17 мӑнукӗн, 21 мӑнук ачин тата мӑнук ачин 1 ачин камран тӗслӗх илмелли пирки пуҫ ватмалла та мар. 100 ҫул тултарнӑ асламӑшӗнчен!
Ҫӗрпӳ районӗнчи Янтуш ялӗнче ҫуралнӑ Феодосия Степановӑна район администраци пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов, социаллӑ пай пуҫлӑхӗ Алевтина Шорикова, Сӑнав ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Данилов 100 ҫулхи юбилейпе саламланӑ. Пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑ кинемее РФ Президенчӗн саламлӑ ҫырӑвне панӑ.
Феодосия Степанова ӗмӗрӗпех ялта пурӑннӑ. Вӑл ҫамрӑк чухне колхозра ӗҫленӗ. Хастарскер ӗҫрен хӑраман, яланах малтисен ретӗнче пулнӑ. Хӗр хӑйсен ялӗнчи каччӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫамрӑк ҫемье ача-пӑча ҫуратнӑ, ҫӗнӗ пӳрт ҫӗклеме тытӑннӑ. Анчах вӗсен ӗмӗтне вӑрҫӑ татнӑ. Нимӗҫем тапӑнсанах упӑшкине фронта илсе кайнӑ. Феодосия Степанова икӗ ачипе тата варти пепкипе туса пӗтермен пӳртре юлнӑ. Пӗтӗм йывӑрлӑх ун ҫине тиеннӗ. Тылра арҫын алли ҫитмен. Ҫамрӑк хӗрарӑм ҫӗр ҫывӑрмасӑр ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗ фронтран таврӑнни уншӑн чи пысӑк телей пулнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен иккӗшӗ те тӑван колхозра вӑй хунӑ, 7 ача ҫуратса ӳстернӗ. Тӑватӑ ывӑлӗ те ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ, чи лайӑх механизаторсен, водительсен, бригадирсен йышӗнче пулнӑ.
Кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи чарӑннӑранпа 69 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр. Ҫӗршывӑмӑра фашистсенчен хӑтарас ӗҫре Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Александр Кочетовӑн тӳпе пӗчӗк мар. Совет Союзӗн Геройӗ, летчик тӑшмансен 34 самолетне ҫапса ӳкернӗ, тӳпене 480 хут вӗҫсе хӑпарнӑ. Пушӑн 8-мӗшӗнче Александр Кочетов 95 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Унӑн кӗҫӗн мӑнукӗ Аделина Сотникова та ҫӗршывӑмӑршӑн сахал мар ҫитӗнӳ тунӑ.
Вӑрҫӑ паттӑрӗ Улатӑрта ҫуралнӑ, унтах вӗреннӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче хулара аэроклуб пулнӑ. 1938 ҫулта Александр Кочетов вӗҫев клубне ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтернӗ. Кун хыҫҫӑнах Энгельсри ҫар-авиаци клубне кайнӑ. 1940 ҫулта вӑл Киеври ҫар округӗнче ҫар службинче тӑнӑ.
Александр Кочетов вӑрҫӑ пуҫлансанах фронта кайнӑ. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл хӑйӗн пӗрремӗш ҫитӗнӗвне тунӑ: Гитлер бамбардировщикне персе антарнӑ. Икӗ кунрах каллех тӑшман самолетне аркатнӑ. 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа вӑл Сталинграда хӳтӗленӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Унтан — Ҫурҫӗр Кавказ, Кубань ҫинчи ҫапӑҫусем, Крыма тӑшманран хӑтарни. 1943 ҫул тӗлне ентешӗмӗр нимӗҫсен 19 истребительне аркатнӑ. Тепӗр ҫулхине ҫулла Александр Кочетов кӗске отпуск вӑхӑтӗнче Улатӑрта пулнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти аэроклуб сакӑр теҫетке ҫул тултарать. 1995 ҫултанпа клуб Совет Союзӗн Паттӑрӗн А.В. Ляпидовскин ячӗпе хисепленет.
Аэроклубӑн пӗрремӗш пуҫлӑхӗ М.Н. Плохов летчик пулнӑ. Унӑн ӗҫченӗсем шкулсем тата Пионерсен ҫурчӗсем ҫумӗнче авиамоделистсен кружокӗсене ертсе пынӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи тухсан клуб воспитанникӗсем те тӑшманпа кӗрешме тухса кайнӑ.
Аэроклуб ӗҫленӗ ҫулсенче норматива тултарса СССР тата Раҫҫей спорт маҫтӑрӗсен ятне 200 ытла ҫын тивӗҫнӗ, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗсем пулса тӑнӑ.
РОСТОн авиаклубӗ шутланаканскер Раҫҫейӗн хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗсем валли специалистсем хатӗрлет. Спорт авиацийӗпе туслашас текенсем те унтан татӑлма пӗлмеҫҫӗ темелле. Халӗ унта спортӑн экстремаллӑ енӗсене те — пейнтбол, дайвинг тата ытти те — хӑнӑхтарать.
Ӗмӗр ӗмӗрлесси — уй урлӑ каҫасси мар. Пирӗн асатте-асаннесем, кукаҫи-кукамайсем тертлӗ пурнӑҫ самай курнӑ, апла пулин те вӗсем ӳпкелешмеҫҫӗ. Вут-ҫулӑм витӗр тухнӑскерсем, вӑрҫӑ вахӑтӗнчи тата хыҫҫӑнхи выҫлӑха чӑтнӑскерсем хуҫӑлман — малаллах талпӑннӑ. Вӗсем — ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх.
Елчӗк районӗнче пурӑнакан кинемейсем пирки ҫак сӑмахсем. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен уявӗ умӗн Елчӗкре кун кунлакан Вера Ястребова — 100 ҫул, Агафия Иванова 90 ҫул тултарнӑ. Вӗсене Елчӗк ял тӑрӑхӗн админситрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Юрий Блинов тата Елчӗк район администрацийӗн ӗҫченӗ Ирина Аникина РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн ятӗнчен саламланӑ.
Кашни ветеранӑн пурнӑҫӗ — хӑйне евӗр истори. Вӗсем пирки нумай каласа кӑтартма пулать. Тыл тата ӗҫ ветеранӗсен паттӑрлӑхӗ нихӑҫан та манӑҫас ҫук. Вӗсем ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх пултӑрччӗ.
Ҫыннӑн кӑна мар, кӗнекен те ҫуралнӑ кунӗ пур. Куславккари вулавӑшра кӗнеке те юбилее уявлать. Унта «Кӗнекесем — 2014 ҫул юбилярӗсем» курав ӗҫлет. Куравра кӑҫал юбилейӗсене паллӑ тӑвакан Раҫҫей тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен хайлавӗсем пур. Вӗсем вӑхӑт тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ. Куравра пурӗ 120 кӗнеке.
Кашнин хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ. Даниэль Дефон «Робинзон Крузо» романӗ чи асли. Вӑл кӑҫал 295 ҫул тултарать. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: халӑх ӑна 300 ҫула яхӑн вулать! Чылайӑшӗ унпа шкул ӳсӗмӗнче паллашать.
Вырӑс литературин классикӗсен кӗнекисем — Н.Гончаровӑн «Обломов» тата И.Тургеневӑн «Дворянское гнездо» хайлавӗсем — 155 ҫул каялла ҫуралнӑ.
Константин Фединӑн «Города и годы» хайлавне астӑватӑр-и? Манӑҫнӑ ахӑртнех. Ҫак хайлава XX ӗмӗр варринче питӗ килӗштернӗ. Кӗнекере Тӗнчен пӗрремӗш вӑрҫине сӑнласа кӑтартнӑ, ун чухне ку тема чылайӑшӗшӗн кӑсӑклӑ пулнӑ. Евгений Замятинӑн «Мы» романӗ – 90-ра. А.Островскин «Как закалялась сталь» хайлавӗ — унӑн тантӑшӗ.
Кураври чи ҫамрӑкки — Валентин Распутинӑн «Живи и помни». Вӑл кӑҫал 40 ҫул тултарать. Куравра ҫавӑн пекех С.Моэмӑн, Джон Ридӑн, Г.Флоберӑн, И.
Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Республикин ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Аристарх Орлов-Шуҫӑм ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа уяв каҫӗ ирттересси пирки эпир маларах пӗлтерсеччӗ. Тимӗр Акташ журналист унта ҫитсе вӑл епле иртни пирки каласа пачӗ.
Мероприятие музыка тӗпчевҫи Светлана Макарова ертсе пынӑ. Культура ӗҫченӗсем композитора ача илчӗҫ, уйрӑман Аристархпа пӗрле ӗҫленисен калавӗ кӑсӑклӑ пулнӑ. Халӑх пултарулӑхне пухакан Зинаида Козлова та, Светлана Асамат сӑвӑҫ та кӑсӑклине нумай аса илчӗҫ. Зинаида Алексеева, тӗслӗхрен, Аристарх Гаврилович ӑна Мускава вӗренме янине пӗлтерчӗ.
Культура ӗҫченӗсемсӗр пуҫне уява шкул ачисем чылайӑн пухӑнни пирки пӗлтерет Тимӗр Акташ. Ку, паллах, пархатарлӑ япала — аслӑ ӑрусен пурнӑҫӗпе, вӗсен пултарулӑхӗпе паллашни вӗсен ӑсӗнче пӗчӗк вӑрлӑх пек пулин те юлатех.
Аристарх Орлов-Шуҫӑм композитор Ҫӗрпӳ районӗнчи Ойкасси ялӗнче 1914 ҫулта ҫуралнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӗҫӗн Тивӗш ялӗнче пурӑнакан Марфа Тимофеева РФ Президентӗнчен, Владимир Путинран, саламӑ ҫырӑвне илнӗ. Мӗн ятпа? Марфа Тимофеевна 100 ҫул тултарнӑ. Ҫавӑн пекех юбиляра ял тӑрӑхӗн администрацийӗ, ял халӑхӗ, тӑванӗсем саламланӑ.
Марфа Тимофеева 1914 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫавалхӗрри Кӑнаш ялӗнче ҫуралнӑ. Ватӑскер ялти шкулта, унтан Канашри педагогика училищинче вӗреннине паян та ӑшшӑн аса илет. 1935 ҫулта вӑл Кӗҫӗн Тивӗшри учителе Константин Григорьева качча тухнӑ. Марфа Тимофеевна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланиччен Кӑшаркасси шкулӗнче ӗҫленӗ. Пӗрремӗш ачине ҫуратсан колхозра вӑй хунӑ. Марфа Тимофеева тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ.
100 ҫул тултарнӑ кинемейӗн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Вӑл пилӗк ачине пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ. Иккӗшӗ пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлнӑ. Виҫҫӗмӗш ывӑлӗ Ангорска кайнӑ та хыпарсӑр ҫухалнӑ. Унран халӗ те нимӗнле хыпар та ҫук. Марфа Тимофеевнӑпа юнашар — хӗрӗсем Алевтина тата Надежда.
Мӗншӗн пурӑнать ҫӗр ҫинче этем? Мӗн-ха вӑл ҫыннӑн пурнӑҫӗнчи тӗп тӗллев? Ҫак ыйтусем ҫине хуравлама ырӑран та ырӑ, сӑпайлӑран та сӑпайлӑ чӑваш хӗрарӑмӗн шӑпин, пурнӑҫӗн саманчӗсене палӑртса хӑварас килет. Этемӗн ҫӗр ҫинчи тӗп тӗллевӗ – хӑй вырӑнне тупса, пӗтӗм кӑмӑлтан, чуна парса ӗҫлесе, халӑха, ҫӗршыва усӑллӑ ҫын пуласси.
Ҫакӑн пек ҫынна, Клара Александровна Смеловӑна, сумлӑ юбилей ячӗпе саламлама пухӑннӑ та ял халӑхӗ нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мулкачкасси ял клубне.
Клара Александровна Смелова 1934 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Муркаш районне кӗрекен Ҫурлатӑри ялӗнче учитель ҫемьинче ҫуралса ӳснӗ. Ашшӗ, Алексеев Александр Алексеевич, шкулта ӳкерӳ тата черчени предмечӗсене вӗрентнӗ. Амӑшӗ, Федосия Сергеевна, мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Муркаш шкулӗнче пуҫламӑш класс ачисене ӑс панӑ.
Ҫын хӑйӗн тивӗҫне мӗнле пурнӑҫласа пырасси ҫынран хӑйӗнчен нумай килет. Мӗн ачаранах йывӑрлӑх тути-масине астивнисем вара нимӗнле ыйту ҫине те ҫиелтен пӑхмаҫҫӗ. Акӑ, Клара Александровна Смелова 31 ҫул хушши Орининти ял вулавӑшӗнче вай хунӑ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет. Йӗпреҫсем хӑйсен ентешне астӑваҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Пысӑк Упакассисем юбилее паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Ялти вулавӑшра поэт пултарулӑхӗпе пурнӑҫне уҫса кӑтартакан уҫӑ альбом тунӑ.
Ҫемен Элкер — сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, драматург, публицист. Унӑн хайлавӗсене чылай чӗлхепе куҫарнӑ. Унӑн хайлавӗсене чӑваш литературин кӗнекине, хрестоматине кӗртнӗ май ачасем юратса вулаҫҫӗ. Пысӑк Упакассисем Ҫемен Элкер ятне нихӑҫан та манмӗҫ.
Поэт ҫуралса ӳснӗ урам, вӑл вӗреннӗ тата ӗҫленӗ шкул унӑн ячӗпе хисепленеҫҫӗ. Шкулта Ҫемен Элкер ячӗллӗ музей пур. Унта — сӑвӑҫӑн алҫырӑвӗсем, ҫырӑвӗсем, сӑнӳкерчӗкӗсем, картинисем, хальхи поэтсен, унӑн тӑванӗсен асаилӗвӗсем. Семен Васильевич ҫуралса ӳснӗ пӳрт умӗнче асаилӳ палли вырнаҫтарнӑ.
Поэт юбилейне уявлас тӗлӗшпе Йӗпреҫре чылай мероприяти иртмелле.
Хальхи вӑхӑтра юбилей сӑмах питӗ «йӳнелчӗ». Республикӑри хаҫатсенчен пӗринче хастар хӗр пӗрчӗк 20 ҫул тултарнине те унта ӗҫлекен ҫамрӑк корреспондент «20 ҫулхи юбилей» тесе ҫырни куҫ тӗлне лекрӗ. Аристарх Орлов-Шуҫӑм композитор ҫуралнӑранпа кӑҫал чӑннипех те юбилей — 100 ҫул.
Ун пек ҫынсем ӗмӗрте пӗрре-иккӗ килнӗнех туйӑнать вара хӑш чух. Ҫӗрпӳ раойнӗнчи Ойкасси ялӗнче ҫуралнӑ ҫав ӑста композитор тата дирижер пулнӑ. Чӑваш Республикин ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ. Республикӑри профессилле тата хӑй тӗллӗн вӗреннӗ хор ушкӑнӗсене ертсе пынӑ. Ҫав шутра — патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, телевиденипе радиовещани комитечӗн хорӗ, «Нарспи» ансамбль… Вӑл «Ҫӗмӗрт ҫеҫки ҫурӑлсан» музыка камичӗн, И. Максимов-Кошкинский либретти тӑрӑх ҫырнӑ «Шупашкарта» оперетта, Ф. Павловӑн «Ялта» драми тӑрӑх хайланӑ «Ҫӑлтӑр витӗр ҫул» опера тата ытти нумай хайлав авторӗ.
Орлов-Шуҫӑм ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине халалланӑ уяв каҫӗ нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче 13 сехетре пуҫланать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |