–1980 ҫулсенче вӑл Калининградри тинӗс ҫарӗн аслӑ училищинче вӗрентет.

80-мӗш ҫулсенче Гелий Иванов Чӑваш Ене таврӑнать. Шупашкарта тухтӑр пулса ӗҫлет, тӗп хулан 1-мӗш пульницинче профсоюз комитетӗнче вӑй хурать. 1982 ҫулта ӑна ЧАССР сывлӑха сыхлас ӗҫ министрӗн ҫумӗ пулма шанаҫҫӗ. Ку ӗҫре Гелий Иванович 1989 ҫулччен тӑрӑшать. 1990–2004 ҫулсенче республикӑри кардиологи диспансерӗнче уйрӑм заведующийӗнче тимленӗ.

Паянхи кун Гелий Иванович тивӗҫлӗ канура, Шупашкар хулинче пурӑнать.

#юбилейсем, #Элӗк районӗ, #Шупашкар, #Калининград, #Кураккасси, #Хирлеппуҫ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем