Иртнӗ уйӑхра Хӗрлӗ Чутайӗнчи В.Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» халӑх музейне уҫнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ каҫ иртнӗ. Уява район пуҫлӑхӗ Александр Криков, ЧР Культура министерствин ӗҫченӗ Татьяна Дмитриева, Чӑваш наци музейӗн специалисчӗсем, ятарласа чӗннӗ хӑнасем, юрӑ-ташӑ ӑстисем пуҫтарӑннӑ.
Хӗрлӗ Чутай салинчи музей 1979 ҫулхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче чӑмӑртаннӑ. 1988 ҫулта «халӑх» ята тивӗҫнӗ. Кӑҫалтан вӑл В.Толстов-Атнарскин ячӗпе ҫӳрет. Юлашки ҫулсенче аваллӑх управҫи халӑх тумӗпе, ал ӗҫ ӑстисен хатӗрӗсемпе самай пуянланнӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Хыпар» хаҫат
ЧӲК | 09 |
Ҫак шӑматкун, чӳкӗн 7-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри 9 ҫул вӗренмелли шкул хӑйӗн 100 ҫулхи юбилейне чыслӑн уявларӗ. Хӑнасем питех те йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Кунта ӗҫленӗ учительсем: Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ учителӗ Жуков Рудольф Васильевич, Чӑваш патшалӑх университет профессорӗ, экономика ӑслӑхӑхӗсен тухтӑре Пчелкина Валентина Викторовна, унӑн хӗрӗ, ҫак шкулта вӗреннӗ, ЧПУ доценчӗ, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Светлана Николаевна, Чӑваш халӑх артисткисем Зоя Лисицинӑпа Тамара Гурьева юрӑҫсем, Пӗрҫырлан шкулӗн «Илем» ансамблӗ, Етӗрнери 2-мӗш шкулӑн ташӑ ӑстисем, Кӑкшӑм шкул вӗренекенӗсем, Культура ҫурчӗн юрӑ ӑстисем, "Заветы Ильича" колхозӑн хастар ӗҫченӗсем, район представителӗсем, ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсем, пирӗн шкултан тӗрлӗ ҫулсенче вӗренсе тухнӑ халӑх ҫав тери йышлӑн пухӑнчӗ. Иванов Мефодий Иванович ветеран шкулпа ҫыхӑннӑ интереслӗ самансем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Леонид Софронович Софронов шкулӑн ҫӗнӗ ҫуртне туса яма пулӑшнӑ. Хӑнасем шкулта вырнаҫнӑ колхоз тата шкул историн музейне кӗрсе кунти экспонатсемпе паллашрӗҫ.
Ульяновскра тухса тӑракан чӑвашла «Еткер» кӑларӑм 20 ҫулта.
Юпан 24-мӗшӗнче Ульяновскри Халӑх культурисен центрӗнче "Еткер" телекӑларӑм уҫӑлнӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалланӑ анлӑ мероприяти иртрӗ. Кермен залӗнче пухӑннӑ лӑк тулли халӑх пӗрне-пӗри уявпа саламларӗ. Официаллӑ делегацисем Тутарстанран, Чӑваш Республикинчен тата Самар хулинчен килсе ҫитрӗҫ. «Еткер» редакцин редакторӗ пӗр улшӑнми 20 ҫул пулса вӑй хуракан Олег Николаевич Мустаева Сергей Морозов кӗпӗрнаттӑр ячӗпе саламласа ылтӑн сехет парнелерӗҫ. Тӗрлӗрен обществӑлла организацисемпе патшалӑх тытӑмӗн ертӳҫисем саламланӑ хыҫҫӑн уяв малалла Светлана Яковлева, Алексей тата Андрей Шадриковсем, Дипендра Мани, Александр Ильин, Светлана Карсакова, Силиса, Типшӗм Сашук юрӑҫӑсемпе «Авангард» ташӑ ушкӑнӗн илемлӗ концерчӗпе малалла тӑсӑлчӗ.
Савӑнӑҫлӑ каҫ вӗҫӗнче Олег Мустаев уява унпа пӗрле паллӑ тума пуҫтарӑннӑ ентешсене пуҫ тайса тав турӗ.
70 ҫул каялла, 1939 ҫулта, Куҫма Чулкаҫӑн «Ҫамрӑк патриотсем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Пурӗ вӑл вӑхӑтра 5 пин экземпляр ҫапӑнса тухнӑ. Ҫамрӑк вулавҫӑсем 2 калавпа паллашма пултарнӑ. Пӗри — «Артека кайнӑ май», тепри — «Чечек татма кайсан». Вӗсене вуласа ачасем тӑван ҫӗршыва юратма, хисеплеме, ыррине усалтан уйӑрма вӗренейреҫҫӗ.
Куҫма Чулкаҫ ача-пӑча валли хайлавсем ҫырнипе паллӑ. Чӑваш Республикин патшалӑх пичет архивӗнче ҫыравҫӑн 50 кенеки упранать. «Сунарҫӑ халапӗсем» кӗнекиех 9 хутчен пичетленнӗ — чӑвашла 6 хут (1937, 1944, 1956, 1964, 1973, 2003), вырӑсла — 3 хут (1944, 1958, 1989). Сӑмах май, вырӑсла куҫарӑвне И. Ярославцев тунӑ пулнӑ.
Пирӗн сайтри электронлӑ вулавӑш та, май тупансан, сире ҫак хайлавсемпе паллаштарма тӑрӑшӗ.
Ольга Михайловна Степанова – Чатукассинчи тӗп пӗлӳ паракан шкул директорӗ. 1958 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хамӑр районти Типвар ялӗнче ҫуралнӑ. Чатукасси шкулӗнче вӑтам пӗлӳ илнӗ. 1981 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Кунта нимӗҫ, акӑлчан, француз чӗлхисене вӗрентекен специалиста ҫирӗплетекен диплома алла илнӗ. Малтанах Улатӑр районӗнчи Эйпеҫре нимӗҫ чӗлхине вӗрентнӗ, директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. 1985 ҫулта хӑйӗн пурнӑҫ биографине Чатукасси шкулӗпе ҫыхӑнтарнӑ. 2001 ҫултанпа — шкул директорӗнче. Ҫемьеллӗ. Аслӑ хӗрӗ Ирина И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ют ҫӗр-шыв чӗлхисен факультетӗнче вӗренет. Кӑҫал иккӗмӗш ҫул Америкӑра акӑлчан чӗлхине туптас енӗпе практикӑра тимлет. Наталия — Чӑваш патшалӑх университечӗн студентки, вӑл та, аппӑшӗ пекех, ют чӗлхесен факультетӗнче вӗренет.
Утӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Ева Лисина ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ литература каҫӗ иртрӗ. Пӗлменнисене пӗлтеретпӗр — паллӑ чӑваш ҫыравҫин, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн, Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗн ҫуралнӑ кунӗ утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче.
Ҫак каҫ Ева Лисинӑна саламлама Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци полтикипе архив ӗҫӗн министерствин пай пуҫлӑхӗ Михаил Краснов, Чӑваш наци музейӗн ертӳҫи Ирина Меньшикова, Чӑваш Республикин професиллӗ ҫыракан ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн председателӗ Сергей Павлов килчӗҫ. Ҫавӑн пекех культурӑпа ӳнер тӗлӗшӗнче ӗҫлекен ытти халӑх та пулчӗ.
Михаил Краснов Роза Лизаковӑн салам хутне, Н.В Фёдоров саламласа ярса панӑ телеграммӑна вуласа пачӗ.
Ыран, утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Сӗнтӑрвӑрри районӗнчи Октябрьски ялне никӗсленӗренпе 150 ҫул ҫитнине палӑртӗҫ. Маларах ку ял Ҫӗн Тукай, тата Ӗсмел ятсемпе те паллӑ пулнӑ. 1939 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӑна рйон центрӗ туса хунӑ, ҫӗнӗ ят панӑ.
Уява Чӑваш Енри хӑнасем ҫеҫ мар, ун тулашӗнчен те пухӑнӗҫ — ялтан чаплӑ ҫын чылай тухнӑ! Чӑваш сӑвӑҫи Канаш Альберт Георгиевич та ҫав ялтанах.
Уява савӑнӑҫлӑ ирттерме Сӗнтӗрвӑрринчен «Шуҫӑм» ВИА, «Вы+Мы» ҫамрӑксен студийӗ, ПКУ, тата «Мариинский» халӑх театрӗ килӗ.
Красноармейски ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Леонид Антонов сӑвӑҫа пирӗн районта пӗлмен ҫын та ҫук пулӗ. Эпӗ те ун сӑввисене час-часах вуласа тӑратӑп. Ман шутпа, вӗсем чун-чӗрене пырса тивекен, паянхи кун таппипе тан пыракан ҫепӗҫ сӑвӑсем.
Поэт 1939 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Красноармейски (Малти Трак) ялӗнче ҫуралнӑ.
Эсир сӑвӑ ҫырма хӑҫан пуҫланӑ тесен Леонид Илларионович ҫапла хуравлать: "Ача чухне эпир кашниех сӑвӑҫ. Ҫак ырӑ туйӑма малалла аталантарма пӗлни кирлӗ. 8-9 классенче вӗреннӗ чухне вара сӑвӑсене класра тухса тӑракан стена хаҫатӗнче пичетлеттӗм. (Пӗтрӗ халӗ ҫак ырӑ йӑла!). Сӑвӑ ҫырас ӗҫре мана ырӑ сӗнӳсем парса пулӑшнӑшӑн Ф.Л.Тихоновпа ("Ан хумхан, ҫӑкалӑх" юррӑн авторӗ) тата П.Архипова ырӑпа асӑнас килет. Пичетре кун ҫути курнӑ пӗрремӗш сӑвӑ шутне "Ҫамрӑк коммунист" хаҫатра пичетленнӗ "Малтанхи чечек" сӑвва кӗртетӗп."
Кашни ҫыравҫах ыттисенчен мӗнпе те пулин уйрӑлса тӑрать. Леонид Антоновичӑн произведенийӗсенче тӑван уй-хир кӗвви тӗп вырӑн йышӑнса тӑрать. Ку тӗрӗсех ӗнтӗ, мӗншӗн тесен Леонид Илларионовичӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ ял хуҫалӑх ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ.
Ырӑ йӑла-йӗрке пур Красноармейски районӗнчи Упи тӑрӑхӗнче. Кунта паллӑ ҫынсене сума сӑваҫҫӗ, вӗсен ҫуралнӑ кунӗсене ял-йышпа пӗрле пухӑнса паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫапла вара ҫак кун пуриншӗн те чӑн уяв пулнипе асра юлчӗ.
Акӑ, 89 киллӗ, 235 ҫын пурӑнакан Пайсупин ялӗшӗн те ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ — шӑматкун — чӑннипех те историне кӗрсе юлчӗ. Мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха вӑл?
1909 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче кунта ҫӗр-шывӑн ракета хӳтӗлевне тата тӗнче уҫлӑхне тӗпчес ӗҫсене пӗтӗм кун-ҫулне панӑ Иван Ефимович Шашков ҫуралнӑ. Вӑл — ӑсчах-инженер, РФ наукипе техникин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, профессор, доктор, полковник-конструктор.
Пирӗн паллӑ ентешӗмӗр Пайсупинра (Мамҫа) йышлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Виҫӗ ывӑл та тӑватӑ хӗр пулнӑ ҫемьере. Ку тӑрӑхра Шашковсем 1928 ҫулччен пурӑннӑ.
Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, шӑмат кун, ялти кану ҫурчӗ умӗнчи лапамра И. Е. Шашков ҫуралнӑранпа 100 ҫул тултарнине чыслӑн паллӑ турӗҫ пайсупинсем. Уяв вун пӗр сехетре пуҫланчӗ. Ӑна, кӗске сӑмах каласа, Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владислав Яковлевич Григорьев уҫрӗ.
Пуш уйахӗн 26-мӗшӗнче Чӗмпӗрти чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗн 1000-мӗш номерӗ тухрӗ. Пӗрремӗш кӑларӑмӗ вара 1989 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче тухнӑччӗ. Хаҫат кӑҫал 20 ҫул тултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |