
Шупашкарта пурӑнакан Фроловсем ылтӑн туйӗнче наци тумне тӑхӑннӑ.
Мӑшӑр 1975 ҫулта пӗрлешнӗ, ҫак таранччен ҫемье ӑшшине упраса хӑварнӑ. Вӗсем паянхи кун та общество ӗҫӗсене хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Екатерина Сильвестровна пир-авӑр комбинатӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ, халӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем валли нуски ҫыхать. Николай Николаевич — ӗҫ ветеранӗ, Трактор заводӗнче токарьте 43 ҫул ӗҫленӗ.
Ылтӑн туй кунӗнче мӑшӑр, 50 ҫул каяллахи пекех, пӗр-пӗрне ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑ.

Шупашкарти 15-ри арҫын ача шкулта кӑна вӗренет-ха, анчах вӑл халех юрӑ-кӗвӗ ҫырма хӑнӑхнӑ, вӗсене BLOODTHXRN псевдонимпа хатӗрлет.
Алексей Егоров электронлӑ музыкӑпа 14-ра чухне кӑсӑкланма тытӑннӑ. Компьютерпа тата интернетпа усӑ курса трексем хатӗрлеме вӗреннӗ. Унӑн юррисене уйӑхра 2 миллион ҫын итлет. «Яндекс. Музыка» вара ӑна платина дискпа чысланӑ.
Унӑн трекӗсем «Тик-Тока» та лекнӗ. Вӗсемпе 13 пин ҫын видео ӳкернӗ.

Шупашкар хула администрацийӗ Граждан урамӗнчи 92-мӗш ҫуртри муниципалл а пӗр хваттерте пурӑнакан арҫынна хваттертен кӑларса яма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ.
Хваттерте пурӑнакан арҫын хваттере йӑлари тӗрлӗ каяшпа тултарса лартнӑ, унта тирпейсӗр пулнӑ, обойсем ҫӗтелсе пӗтнӗ, таракансем ӗрчесе кайнӑ. Аялти хутра пурӑнакан кӳршисем те ӑна пула шар курнӑ — ун хваттерӗнчен юхса тухнӑ шыв вӗсене сиен кӳнӗ.
Арҫынна шавланӑшӑн, кӳршисене лӑпкӑ пурӑнма кансӗрленӗшӗн пурӗ 320 хутчен административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ҫынсене вӑл вӗлерессипе хӑратнӑ, хваттерӗнче ют ҫӗршыв ҫыннисене регистрациленӗ.
Унта регистрациленне амӑшӗпе хӗре унта пурӑнайман. Ӗҫме юратакан арҫын пррехинче хӗре картлашка ҫинчен сирпӗнтерсе антарса янӑ, пуҫӗпе стенана ҫапнӑ.

Чӑваш Ене РФ ял хуҫалӑх министрӗ Оксана Лут килнӗ. Вӑл пирӗн патра пӗрре мар пулна-ха, анчах министр пек – пӗрремӗш хут.
Оксана Николаевна паян Шупашкарти «Пехет» агромаркета уҫнӑ ҫӗре хутшӑнать. Ҫавӑн пекех вӑл темиҫе агропромышленноҫ комплексне ҫитсе курӗ, инновацисене пурнӑҫа кӗртес ыйтусене сӳтсе явӗ.
Оксана Лут РФ ял хуҫалӑх министрӗнче 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнченпе ӗҫлет. Унччен вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.

Атӑлта ҫӑлавҫӑсем путакан 27 ҫулти арҫынна ҫӑлнӑ.
Утӑн 15-мӗшӗнче 18:10 сехетре ҫӑлавҫӑсем Даниил Бильтяев тата Никита Козлов катерпа Атӑлта рейд ирттернӗ, шыва кӗме юраман вырӑнсене тӗрӗсленӗ.
Тӗп пляжран 200 метр аяккарах вӗсем путакан ҫынна асӑрханӑ. Малтан ӑна ҫӑлав ҫаврашки парса пулӑшма хӑтланнӑ. Анчах арҫын шыв айне кайнӑ. Бильтяев шыва чӑмса арҫынна тупнӑ, Козловпа иккӗшӗ ӑна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ та тухтӑрсен аллине панӑ.

Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайонта «Хальхи тата иртни» мурала ӳкерсе пӗтернӗпе пӗрех. Ӑна «ФормАРТ» фестивале хутшӑнакан Яна Ежова ӳкерет.
Мурал Хӗвеллӗ бульварти 12-мӗш ҫурт стени ҫинче пулӗ. Яна ӑна пӗр эрне каялла ӳкерме тытӑннӑ. Халӗ ҫӳлти фона туса пӗтересси кӑна юлнӑ.
Палӑртмалла: Яна Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ӗҫлет, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче магистратурӑра вӗрент.

Шупашкарта пурӑнакан Фроловсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 50 ҫул ҫитнине уявланӑ. Мероприяти хулари Калинин районӗнчи ЗАГС пайӗнче иртнӗ.
Екатерины Сильвестровна тата Николай Николаевич тахҫанах тивӗҫлӗ канура пулин те лара-тӑра пӗлмеҫҫӗ. Кил хуҫи «Нарспи» тата «Калинушка» ансамбльсенче юрлать, Екатерина Сильвестровна ал ӗҫӗпе аппаланать. Вал хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрет, унта ал ӗҫӗпе аппаланать, физкультура занятийӗсене хутшӑнать.
Телейлӗ мӑшӑра саламлама хӑйсем унччен ӗҫленӗ Трактор заводӗнчен, хулари Клуб тытӑмӗнчен, Комплекслӑ центртан пырса ҫитнӗ. Унсӑр пуҫне тӑванӗсемпе тусӗсем пуҫтарӑннӑ.

Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗршывӗпех Фольклор кунӗ иртӗ. Ҫавна май Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ «Манӑҫми аваллӑх» республикӑри фольклор уявӗ иртӗ.
Уява Йӗпреҫ этнографи музейӗнче йӗркелӗҫ. Унта тӗрлӗ фольклор коллективӗсене ҫӳрекен 107 ҫын хутшӑнмалла. Унта хутшӑнакансен йышӗнче «Хӑват» фольклор коллективӗ, «Шӑнкӑрма», «Шевле», «Шокӑль», «Тарават», «Пучинке хунавӗсем» фольклор ансамблӗсем, «Янрав» ансамбль тата ыттисем.

Тинех! «Пехет» агромаркет ку эрнекун уҫӑлӗ. Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче 12 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ вӑл. Юрӑҫсем концерт кӑтартӗҫ, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ, парнесем выляттарӗҫ, ҫавӑн пекех ачасем валли анимаци пулӗ.
Аса илтерер: агромаркетра 4 апатлану вырӑнӗ, 8 павильон, фермерсем валли 76 вырӑн пулӗҫ.

Шупашкар хулине ҫутӑпа тивӗҫтерме кӑҫал хыснаран 17 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ.
Вӑл укҫа пурӗ 47 картишне ҫутатма тухса кайӗ. Ун валли пурӗ 169 юпа лартмалла, 284 светильник вырнаҫтармалла, пӑралука 5 километр ытла хумалла.
Ӗҫе подрядчик пулса «ВолгаРемСтрой» тата «Горсвет» предприятисем пурнӑҫлӗҫ. Палӑртнине вӗсен кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.
