Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Елчӗкри вӑтам шкулта Елчӗк, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ районӗсенчи тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенсен фестивалӗ иртрӗ. Ку уява кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишши 110 ҫул тултарнине халалларӑмӑр. Чи малтанах вӗрентекенсене районти Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пуҫлӑхӗ Л.В.Левый саламларӗ: район ӗҫӗ–хӗлӗпе паллаштарчӗ.
Унтан вӗрентекенсен уҫӑ урокӗсене итлесе сӳтсе яврӑмӑр: Г.В.Каринкинӑн «Упрама пӗлесчӗ аннене» (Ю. Скворцовӑн «Ултӑк» калавӗ тӑрӑх, 7 кл.); Г.А.Енейкинӑн Петӗр Эйзин «Йӑмрапа хурӑн» — (6 кл.); Е.В.Алексеевӑн Г.В.Волков «Тӑван чӗлхемӗрҫӗм» (7 кл.); Л.В.Кудрявцевӑн «Сӑвӑҫ тата вӑхӑт» (10 кл.); Е.С.Федорован «Ҫеҫпӗл Мишши юратӑвӗ» — (10 кл.); З.А.Михееван «Текст тишкерсе ӑслав хайлавӗ ҫырасси», (9 кл.).
Уява килнӗ чӑваш патшалӑх педуниверситетӑн тӑван чӗлхепе литература кафедрин деканӗ Е.А.Андреева уҫӑ уроксен пахалӑхӗпе кӑмӑллӑ пулчӗ, елчӗксенче чӑвашлӑх туйӑмӗ вӑйлине палӑртса хӑварчӗ.
Юпан 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ Ҫатра-Лапсар тӗп пӗлӳ паракан шкулта Светлана Асаматпа тӗлпулу иртрӗ.
Паллӑ юрӑҫ, композитор тата сӑвӑҫ шкул ачисене хӑйӗн ҫинчен каласа пачӗ, сӑввисемпе паллаштарчӗ. Унсӑр пуҫне ку шкулта вӗренсе тухнӑ Николай Плотниковпа пӗрле, слайдсем усӑ курса, кӑҫал Чӑваш Ен, Самар Ен, Пушкӑртстан тата Тутарстан тӑрӑх иртнӗ чунҫӳрев пирки тӗплӗн каласа пачӗ. Ачасем тимлесе итлесе ларчӗҫ.
Тӗлпулу хыҫҫӑн викторина иртрӗ — шкул ачисем чӑваш историпе тата тӑван тавралӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хуравларӗҫ. Чи пултаруллисем парнеллӗ пулчӗҫ.
Светлана Асамат шкулти историпе таврапӗлӳ музейӗпе паллашрӗ — вӑл экспонатсемпе пуян пулнине, ӑна тӑрӑшса йӗркелени куҫа курӑнни пирки пӗлтерчӗ. Шкул ачисене тӑрӑшса вӗренме, аслисене итлеме хушса хӑварчӗ.
Юлашки чылай хыпар вӗренӳпе ҫыхӑннӑ. Апла пулин те тепер хыпар сире пӗлтерер. Вӑл та пуҫланнӑ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Республикинчи Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви 2009 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен III Интернет Педканашӗ пуласси ҫнчен пӗлтерет. Интернет Педканаш http://pedkanash.chuvash.org сайтра иртет. Ӑна Чӑваш Республикинчи Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Вӗрентӳ институчӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ ирттереҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине, халӑх культурине, ҫавӑн пекех ытти предметсене вӗрентекенсем педканаша активлӑ хутшӑнасса шанатпӑр.
Сайт хӑнисем вӗсен канашлӑвне тишкерме пултараҫҫӗ.
Ольга Михайловна Степанова – Чатукассинчи тӗп пӗлӳ паракан шкул директорӗ. 1958 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хамӑр районти Типвар ялӗнче ҫуралнӑ. Чатукасси шкулӗнче вӑтам пӗлӳ илнӗ. 1981 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Кунта нимӗҫ, акӑлчан, француз чӗлхисене вӗрентекен специалиста ҫирӗплетекен диплома алла илнӗ. Малтанах Улатӑр районӗнчи Эйпеҫре нимӗҫ чӗлхине вӗрентнӗ, директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. 1985 ҫулта хӑйӗн пурнӑҫ биографине Чатукасси шкулӗпе ҫыхӑнтарнӑ. 2001 ҫултанпа — шкул директорӗнче. Ҫемьеллӗ. Аслӑ хӗрӗ Ирина И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ют ҫӗр-шыв чӗлхисен факультетӗнче вӗренет. Кӑҫал иккӗмӗш ҫул Америкӑра акӑлчан чӗлхине туптас енӗпе практикӑра тимлет. Наталия — Чӑваш патшалӑх университечӗн студентки, вӑл та, аппӑшӗ пекех, ют чӗлхесен факультетӗнче вӗренет.
Паян, авӑнӑн 1-мӗшӗнче, пур шайри шкулсенче те пӗлӳ кунне уявлаҫҫӗ.
Пӗлсе тӑма: Чӑваш Енре пурӗ 515 шкул; парта хушшине кӑҫал 126 пин ытла ача ларӗ, вӑл шутра пӗрремӗш класа каякансен шучӗ — 13 пинрен ытла. Чӑваш Енре 3 ача ҫурчӗ, 435 ача пахчи (выр. детский сад), 22 аслӑ шкул. Сӑмах май каласан студентсен йышӗ кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче 75 пин ҫурӑпа танлашать. Ҫак пысӑк йыша вӗрентес тӗлӗшпе 25,3 пин ҫын тӑрмашӗ.
Ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемшӗн, учительсемшӗн яваплӑ тапхӑр — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫывхарать. Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, сентябрӗн 1-мӗшӗнче районти шкулсенчи партӑсем хушшине 1950 яхӑн вӗренекен ларӗ. Вӗсенчен 150 ачи — пӗрремӗш хут. Районти шкулсенче пӗлӳ илекенсен йышӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 70—80 вӗренекен сахалрах пулӗ. Сакӑр шкулта пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ парӗҫ. Чатукассипе Кӗҫӗн Шетмӗ шкулӗсем кӑҫалтан тӗп пӗлӳ паракан шкулсен шутне кӗрӗҫ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленсе, районти шкулсенче ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче юсав ӗҫӗсен пысӑк калӑпӑшне пурнӑҫланӑ. Вӗренекенсене тарӑн та ҫирӗп пӗлӳ илме условисем туса парассишӗн сахал мар тӑрӑшнӑ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 10 шкулти пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗн кабинетне, мӗн пур шкулсен пуҫламӑш класӗсене вӗрентӳпе кӑтарту пособийӗсемпе, оборудованисемпе, кунсӑр пуҫне пуҫламӑш классене сӗтел-пукансемпе тивӗҫтернӗ.
Района тепӗр 27 аудит доски илсе килмелле.
Ҫурлан 10—13-мӗшӗсенче районта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисене ӗҫе йышӑнчӗҫ.
Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Лапсар ял тӑрӑхӗнче «Акатуй» иртрӗ. Ку тӑрӑха тӑхӑр ял кӗрет — Лапсар, Асакасси, Вӑрманкас, Карачура, Ойкасси, Ҫатракасси, Ҫӗньял, Хӗрлӗ Ҫыр, Чӑркаш. Ҫанталӑкӗ уҫӑрах тӑчӗ пулин те Ҫатракасси ялӗн ҫӳмӗнче вырнаҫ шкул стадионне халӑх самаях пухӑнчӗ. Тен ытларах та пухӑнӗччӗ пулӗ те — хӑш-пӗр ҫынсене ял ӗҫӗ уява ямарӗ пулас: уттине те типӗтмелле, ҫӗрулмине те купаламалла, канмалли кунра ҫурт-йӗре юсас ӗҫсене те туса пымалла.
Уява халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем уҫрӗҫ — Вӑрманкас клубӗнчи «Парне», тата кӑнтӑр поҫёлокӗнчи «Шевле» ушкӑнсем. «Акатуя» ертсе пыраканӗ Варманкасри фольклор ҫурчӗн ертӳҫи Маргарита Анатольевна Владимирова пулчӗ.
Уйкассинчи Ильина Нина Ефремовнӑпа Сайкова Лариса, Ҫатра-Лапсар шкулӗнче вӗренекен хӗр пӗрчисем, Ҫеньялти Фёдорова Ксения Анатольевна та хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Елчӗк районӗнчи тавра пӗлӳҫӗсен пӗрремӗш конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Курнавӑшри халӑх музейӗн ертӳҫи А.П.Смирнов пуҫарнипе йӗркеленӗ. Унӑн тӗллевӗ — шкул ачисене тӑван ен историне, йӑли-йӗркине, сӑмахлӑхне тӗпчеме хӑнӑхтарасси. Тӑван тӑрӑхри аваллӑха тишкерсе малашлӑх валли ҫул уҫма пулать.
Конференци ӗҫне районти паллӑ тавра пӗлӳҫӗсем — Елчӗкри историпе тӑван ен халӑх музейӗн ертӳҫи В.Г.Вастулова, Курнавӑшри шкулта нумай ҫул директор пулса ӗҫленӗ, кунти музея уҫакансенчен пӗри, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ П.М.Смирнов, Вырӑскассинчи учитель-пенсионер Н.С.Кириллов, Ҫуткӳл шкул директорӗ Е.И.Никифорова, Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн ертӳҫи Л.В.Левый, Курнавӑш шкул директорӗ П.В.Кузнецов хутшӑнчӗҫ.
Конференцире Курнавӑш, Ҫуткӳл, Елчӗк, Ҫирӗклӗ Шӑхаль, Лащ-Таяпа, Кӗҫӗн Таяпа, Тӑрӑм, Патреккел тата ытти шкулсенчи ачасем хастар пулчӗҫ.
«Тӑван чӑваш сӑмахӗсем мерчен те ылтӑн пӗрчисем» ятпа чӑваш чӗлхи кунне халалласа районти ача-пӑча библиотекинче литературӑпа музыка каҫӗ иртрӗ. Унта Элӗкри вӑтам шкулта 5 «б» класра вӗренекен ачасем тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен М.Леонтьева хутшӑнчӗҫ. Уяв каҫӗнче Митта Ваҫлейӗ, Анатолий Смолин, Петӗр Хусанкай, Любовь Мартьяновӑн сӑввисем янӑрарӗҫ. Уява хатӗрленсе библиотекӑра «Упра тӑван чӗлхене» ятпа кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Ачасем И.Я.Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен паллашрӗҫ, унӑн пултарулӑхне тишкерчӗҫ. Ун хыҫҫӑн ачасем «Калаҫасса калаҫӑп эпӗ Нептун ҫинче те чӑвашла» ятпа викторинӑна питӗ хастар хутшӑнчӗҫ. Уйрӑмах Дима Яковлев, Артем Андреев, Таня Васильева, Павел Иванов, Эдик Кириллов, Сергей Яковлев пуринчен те тавҫӑруллӑрах пулчӗҫ. Вӗсем пӗчӗк парнесем илме тивӗҫрӗҫ.
Трак тӑрӑхӗнче чӑвашсен паллӑ поэчӗ Нестер Янкас ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа пултарулӑх фестивалӗн ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Акӑ, тин кӑна республикӑри районсем хушшинче иртекен уҫӑ инҫет викторина вӗҫленчӗ. Ӑна Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗ тата методикӑпа информаци центрӗ йӗркеленӗ. Проект авторӗ – Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш сӑмахлӑхӗпе культури вӗрентекен Михайлов Виталий Михайлович. Инҫет викторина ыйтӑвӗсем Нестер Янкасӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне туллин тишкерме хистеҫҫӗ. Электрон почтипе пурӗ 248 хурав килчӗ. Республикӑри районсене илес пулсан, ачасем ытларах Красноармейски районӗнчен – 84, Вӑрмар районӗнчен – 22, Елчӗк районӗнчен – 20, Хӗрлӗ Чутай районӗнчен – 16, Вӑрнар районӗнчен – 12, Канаш районӗнчен - 10 хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |