
Шупашкарта ҫак эрнере С.М. Ислюков палӑкне уҫӗҫ. Кун пирки Шупашкар пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов пӗлтернӗ.
Палӑка раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, 10 сехетре уҫӗҫ. С.М. Ислюков скверӗнче малтан чечек хурӗҫ, унтан палӑк уҫӗҫ.
Семен Ислюков — паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ. Ун ячӗпе палӑк лартас сӑмаха 2021 ҫултах хускатнӑ. Анчах ку ӗҫе халӗ ҫеҫ пуҫӑннӑ. Монумент «Волжский-2» ятлӑ скверта пулӗ.

Паян Шупашкартан Мускава вӗҫекен «Победа» самолет инкек сиксе тухни пирки сигнал панӑ хыҫҫӑн Шереметьево аэропортӗнче авариллӗ майпа анса ларнӑ. Телее, 11:56 сехетре ӑнӑҫлӑ анса ларнӑ, никам та аманман.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, Boeing 737 (DP 6808 рейс) самолетӑн малти стойки юсавсӑр пулнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан икӗ ҫын ячӗпе ултавҫӑсем пӗчӗк кредит илнӗ.
56 ҫулти арҫын парӑм пирки хӑйӗн патне микрофинанс организацийӗнчен ҫыру ҫитсен ҫеҫ пӗлнӗ. Унта ӑна 14,5 пин тенкӗ парӑма тӳлесе татма ыйтнӑ. Арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл кивҫен илмен. 58 ҫулти хӗрарӑма вара 11 пин тенкӗ парӑма тӳлесе татма ыйтнӑ.
Халӗ ку тӗслӗхсемпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Пакунлисем ултавҫӑсене тупса палӑртасшӑн.

Шупашкарти предприятисенчен пӗринче ӗҫлекен 48 ҫулти хӗрарам ултавҫӑсемпе явӑҫса кайнӑ та пӑтӑрмахран йӗрке хуралҫисем тытса чарма тӑрсан та итлемен.
Телефонпа шӑнкӑравланӑ палламан ҫынсене вӑл СНИЛС тата ИНН номерне каланӑ. Унтан вӑл ултавҫӑсемпе 3 эрне телефонпа калаҫса пурӑннӑ. Лешсем малтан ӑна патшалӑх укҫа парать тесе хавхалантарнӑ, кайран ун ячӗпе 2 миллион тенкӗ кредит илсе Украинӑна куҫарса ярасшӑн тесе хӑратнӑ.
Хӗрарӑм чӑннипех те кредит та илнӗ, хӑйӗн мӗнпур укҫине те ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе 8,5 миллион тенкӗ.
Хӗрарӑма банк ӗҫченӗсем те, йӗрке хуралҫисем те чарас тенӗ, вӑл никама та итлемен, хӑйӗн пекех тунӑ. Тӗрӗсрех каласан, пач палламан ҫынсене ӗненнӗ.

Шупашкарти Денис Иванов AI-фильмсен Прагӑра иртнӗ фестивалӗнче ҫӗнтернӗ.
Алексей Радченко журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Денис Иванов калаҫтаракан, шӑв-шав ҫӗклекен реклама роликӗсем ӳкерме ӑста. Вӑл «Интеллектуальный фильм» студие ертсе пырать. Студи чылай ҫул актерсене явӑҫтарса кӑткӑс постановкӑсемлӗ кино ӳкернӗ. Кун валли профессилле оборудованипе усӑ курнӑ.
Нумаях пулмасть Денис Прагӑра иртнӗ пӗтӗм тӗнчери «CIAIFF» фестивальте ҫӗнтернӗ. Шупашкар арҫыннин «Generate» ӗҫӗ «Чи лайӑх камит» номинацире парнене тивӗҫнӗ. Ку фильм — кӗске метрлӑ нейрокино. Ӑна искусство интеллекчӗпе усӑ курса хатӗрленӗ.
38 ҫулти Денис Иванов — режиссёр, сценарист тата «Sifkino» видеостудие йӗркелекенӗ. ЧПУра экономика енӗпе аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн пурнӑҫне пачах урӑх енӗпе, режиссурӑпа, ҫыхӑнтарнӑ. Видеопроизводствӑра 2016 ҫултанпа тӑрӑшать.

Шупашкарти арҫын машина туянма тӑрсан ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. Ҫапла вӑл 1,5 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Арҫын машина сутни пирки интернетра пӗлтерӳ тупнӑ та сутуҫипе ҫыхӑннӑ. Хайхискер унпа машинӑна мӗнле туянасси пирки калаҫнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын ӑна машинӑн ҫур хакне куҫарса панӑ та «тимӗр урхамаха» кӗтме пуҫланӑ. Анчах «сутуҫӑ» каллех укҫа ыйтма тытӑннӑ — машинӑна илсе килессипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсем сиксе тухнӑ иккен.
Арҫын машинӑна кӗтсе илеймен. Вӑл полицие кайнӑ.

Килес ҫултан пуйӑспа ҫуреме каллех хакланӗ. Хула ҫумӗнчи чукуе ҫул транспорчӗпе ҫула тухакансен ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн хальхинчен 5,1 процент ытларах кӑларса хума тивӗ.
Паянхи куна илсен Шупашкартан Канаша ҫитме 424 тенкӗ тӳлемелле пулсан килес ҫул 446 тенкӗ пулӗ.
Хусантан Чулхулана ҫӳрекен электричкӑра ҫул укҫи кашни километршӑн 4 тенкӗ те 7 пус тӳлеме тивӗ, халӗ 4 тенкӗ те 52 пус пулнӑ.

Чӑваш транспорт управленийӗ 61-мӗш тата 62-мӗш троллейбуссене «Звениговский» аш-какай комбиначӗ патне ҫити ҫӳретме килӗшмен. Асӑннӑ комбинат Ҫӗнӗ Шупашкарти промзонӑра вырнаҫнӑ.
Тӗрӗслемелле мелпе унта троллейбуссем ярса пӑхнӑ, анчах халӑх сахал ҫӳренӗрен парахӑҫлас тенӗ. Ҫитменнине тата предприяти рабочисене хӑйӗн транспорчӗпе турттарать.
Ҫапла вара 61-мӗш троллейбус Шупашкарти Гладков урамӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарти Иваново микрорайонне ҫитет, ь62-мӗш маршрут — Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ завод патӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарти Иваново микрорайон патне ҫити.

Шупашкарти «Кӑнтӑр» культура ҫуртне тӗпрен юсама палӑртнӑ. Проекчӗ патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Стенасене, фасадне, тӑррине ҫӗнетӗҫ, инженери тытӑмне улӑштарӗҫ тата ытти ӗҫе пурнӑҫлӗҫ.
Палӑртмалла: «Кӑнтӑр» культура ҫуртне 1962 ҫулта туса лартнӑ. Малтан вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри куҫ курманнисен обществин республикӑри управленийӗн культура ҫурчӗ пулнӑ. 1997 ҫулхи раштавра ӑна «Кӑнтӑр» культура ҫурчӗ» ят панӑ. 2011 ҫулхи акан 1-мӗшӗнчен вӑл Шупашкарти тӗп клуб тытӑмне кӗнӗ.

Шупашкар хулинче пурӑнакан вӑйпитти арҫын, ӳсӗрскер, фельдшера тапӑннӑ.
Пӑтӑрмах раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине пулса иртнӗ. 35 ҫулти арҫынпа пӗрле пурӑнакан хӗрарӑм ӳсӗр арҫынна япӑх пулса кайнӑран тухтӑрсене чӗнсе илнӗ. Васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем ӑна тӑна кӗме пулӑшнӑ хыҫҫӑн хайхискер ҫӗҫӗ ярса илсе 39 ҫулти фельдшера вӗлерессипе хӑратма пуҫланӑ. Бригадӑн пӗр пайӗ балкон ҫине тухса тарнӑ, хӗрарӑм-тухтӑр подъезда тухса тарса йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ.
Усал арҫын тӗлӗшпе халӗ ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
