Акатуй уявӗсем районсемпе ялсен шайӗнче кӑна мар, шкулсенче те иртеҫҫӗ. Нумай пулмасть, ав, Акатуй уявне Пушкӑртстанри Пелепей хулинче вырнаҫнӑ чӑваш гимназинче ирттерчӗҫ.
Ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче иртрӗ Акатуй. Унта пӗрремӗш класра пӗлӳ пухакансенчен пуҫласа директор таранах хутшӑнчӗҫ. Вӑйӑсемпе ӑмӑртусенче тупӑшрӗҫ, юрӑпа ташӑ пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Пӗлӗве тӗрӗслеме те манмарӗҫ — экологипе историе епле пӗлнипе ӑмӑртрӗҫ.
Чи матуррисем, чи хастаррисем вара парнелле пулчӗҫ — вӗсене пылак ҫимӗҫ лекрӗ.
Пелепей хулинчи чӑваш гимназире 2011-12 вӗренӳ ҫулӗ ҫапла вӗҫленчӗ. Чӑн та маттурсем!
Никита Яковлевич Бичурин (Иакинф) Китайпа Монголи Хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗсене тӗпчекен пӗрремӗш ӑсчах пулнине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Вӑл 1777 ҫулта Шупашкар районӗнчи Типнер ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Никитӑн аслашшӗпе ашшӗ те тӗн ҫыннисем пулнӑ, тен, ҫавӑнпах арҫын ачана та Хусанти тӗн семинарине вӗренме янӑ. Ҫак семинарине пулас манах лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ. 30 ҫула ҫитсен вара Иакинфа аякри Китай ҫӗршывне миссионер пулма, урӑхла каласан христиан тӗнне сарма янӑ. Анчах та вӑл ытларах тӗн ӗҫӗпе мар, ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫленӗ. Чӑн малтан кӗске вӑхӑт хушшинче китай, монгол, тибет чӗлхисене вӗреннӗ. Вӗреннӗ ҫеҫ мар, вӗсене тарӑннӑн тӗпченӗ, вырӑсла-китайла сӑмахсар кӑларма ӗмӗтленнӗ. Китай ҫӗрӗнче вунпилӗк ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн каялла Раҫҫее таврӑннӑ. Хӑйӗнпе пӗрле тӗвесем ҫине тиесе калама ҫук пысӑк тупра: ултӑ пин те сакӑрҫӗр килограмм алҫырӑвӗсемпе кӗнекесем илсе килнӗ. Вӗсене тепӗр хут тӗпчесе йӗркелесе Ази халӑхӗсен историпе ӳнерӗ, этнографипе географийӗ ҫинчен кӗнекесем пичетлесӗ кӑларнӑ.
Юлашки ҫулсенче пирӗн республикӑри шкулсенче чӑваш халӑхӗн историпе культурине тӗпчесе вӗренессине пысӑк тимлӗх уйӑра пуҫларӗҫ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе чӑннипе те тивӗҫлӗ шайра тума Е.Енькка ҫырса хатӗрленӗ «Тӑван ен» («Родной край») вӗренӳ кӗнекисем хистесе пыраҫҫӗ. Елена Викторовна ҫак предмета шкулсенче сыхласа хӑварас енӗпе те пӗр вӑй-халне шеллемесӗр тӑрӑшать. Кашни класс валли, вӗренӳ кӗнекисемсӗр пуҫне, ятарласа ӗҫ тетрачӗсем хатӗрленӗ. Вӗсемпе кашни шкултах анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра 5-8 классем валли тестсен пуххисем тухнӑ, 6-7 классем валли видео-материалсем те пур. Каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ, ку чӑн та питӗ пысӑк ӗҫ. Танлаштарма аса илер-ха: 1992 ҫулта шкулсенче вӗренӳ программине КРК (культура родного края) предмета кӗртсенех, ачасене те, вӗрентекенсене те питӗ йывӑр килнӗччӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗренӳ кӗнекисем ҫеҫ мар, ятарласа хатӗрленӗ программӑсем те пулман. Кашни вӗрентекен вара йывӑрлӑхран хӑй мӗнлерех пултарать, ҫавӑн пек тухнӑ. Улшӑнусем ырӑ енне кайни куҫкӗретех.
Тата тепӗр пысӑк пуҫару — республика шайӗнче 4-7 класра вӗренекен ачасем хушшинче «Родной край» («Тӑван ен») олимпиада ирттересси.
Трак тӑрӑхӗнчи шкулсенче пуҫаруллӑ ӗҫлекен вӗрентекенсен методикӑпа меслетлӗх ушкӑнӗ сӗннипе (ертӳҫи — Михайлова З.П.) тата Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн информаципе методика пӳлӗмӗн ӗҫченӗсем ертсе пынипе (ертӳҫи — Фризен М.Ф.) Чӑваш чӗлхи кунне халалласа акан 25-26-мӗшӗсенче Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам Упи шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен 1-мӗш фестивалӗ иртрӗ.
Фестиваль тӗллевӗ — Федераллӑ Патшалӑх Вӗрентӳ Стандарчӗпе килӗшсе тӑракан тата паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен урок пама хӑнӑхасси, пултаруллӑ вӗрентекенсене тупса палӑртасси тата вӗсене хавхалантарасси.
Фестиваль хӑнисемпе тата унта хутшӑнакансем уҫӑ урок ирттерме тата вӗсене хак пама икӗ ушкӑна пайланчӗҫ. Пӗрремӗш ушкӑн малтанхи кун 6 уҫӑ урок итлесе хак пачӗ, иккӗмӗш ушкӑн вара тепӗр кунне 4 уҫӑ урок итлерӗ.
Фестиваль Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Чатукасси тӗп шкулта вӑй хуракан Р.И.Яковлевӑн «Ӗҫ ҫынна илем кӳрет» урокӗпе уҫӑлчӗ. Хӑй урокне вӗрентекен Чӑваш Патшалӑх Гимнӗпе пуҫларӗ.
АКА | 26 |
Ӗнер чӑваш чӗлхи кунне Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа шкулӗнче та анлӑн паллӑ турӗҫ. Иртенпех чӑваш юррисем янрарӗҫ. Тӗрлӗ вӑйӑ-кулӑ, ӑмӑртусем ирттерчӗҫ. Уроксем хыҫҫӑн вара чӑваш эстрада юррисен пысӑк концерчӗ пулчӗ. Кунта вара 1 класран пуҫласа 11 класс ачисем хутшӑнчӗҫ. Чӑннипех те, ачасем хӑйсене артистсем пек тытма тата юрлама пултарни куракансене тӗлӗнтерчӗ. Тури Туҫа шкулӗнче вӗренекен ачасем вӗренӳре те, ӗҫре те, уявра ҫапла хастаррӑн хутшӑнни ашшӗ-амӑшсене савӑнтарчӗ.
Етӗрнери 1-мӗш гимназире 5-мӗш класра вӗренекенсем Тимофеева В.П., Тимофеева В.Н. ертсе пынипе И.Я.Яковлев ачалӑхӗпе паллашрӗҫ. Пӗчӗк Иван ҫуралсанах тӑлӑха тӑрса юлнӑ. Ӑна кӳршӗсем усрава илнӗ, пӑхса ӳстернӗ. Ачалӑхӗ йывӑр пулнине пӑхмасӑр Иван вӗренме тӑрӑшнӑ. Кӗнеке нумай вуланӑ, «5» паллӑсемпе кӑна вӗреннӗ. Тата хӑй вӗренсе пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван халӑхне пулӑшма вӑй ҫитернӗ. Ҫакӑ 10-11 ҫулхи ачасене тарӑн шухӑша ячӗ. Вӗсем те вӗренӳре Иван Яковлев пекех тӑрӑшуллӑ пулма шантарчӗҫ.
Ҫак кун 5-6, 8-мӗш класра вӗренекенсемшӗн чӑннипех те асра юлӗ. Вӗрентекенсем (Иванова И.В., Тимофеева В.П.) уроксенче тӗрлӗ ӑмӑртусем ирттерчӗҫ: «Ҫамрӑк ӑсчах», «Асамлӑх тӗнчинче», «37 пӗр тӑван ҫӗршывӗнче», «Чӑваш Республикин хулисем», «Ҫӗр пин юрӑ ҫӗршывӗнче».
Мӗнле пуян пирӗн тӑван чӗлхе — чӑваш чӗлхи!
Мӗн тери илемлӗ пирӗн Тӑван ҫӗршыв — Чӑваш ҫӗршывӗ!
Чи пултаруллисем парнесем илме тивӗҫ пулчӗҫ.
Муркаш районӗнчи Ярапайкасси вӑтам шкулӗнче Чӑваш чӗлхи эрни пырать. Паян шкула ҫав тери савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ: 8 класра вӗренекен Сорокина Инна акан 18-22-мӗшӗсенче Раҫҫей шайӗнче иртнӗ «Тӑван ен: ҫутҫанталӑк, культура, этнос» ӑмӑртура «Гуманитарипе экологи тӗпчевӗсем» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ, сумлӑ парнесене: укҫан премие тата фотоаппарата тивӗҫнӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ Алевтина Геннадьевна Димитриева ертсе пынипе Инна Муркаш районне кӗрекен Елача ялӗ таврашӗнчи шыв-шур ячӗсене тӗпченӗ, шыв-шурсен классификацине тунӑ, вӗсен семантикине тарӑннӑн уҫса панӑ. Маттур вӗренекенӗмӗр тӗпчев ӗҫӗпе хатӗрленӗ хӑтлава Мускавра ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ, ыйтусем ҫине хуравланӑ.
А.Г. Димитриева 3 ҫул каялла йӗркеленӗ «Ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗ» кружока хаваспах ҫӳрекен шкул ачисем районта, республикӑра иртекен конкурссене хутшӑнаҫҫӗ, малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Ку таранччен кашни ҫулах «Тӑван ен: ҫутҫанталӑк, культура, этнос», «Отечество» ӑмӑртусенче, «Excelsior» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗнче Ярапайкасси шкул ачисем ҫӗнтерӳҫӗсем хушшинче пулнӑ.
Мӑнкун — провослави тӗнне ӗненекенсен чи пысӑк та савӑнӑҫлӑ уявӗ. Христос чӗрӗлнине палӑртакан куна вӗсем: «Пур уявсен уявӗ», — теҫҫӗ. Ӗненекенсем ҫак ҫутӑ вырсарникун Иисус шуйттан хӑватне ҫӗнтернине, урӑхла каласан, Ырӑ Усала ҫӗнтернине паллӑ тӑваҫҫӗ, ҫавна май савӑнаҫҫӗ. Ҫак кун пур ҫын та начаррине манса лайӑххи пирки ҫеҫ шухӑшлать, ырӑ малашлӑх пирки ӗмӗтленет.
Мӑнкуна Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке шкулӗн вӗренекенӗсем те лайӑх хатӗрленсе кӗтсе илчӗҫ: паян шкулта «Асамлӑ ҫӑмартасем» ӑмӑрту иртрӗ. Конкурса вӑтам тата кӗҫӗн класра вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ӑсталанӑ Мӑнкун ҫӑмартисем ҫав тери асамлӑ та илӗртӳллӗ пулса тухнӑ. Уйрӑмах ҫак ачасен пултарулӑхӗ пурин кӑмӑлне те кайрӗ: Ермолаева Ясминӑн (6 кл.) «Чӑх-чӗп картинче», Васильева Светланӑн (5 кл.) «Эп ҫуралтӑм», Павлова Августинӑпа Яковлева Иринӑн «Тутлӑ мӑшӑр», Шельтямова Виолеттӑн (2 кл.) «Асамлӑ кайӑк», Шельтямова Анжелӑпа Харитонова Лианӑн (2 кл.) «Шӑши тус», Шибаева Татьянӑн (2 кл.) «Мулкач тусӑм», Школьников Стасӑн (3 кл) «Ман хаваслӑ чӗппӗмсем» ӗҫӗсем.
Нумаях пулмасть Кивӗ Вӑрмар шкулӗнче чи маттур хӗрачана палӑртас енпе ӑмӑрту иртрӗ.
Конкурса кӗҫӗн классенче тата 5-7-мӗшсенче вӗренекен хӗрачасем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем тӗплӗн хатӗрленни тӳрех курӑнчӗ.
Конкурсра тӗрлӗ ӗҫсем тумалла пулчӗ. Ӑс-тӑн аталанӑвне тӗрӗслемелли тупӑшура 7-мӗш класа ҫитекенни пулмарӗ. Ал-ӗҫ ӑсталӑхне тӗрӗслес шутпа тӳммене кам хӑвӑртрах лартассипе те тупӑшрӗҫ хӗрачасем, кунта та 7-мӗш класра вӗренекенсем маттуртарах пулни курӑнчӗ. Прическа тӑвас ӑсталӑха та кӑтартмалла пулчӗ — чи лайӑххине вара 6-мӗш класра вӗренекен хӗрачасем тума пултарчӗҫ. Эстафета мелӗпе тутӑр ҫыхассине пурнӑҫламалла пулчӗ, кунта вара 7-мӗш класра вӗренекенсем маларах пулчӗҫ. Хӗрачасен тупмалли юмахсем тупсӑмӗсене шырамалла пулчӗ, вӑл никам ҫӗнтерейменнипе вӗҫленчӗ.
Ҫапла конкурссене пӗтӗмлетнӗ май 7-мӗш класс хӗрачисем чи маттуррисем пулчӗҫ.
АКА | 06 |
«Туслӑх хӗлхемӗ» наци фестивальне ирттересси ҫулран ҫул вӑй илсе аталанса пырать. Вӑл темиҫе тапхӑра пайланать: малтанах ӑна шкулсенче, унтан район шайӗнче, юлашкинчен республикӑн тӗп хулинче ирттереҫҫӗ. Ака уйӑхӗн улттӑмӗшӗнче Комсомольски районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине, тӑван ен культурине юратакан ачасемпе вӗсен вӗрентекенӗсем ирех Комсомольскинчи иккӗмӗш номерлӗ вӑтам шкула пуҫтарӑнчӗҫ.
Килнӗ хӑнасене районти вӗрентӳ пайӗн методисчӗ В.Г. Петрова тата ҫак шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен С.Г. Индюкова саламларӗҫ. Пурне те ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗҫ. Информатика кабинетӗнче фестивальччен чылай маларах туса ирттернӗ тӗпчев ӗҫӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ «Чӑвашлӑх тӗнчи» мультимедиллӗ хӑтлавсен конкурсӗ пулчӗ. Ӑна кӑҫал чӑвашсен пирвайхи композиторӗсене: Степан Максимовпа Федор Павлова, халӑхсене ҫутта кӑларакан Н.Ильминскипе В.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |