Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламлани

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 31.08.2012 12:16 | 1897 хут пӑхнӑ

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Пӗлӳ кунӗ ячӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Авӑнӑн 1-мӗшӗнче республикӑри мӗн пур вӗренӳ заведенийӗ хӑйӗн вӗренекенӗсене хапӑл туса йышӑнать, ҫавна май шкул ачисем, техника професси училищисемпе колледжсенче вӗренекенсем, аслӑ шкул студенчӗсем пӗлӳ тӗнчине ҫул тытаҫҫӗ.

Ҫав асамлӑ ҫул шкултан е аслӑ шкултан вӗренсе тухнипе кӑна вӗҫленмест. Ахальтен мар вӗт халӑх ӑслӑлӑхӗ: «Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен», — тесе вӗрентет. Лайӑх пахалӑхлӑ пӗлӳ, тӗрлӗ енлӗ професси вӗренӗвӗ, пӗрмаях ҫӗннине пӗлме тата хӑйӗн ӑсталӑхне ӳстерме тӑрӑшни кирек камшӑн та ҫитӗнӳ тумалли майсем пулса тӑраҫҫӗ.

13 пине яхӑн пирӗн пӗчӗк гражданин хӑйӗн пурнӑҫӗнче шкул алӑкне пуҫласа уҫать. Ачасенчен ытларахӑшӗ пӗлӳ тӗнчипе ача садӗнче паллашма пуҫланине пурте пӗлетпӗр. Ҫавӑнпа та мӗн пур пӗчӗк ачанах шкулчченхи вӗренӳ учрежденине ҫӳреме майсем туса парасси Чӑваш Ен патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри шутланать. Асӑннӑ тӗллеве пурнӑҫлас тӗлӗшпе Правительство комплекслӑ мерӑсем йышӑннӑ, вӗсемпе килӗшӳллӗн республикӑри районсемпе хуласенче 2014 ҫул вӗҫӗ тӗлне 24 ҫӗнӗ ача сачӗ туса лартмалла, юсаса ҫӗнетекеннисене те шута илсен, 48 хушма ача сачӗ уҫӑлмалла. Ҫапла вара эпир шкулчченхи ача-пӑча учрежденийӗсенчи черет ыйтӑвне туллин татса паратпӑр.

Ҫитӗнекен ӑру хальхи вӑхӑта тивӗҫтерекен шкулсенче, хӑтлӑ классенче пысӑк ӑсталӑхлӑ педагогсем вӗрентнипе пӗлӳ илтӗр тесе мӗн кирлине пурне те тӑватпӑр. 2012 ҫулта Чӑваш Енӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ тытӑмне ҫӗнетмелли программа валли 1 миллиард ытла укҫа-тенкӗ палӑртса хунӑ. Ҫак программа шайӗнче республикӑри кашни виҫҫӗмӗш шкултах юсав ӗҫӗсем туса ирттермелле, ку вара пирӗн ачасене вӗренӳ енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне тата та лайӑхлатма май парать.

Пултаруллӑ вӗренекенсене, хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ, ҫӗнӗлле шухӑшлакан вӗрентекенсене тупса палӑртасси те патшалӑх политикин вӗренӳ енӗпе тытса пыракан пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗ шутланать. Вӗренӳре тата хушма вӗренӳре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ вӗренекенсемпе студентсене кашни ҫулах Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ят стипендийӗсене, хӑйсен ӗҫне уйрӑмах лайӑх шайра тӑвакан вӗрентекенсене вара грантсем парса хавхалантарасси ырӑ йӑлана кӗнӗ.

Хаклӑ туссем! Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ сире нумай савӑнӑҫлӑ пулӑм парнелессе, пӗлӳ тӗнчин ҫулӗ ҫинче хуть хӑҫан та тӗл пулакан йывӑрлӑхсене вара эпир сирӗнпе пӗрлехи вӑйпа ӑнӑҫлӑн ҫӗнтерсе пырасса шанса тӑратӑп. Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, тарӑн пӗлӳ илме иксӗлми вӑй-хал, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата лайӑххине яланах ӑша хывса пыма сунатӑп!

#шкулсем, #Пӗлӳ кунӗ, #саламсем, #ача сачӗсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем