Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Хулара

Ҫак кунсенче Шупашкартан Новосибирска самолет вӗҫме тытӑннӑ. S7 Airlines авиакомпани пӗрремӗш рейса пурнӑҫланӑ.

Новосибирскран Шупашкара килнӗ пассажирсене чӑвашсен йӑли-йӗркипе кӗтсе илнӗ. Пӗрремӗш кунхинех Шупашкартан Новосибирска 60 ҫын вӗҫнӗ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак рейс ҫынсене Раҫҫейӗн хӗвелтухӑҫ пайне ҫӑмӑллӑнах ҫитме май парать.

 

Республикӑра

Кӑҫал «Шупашкар – Канаш» маршрутпа ретро-пуйӑс ярасшӑн. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.

Ҫакна региона туристсене илӗртес тӗллевпе тӑваҫҫӗ. Ретро-пуйӑс «пуҫӗнче» пӑспа ӗҫлекен Л сериллӗ локомотив пулӗ, ӑна «Лебедянка» тесен пӗлеҫҫӗ. Вакунсем XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи евӗр пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне проводниксем те ҫав тапхӑрти костюмсене тӑхӑнӗҫ.

Рейссене ҫак тапхӑрсенче пурнӑҫлама палӑртнӑ: ҫӗртмен 17-21-мӗшӗсенче тата 24-28-мӗшӗсенче, ҫурлан 12-16-мӗшӗсенче тата 19-23-мӗшӗсенче, авӑнӑн 9-13-мӗшӗсенче тата 16-20-мӗшӗсенче, раштавӑн 23-27-мӗшӗсенче.

 

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти Рспублика тӳремӗнче вырнаҫтарнӑ тӗп ёлка Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей ёлкисем» конкурса хутшӑнать.

Конкурс раштавӑн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Кӑҫал Шупашкарти тӗп ёлка ҫине 500 тетте ҫакнӑ, вӗсенчен 70-шӗ ҫутатать.

Шупашкарти ёлкӑшӑн кӑрлачӑн 9-13-мӗшӗсенче сасӑлама май пур. Ҫак каҫӑ ҫине кӑна пусмалла: vk.com/art.goroda_rossii. Пирӗн ёлкӑна ҫӗнтерме пулӑшӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян Шупашкарта «Овас» суту-илӳ ҫуртӗнче пушар пулнӑ. Унта пӗрремӗш хутра вырнаҫнӑ сӗтел-пукан салонӗ ҫунма тытӑннӑ.

Пушар ирхи 9 сехетре тухнӑ. Ултӑ ҫын урама хӑйсем тӗллӗн тухайман, вӗсене ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ.

Ҫулӑм 200 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Пушара 14 техника, 50 ҫӑлавҫӑ сӳнтернӗ. Телее, никам та шар курман.

 

Хулара
Станислав Трофимовӑн архивӗнчи сӑн
Станислав Трофимовӑн архивӗнчи сӑн

Паян Шупашкарта ӑшӑ сечӗсем ҫинче икӗ авари пулнӑ. Кун пирки хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.

Аварисем Пролетари урамӗнче тата Мир проспектӗнче пулнӑ. Пролетари урамӗнче специалистсем тӳрех ӗҫе пуҫӑннӑ. Мир проспектӗнче вара авари хӑш вырӑнта пулнине ҫийӗнчех тупса палӑртайман.

 

Культура
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри калем ӑстисем кӑҫал та литература ёлкине пуҫтарӑнӗҫ. Вӑл Шупашкарти Хусанкай урамӗнче вырнаҫнӑ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 11 сехетре пуҫланӗ.

Кун пек ёлкӑна пирӗн республикӑра кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Унта поэтсем, писательсем, музыкантсем пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем иртсе кайнӑ ҫула пӗтӗмлетӗҫ, кӑҫалхи плансене палӑртӗҫ, сӑвӑсем вулӗҫ, юрӑсем юрлӗҫ.

 

Раҫҫейре
t.me/Chuv_today каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/Chuv_today каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти Дарья Васильева тата Лев Воскресенский Раҫҫейри ҫарпа истори обществин председеателӗпе Владимир Мединскийпе тӗл пулнӑ.

Мускавра пулнӑ ҫав ачасем Шупашкарти 65-мӗш вӑтам шкулти шахмат шкулне ҫӳреҫҫӗ иккен. Вӗсем ҫӗршыври чи лайӑх ҫамрӑк шахматистсен йышне кӗнӗ май Ҫар формин музейӗнче пулса курнӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем Шахмат музейӗпе паллашнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Chuv_today/18959
 

Раҫҫейре

Шупашкар «Раҫҫей хули. Наци суйлавӗ» конкурсӑн виҫӗ хут ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ! Вӑл сасӑлавра 2013 тата 2019 ҫулсенче те ҫӗнтернӗ.

Хапльхинче сасӑлав ӗнер, раштавӑн 31-мӗшӗнче, 12:00 сехетре вӗҫленнӗ. Шупашкар хули 181 пин ытла сасӑ пухса 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Нальчик хули, виҫҫӗмӗш вырӑна вара Курск хули йышӑннӑ. Тӑваттӑмеш йӗркере — Иваново хули.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheboksary_smi
 

Республикӑра
cap.pu сӑнӳкерчӗкӗ
cap.pu сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри муниципалитетсенче те Ҫӗнӗ ҫулта фейерверк яма чарасшӑн. Ҫакӑн пек сӗннӗ республика Элтеперӗ Олег Николаев.

«Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр тата Етӗрне тӑрӑхӗсенче раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗччен пушара хирӗҫ кӗрешмелли ятарлӑ режим йышӑннӑ. Ытти муниципалитета та вӗсенчен тӗслӗх илме сӗнетӗп», — тенӗ Элтепер.

Асӑннӑ хуласемпе районсенче ҫав вӑхӑтра пиротехникӑпа та усӑ курма чарнӑ.

 

Хулара
«Грани» хаҫат сайтӗнчи сӑн
«Грани» хаҫат сайтӗнчи сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта та Хӗл Мучин резиденцийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл ачасене ӗнертенпе йышӑнать.

Резиденци Тӗкӗрҫ рашчинче вырнаҫнӑ. Вӑл раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен 11 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен ӗҫлет. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ачасене 14:00-18:00 сехетсенче йышӑнать. Кӑрлач уйӑхӗн 2-11-мӗшӗсенче вара 11 сехетре уҫӑлать те 18 сехетчен ӗҫлет.

Аса илтерер: Шупашкарта та Хӗл Мучи резиденцийӗ ӗҫлет. Вӑл кӳлмекре вырнаҫнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, [17], 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, ... 1098
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере стандартлӑ мар лару-тӑру пулма пултарать, вӑл кулленхи ӗҫсен юхӑмне ҫавӑрса хурӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пуҫанатӑр тӑк тимлӗ пулӑр — хӑйсен шанчӑклӑхне пӗрре мар ӗнентернӗ ҫынсене ҫеҫ шанмалла. Харпӑр пурнӑҫ ӑшӑлӑхпа савӑнтарӗ: ҫывӑх ҫыннӑрсем тӗрев туйӑмне парнелӗҫ.

Ака, 05

1961
65
Чӑваш Республикин ҫамрӑк строителӗсен слёчӗ (ака, 5-6) пуҫланнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем