Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакасси ял тӑрӑхӗнче «Кайӑксене хӗлле тӑрантар» ятлӑ мероприяти иртрӗ. Уйрӑмах Апакассинче вӗренекен ачасем тӑрӑшрӗҫ — 1–4, 5, 7 классенчи шкул ачисем 30 ытла сырӑш ӑсталарӗҫ. Кам мӗнле пӗлет — ҫавнашкал хатӗрленӗ. Тӗрлӗ тӗслӗ сырӑшсем нумаййине кура вӗсене урама ҫакиччен ятарлӑ курав та ирттерчӗҫ.
Паллах, чаплӑ ҫитеркӗчсене тӑвас ӗҫе ашшӗ-амӑшӗ те хутшӑннӑ — ҫавна май шкулта вӗрентекенсемпе ял тӑрӑхӗнче ӗҫлекенсем ачасене ӗҫе вӗрентнӗшӗн, ҫутҫанталӑка упрама хӑнӑхтарнӑшӑн ашшӗ-амӑшӗсене пысӑк тав сӑмахӗ каларӗҫ.
Курав хыҫҫӑн сырӑшсене шкул лаптӑкӗнче ҫакса тухрӗҫ. Вӗҫен кайӑксем валли апатне те хурса пама манмарӗҫ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукалта 1897 ҫулта чиркӳпе прихут шкулне уҫнӑ. Малтанах унӑн хӑйӗн ҫурчӗ пулман. Вӗренес текенсем Хыҫалтикасри Степан Григорьевич Малеев ҫуртне ҫӳренӗ. 1907 ҫулта вара шкулӑн пӗрремӗш ҫуртне ҫӗклесе лартнӑ. Унта 1-4 класс ачисене вӗрентнӗ. Вӗренекенсене хваттерпе те тивӗҫтернӗ. Ӑс пухас текенсем вара сахал пулман. Иртнӗ ҫул Кивӗ Чукалти шкул уҫӑлнӑранпа — 115 ҫул, уйрӑм ҫуртне уҫнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ. Ҫакна халалласа ялта пурӑнакан предприниматель, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин районти уйрӑмӗн Политканашӗн членӗ Людмила Павловна Карзанова, хӑйӗн укҫи-тенкипе Асӑну хӑми туса хатӗрленӗ. Ӑна раштавӑн 29-мӗшӗнче Совет урамӗнчи шкул ҫурчӗ ҫине хаваслӑ лару-тӑрура ҫакнӑ. Митинга пухӑннисене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Чамеев, ялти ветерансен Канашӗн председателӗ Александр Чурбанов, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Антон Малеев саламласа ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Мария Жамкова хӑй ҫырнӑ сӑввипе паллаштарнӑ.
Людмила Карзанована ырӑ ӗҫӗшӗн пӗтӗм ял-йыш тав турӗ.
«Тантӑш» хаҫат ҫумӗнче Ҫамрӑк журналистсен шкулӗ ӗҫлеме пуҫлать, пӗрремӗш пухӑвӗ нарӑсӑн 7-мӗшӗнче иртӗ. Калем ӑсталӑхӗпе кӑсӑкланакансене хаҫат редакцийӗнче кӗтеҫҫӗ.
Ҫамрӑк журналистсен шкулӗнче паллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем ирттерӗҫ, ҫыру ӑсталӑхне хӑнӑхтарӗҫ. Шкул ачисем кунта калаҫу ирттерме, тӗрленчӗксем ҫырма, репортажсем тума вӗренӗҫ.
Ыйтса пӗлмелли инҫесас номерӗсем: 56-15-30, +7-987-737-60-90, +7-937-011-60-50.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗ ҫитнӗрен шкул ачисем хальхи вӑхӑтра килте канаҫҫӗ. Ҫапах та вӗренме ҫӳремеҫҫӗ пулин те вӗсем тунсӑхласа лармаҫҫӗ. Ав, Сӗнтӗрвӑрри шкулӗн 6–9-мӗш класӗсенче пӗлӳ пухакансем кӑрлачӑн 2–4-мӗшӗсенче чӑрӑш тавра ташланӑ. Ахаль мар тата — ҫитес ташӑ ӑмӑртӑвне хатӗрленнӗ май ҫӗнӗ урам ташшисене вӗреннӗ иккен.
«Зажигай!» (чӑв. «Ҫунтар!») ушкӑна шкул директорӗн ҫумӗ Яковлева М.В. йӗркеленӗ. Ачасем кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче раойнта ирттерме палӑртнӑ ҫамрӑксем хушшинчи ташӑ ӑмӑртӑвне хатӗрленеҫҫӗ — паллашу ташши вӗренеҫҫӗ, видоероликрине та ташлама хӑнӑхаҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа шкулӗ районти ватӑ шкулсенчен пӗри. Ӑна 1840 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче хута янӑ. Паллах, 172 ҫулхи ӗмӗрӗнче Тури Туҫа шкулӗнчен темиҫе ҫӗр ҫын пӗлӳ илсе тухнӑ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнӑ.
Ҫак шкултан вӗренсе тухса кайнисемпе пӗрлех паянхи кун шкулта вӗренекенсемпе ӗҫлекенсем вара кашни ҫулах унӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫулсерен ҫак кун шкулта самоуправлени кунӗ иртет. Шкулти вӗрентекенсен вырӑнне ачасем йышӑнаҫҫӗ, уроксем параҫҫӗ. Кӑҫал вара ҫак куна урӑхларах ирттерме йышӑнчӗҫ. Шкул ачисемпе пӗрлех уроксене унччен ҫак шкулта ӗҫленӗ ветеран учительсем те ирттерчӗҫ.
Уроксем хыҫҫӑн пӗрлехи (виҫӗ ӑру: хальхи вӗрентекенсем, ачасем, ветеран учительсем) педсовет иртрӗ. Ачасемпе ветерансем ирттернӗ уроксем шкул ачисен кӑмӑлне кайрӗҫ. Малашне те ҫак йӗркене йӑлана кӗртме сӗнчӗҫ.
РАШ | 10 |
Раштавӑн вуннӑмӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗсем — Е.П.Чекушкина, И.В.Сафронова, Е.Р.Якимова доцентсем, «Тантӑш» хаҫат редакторӗ В.Д.Николаев, Светлана Садал тата Марина Кумячева ҫамрӑк журналистсем, Владислав Московцев, Лариса Федорова студентсем ачасемпе кӑсӑклӑ тӗлпулу ирттерчӗҫ.
Чи малтанах хисеплӗ хӑнасем Курнавӑш шкулӗпе паллашрӗҫ, кунти музее кӗрсе курчӗҫ. Унтан чӑваш чӗлхипе литература кабинетӗнче пулчӗҫ. Сӑмах май каласан, Елена Петровна Чекушкина та, Марина Кумячева та ҫак шкулта вӗреннӗ. Елена Петровна 9-10 классенче вӗреннине аса илсе хӑй ларнӑ парта хушшинче асӑнмалӑх сӑн ӳкерттерчӗ.
Е.П.Чекушкина, И.В.Сафронова, Е.Р.Якимова доцентсем шкул ачисене чӑваш филологипе культура факультечӗ пирки каласа кӑтартрӗҫ. Малашне унта вӗренме каяс текенсене усӑллӑ сӗнӳсем пачӗҫ. Тӗлпулӑва Л.Федорова студентка илемлӗ юрӑпа чӗртрӗ, В.Московцев «Хӑравҫӑ мулкач» юптарӑва ӑста вуларӗ.
Республикӑри шкулсене тухса ҫӳресе шкул пурнӑҫӗпе паллашас тӗллевпе «Тантӑш» хаҫатӑн ӗҫченӗсем те кунта хаваспах килнӗ.
Патӑрьелти 1-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхеллӗ шкул программипе вӗрентеҫҫӗ. Ӗнер вара, раштавӑн 5-мӗшӗнче, вӗрентекенсем ҫак шкула «Вырӑс чӗлхеллӗ шкулта чӑваш чӗлхипе литературине ытти предметсемпе ҫыхӑнтарса вӗрентесси» семинара пухӑнчӗҫ. Пурӗ районти 34 учитель хутшӑнчӗ.
1-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине пурӗ 10 учитель вӗрентет. Тӗрлӗ меслетпе анлӑ усӑ курса Александрова О.Н., Гаврилова А.Н. (2 классем), Солдатова С.А. (7 класс), Бабаева Е.М., Путякова Н.А. (5 класссем), Сорокина Л.А., Федорова В.Ф. (8 классем), Каллина О.А. (3 класс) вӗрентекенсем 2-8 классенче кӑтартуллӑ уроксем ирттерчӗҫ. Уҫӑ уроксенче пулнӑ ытти учительсем кашни вӗрентекене паянхи кун хатӗрӗсемпе усӑ курнӑшӑн мухтарӗҫ, тӗрлӗ сӗнӳсемпе канашсем парса хӑварчӗҫ. Чӑвашсемпе пӗрлех ытти халӑх ачисем те чӑвашла лайӑх калаҫни хӑнана килнӗ вӗрентекенсен кӑмӑлне кайрӗ.
Семинара килнисем шкул пуҫлӑхне лайӑх кӗтсе илнӗшӗн тав турӗҫ, кунашкал уҫӑ уроксем ирттернине ырларӗҫ.
ЧӲК | 27 |
Иртнӗ вырсарникун, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра Анне кунне анлӑн паллӑ турӗҫ. Ҫак уява нумаях пулмасть ҫеҫ уявлама пуҫларӗҫ пулин те, вӑл пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупрӗ-тупрех. Ҫӗршывӑн кашни кӗтессинчех аннесен ячӗпе концертсем, тӗлпулусем тата ытти мероприятисем ирттереҫҫӗ. Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекенсем те ҫак уява кашни ҫулах паллӑ тӑваҫҫӗ. Хальхинче Р.Т. Морозова музыка учителӗпе В.Ф. Лепешкина аслӑ вожатӑй хатӗрленипе ачасем ялти ӳнер ҫуртӗнче пысӑк уяв концерчӗ лартса пачӗҫ.
Малтанах саламлӑ сӑмахсемпе ялти хӗрарӑмсен Совечӗн ертӳҫи Вера Анатольевна Горбунова тухса калаҫрӗ. Ялти обществӑлла тата художество пултарулӑх ӗҫне хастар хутшӑнакан Галина Шикована тата Надежда Корнилована Хисеп хучӗсем парса чысларӗ, ӗҫре тата кулленхи пурнӑҫра ӑнӑҫу сунчӗ. Хырхӗрри ял поселени администрацин пуҫлӑхӗ А.Н. Воробьев та пуҫтарӑннисене ӑшшӑн саламларӗ. «Анне — хаклӑран та хаклӑ сӑмах. Ача ӑнланса калакан пӗрремӗш сӑмах та — «анне». Тӗп хуламӑрта «Анне-управҫӑ» палӑкӗ инҫетрен мӑнаҫлӑн курӑнса ларать. Волгоградри Мамаев курган ҫинчи палӑк та анне ячӗпех хисепленсе тӑрать… Упрас пулать пурнӑҫ парнелекен аннене», — вӗҫлерӗ Анатолий Николаевич хӑйӗн сӑмахне.
Ыран, чӳкӗн 23-мӗшӗнче, Элӗк районӗнчи Карачура шкулӗ 150 ҫул тултарнине паллӑ тӑвӗ. Пуҫламӑшӗ 10 сехетре.
Карачура шкулӗн кун ҫулӗ Ассакасси ялӗнче пуҫланнӑ — 1862 ҫулта унта чиркӳ прихучӗн шкулне уҫнӑ. Вӑл пысӑк пулман, ҫурт лаптӑкӗ 20 тӑваткал метр кӑна пулнӑ. 1876 ҫулта шкул икӗ класлӑ шая ҫитнӗ. 1923 ҫулта вӑл Ассакассинчи тӑватӑ класлӑ шкул пулса тӑнӑ. Тепӗр икӗ ҫултан унта 6 класс таран вӗрентме пуҫланӑ. 1954 ҫулта вӑл Ассакассинчи вӑтам шкул пулса тӑнӑ. Вӑл вахӑтра унта 230 ача таран вӗреннӗ.
Шкулӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ 1978 ҫулта пуҫланнӑ теме пулать — вӑл Мӑн Карачурара икӗ хутлӑ кирпӗч ҫурта куҫнӑ. 1993 ҫулта ун ҫумӗнче шкул ҫулне ҫитмен ачасен «Березка» (чӑв. Хурӑн) ушкӑнӗ уҫӑлнӑ.
2008 ҫулта виҫҫӗмӗш тапхӑр ҫитнӗ — ӑна вӑтам шкул шайӗнчен тӗп шкул шайне антарса лартнӑ.
Паянхи кун шкулта Мӑн Карачурапа Пӗчӗк Карачурари, Мӑн Кӑканарпа Пӗчӗк Кӑканарти тата Ассакасси ачисем ҫӳреҫҫӗ, пурӗ 49 ача вӗренет.
Вӑрнар районӗнчи Ярмушка вӑтам шкулӗ ҫитес шӑматкун, чӳкӗн 24-мӗшӗнче, хӑйӗн 150 ҫулне паллӑ тӑвӗ.
Уяв программи:
□ 9:00–9:30 — Спорт ҫӑлтӑрӗпе зарядка тӑвасси;
□ 9:30–10:00 — Шкулпа территорийӗпе паллашасси;
□ 10:00–10:30 — Хӑнасен регистрацийӗ;
□ 10:30–11:30 — Шкулпа паллашасси;
□ 12:00–14:00 — Чыслав пайӗ;
□ 14:00–18:00 — «Шкул 150 ҫулта» уяв программи.
Ярмушка вӑтам шкулӗн кун-ҫулӗ 1862 ҫулта пуҫланнӑ. 1884 ҫулта ун ҫумне Авшак Элменри чиркӳ прихучӗн шкулӗ хушӑннӑ. 1940 ҫулта тулли мар вӑтам шкул пулса тӑнӑ. 1961 ҫултанпа сакӑр класс вӗренмелли шкул. 1975 ҫултан пуҫласа вара — вӑтам шкул.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |