
Темиҫе ҫул каялла республикӑра Сосновский пултӑранӗпе кӗрешме тытӑннӑ. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнченпе унпа Шупашкарта та кӗрешме пуҫлӗҫ. Ҫапла йышӑннӑ хула пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов.
Ҫурла-чӳк уйӑхӗсенче хулари территорисене пӑхса тухӗҫ, ӑҫта ҫак наркӑмӑшлӑ пултӑран ӳснине тупса палӑртӗҫ. Кайран вӗсене механика тата хими мелӗсемпе тӗп тӑвӗҫ.
Кунсӑр пуҫне хулара ҫӗр участокӗпе усӑ куракансене те Сосновский пултӑранне тӗп тӑвас ҫӗре явӑҫтарӗҫ.

ЧР строительство министрӗ пулнӑ Александр Героева «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» хисеплӗ ят панӑ. Халӗ вӑл «Строительство управленийӗ-29» тулли мар яваплӑ обществӑн тӗп директорӗ.
48 ҫулти Александр Героев ЧР Строительство министерствине 2020 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗччен ертсе пынӑ. Унччен вӑл Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайона тӑвакан «Иско-Ч» компанин тӗп директорӗ пулнӑ. Министр должноҫӗнчен вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.
Ун хыҫҫӑн строительство министрӗ Павел Данилов, Михаил Коледа пулнӑ, халӗ — Владимир Максимов.

Чӑваш Енри маршруткӑран тухса ӳкнӗшӗн 500 пин тенкӗ шыраса илнӗ. Ку пӑтӑрмах 2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче пулнӑ.
Хӗрарӑм 325-мӗш маршруткӑна ларма тӑнӑ. Анчах ҫав вӑхӑтра водитель хускалса кайнӑ, алӑка вара хупман.
Ҫавна пула хӗрарӑм маршруткӑран тухса ӳкнӗ те пӗҫӗ шӑммине хуҫнӑ. Унӑн виҫӗ больницӑра выртма тивнӗ. Кайран ӑна операци те тума тивнӗ.
Хӗрарӑм перевозчикран 1 млн тенкӗ шыраса илесшӗн пулнӑ. Анчах суд хака чакарнӑ, 500 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.

Шупашкарта тепӗр мурал ӳкернӗ. Вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнче пулӗ
Ҫурт ҫине Совет Союзӗн Паттӑрне Алексанр Боголюбова сӑнланӑ. Вӑл Граждан вӑрҫине тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ мурала Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗ тӗле уҫма палӑртнӑ.

Шупашкарти Ҫветтуй Троица арҫынсен мӑнастирӗнче Африкӑри семинаристсем практикӑра пулнӑ.
Вӗсем Чӑваш Енри тӗрлӗ храмра пулса курнӑ. Ҫавӑн пекех мӑнастирти ӗҫ-хӗле хутшӑннӑ: территорире ӗҫленӗ, чечексемпе газонсене шӑварнӑ.
Ют ҫӗршывран килнӗ хӑнасене Атӑл тӑрӑх уҫӑлма та илсе кайнӑ. Паруслӑ карап ҫинче вӗсем хӗвел аннине сӑнанӑ.

Шупашкарта пурӑнакансем Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ чӗрчуна асӑрханӑ.
Вӑрман урамӗнче ҫуртсен умӗнчи йывӑҫ ҫинче ҫӳлевӗҫ ларнӑ. Ҫынсем ӑна курсан видео, сӑн ӳкернӗ. Кайран, вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫӳлевӗҫ йывӑҫ ҫинчен анса тарнӑ.
Сӑмах май, республикӑра хальхи вӑхӑтра 22 ҫӳлевӗҫ шутланать.

Ҫӗнӗ Шупашкарта 53 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ.
Арҫын ӑҫтине 10 кун ӗнтӗ пӗлмеҫҫӗ. Виктор Самаркин — Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑннӑ. Вӑл ута уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫухалнӑ.
Арҫын 162 сантиметр ҫӳллӗш, ватам- пӳ-силлӗ, хура ҫӳҫӗ кӑштах кӑвакарма пуҫланӑ, куҫе хӑмӑр. Вӑл ҫутӑ кӑвак футболкӑпа, хура шӑлаварпа, хура тапочкипе пулнӑ.

Чӑваш Енри учительсем премие тивӗҫнӗ. Телейлисен йышне 11 ҫын кӗнӗ.
Республика Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Куславккари 3-мӗш шкулта ӗҫлекен Алевтина Алексеева 150 пин тенке тивӗҫнӗ. Вӑл кӑҫал «Чӑваш Енри ҫулталӑкри учитель» конкурсра ҫӗнтернӗ. Шупашкарти 3-мӗш садикре вӑй хуракан Дарья Жгарь – «Чӑваш Енри ҫулталӑкри воспитатель». Вӑл 100 пин тенке тивӗҫнӗ.
Ыттисене 50 пин тенкӗ парӗҫ. Вӗсем – Юлия Дельян (Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкул), Яна Молодцова (Шупашкарти 55-мӗш шкул), Татьяна Анилина (Куславкка округӗнчи Тӗрлемесри шкул), Ксения Коллэ (Шупашкарти 1-мӗш гимнази), Ирина Петрова (Йӗпреҫри интернат шкул), Наталья Прагуськина (Шупашкарти хавшак ачасен 2-мӗш шкулӗ), Игорь Ятмаскин (Шупашкарти 62-мӗш шкул), Татьяна Гаранина (Ҫӗнӗ Шупашкарти 44-мӗш ача сачӗ), Ираида Матьянова (Шупашкарти хавшак ачасен 2-мӗш шкулӗ).

Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр арҫынна паспорт туса панӑ. Документа туса пама хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем нумай тӑрӑшнӑ.
«Паспорт туса пама пӗртте ҫӑмӑл мар, анчах йывӑрлӑхри ҫынна пулӑшмаллах», - тет центрти социаллӑ консультаци пайӗн заведующийӗ Зинаида Николаева.
Арҫынна пулӑшу кирлине вӑл Хулари 1-мӗш клиника больницине лексен пӗлнӗ. Патшалӑх пошлинине тӳлеме социаллӑ центр чиркӳрен пулӑшу ыйтнӑ. Документпа ҫыхӑннӑ ӗҫе тума полицин 2-мӗш пайӗн миграци пайӗн специалисчӗсем пулӑшнӑ. Халӗ арҫын паспортлӑ пулса тӑнӑ.

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан тепӗр троллейбус маршрутне уҫма тӳре-шара унчченех шантарнӑччӗ. Ку хӑҫан пуласси паллӑ: 60-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса ҫурлан 1-мӗшӗнче ҫула кӑларӗҫ.
Троллейбус Шупашкарти «Университет» микрорайона ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗпе кайса Ҫӗнӗ Шупашкарти Химтехникумпа ҫыхӑнтарӗ. Маршрут ҫине 20 транспорт кӑларӗҫ.
Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче 61-мӗш тата 62-мӗш трроллейбуссем ҫӳреҫҫӗ.
