Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Культура

Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Мари Эл Республикинчи ӳнерҫӗсен куравӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Вӑл «Пӗрлӗх – тӗрлӗлӗхре» (выр. «Единство в многообразии») ятлӑ.

Экспозицире пӗтӗмпе 50 ӗҫ пулӗ. Вӗсене профессионал ӳнерҫӗсем кӑна мар, Мари Элти ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗнчи ҫамрӑк авторсем те ӳкернӗ. Курава килнисем классика живопиҫне тата графикине, иконопиҫе, наци тӗррин япалисене те курма пултарӗҫ.

Курав ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 14 сехетре официаллӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ. «Киҫтӗк тата сӑрӑ пулӑшнипе пирӗн пӗрлехи ҫӗнӗ культура диалогӗ ҫуралать, регионсен тата нацисен хушшинчи ҫыхӑну ҫирӗпленет», – тенӗ Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн директорӗ Сергей Иванов.

Пурне те курава хапӑлласах кӗтеҫҫӗ!

 

Ҫурт-йӗр
«ПРО Город» хаҫат МАХри хӑйӗн каналӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
«ПРО Город» хаҫат МАХри хӑйӗн каналӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти Пионерсен ҫурчӗ ишӗлсе ларни пирки хӑш-пӗр ҫӑлкуҫ ҫине-ҫинех пӗлтеркелерӗ-ха. Халӗ вара ку объекта юсама пуҫлас шанчӑк пур тесе калама май пур.

«ПРО Город» хаҫат МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Пионерсен ҫурчӗ пулнӑ ҫурта хаклас тата унта мӗн-мӗн туса ирттермеллине палӑртас ӗсе пуҫӑннӑ-мӗн.

2025 ҫулта суд ҫав ҫуртӑн хуҫине объекта реставраци проектне туса хатӗрлеме хушнӑ.

Революциччен ҫуртра Прокопий Ефремов купсан ҫӑкӑр пекарни тата склачӗ вырнаҫнӑ. Ҫурта хӑйне 1890 ҫулта хӑпартса лартнӑ.

Халӗ вара авалхи ҫуртӑн ҫӗнӗ хуҫисем ҫине тӑрсах ӑна юсаса ҫӗнетес, унчченхи сӑн кӗртес шанчӑк пур. Анчах документсене хатӗрлесе, ытти ӗҫ-пуҫа туса ирттерсе мӗн чухлӗ вӑхӑт иртесси хальлӗхе паллӑ мар-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AaAeNwTPEPI
 

Хулара
pet911.ru сайтри сӑн
pet911.ru сайтри сӑн

Ултавҫӑсенчен темле те шар курма пулать иккен. Кушак ҫухатсан та...

Шупашкар хулинче пурӑнакан хӗрарӑмӑн кушакӗ ҫухалнӑ. Кун пирки вӑл тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравласа кушака тупнине пӗлтернӗ, уншӑн укҫа ыйтнӑ. Памасан чӗрчуна ҫывратса ярса вӗлерессипе хӑратнӑ.

Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм ҫав ҫын каланӑ счет ҫине виҫӗ хутчен укҫа куҫарнӑ. Пӗтӗмпе – 14 пин тенкӗ. Кун хыҫҫӑн «кушак ҫӑлавҫин» шӑрши-марши те юлман – вӑл ҫухалнӑ.

Ҫурӑк валашка умӗнче тӑрса юлнӑ хӗрарӑмӑн полицие каясси кӑна юлнӑ. Кушакне те тупайман вӑл, укҫине те ҫухатнӑ.

Полици асӑрхаттарать: ултавҫӑсем кун пек лару-тӑрура ҫын кӑмӑл-туйӑмӗпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑнпа асӑрханӑр, укҫа куҫарма ыйтсан сисчӗвленӗр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_30771
 

Хулара
finexpert24.ru сайтри сӑн
finexpert24.ru сайтри сӑн

Шупашкарти тирпейлӳҫӗ пуяс тенӗ пулмалла – инвестицисемпе ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ. Анчах ҫурӑк валашка умӗнче тӑрса юлнӑ.

Ку кӑна мар-ха тӗлӗнмелли. Вӑл ултавҫӑсен аллине иккӗмӗш хут лекнӗ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хулари пӗр предприятире тирпейлӳҫӗре ӗҫлекенскер тӗнче тетелӗнче хушма тупӑш пирки пӗлтерӳ асӑрханӑ. Кӗҫех «менеджерпа» калаҫма пуҫланӑ, лешӗ ӑна телефонӗ ҫине инвестици валли тесе сарӑм вырнаҫтарма хушнӑ. Ҫапла хӗрарӑм пӗр уйӑх палламан ҫынсем каланӑ счетсем ҫине укҫа куҫарса тӑнӑ. 2,2 миллион тенкӗ таранах хывнӑ вӑл. Вӗсенчен ҫурри ытларахӑшӗ – кредит тата заем илнӗскерсем.

Анчах шантарнӑ тупӑш пулманнине кура хӗрарӑмӑн полицие кайса заявлени ҫырма тивнӗ.

Палӑртмалла: пӗрремӗш хутчен вӑл 2023 ҫулхи хӗлле ултавҫӑсен серепине лекнӗ. Ун чухне хӗрарӑм такам ун ячӗпе кредит илнине ӗненсе 75 пин тенкӗ «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарнӑ. Паллах, кайран ку укҫана курман вӑл.

 

Хулара
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Паян кӑнтӑрла Шупашкар хулинче пурӑнакансем МТВ ҫывӑхӗнче тӗтӗм йӑсӑрланса тухнине асӑрханӑ. Мӗн ҫуннӑ?

Ан пӑшӑрханӑр, ним хӑрушши те пулман. Унта электроподстанци тивсе илнӗ. Ҫавна май хулари хӑш-пӗр районта электричество сӳннӗ. Ҫав вӑхӑтра Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пурӑнакансем электричество вылянине асӑрханӑ.

Хальхи вӑхӑтра пушара сӳнтернӗ. Халӗ специалистсем ҫуртсене тата социаллӑ объектсене электроэнерги парас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем резерв мелсемпе усӑ курасшӑн.

 

Хулара
Шупашкарти ЖКХпа энергетика управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Шупашкарти ЖКХпа энергетика управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарта ӑшӑ шыв пӑрӑхӗ ҫинче инкек пулса иртнӗ. Ҫавна май ирхи 9 сехетре «Т Плюс» организаци юсав ӗҫне пуҫӑннине пӗлтернӗ.

Пӑтӑрмах Максим Горький проспектӗнчи 51-мӗш ҫурт патӗнче пулса иртнӗ. Ҫавна май Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫак ҫуртсенче вӗри шыв ҫук:

Талвир урамӗнчи 4, 6, 8, 10, 12, 14, 16, 20, 22, 28, 30, 32-мӗш ҫуртсем;

Сверчков урамкӗнчи а, 2, 4, 6, 8, 15-мӗш ҫуртсем;

Ахазов урамӗнчи 1, 3, 5, 7, 9, 11, 13-мӗш ҫуртсем;

Максим Горький проспктӗнчи 37, 36/1, 38/2, 39, 40/1, 41, 43, 45, 47, 49, 51-мӗш ҫуртсем;

Элкер урамӗнчи 13, 17, 19-мӗш ҫуртсем; ҫав шутра — 117-мӗш ача пахчи;

Игнатьев урамӗнчи 4-мӗш ҫурт.

Унсӑр пуҫне вӗри шыв Ахазов урамӗнчи ача-пӑча пульницинчи педиатри уйрӑмӗнче тата 116-мӗш ача пахчинче ҫук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-217326205_2575
 

Пӑтӑрмахсем
21.rosguard.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
21.rosguard.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр каччӑ кафене кайни пӑтӑрмахпа вӗҫленнӗ.

Пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ирхи пӗр сехетре, пулса иртнӗ. Хулари «Перекресток» суту-илӳ ҫуртӗнчи виҫҫӗмӗш хутра вырнаҫнӑ кафере ҫав каччӑ хӑйне килӗшӳсӗр тытнӑ-мӗн. Вӑл унта канма пынисене тата клубра ӗҫлекенсене кансӗрленӗ. Администраторпа официант ӑна клубра кайма ыйтсан каччӑ вӗсене хӗнесе пӗтернӗ.

Инкек пирки клуб ӗҫченӗсем пакунлӑ йӗрке хуралҫисене пульт пусса систернӗ. Вӗсем пӑтӑрмах вырӑнне васкавлӑн пырса ҫитнӗ.

Ведомствӑлла мар хурал ӗҫченӗсем 21 ҫулти каччӑна полицие илсе кайнӑ. Пакунлисем пӑтӑрмаха тӗпчӗҫ. Халӗ, тен, каччӑ кулянать пулӗ те, чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук тесе ваттисем ахальтен каламан пуль ҫав.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарӑн тӗп архитекторӗн пуканӗ пушаннӑ. Ку должноҫре Сергей Стройков ӗҫленӗ. Вӑл ӗҫрен иртнӗ эрнерех кайнӑ иккен. Анчах ку должноҫ пушанни пирки хула администрацийӗн сайтӗнче халь тин курӑнма тытӑннӑ.

Палӑртса хӑварар: Сергей Стройков ку должноҫе 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче йышӑннӑ. Вӑл тӗп архитекторта унччен те, 2007-2012 ҫулсенче ӗҫленӗ. Ун чухне Шупашкар хулинче Замамья тума тытӑннӑ, хула варринче нумай хутлӑ ҫӳллӗ ҫуртсем курӑнма пуҫланӑ. Тӗслӗхрен, Гайдар урамӗнчи 5-мӗш ҫурт. Вӑл Юханшыв порчӗн планировкине ырлас ҫӗре те хутшӑннӑ. Кайран унта ҫӳллӗ ҫуртсем, Альбатрос тата Ривьера, «ӳссе» ларнӑ.

Шупашкарӑн тӗп архитекторӗ кам пуласси пирки хальлӗхе калама ҫук. Ӑна конкурс ирттерсе суйлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ws/news.htm?shownews=324245
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

«Раҫҫейри ӗҫ» кадрсен центрӗнче «Профессире чи лайӑххи» конкурсӑн регионти тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Шупашкар хулинче ӗҫлекен Екатерина Иванова «Чи лайӑх карьера консультанчӗ» номинацире мала тухнӑ. Халӗ унӑн Чӑваш Ен чысне федераци шайӗнче хӳтӗлемешкӗн хатӗрленмелле.

Чи лайӑх кадрсен центрӗ Етӗрнери центр тесе палӑртнӑ. Ӑна Михаил Чернов ертсе пырать. Ҫурла уйӑхӗнче 10-мӗшӗ валли хатӗрленӗ статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, Етӗрне районӗнче регистрациленӗ 53 ӗҫсӗр ҫын пуҫне вӑтамран пилӗк ваканси лекет.

Палӑртса хӑварар: конкурс «Кадрсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн виҫҫӗмӗш ҫул иртет. Ӑна специалистсен професси ӑсталӑхне ӳстерес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_30755
 

Тӗн

Кӗҫнерникун, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкарти Введени чиркӗвне Спиридон святителӗн ҫӗрмен ӳтне илсе килӗҫ.

Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Корфу утравӗнчен Раҫҫее Спиридон Тримифунтский святителӗн сылтӑм аллине илсе килнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗччен вӑл пирӗн ҫӗршыври 13 хулара пулӗ. Ҫав шутра – Шупашкарта та. Ку православи тӗнне ӗненекен миллион-миллион ҫыншӑн христанлӑхри чи сумлӑ святоя кӗлтумалли май пулӗ.

Питӗ кӑмӑллӑ: святой чи малтан Шупашкара ҫитӗ. Вӑл кӗҫнерникун 9 сехет ҫурӑран пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗччен 15 сехетчен Введени чиркӗвӗнче пулӗ.

Унтан ковчег Хусан хулине ҫул тытӗ, ун хыҫҫӑн ӑна Чулхула облаҫне илсе кайӗҫ. Юлашкинчен Мускав хулине ҫитӗ.

 

Страницӑсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, ... 1143
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй-хал саппасӗ нумай, анчах ӑна ҫӑмӑллӑнах вак-тӗвекленсе пӗтерме пулать. Эрне варринче тавлашусем тухма пултарӗҫ — эсир тӗрӗссине ҫине тӑрса ӗнентермесен те, хӑвӑрӑн позицие лӑпкӑ палӑртӑр.

Юпа, 07

1905
121
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
72
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
40
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть