Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Халӑхшӑн ырӑ тӑвакан ватӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 18.09.2014 20:19 | 1936 хут пӑхнӑ
Персона

Ҫапла пӗлтерет Красноармейски районӗнчи «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, Красноармейски районӗн хисеплӗ гражданинӗ М. Прохоров пирки. Нумаях пулмасть вӑл тӑхӑр вунӑ ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Ҫак паллӑ кун хисеплӗ ватӑн хваттерӗнчен хӑна-вӗрле татӑлмарӗ. М. Прохорова Трак тӑрӑхӗнче пӗлмен-палламан ҫын ҫук та пулӗ. Михаил Прохорович, Тусай ялӗнче ҫуралнӑскер, пӗтӗм кун-ҫулне Трак тӑрӑхӗн аталанӑвне панӑ, паян кун та унӑн шӑпипе, пуласлӑхӗпе интересленсех тӑрать. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вучӗ витӗр тухнӑ вӑл. Мирлӗ пурнӑҫра истори, географи, черчени учителӗнче, Именкассипе Красноармейски вӑтам шкулӗсен директорӗнче, культура пайӗн пуҫлӑхӗнче, райӗҫтӑвком председателӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Ял тата район совечӗсен депутачӗ пулнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан Трак енри ветерансен канашне ертсе пынӑ. Темиҫе кӗнеке авторӗ. Наградӑсем чылай унӑн. М. Прохорова паллӑ кун ячӗпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А. Шестаков саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, ырӑ кун-ҫул сунчӗ, Раҫҫей Президенчӗ В. Путин алӑ пуснӑ саламлӑ ҫырӑва, чӗрӗ чечек ҫыххипе парне панӑ. Михаил Прохоровича ҫавӑн пекех районти ӗҫ, вӑрҫӑ, ҫар тата право йӗркине сыхлакан тытӑмри ветерансен канашӗн председателӗ Г. Ефимов, Раҫҫей Пенси фончӗн районти управленийӗн ертỹҫи А. Петрова, район администрацийӗн ҫамрӑк специалисчӗсем, ыттисем саламланӑ.

#Тусай, #Красноармейски районӗ, #юбилейсем, #Красноармейски, #Именкасси, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем