Куславкка районӗнчи Энтри Пасар шкулне уҫнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ, ҫак уява шкулта раштавӑн 14-мӗшӗнче, иртнӗ шӑматкун уявланӑ.
Энтри Пасар шкулӗн кун-ҫулӗ 1913 ҫулта пуҫланнӑ, Октябрь пӑлхавӑрӗ пуҫланиччен тӑватӑ ҫул маларах кунта хутла вӗрентекен шкул уҫнӑ. Энтри Пасар ял тӑрӑхӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ҫулсем хушшинче вӑхӑт самай иртнӗ — шкул шайӗ те темиҫе хут улшӑннӑ, вӗрентекенсен йышӗ те.
Раштавӑн 14-мӗшӗнче уяв савӑнӑҫлӑ иртнӗ — ҫак шкула маларах пӗтернисем пухӑнма май тупнӑ. Ахаль килмен вӗсем — парнесемпе, салам сӑмахӗсемпе. Шел те, шкулӗ вӗсене вырӑсла ҫеҫ темшӗн кӗтсе илнӗ. Ҫапла пуль ҫав, ӗмӗр иртнӗ хыҫҫӑн чӑвашла манса пыраҫҫӗ ӗнтӗ куславккасем.
Паян, раштавӑн 13-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре пурӑнакан Ермакова Марфа Филипповна 100 ҫул тултарчӗ.
Ӑна саламлама Патӑрьел районӗн администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Осипов, Туҫа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Перепелкин, тата ытти тӳре-шара ҫитрӗҫ. Ҫӗр ҫул тултарнӑ кинемее хӑнасем парнесем пачӗҫ — чечексем те пулчӗҫ, Владимир Путин алӑ пуснӑ открыткӑ та.
Марфа Филипповна хӑй юнашарти Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялта ҫуралнӑ. 1938 ҫулта вӑл Иван Алексеевича качча тухнӑ. Нумая тӑсӑлман вӗсен телейлӗ пурнӑҫӗ — 1941 ҫулта упӑшки вӑрҫа тухса кайнӑ. 1944 ҫулта сусӑрланса таврӑннӑ, 56 ҫула ҫитсен ҫӗре кӗнӗ. Марфа Филипповна упӑшкине 4 ача ура ҫине тӑратнӑ, хальхи вӑхӑтра 10 мӑнук тата 11 мӑнук ачи.
Тӳррипе, Нарспи кӑна мар. "Айтарти" Пинерпи, "Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ"-ри Улине, "Хӳхӗм хӗрӗн хӳхлевӗнчи" Эрнепи тата ытти рольсем. Кунсӑр пуҫне вырӑс классикӗсен мӗн чухлӗ хайлавӗнчи миҫе тӗп сӑнара калӑпламан-ши? Чӑваш театрӗн сцени ҫинче Нарспие нумай артист вылянӑ, анчах Нина Григорьева пекки пулманнине палӑртрӗ паян театрӑн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев. Тата вӑл кассӑна пырса "Паян Григорьева вылять-и?" - тесе ҫынсем ыйтнине, вӑл мар тӑк ҫаврӑнса кайнине аса илчӗ. "Сӗртӗнсе кӑна пӑхам-ха", - текенсем те пулнӑ иккен куракансем хушшинче халӑх юратнӑ артистка пирки. Е тата тупса илме ҫук вӑхӑтра Нина Григорьевӑна пӗр куракан Ӗренпур тутӑрне парнеленине аса илчӗ вӑл. Ҫак аса илӳсен авӑрне Валерий Яковлев Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх артисткин Нина Григорьевӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ вӑхӑтра путрӗ.
Нина Григорьева 1938 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиричкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 23-ре чухне вӑл Мускаври А.В. Луначарский ячӗллӗ театр институтне вӗренсе пӗтернӗ, К.
Театрсен хӑйсен кун-ҫулӗ,
Хӑй пурнӑҫпе вӑл пурӑнать.
Ялан малти ретре вӑл пулӗ,
Ялан пурнӑҫа вӑл ҫутатать.
Артист — театрӑн пӗр пӗрчи вӑл,
Анчах та унсӑр ним те ҫук.
Артист — хӗвел, вӑлах ҫут ҫӑлтӑр,
Вӑл ҫутатать хӑй ҫуннӑ чух!
Раштавӑн 7-мӗшӗнче Орининти информаципе культура центрӗнче халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Кунта паян пурте пӗлекен, халӑх юратакан Оринин халӑх театрӗ 95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.
Хӑйӗн тахҫанхи йӑли-йӗркипе Оринин — чӑннипех те театр сали. Оринин халӑх театрӗ ял историйӗнче темӗнле уйрӑм, пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать. Ӗлӗкех, кино та, телевизор та пулман чухнех этемлӗх театр енне туртӑннӑ. Мӗншӗн тесен театр — илӗртӳ тӗнчи, театр — туйӑмлӑх тӗнчи, театр — асамлӑх тӗнчи. Шекспир каланӑ сӑмахсене аса илсе «Оринин ялӗ вӑл хӑй театр» тесе калас килет. Чӑн та, Оринин ялӗнче театр ӗҫне хутшӑнман ҫынна тупма та йывӑр. Театр чапӗ вара тахҫанах тӑван Муркаш районӗнчен тухса пӗтӗм Чӑваш Республикипех сарӑлнӑ.
Раштавӑн 2-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайри Культурӑпа кану центрӗнче СССР халӑх артисчӗн Леонид Сметанниковӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх преми лауреачӗ, Сарӑту хулинчи патшалӑх консерваторин профессорӗ Леонид Анатольевич кӑҫал ҫуралнӑранпа 70 ҫул тултарнине тата хӑй ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать.
Унпа пӗрле унӑн вӗренекенӗсем Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Александр Самсоновпа Валерий Клементьев хӑйсен юррисемпе куракансене савӑнтарчӗҫ. Александ Самсонов районти культура пайӗн ертӳҫи, Валерий Клементьев — Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ.
Уява Вячеслав Оринов режиссер ертсе пычӗ.
Хӑнасене район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, ял хуҫалӑх уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Владимир Храмов, сӑвӑҫ-композитор Зоя Спиридонова тата ыттисем саламларӗҫ.
Леонид Сметтанников, оперӑпа камера ӑсти, кашни юрӑна фонограммӑсӑр шӑрантарчӗ.
Концерт каҫӗ чуна савӑнтарчӗ, вӑй-хӑват хушрӗ, ҫӳллӗ шайра иртрӗ.
Сӑнсем (75)
Чӗмпӗр хулинчи «Шанӑҫ» чӑваш хорӗ Андрей Малахов ертсе пыракан «Пусть говорят» программӑра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистне Михаил Ефремова ҫур ӗмӗрхи юбилейпа саламланине хӑшӗсем, тен, курнӑ та пулӗ. Михаил Ефремовра чӑваш юнӗ чупни пирки калаҫҫӗ. Кунта сӑмах Иван Яковлев пирки пырать. Актерӑн амӑшӗ, Алла Покровская, Иван Яковлевӑн мӑнукӗн хӗрӗ пулать теҫҫӗ.
Малаховӑн Ефремовпа ирттернӗ кӑларӑмне Чӗмпӗртен Ираида Гавриловӑпа Александр Чурбанов та хутшӑннӑ, чӑваш тумне тӑхӑнса тухса актера вӗсем чӑваш культурин центрӗ ячӗпе юбиляр-актера чӑваш кӗпи тӑхӑнтартнӑ. Андрей Малахова та кӳрентермен — ӑна чӑваш тӗрриллӗ ҫанӑсӑр кӗпе парнеленӗ.
«Чӑвашсем хӑйсен авалтан пыракан йӑлине хисеплени мана савӑнтарать», — тенӗ Михаил Ефремов актер.
Иртнӗ эрнере Вӑрнар тӑрӑхӗнчи культура пурнӑҫӗнче асра юлмалла пулӑм иртни пирки пӗлтерет асӑннӑ район администрацийӗ. Чӑн та, хирӗҫлемӗпӗр — ҫапла. Унта СССР халӑх артистки, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни, 90-ри Вера Кузьмина пулнӑ. Пӗтӗм чӑваш халӑхӗн (капла калани ӳстерсе калани мар тесе шухӑшлатпӑр) юратнӑ артистки ҫав кун икӗ тӗлпулу ирттернӗ: Санарпуҫӗнчи шкул ачисемпе тата Ҫӗрпелӗнче пурӑнакансемпе.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Вера Кузьминичнӑн сцена ҫинчи пурнӑҫӗпе кӑна мар, пурнӑҫӗнчи ытти фактпа та паллашма май килнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, сӑмахран, Вера Кузьмина Смоленск тата Мускав хулисем патӗнче хӳтлӗх сооруженийӗсем тунӑ. Вӑл «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» тӑваттӑмӗш степеньлӗ ордена, «Мускава хӳтӗленӗшӗн», тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи хастарлӑхшӑн медальсене тивӗҫнӗ.
Тӗлпулура Вера Кузьмина «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли». «Салтак амӑшӗ», «Хура чӗкеҫ» спектакльсенчи сыпӑксене выляса панӑ, мӑшӑрӗн, Петӗр Хусанкайӑн, сӑввисене вуланӑ.
Тӗлпулу хыҫҫӑн пурте тенӗ пекех юратнӑ артисткӑна сырса илнӗ — автограф илме е пӗрле ӳкерӗнме хыпӑннӑ.
Чӳкӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци библиотекинче Чӑваш ҫыравҫисен канашне туса хунӑранпа 90 ҫул тултарнине халалласа анлӑ пуху иртрӗ. Фойере тата залра «Творящие прекрасное» чӑваш ҫыравҫисен кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.
Чӑваш ҫыравҫисен канашне туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа виҫӗ автор Юхма Мишши «Алтӑр Ҫӑлтӑр», Чутай Юркки «Чӑнлӑх уҫҫи» ятлӑ кӗнеке пухса хатӗрленӗ. Кунта 16 авторӑн юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ калавсемпе сӑвӑсем, очерксем, эссесемпе интервьюсем кӗнӗ. Пухура Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши чӑваш ҫыравҫисен канашӗн 90 ҫулхи ӗҫ-хӗлне тишкерчӗ.
Пухӑва ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан хӑнасем Тутарстанран, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Мари элрен, Ҫӗпӗрте, Чулхулара тата ытти ҫӗрти пурӑнакан ентешсем те хутшӑнчӗҫ, ҫӑмах каларӗҫ. Н. Заводскова ертсе пыракан «Эмине» ансамбль, Антонинӑпа Петр Красновсем, Т. Сергеева, В. Никонорова пухӑва юрӑ-кӗвӗпе илем кӳчӗҫ. Юхма Мишши чылай ҫыравҫа ӗҫӗсене кура тӗрлӗ наградӑсем пачӗ: Чӑваш Республикин ҫыравҫӑсен Канашӗн Хисеп хутне, мӗнпур чӑвашсен обществӑпа культура центрӗн Президиумӗн йышӑнӑвӗпе «Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята, Яковлев преми лауреачӗ ятне тата ытти хисеплӗ ятсене.
Чӑваш Республикин халӑх артистки Валентина Музыкантова ӗнер хӑйӗн юбилейне паллӑ тунӑ.
Вӑл 1948 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Елчӗкре ҫуралнӑ. Ӳнерти ӗҫ-хӗлне вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 1972 ҫулта пуҫӑннӑ. Асра юлмалла рольсем сахал мар пулнине палӑртаҫҫӗ унӑн пултарулӑхӗ пирки лайӑх пӗлекенсем. Тӗлӗнмелле сисӗмлӗ, чунтан вылякан, илӗртӳллӗ теҫҫӗ.
Юбилейпа саламлама республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов, республикӑри театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Геннадий Медведев, культура ӗҫченӗсен профсоюз председателӗ Светлана Демидова тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Уяв каҫӗ аса илӳсемпе пуян пулнӑ. Валентина Музыкантова ертсе пынӑ радиокӑларӑмсен, правительство концерчӗсен сыпӑкӗсем те пулнӑ. Паллах, вӑл вылянӑ спектакльсенчи тата илемлӗ фильмсенчи сыпӑксене кӑтартнӑ.
Сӑнсем (45)
Ыран, чӳкӗн 29-мӗшӗнче, Мускаври нацисен ҫуртӗнче пултарулӑх каҫӗ иртмелле — ӑна СССР халӑх артистки, Чӑаш Республикин Хисеплӗ гражданинӗ, К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Вера Кузьмина 90 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркелеҫҫӗ. Пуҫламӑшӗ 17 сехет ҫурӑра.
Мероприяти — тӳлевсӗр, ҫавна май унта пурне те йыхравлаҫҫӗ. Паллах, пултарулӑх каҫӗ пирӗн хисеплӗрен те хисеплӗ артистка хӑй хутшӑнмасӑр иртмӗ.
Нацисен ҫурчӗ ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Мускав хули, Ҫӗнӗ Басманнӑй урам, 4 -мӗш ҫурт, 1-мӗш строени. Метропа ҫула тухсан «Красные ворота» чарӑнӑва ҫитмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |