Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Республикӑра Геннадий Айхи кунӗсем иртӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 14.10.2014 16:24 | 3619 хут пӑхнӑ
Республикӑра Геннадий Айхи
Геннадий Айхи

Республикӑра юпан 18–20-мӗшӗсенче Айхи кунӗсем иртӗҫ. Ӑна Чӑваш Енри «Айхи фончӗ» общество организацийӗ йӗркелет. Ҫак ӗҫе Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш та хутшӑнӗ.

Айхи кунӗсенче ЧР Наци вулавӑшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем иртӗҫ. ЧР Информполитика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑшӑн «Кӗнеке-пурнӑҫ: Геннадий Айхин Чӑвашри кунӗсем» проект пурнӑҫа кӗрӗ. Вӑл кӑҫал ЧР Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илнӗ.

Айхи кунӗсем юпан 18-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче пресс-конференцирен пуҫланӗ (12 сехетре). Ҫак кун Игорь Макаревич, Владимир Пики, Владимир Коновалов сӑнӳкерчӗкӗсен куравӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Кунсӑр пуҫне кӗнеке хӑтлавӗсем иртӗҫ. Наталия Азаровӑпа Татьяна Грауз поэтӑн «Расположение счастья» кӗнекине, Арсен Мирзаев Геннадий Айхи пирки аса илнӗ кӗнекене, Борис Чиндыков «Gennadi Ajhi «ŞICHӖ SӐVӐ» кӗнекене хӑтлӗҫ.

Иккӗмӗш кун Г.Айхин 12 чӗлхепе тухнӑ «Мир Сильвии» кӗнекине хӑтлӗҫ, ҫак кӗнекен ӳнерҫин Анастасия Новиковӑн куравӗ уҫӑлӗ. Ҫавӑн пекех «Манӑн Айхи» ҫавра сӗтел иртӗ, унта поэтӑн хайлавӗсене куҫӑракансем, унӑн пултарулӑхне тӗпчекенсем хутшӑнӗҫ.

Юлашки кун Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньяла кайса поэтӑн вилтӑпри ҫине ҫитӗҫ, унта чечексем хурӗҫ.

#асаилӳсем, #юбилейсем, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Ҫӗньял, #Патӑрьел районӗ, #наци вулавӑшӗ, #вулавӑшсем, #культура

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=121546
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем