Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Канаш

Канаш, — Канаш районӗн администраци вырнаҫнӑ хули. 1891 ҫулта никӗсленӗ, хула ятне 1925 ҫулта панӑ. Шупашкарпа Канаш хушши 76 ҫухрӑм.
Канаш хулин гербӗ
Хула лаптӑкӗ 18,5 км², пӗтӗмпе 55,3 пин ҫын пурӑнать (2001).

Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ — Валентина Ивановна Полукарова.

Канашӑн аваллӑх палӑкӗсем

Канаш хули ҫамрӑккисем шутне кӗрет. Чи авалхи палӑксем шутне «Хӗвеланӑҫ Канаш» ятлӑ шыв турулӗ кӗрет, ӑна 1893 ҫулта туса лартнӑ. Ҫавӑн пекех 1915 ҫулта лартнӑ вӗрентевҫӗсен семинари ҫурчӗ те палӑк шутне кӗрет.

Хула историйӗ

Хула историйӗ чукун ҫулпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Малтан ку вырӑнарах Шӑхран ятлӑ ял ларнӑ. Ял ячӗпе станци ятне панӑ. Станци аталаннӑҫем аталанса пынӑ — хальхи Канаш хули пулса тӑнӑ.

1911 ҫул тӗлне хулара 40 суту-илӳ фирми ӗҫленӗ. Ытларах енӗпе вӗсем вырӑнти вӑрмана касса аякалла сутнӑ.

1912 ҫулта хулара пуҫламӑш аслӑ вӗренӳ училищи уҫӑлать, 1914 ҫулта вара вӗрентевҫӗсен семинари пулса тӑрать.

1919 ҫулта Канаш шайӗ ӳсет — вӑл тӗвӗллӗ станци пулса тӑрать.

1925 ҫулхи ҫертме уйӑххӗн 6-мӗшӗнче ВЦИК постановлени кӑларса станцине хула шайне хӑпартнӑ. Вӑл вӑхӑтра хула йышӗ 2 323 ҫынпа танлашнӑ.

1929 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хулара пӗрремӗш электростанци ӗҫлеме пуҫланӑ.
Хулан тепӗр тапхӑрӗ 1934 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫланать — вакун юсакан савут тума пуҫланӑ.

1940 ҫул тӗлне хулара 17,3 пин ҫын пурӑннӑ, 4 шкул, финанс техникумӗ, медицина училищи ӗҫленӗ. Ку вӑхӑт тӗлне педагогика училищин ҫӗнӗ ҫуртне хӑпартса лартнӑ пулнӑ.

Хуҫалӑх

Хулара ӗҫлеҫҫӗ:

Каҫӑсем



 
Категорисем: Канаш районӗ, Канаш
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-02-04 00:57:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 34699 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем