Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Хулара

Шупашкар хулинчи пӗр хваттерте пулса иртнӗ ку. Ватӑ хӗрарӑм хӑй пурӑнакан хваттерте ӳкнӗ те хӑй тӗллӗн тӑма пултарайман. Алӑка уҫма та тӑрайман, телефон патне пырайман. Мӗн тумалла? Ватӑскер пушмак тӑхӑнма пулӑшакан хатӗре илнӗ те унпа урайне шаккама пуҫланӑ.

Аялти хутра пурӑнакан кӳршӗсем ҫак сасӑсене илтсе тӳрех 112 номерпе шӑнкӑравласа ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Специалистсем хӑвӑрт ҫитнӗ, алӑка уҫнӑ та шала кӗрсе хӗрарӑма тӑма пулӑшнӑ.

Кинемей тухтӑрсене чӗнме килӗшмен. Кӗҫех ун патне тӑванӗсем килнӗ, ӑна лӑплантарса тимлӗхпе ҫупӑрланӑ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пулса иртнӗ пӑтӑрмах ку. 4 ҫулти арҫын ача пысӑк чупа-чупс ҫӑтса ярсан амӑшӗ хӑраса ӳкнипе ҫывӑхри пульницӑна чупса кӗнӗ.

Ку Шупашкарти Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствин поликлиникинчен инҫех мар пулса иртнӗ. Арҫын ача пысӑк чупа-чупс ӗмсе пынӑ. Ӑнсӑртаран вӑл ӑна ҫӑтса янӑ, патакки аллинчех юлнӑ. Амӑшӗн хӑранипе сехри хӑпнӑ.

Поликлиникӑри тухтӑрсем амӑшне те, ывӑлне те лӑплантарнӑ, кайран хирургпа канашланӑ хыҫҫӑн васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Унти тухтӑрсем ачан сывлӑхне тӗрӗсленӗ, йӗркеллех тесе киле янӑ.

 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан Оксана Кузнецова — нумай ачаллӑ амӑшӗ, унӑн виҫӗ ача. Вӑл нумай вӑхӑт «Тӗлӗнтермӗшсен уйӗ» кӑларӑма лекме ӗмӗтленнӗ. Ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ! Кӗҫех ӑна Леонид Якубович студие чӗннӗ. Оксана каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫакӑ чӑн пулнине юлашки самантчен ӗненмен.

Вӑйӑра ӑна ӑннӑ: Оксана виҫҫӗмӗш турта вылянӑ. Вӗсене ҫапларах ыйту лекнӗ: малтан сунарҫӑсем кашкӑр амине ҫурисемпе мӗнле чӗннӗ? Пирӗн ентеш тупсӑмне пӗлнӗ, «гнездарка» сӑмаха каланӑ.

Леонид Якубович патне вӑл пушӑ алӑпа килмен — чӑваш дизайнерӗн футболкине парнеленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл студирен хӑйӗн ачисене салам янӑ.

Финалта тепӗр ҫынна ӑннӑ. Анчах Оксана ҫавах кӑмӑллӑ юлнӑ: вӑл килне ҫутӑ кӑмӑлпа таврӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31594
 

Хулара
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн

Шупашкар хулинче 77 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем пулӑшу ыйтаҫҫӗ.

Елена Сергеевна Петрова авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та каялла таврӑнман. Вӑл ӑҫталла ҫул тытнине тӑванӗсем пӗлмеҫҫӗ. Хӗрарӑм 160 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ тӗслӗ, куҫӗсем хӑмӑр. Ҫав кун вӑл хӑмӑр плащ, хура пушмак, ҫутӑ кӑвак тӗслӗ беретка тӑхӑннӑ пулнӑ.

Ҫак хӗрарӑма курнӑ е ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89530166192 – Екатерина (Астра) е 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре шӑнкӑрав тӳлевсӗр).

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Ыран, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкар округӗнчи Хыркасси ялӗ патӗнчи «Ивушка» питомникре кабачок уявне ирттерӗҫ. Ку мероприяти – 6 ҫултан аслӑраххисем валли. Уяв 10 сехетре пуҫланӗ.

Шупашкар хулинчен ҫитме меллӗ пултӑр тесе тӳлевсӗр трансфер яраҫҫӗ. Анчах унта лекес тесен маларах 222-420 телефон номерӗпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.

Уява пахча-ҫимӗҫпе ылмашӑнас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал кабачок, кавӑн е панулми ӑнса пулчӗ тӗк пӗрле илсе пырӑр – питомник куншӑн бонуссем парӗ.

Уявра хӑнасем кабачок вӑлчине тутанса курма, ӑсталӑх класӗсене хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ярмӑрккӑсем, халӑх вӑййисем пулӗҫ. Паллах, уяв юрӑ-ташӑсӑр та иртмӗ.

Аса илтерер: кӑҫал ҫулла ку питомникре Ҫырла фестивалӗ иртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31514
 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри пӗр студент хӑйӗн банк карттисене ют ҫынсене панӑ.

Республикӑри вӗренӳ заведенийӗсенчен пӗринче ӑс пухакан 19 ҫулти каччӑ банк карттисене ют ҫынсене 8500 тенкӗпе сутса янӑ.

Асӑннӑ карттӑсем пулӑшнипе ултавҫӑсем Чулхула арҫыннине 2 миллион тенкӗлӗх улталанӑ.

Пуҫиле шырав ӗҫӗн ӗҫченӗсем банк карттисен хуҫине, Чӑваш Енри студента, тупса палӑртнӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 187-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку вӑл укҫана саккуна пӑсса куҫарнишӗн тенине пӗлтерет.

Шупашкарти каччӑна 3 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ. Пӗр енчен, пӗчӗк ача та мар пек, банк карттине ҫынна сутса лармалла маррине ӑнланмалла пек. Ун пирки йӗрке хуралҫисем те час-часах асӑрхаттараҫҫӗ.

 

Спорт
Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри Артем Вершинин биатлонист Ӗпхӳре Раҫҫейӗн первенствинче палӑрнӑ. Унта вӑл роллер ӑмӑртӑвӗнче 12,5 километра чупса, пӑшалтан тӑватӑ хутчен персе бронза медаль ҫӗнсе илнӗ. Ку енӗпе ӑмӑрту ӗнер, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, иртнӗ.

Артём Вершинин ӑмӑртура бронза медаль ҫӗнсе илнӗ. Ылтӑн медале Пушкӑртстанри Максим Аптыкаев ҫӗнсе илнӗ, кӗмӗле – Смоленск облаҫӗнчи Владислав Ольховиков.

Спортсмен Вячеслав Акимов тата Михаил Ефимов тренер-преподавательсем патӗнче пултарулӑхне туптать.

Аса илтерер: ҫак уйӑхра пирӗн патра, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарта, ҫуллахи биатлон енӗпе Раҫҫейӗн чемпионачӗ иртрӗ. Сӑмах май каласан, Чӑваш Енӗн биатлон командинче ытти регионтан килнӗ спортсменсем те пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-180157443_3176
 

Хулара

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри шыравпа ҫӑлакан службине хыпар ҫитнӗ: Шупашкар хулинчи Богдан Хмельницкий урамӗнчи 119-мӗш «а» ҫурт патӗнче арҫын ача трансформатор будки ҫине хӑпарса кайнӑ та анаймасть.

Служба пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ача будка ҫине мечӗк илме хӑпарнӑ, анчах каялла хӑй тӗллӗн анма пултарайман. Лару-тӑру питӗ хӑрушӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен юнашар ҫӳллӗ напряжениллӗ объектсем вырнаҫнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем тӳрех вырӑна ҫитнӗ те ачана ҫӳллӗшрен асӑрханса антарнӑ. Телее, арҫын ача суранланман.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинче Ленин Комсомолӗн урамӗнче «зебра» ҫинче хӗрарӑмпа хӗрачана таптаса кайнӑ автокран водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Руль умӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын ларнӑ. Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫул-йӗр ҫинчи йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа 36 хутчен явап тыттарнӑ. Ытларахӑшӗ – пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳренӗшӗн.

Аса илтерер: инкек ӗнер, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 10:15 сехетре Ленин Комсомолӗн урамӗнче пулнӑ. 41 ҫулти хӗрарӑм хӗрачапа пӗрле «зебра» урлӑ каҫнӑ, унта светофор ҫук. Ҫав вӑхӑтра вӗсем ҫине автокран пырса кӗнӗ. Водитель таптаса кайсан кӑна чарӑннӑ.

Хӗрача тӗлӗнмелле майпа чӗрӗ юлнӑ, ӑна тухтӑрсем вырӑнта пулӑшу панӑ, пульницӑна илсе кайман. Хӗрарӑм вара вӑйлӑ суранланнӑ, вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличченех вилнӗ.

 

Республикӑра
Яндекс Карты сайтри сӑн
Яндекс Карты сайтри сӑн

Республикӑри 18 шкулпа ача пахчи 500-шер пин тенкӗлӗх грант илнӗ

Правительство председателӗ Сергей Артамонов авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хушӑва алӑ пуснӑ.

ЧР Министрсен Кабинечӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, грантсен пӗтӗмӗшле виҫи — 9 млн тенкӗ. Вӗсене ҫӗнӗ методикӑсем, проектсем кӗртнӗ тата вӗренӳ ӗҫӗнче пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ 18 учреждение параҫҫӗ.

4,5 млн тенке Шупашкар хули тивӗҫнӗ. Укҫана Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗ, 3-мӗш лицей, 4-мӗш гимнази, 6-мӗш, 49-мӗш, 78-мӗш, 125-мӗш, 204-мӗш, 208-мӗш ача пахчисен хушшинче валеҫӗҫ.

1 млн тенкӗ Ҫӗнӗ Шупашкара яраҫҫӗ: 5-мӗш ача пахчине тата 11-мӗш шкула.

Улатӑрти 6-мӗш гимназие, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкула, Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртамри 1-мӗш вӑтам шкула, Канашри 17-мӗш ача пахчине, Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Атнар вӑтам шкулне, Ҫӗрпӳ округӗнчи 6-мӗш ача пахчине тата Ҫӗмӗрлери 1-мӗш ача пахчине 500 пиншер тенкӗ параҫҫӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 1143
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй-хал саппасӗ нумай, анчах ӑна ҫӑмӑллӑнах вак-тӗвекленсе пӗтерме пулать. Эрне варринче тавлашусем тухма пултарӗҫ — эсир тӗрӗссине ҫине тӑрса ӗнентермесен те, хӑвӑрӑн позицие лӑпкӑ палӑртӑр.

Юпа, 07

1905
121
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
72
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
40
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть