Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.8 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: юбилейсем

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, 95 ҫул тултарнӑ.

Вӑл — Раҫҫейри хӑйне евӗр академи учрежденийӗсенчен пӗри. Унта литературӑна, чӗлхе пӗлӗвне, ӳнере тата чӑваш халӑхӗн историйӗпе этнологине тӗпчеҫҫӗ. Археологи енӗпе те нумай ӗҫлет.

Институт пуян наука архивӗпе тата библиотекӑпа мӑнаҫланама пултарать. Фондра 152 пин ытла единица пуянлӑх.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Елчӗк округӗнчи Тӑрӑм ялӗнче пурӑнакан Антонина Емельянова 100 ҫул тултарнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл фронта тумтирпе тивӗҫтернӗ фабрикӑра ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ пӗтсен колхозра дояркӑра тӑрӑшнӑ, кайран осеменатор пулнӑ. Кирек ӑҫта ӗҫлесен те вӑл тирпейлӗхӗпе, яваплӑхӗпе палӑрнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15030
 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Улатӑр округӗнче пурӑнакан Виктор тата Зоя Арефьевсем пӗрлешнӗренпе 60 ҫул иртнӗ. Вӗсен юрату историйӗ 1965 ҫулта пуҫланнӑ. Виктор Ҫурҫӗр флотӗнче ҫарта пулнӑ хыҫҫӑн таврӑннӑ кӑна – Зойӑна курнӑ. Ҫавӑнтанпа вӗсем пӗр-пӗрне килӗштернӗ.

Виктор Михайлович «Электравтомат» савутра ӗҫлесе ӗмӗрне ирттернӗ, Зоя Михайловна вара музыка инструменчӗсен савутӗнче тӑрӑшнӑ.

Халӗ Арефьевсен 3 мӑнук, 3 кӗҫӗн мӑнук тата вӗсен 2 ачи.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑрти Долговсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ. Анатолий Ивановичпа Татьяна Валентиновна 1975 ҫулта ташӑ каҫӗнче паллашнӑ та унтанпа уйрӑлман.

Татьяна Валентиновна ача пахчинче физкультура инструкторӗнче 40 ҫул ӗҫленӗ. Анатолий Иванович ҫар чаҫӗнче тимӗрҫӗ пулнӑ, кайран «Электравтомат» савутра вӑй хунӑ.

Вӗсем халӗ те хастар. Ҫемье пуҫӗ ҫутҫанталӑкра пулма юратать, кил хуҫи хӗрарӑмӗ бассейна ишме ҫӳрет. Мӑшӑр ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхне уҫнӑ: пӗр-пӗрне хисеплемелле, пӗр чӗлхе тупма пӗлмелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Канаш хулин ҫуралнӑ кунне уявлама Раҫҫейри паллӑ артист килӗ. Вӑл – Станислав Садальский.

Унӑн ачалӑхӗ Канаш хулинче иртнӗ.

«Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канашра пулатӑпах», - ҫапла ҫырнӑ Станислав Садальский халӑх тетелӗнчи страницинче.

Палӑртса хӑварар: Канаш хули йӗркеленнӗренпе кӑҫал 100 ҫул ҫитет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14310
 

Персона
Антонина Андреева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Антонина Андреева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫак эрнере, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Енен наци вулавӑшӗнче И. Н. Ульянов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх университетӗнче пулас журналистсене хатӗрлес ӗҫре нумай ҫул тӑрӑшнӑ Анатолий Абрамовӑн 65 ҫулхине халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.

Вулавӑш ӗҫченӗ Антонина Андреева халах тетелӗнчи хайӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх, юбиляра саламлама ачисем, ҫывӑх тӑванӗсем, паллӑ артистсем, журналистсем, ҫыравҫӑсем, преподовательсем, хӑй вӗрентсе кӑларнӑ студентсем пуҫтарӑннӑ.

«Анатолий Серафимович - юратнӑ та хисеплӗ вӗрентекен ҫеҫ мар, чаплӑ фотограф, артист, ӑста строитель, сӑвӑҫ, юрӑҫӑ. Пӗр ҫын ҫакӑн чухлӗ талантлӑ пулни пурне те тӗлӗнтерчӗ. Кашни тухса калаҫакан юбиляр ҫинчен чи ӑшӑ самантсене аса илсе, иртнишӗн те хальхишӗн те тав туса чӗререн тухакан сӑмахсемпе саламларӗҫ», - пӗлтернӗ хыпарта.

Анатолий Абрамова саламлама Мускав хулинчен «Шевле» ушкӑн юрӑҫисем Валентина Попова, Григорий Вакку тата Гелий Илларионов ятарласа килнӗ.

 

Персона
Антонина Андреева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Антонина Андреева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн наци вулвӑшӗнче Анатолий Абрамов 65 ҫул тултарнӑ май пер унлах курав уҫӑлнӑ. Анатолий Серафимович нумай ҫул И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пула сжурналистсене вӗрентнӗ. Унсӑр пуҫне вӑл журналист, Раҫҫей журналисчӗсен союзӗн пайташӗ, Республикӑри журналистсен С.В. Элкер ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ.

«Анатолий Абрамовӑн илемлӗх тӗнчи» фотокуравра вӑл иллюстрациленӗ кӗнекесем, энциклопедисем, вӗренӳ кӗнекисем вырӑн тупнӑ.

Курав утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ӗҫленӗ.

 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Тӑвай округӗнчи Сӑхӑтпуҫ ялӗнче пурӑнакан Анна Наумова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Анна Алексеевна Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснер ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче торф предприятийӗнче ӗҫленӗ, унтан – колхозра. Ӗҫре хастар пулнӑшӑн ӑна Тӑвай районӗн «Хисеп кӗнекине» кӗртнӗ, Хӗрлӗ Ӗҫ Ялавӑн орденӗпе чысланӑ.

Анна Алексеевна 7 ача ҫуратнӑ. Халӗ унӑн 18 мӑнук, 24 кӗҫӗн мӑнук тата кӗҫӗн мӑнукӗн 1 ачи.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-195726459_9417
 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Улатӑр округӗн хисеплӗ гражданинӗ Мария Чеписова ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ чухне вӑл 16-ра пулнӑ, алла катмакпа кӗреҫе тытса Сӑр ҫывӑхӗнче аслисемпе тан окоп чавнӑ.

«Нимӗҫсем килесрен хӑрушӑччӗ, ҫавӑнпа сывлӑш ҫавӑрса илмесӗр ӗҫленӗ. Унта пӗтӗм класӗпе ӗҫленӗ эпир, шӑнса та хытнӑ, апат та ҫиес килнӗ, анчах аттесем фронтра пулнине, вӗсене пулӑшмаллине ӑнланнӑ», - ҫапла аса илет ҫав вӑхӑта пӗр ӗмӗре парӑнтарнӑ кинемей.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Мария Чеписова райздравра акушерство енӗпе инструкторта ӗҫленӗ. Кайран санэпидемстанцире 38 ҫул вӑй хунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарта пурӑнакан Нонна Ржавина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ чухне Нонна Николаевна Одессӑра ача ҫуртӗнче пурӑннӑ. Ӑна ытти ачапа пӗрле Кабарда-Балкара эвакуациленӗ. Унта хӗрача трактористкӑра ӗҫленӗ.

1942 ҫулта ӑна каллех эвакуциленӗ, хальхинче Кӑркӑсстана илсе кайнӑ. Унта Нонна шкултан вӗренсе тухнӑ та 1943 ҫулта Мускава пурӑнма куҫса кайнӑ, культура институтне вӗренме кӗнӗ. Диплом илсен хӗре направленипе Шупашкара библиотекӑна ӗҫлеме янӑ.

Нонна Николаевна мӑшӑрӗпе 2 ача ӳстернӗ, халӗ 4 мӑнукпа, 4 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13941
 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, ... 146
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ сирӗн унччен ӗҫленин кӑтартӑвӗсемпе савӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Юлашки уйӑхсенче тӗллев патне талпӑннӑ тӑк халӗ кӑтарту курӑнӗ, Анчах эрне пуҫламӑшӗнче таврарисене сӑнӑр — тен, такам хӑй те пӗлмесӗр сирӗн ӗҫе чарса пырать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вӑя тӑкакламалла: спорт пулӑшӗ.

Утӑ, 11

1913
113
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ.
1919
107
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ.
1920
106
Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ
1937
89
Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та