Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинерте пысӑк ӗҫ пырать — кунта ҫӗнӗ шкул ҫуртне тума тытӑннӑ.
Аслӑ Пинер ялӗнчи шкул 1892 ҫулта уҫӑлнӑ. 1925 ҫулта шкулӑн ҫуртне хӑпартса ҫитернӗ. 1961 ҫулта вара хальхи кирпӗч ҫурта тума тытӑннӑ. Кӑҫал вара Аслӑ Пинер шкулӗ валли кирпӗчрен ҫӗнӗ капӑр ҫурт хӑпартма пуҫланӑ.
Ҫӗнӗ ҫурт икӗ хутлӑ, унта пурӗ 160 ача вӗренме пултарайрать. Шкулта газпа ӑшӑтакан котельнӑй, гараж пулӗ.
Хальхи вӑхӑтра 1-мӗш хутӑн стенине хӑпартаҫҫӗ. Ӗҫе УӖСО «Урмарская» (чӑв. «Вӑрмарти») АХО пурнӑҫлать, пурӗ 18 ҫын вӑй хурать, техника шучӗ — 3. Ҫулталӑк вӗҫлениччен 45 миллион тенкӗлӗх ӗҫ тума палӑртаҫҫӗ. Шӑнтиччен тулашри ҫыхӑну ӗҫӗсене туса ҫитересшӗн: газпа шыв пӑрӑхӗсене хурса тухасшӑн, каяш шывӗсен системине тӑвасшӑн, ӑшӑ кӗртекен системӑна вырнаҫтарасшӑн. Ҫурла уйӑхӗ вӗҫленнӗ май ҫанталӑк ӑшӑпа хавхалантармасть пулин те ҫурта хӑпартакансем ӗҫе пӑрахмаҫҫӗ, вӑй ҫитне таран ӗҫ тӑваҫҫӗ.
Аслӑ Пинер шкулӗн ҫӗнӗ ҫуртне тепӗр ҫул, 2013 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче хута ямалла.
Ваттисем калашле, ӗҫӗ йӗплӗ пулин те, ҫимӗҫӗ сиплӗ пултӑр! Пӗлӳ ҫурчӗ тивӗҫлӗ ҫынсене ӳстермелӗх пултӑр!