
Шупашкарта 88-ти кинемей чутах ултавҫӑсене 170 пин тенкӗ парса яман. Вӑл ӑна чечек савӑчӗ ӑшне хунӑ та Хусана такси урлӑ ӑсатма тӑнӑ.
Кинемей такси чӗннӗ, водителе Хусана хутаҫсем тата чечек савӑчӗ леҫмеллине пӗлтернӗ. Шамиль Катдусов таксист ватӑ хӗрарӑм ҫухалса кайнине, хӑйне урӑхла тытнине сиснӗ. Вӑл ӑна улталама пултарнине ӑнкарса илнӗ. Вӑл сакккаса Хусана мар, полици участокне илсе ҫитернӗ. Полицейскисем чечек савӑтӗнче тӑпра ӑшӗнче 170 пин тенкӗ ытла тупнӑ.
Йӗрке хуралҫисем кинемейпе тепӗр талӑкран кӑна калаҫайнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑсем хушнипе алӑка уҫман.
Акӑ мӗн пулса иртнӗ: ун патне палламан ҫын шӑнкӑравласа диспансеризаци тухмалли пирки каласа паспорт даннӑйӗсене ыйтса илнӗ. Кайран вара ҫак даннӑйсемпе «патшалӑха хирӗҫ усӑ кураҫҫӗ» тесе хӑратма пуҫланӑ.
Шамиль Катдусов таксиста ШӖМӗн Шупашкарти пуҫлӑхӗ Александр Темнов ватӑ хӗрарӑм пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.

Шупашкарта пурӑнакакн Таисия Ярцевӑна паян Хӗл Мучипе Юрпике саламланӑ.
Таисия Павловна раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 102 ҫул тултарнӑ. Ун чухне вӑл хӑйне кӑштах начар туйнӑран хӑнасене йышӑнма килӗшмен. Паян вара ун патне Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплексӗн уйрӑмӗсен заведующийӗсем Марина Петровӑпа Надежда Шикарева саламлама кайнӑ. Вӗсем Хӗл Мучипе Юрпике евӗр тумланнӑ. Ватӑ ҫынна черетлӗ ҫуралнӑ кунпа саламласа ырлӑхпа сывлӑх суннӑ.

Чӑваш Енрен тухнӑ Ханна юрӑҫа РФ Патшалӑх Думинче чысланӑ. Ӑна ҫемьене хаклас ыйтӑва сарнӑшӑн «Этика блогӗ» номинацире чысланӑ иккен. Кун пирки Контактри «Дзен|Чувашия» пабликра хыпарланӑ.
«С любимками встретились в ГосДуме))) Забрала свою награду» (чӑв. Патшалӑх Думинче юратнӑ ҫынсемпе тӗл пултӑм. Хамӑн наградӑна кайса илтӗм), — тесе ҫырнӑ-мӗн юрӑҫ хӑйӗн страницинче.
«Дзен|Чувашия» пабликри комментаторсенчен хӑшӗсем саламлас вырӑнне юрӑҫа хурлама тытӑннӑ: Патшалӑх Думине мӗнле тӑхӑнса кайнишӗн, ҫӑвар карса сӑн ӳкерӗннӗшӗн... «Мӗнле ҫемье пахалӑхне сарать-ши», — тесе аптӑракан та тупӑннӑ.

Шупашкарти А. Барто ячӗллӗ ача-пӑча вулавӑшне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Тӗслӗхлӗ вулавӑшсенчен вӑл Шупашкарта тӑваттӑмӗш иккен, республикӑра вара — хӗрӗхмӗш.
Юсаса ҫӗнетнӗ вулавӑша уҫма РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталья Николаева тата ыттисем пырса ҫитнӗ, вӗсем хавхаланса нумай хитре сӑмах каланӑ.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн раштав уйӑхӗнчи ларӑвӗнче Нина Артемьевӑн «Ӗмӗрхи кӗвӗ» сӑвӑ кӗнекине сӳтсе явассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Кӑҫал кӗркунне Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ кӑларӑма автор тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ.
Ларӑва пухӑннӑ поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, вӗрентекенсемпе библиотекарьсем поэт пултарулӑхне ырласа калаҫнӑ.
Аса илтерер: автор Тутарстанри Аксу районӗнчи Ҫӗмӗртлӗ ялӗнче ҫуралнӑ, пӗр вӑхӑт Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫленӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1977–2003 ҫулсенче «Хатӗр пул» (каярахпа – «Ҫилҫунат», «Самант») журнал редакцийӗнче тӑрӑшнӑ.

Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта 340 вырӑнлӑх ача пахчи уҫӑлнӑ. Ӑна чӑвашла ят панӑ — «Асам».
Ача пахчин дизайнӗ хӑйне евӗр – унта кӗтессем ҫук. Ку ачасемшӗн питӗ меллӗ тата хӑрушсӑр. Унта 15 ушкӑн пулӗ, вӗсен йышӗн иккӗшӗ — сусӑр ачасем валли. Кашни ушкӑна кӗмелли уйрӑм алӑк пур.
Кунсӑр пуҫне «Асам» педагогсемшӗн республикӑри компетенци центрӗ пулӗ. Ку Чӑваш Енри шкул умӗнхи вӗренӗве аталантарма пулӑшӗ.

Республикӑра – тепӗр хурлӑхлӑ хыпар. Савватий митрополитӑн пиччӗшӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Георгий Антонов протоиерей ӗнер, раштавӑн 25-мӗшӗнче, пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Савватий митрополит каланӑ тӑрӑх, вӑл унччен нумай вӑхӑт чирленӗ.
Георгий протоиерейпа раштавӑн 27-мӗшӗнче 10 сехетре Шупашкарти Введени кафедра соборӗнче сывпуллашӗҫ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Национальные картины мира в литературах народов Волго-Уралья» Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗн материалӗсене пӗр ҫӗре пухса пичетленӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫав мероприятие 100-е яхӑн ученӑй-гуманитари, преподаватель, аспирант, магистр хутшӑннӑ. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен: Мускавран, Хусантан, Ӗпхӳрен, Ижевскран, Глазовран, Саранскран, Йошкар-Оларан, Сыктывкартан, Воронежран, Мурманскран, Ханты-Мансийскран, Элистаран, Якутскран тата, паллах, Шупашкартан пулнӑ.

«Контактра» халӑх тетелӗнче Николай Васильев-Сувар икӗ кун каярах вырнаҫтарнӑ поста ҫак йӗркесен авторӗ паян ирпе асӑрхарӗ.
«Тӑван Шупашкара пырса кӗнӗ чухне эпӗ хама кунти ҫын пек туймастӑп, наци мӑнаҫлӑхне те туйматӑп», — тесе пуҫланӑ Николай Васильев-Сувар хӑйӗн постне.
Чӑваш тӗррин пӗчӗк касӑкӗсӗр тата «Шупашкар» тесе ҫырнисӗр нимӗн те ҫук тесе палӑртнӑ вӑл. «ЭПИР ПУЛНӐ, ПУР, ПУЛАТПӐР» ҫуккишӗн те, «ЧӐВАШЛА КАЛАҪӐР, ЧӐВАШСЕМ!» йыхрава курманнишӗн те пӑшӑрханнӑ.
«ЧЕЧЕК, ШЕВЛЕ, ПУКАНЕ, ПЕХИЛ, ХАЛАЛ...» йышши ятсемлӗ центрсем, лавккасем, кинотеатрсем ҫукки пирки те сӑмах хускатнӑ май республикӑн Культура министерствине сӑмах тӗксе илнӗ.
«Элтепер ӑҫта пӑхать? Намӑс мана сирӗншӗн! НАМӐС, НАМӐС, НАМӐС!», — тесе ҫырнӑ вӑл.

Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 10 сехет ҫурӑра Шупашкарта сирена янӑранине илтсен хӑраса ан ӳкӗр. Ку – планра пӑхса хунӑ тӗрӗслев.
Сигнала хулари темиҫе районта илтме май пулӗ: Мир проспектӗнче, Хевеш, Хусанкай, Шумилов урамӗсенче, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнче, Социализм урамӗнче, Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче тата Хӗвелтухӑҫ поселокӗнче.
Ҫынсене лӑпкӑ пулма, сиренӑна илтсен ӗҫ вырӑнӗнчех юлма ыйтаҫҫӗ.
