«Пӗр япалана асӑрхарӑм-ха эпӗ, — терӗ паян пӗр паллаканӑм, чӑннипех пултаруллӑ ҫынна пурӑннӑ чухне те хисеплеме пӗлмеҫҫӗ, вӑл вилсен пушшех те манса каяҫҫӗ». Кӳренӳ сисӗнекен ҫак сӑмахпа килӗшсен те пулать, тавлашсан та. Анчах ҫав ҫын сӑмахне ҫак самантра Анфиса Смелова артистка ҫуралнӑранпа нарӑсӑн 15-мӗшӗнче 75 ҫул ҫитнине паян кӑна пӗлнӗрен аса илтӗм-ха. Каҫартӑрах ӗнтӗ вӑл…
Анфиса Смелова Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 33 ҫул ӗҫленӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл тӗрлӗ кӑмӑллӑ хӗрарӑм рольне калӑпланӑ. Унӑн сӑнарӗ Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗнчи Ҫар Мухтавӗн монуменчӗн амӑшӗнче калӑпланнине паян пурте пӗлмеҫҫӗ те пулӗ. Пуҫа тӑхӑнмаллине тата платьене театртан илнӗ, ыттине — таврапӗлӳ музейӗнче.
Анфиса Смелова 1939 ҫулта Етӗрне районӗнчи Ирҫе ялӗнче ҫуралнӑ, Мускаври А.В. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн институтне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑл Николай Айзманӑн «Кай, кай Ивана» камичӗ тӑрӑх лартнӑ спектакльте 24 ҫул Вӗҫелис рольне вылянӑ. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ 2010 ҫулта вилнӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче ватӑсене 90 е ытларах ҫул тултарнӑ ятпа Раҫҫей Президенчӗ ячӗпе саламлассине лайӑх йӗркеленӗ. Юбилярсене Кремльти ҫырӑва ҫитерсе парас тӗлӗшпе ытларах чухне район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Вера Ярабаева, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсем ҫитеҫҫӗ. Ватӑсен пурнӑҫӗпе интересленеҫҫӗ, уявпа саламласа асӑнмалӑх парнесем параҫҫӗ.
Ҫак кунсенче 90 ҫул тултарнӑ ятпа янӑ Владимр Путинӑн саламне Хурапыр ялӗнче пурӑнакан Анастасия Горланова патне ҫитернӗ, Калкасси ялӗнче пурӑнакан Анна Максимовна Ярадаева вара хӑйӗн 95 ҫулхи юбилейне кӗтсе илнӗ. Штанаш ял тӑрӑхӗнчи Арайкассинче пурӑнакан Елена Ильинична Росскова та 90 ҫул тултарнӑ ятпа Раҫҫей Президентӗнчен, Владимир Путинран, саламлӑ Ҫыру илнӗ.
Салама район администраци пуҫлӑхӗ, районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗн начальникӗ тата Штанаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ерофеева ҫитерсе юбиляра саламланӑ. Елена Росскова хальхи вӑхӑтра ывӑлӗпе, кинӗпе килӗштерсе пурӑнать, мӑнукӗсене пӑхма пулӑшнӑ, ачисемпе мӑнукӗсем ӑна манмаҫҫӗ.

Элӗк районӗнчи Мӑн Шӗвӗш ялӗнче пурӑнакан Ольга Михайловӑна юбилейре РФ Президенчӗн открытка саламне, чечек ҫыххи тата ытти парне панӑ.
Ольга Михайлова нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 90 ҫул тултарнӑ. Вӑл нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Пӗтӗмпе тӑватӑ шӑпӑрлан ӳснӗ. Ольга Михайлова ачаранпах сусӑр. Вӑл калаҫаймасть, алӑпа ҫеҫ ӑнлантарать. Ольга Михайлова хуҫалӑхра мӗн пӗчӗкренпех ӗҫлеме хӑнӑхнӑ, фермӑра лашасем пӑхнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи кӗрленӗ вӑхӑтра мӗнпур йывӑрлӑха хӑй ҫинче туйса курнӑ. Вӑл ӗмӗрӗпех шӑллӗн ҫемйинче пурӑннӑ, качча кайман. Ольга Михайлова — ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ. Халӗ вӑл кинӗпе пурӑнать.
Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Геннадий Айхине халалланӑ кунсем иртӗҫ. Ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Уявра чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ситнине халалланӑ тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Всенчен пӗри — «Геннадий Айхин литература картти» курав. Ӑна «Айгиниана» пуххин (унта паллӑ ентешӗмӗрӗн пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ документсене пухнӑ) материалӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ.
Курав яланхи пек иртмӗ. Хальхинче кӗнекесем, ӳкерчӗксем, сӑнсем пулӑшнипе поэтӑн литература карттине «ӳкерме» палӑртнӑ. «Тӑван кӗтес туртӑмӗ», «Европа + Айхи», «Урӑх ҫыран хӗррисем» — ҫак пайсем карттӑн йӗрӗсене палӑртӗҫ. Чӑваш Ен тата Франци, Польша тата Испани, Скандинави ҫӗршывӗсем тата Кӑнтӑр Америка, АПШ тата Япони, Болгари, Израиль тата ыттисем литература карттин географине кӑтартаҫҫӗ. «Чикӗсӗр поэзи» экспозицие поэт тата унӑн пултарулӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ тӗпчев материалӗсем кӗнӗ. Вӗсем ҫӗршыв чиккисене пӗрлештерӗҫ.
Карттӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗ — чӗлхе. Геннадий Айхин хайлавӗсене тӗнчери халӑхсен 52 чӗлхипе куҫарнӑ, унӑн кӗнекисене 36 ҫӗршывра кӑларнӑ. Хӑй поэт 20 ытла ҫӗршывра пулса курнӑ.
Ыран, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, 17 сехетре «Сӗтев» хаҫат Шупашкарти филармонире хӑйӗн юбилейне ирттерӗ.
Мероприяти канашлу евӗрлӗ иртӗ, хыҫҫӑн — савӑнӑҫлӑ концерт. Канашлу ячӗ — «Чӑваш Енӗн экономика, социаллӑ тата политика аталанӑвӗн альтернативла ҫулӗ».
Меропритие йӗркелекенӗ — Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Андрей Кулагин.
Тӳлевсӗр. Уява пурне те йыхравлаҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хор артисчӗ, илемлӗх ертӳҫин пулӑшуҫи, труппӑна ертсе пыракан Анатолий Фёдоров 70 ҫул тултарать. Ҫак ҫулсенче ҫывӑхран та ҫывӑх пулса тӑма ӗлкӗрнӗ театрта вӑл 1966 ҫултанпа ӗҫлет.
Паян та ӑста чылай спектакле ертсе пырать. Вӗсенчен самайӑшӗнче — «Флория Тоска», «Борис Годунов», «Риголетто», «Трубадур», «Севильский цирюльник», «Летучая мышь», «Сильва» — вӑл хӑй вылять.
Анатолий Федоров республикӑра тата ҫӗршывра иртекен пысӑк мероприятисене йӗркелеме те пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ.
Кӑҫал Канаш районӗнчи Ямашри клуба уҫнӑранпа 95 ҫул ҫитет. Шӑп та 1919 ҫулта ӗнтӗ ҫак ялта клуб-вулавӑш уҫнӑ та. Кӑҫал культура ҫулталӑкӗ пынӑ май ямашсем ҫак паллӑ куна нарӑсӑн 3-мӗшӗнче уяв тусах палӑртнӑ.
Тӗрлӗ тӳре-шара ял клубӗн юбилейӗпе саламланӑ: Ямаш вӑтам шкулӗн директорӗ, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата ял ҫыннисем.
Концерт программи анлӑ пулнӑ. Чи малтанах «Ентешсем» ансамбле асӑнас пулать — унӑн ӳнер ертӳҫи ҫак ялсемех, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ Стеклов В.Г. Ҫавӑн пекех ялта «Задоринки» ташӑ кружокӗ те ӗҫлет. Вӗсем матрёшкӑсен ташшине лартса пачӗҫ.
Ял тӑрӑхӗн сайчӗ куракансем уявпа кӑмӑллӑ пулни пирки пӗлтерет.
Чӗмпӗр чӑвашӗсен «Канаш» ятлӑ хаҫачӗн 1-мӗш номерӗ 1989 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Кӑҫал унӑн юбилей — 25 ҫул! Халиччен вӑл шурӑ-хура тухса тӑратчӗ.
2014 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче вара вӑл сӑн-сӑпатне улӑштарчӗ. Халь «Канаш» хаҫатӑн 8 хутьенӗ те тӗспе пичетленет! Ку журналистсемшӗн те, вулакансемшӗн те — пысӑк савӑнӑҫ! Халь хаҫата алла тытма чылай кӑмӑллӑрах. Кӑҫал ун тиражӗ те ӳсрӗ — халӗ вӑл 1 400 экземплярпа тухать.
Хаҫат редакцийӗ ҫумӗнче 1997 ҫултанпа «Шевле» литпӗрлешӳ ӗҫлет. Пӗлтӗр хаҫат редакцийӗ ҫаван пекех «Атӑл юрри» журналӑн 4-мӗш номерне кӑларнӑ.

Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче республикӑра Чӑваш халӑх писателӗ, 1976-мӗш ҫултанпа Совет Союзӗнчи ҫыравҫӑсен ретӗнче тӑнӑ, Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗ Лаврентий Васильевич Таллеров ҫуралнӑранпа 85 ҫул тултарнине уявларӗҫ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш салинчи ял вулавӑшӗнче паллӑ писательсемпе поэтсен юбилейӗсене халалласа яланах вӗсен кӗнекисенчен тӑракан выставкӑсем йӗркелеҫҫӗ, вулакансемпе тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Вулавӑшра тӑрӑшакан Надежда Павлова ял халӑхне, шкул ачисене вулавӑша килекен ҫӗнӗ кӗнекесемпе, тӗрлӗ хаҫат- журналпа паллаштарсах тӑрать: историллӗ материалсем тӑрӑх интереслӗ хӑтлавсем хатӗрлет, вырӑнти уявсене ирттерме сценарисем хатӗрлесе парать.
Лаврентий Таллеров юбилейӗ тӗлне те вулавӑшра унӑн кӗнекисен куравне йӗркелерӗҫ, «С любовью к простому человеку» (чӑв. «Ахаль ҫынна кӑмӑлласа») литература уявӗ ирттерчӗҫ. Надежда Павлова пухӑннисене ҫыравҫӑн кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ. Юлашки ҫулсенче вырӑнти вулавӑш ҫыравҫӑн «Майра» тата «Шеремет» кӗнекисемпе пуянланнӑ, ку кӗнекесене халӑх уйрӑмах юратса вулать.
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче чӑваш прозаикӗ, поэчӗ, драматургӗ, публицисчӗ, сатирӑпа юмор ӑсти Аркадий Ӗҫхӗл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа литература каҫӗ иртмелле. Ҫав тӗле музейҫӗсем «Сӑввӑмсенче хӗвел нумайшӑн…» ятпа курав хатӗрлӗҫ. Унта сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа паракан кӗнекесемпе, хутсемпе паллашма май килӗ.
Вӑл 1914 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Янсакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ӗҫхӗл «Канаш», «Коммунизм ялавӗ» хаҫатсенче, «Илемлӗ литература», «Ялав» журналсенче ӗҫленӗ. Чӑваш писателӗсен союзне ертсе пынӑ. Литературӑри ӗҫ-хӗлне иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче пуҫланӑ. 1935 ҫулта вӑл «Ырӑ кун» ятпа сӑвӑ пуххи кӑларнӑ. 1944 ҫулта «Ӑмӑрткайӑк» поэма ҫырнӑ хыҫҫӑн Ӗҫхӗл ячӗ анлӑ сарӑлнӑ. Хайлавра вӑл Совет Союзӗн Паттарӗ, чӑваш лётчикӗ Федот Орлов ҫинчен ҫырнӑ. Аркадий Ӗҫхӗл 50 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗпе эсир пирӗн электронлӑ вулавӑшра паллашма пултаратӑр.
