Паян Красноармейски районӗнчи шкулсенче те пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ. Пӗлӳ кунӗнче шкул партти хушшине 1900 ача ларчӗ. Вӗсенчен 156-шӗ — пӗрремӗш хут.
Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.В.Александров ялти иккӗмӗш номерлӗ шкулта пулчӗ, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ачасене, вӗрентекенсене, ашшӗ-амӑшне тата педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене саламларӗ. Тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтернӗ вӗренекенсемпе вӗрентекенсене Хисеп хучӗсемпе Дипломсем парса чысларӗ. Савӑнӑҫлӑ линейкӑра шкул директорӗ С.М.Николаева тата районти педагогика ӗҫӗн ветеранӗсен организацийӗн ертӳҫи Л.Г.Григорьев тухса саламлӑ сӑмах каларӗҫ. Пӗрремӗш шӑнкӑрава кӑҫал вунпӗрмӗш класра вӗренекен Миша Фризенпа пӗрремӗш класс вӗренекенӗ пачӗҫ.
Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗнче Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Ю.
Ак ачасен ҫуллахи каникул вӗҫленчӗ те — авӑнӑн 1-мӗшӗ ҫитрӗ. Шкул ачисем, студентсем вӗренӳ заведенийӗсене ҫул тытрӗҫ. Паян — пӗлӳ кунӗ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Чӑваш Енре пурӗ 503 шкул ӗҫлӗ. 126 пин ача ҫӳрӗ (2009-2010-мӗш вӗренӳ ҫулӗнче 125,8 пин пулнӑ). Пӗрремӗш хут партта хушшине 12 842 ача ларӗ (малтанхи ҫул — 12 208). 2009-10 вӗренӳ ҫулӗнче пӗр вӗрентекен ҫине вӑтамран 13 ача (Раҫҫейре — 10) килнӗ. Вӑтамран классенче 19,59 ача пулнӑ (Раҫҫейре — 18), вӑл шутра хула шкулӗсенче — 24,93; ялтисенче — 15,55.
2010-2011 вӗренӳ ҫулӗнче икӗ ҫӗнӗ шкул хута кайӗ: Патӑрьел районӗнче Сӑкӑт шкулӗ уҫӑлӗ, Тӑвай районӗнче — Кивӗ Элпуҫ шкулӗ. Ҫуртсене темиҫе уйӑх каялла ҫеҫ хӑпартма пуҫланӑ пулин те раштав уйӑхӗ тӗлне вӗсене уҫасшӑн. Сӑмах май, юлашки 10 ҫул хушшинче республикӑра шкулсем валли пурӗ 152 ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ.
Республикӑра хальхи вӑхӑтра 439 шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗ ӗҫлет, вӗсене пурӗ 53 728 ача ҫӳрет.
22 аслӑ вӗренӳ заведенине пурӗ 73 409 студент вӗренӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи шкулсене ҫитес вӗренӳ ҫулӗнче пурӗ 2300 ача вӗренме кайӗ — кун пирки районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтерет. Пурӗ 13 шкул ӗҫлӗ — Сӗнтӗрвӑрринче 3 шкул, тата ҫавӑн пекех Аслӑ Хуракассинче, Карапашра, Кукашнире, Октябрьскинче, Сӗнтӗрпуҫре, Ҫичӗпӳртре, Турханкассинче, Урхас Кушкӑра, Чӑнкассинче, Шӗнерпуҫре, Шуршӑлта. Пӗрремӗш хут шкула 208 ача кайӗ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви сӗннӗ май пур шкулта та пӗрремӗш кун Право пӗлӗвӗн кунне ирттерӗҫ — ачасене вӗсен прависем пирки вӗрентӗҫ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫитсе пынӑ май тӗрӗслевсем иртеҫҫӗ. Акӑ нумай пулмасть, эрнекен, ҫурлан 27-мӗшӗнче шкул автобусӗсене тӗрӗслекен пӗрлехи комисси членӗсем Етӗрне районне ҫитсе вырӑнти автобуссем 2010-11 вӗренӳ ҫулӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсене ачасене турттарма епле хатӗрленнине тӗрӗслерӗҫ. Вӗсемпе пӗрле Етӗрне районӗнчи ҪҪХПИ ШӖУ (ОВД ГИБДД) инспекторӗ тата Чӑваш Республикинчи Патавтоҫул управленийӗн патшалӑх инспекторӗсем пучӗҫ. Тӗплӗ тӗрӗслерӗҫ.
Етӗрне районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче пурӗ 20 автобус: 20 КАВЗ, 3 САРЗ, 3 ПАЗ, 2 Газель.
Тӗрӗслевҫӗсем пур хут та йӗркеллине, техника юсавлине ҫирӗплетрӗҫ — ача-пӑчана вӗсем шкула илсе ҫӳреме юрӑхлӑ.
Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть. Акӑ, Трак тӑрӑхӗнчи Карай шкулне уҫнӑранпа 120 ҫул та ҫитрӗ ӗнтӗ.
Ҫак тавралӑха пирвайхи ҫынсем ХVII ӗмӗртех килсе вырнаҫнӑ. Кӑна ҫак тӗслӗх те аван кӑтартса парать: Пайтул Искеев Степан Разин пуҫарнӑ пӑлхава (ХVII ӗмӗр) хутшӑннӑ чӑвашсенчен пӗри пулнӑ.
Патша вӑхӑтӗнчи архивра тупнӑ документсене тишкернӗ май чӑваш тӗпчевҫисем (Иван Одюков, Валем Ахун) вӗсенче асӑннӑ «Хуракасси» (Каракасы) Карайкасси ятлӑ пулма пултарнине ҫирӗппӗнех калаҫҫӗ. Халӗ вӑл — Сурӑмхӗрри ялӗ. Унтан инҫех мар, Сурӑм шывӗ леш енче, Хурапыр ятлӑ ял та пур.
1875 ҫулта чӑвашсен просветительне И.Я. Яковлева округ инспекторне лартаҫҫӗ. Вӑл час-часах халӑх хушшине тухса ҫӳрет, хӑш-пӗр ялсенче нумайлӑха чарӑнса тӑрать, шкул ӗҫне пуҫарас тӗллевпе ҫӗкленнӗ ыйтусене татса пама тӑрӑшать. 1890 ҫулта Сурӑмхӗрринче шкул уҫӑлать.
Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви вӗрентекен ҫулталӑкне халалласа тата ятарлӑ конкурс ирттерсе республикӑри чи лайӑх шкулсемпе чи лайӑх вӗрентекенсене палӑртнӑ. Чи лайӑх шкул ятне пӗтӗмпе 25 шкул тивӗҫнӗ, вӗсен шутӗнче «Паянхи куна тивӗҫтерекен тытӑмлӑ шкул» номинацире Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Чи лайӑх вӗрентекенсене палӑртакан конкурсра пӗтӗмпе 404 учитель тупӑшнӑ, вӗсенчен 200-шӗ ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫӗнсе илнӗ. Республикӑри чи лайӑх вӗрентекенсен шутӗнче Кроасноармейски районӗнчи шкулсенче тӑрӑшакан учительсем те пур. Вӗсем — «Красноармейски иккӗмӗш вӑтам шкулӗ» муниципалитетӑн пӗтӗмӗшле вӗренӳ учрежденийӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем Зинаида Петровнӑпа Виталий Михайлович Михайловсем. Конкурс йӗркипе килӗшӳллӗн вӗсем вӗрентекен кунӗ тӗлне Чӑваш Республикин Президенчӗн премине илме тивӗҫ пулӗҫ.
Саламлатпӑр!
Республикӑра «Ҫутҫанталӑка епле упратпӑр» экологи конкурсӗ вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Енри 10 районти 36 вӗренекен хутшӑннӑ. Ачасем тӑван тавралӑх темипе ҫыхӑннӑ харпӑр хӑй ҫырнӑ юптарусене тӑратнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчен те хутшӑнакансем пучӗҫ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗпе Хусанушкӑнь шкулӗн вӗренекенӗ Елена Ярандайкина «Ҫӳҫепе йӑмра» (ертӳҫи — С.Яруткина) ятлӑ ӗҫӗпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Паян, акан 29-мӗшӗнче, Шупашкартан инҫех те мар вырнаҫнӑ Ҫатра-Лапсарти тӗп пӗлӳ паракан шкулта Борис Борлен сӑвӑҫпа тӗлпулу иртрӗ. Тӗлпулӑва пыхӑннӑ шкул ачисем 75-рен каҫнӑ сӑвӑҫ сӑмахӗсене тимлӗн итлесе ларчӗҫ.
Чи малтан Борис Леонтьевич хӑйӗн ҫинчен каласа пачӗ — Шупашкара ватлӑхра ҫеҫ куҫнӑ иккен. Унччен — Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи чӑвашсем хушшинче, Хусанта тӑрмашса ӗҫленӗ. «Сувар» хаҫата кӑларма тытӑннинче унӑн пӗчӗк мар тӳпи те пур.
Малалла ҫыравҫӑ ачасен хушшинче викторина пекки йӗркелерӗ — хӑйӗн сӑввисене вуласа панӑ хыҫҫӑн ачасен хӑш уйӑх ятне халалланине е кивелнӗ сӑмахӑн пӗлтерӗшне пӗлмелле пулчӗ. Шкул ачисем интересленсех хутшӑнчӗҫ — тӗрӗс хуравласан сӑвӑҫ кӗнеке парнелерӗ.
Тӗлпулу вӗҫленнӗ тӗле Борис Борлен ачасен йытӑвӗсем ҫине хуравларӗ. Пӗрремӗш сӑввине шкултах ҫырма пуҫланӑ иккен — вӗрентекене те астӑвать — чӑвашла сӑвӑ ҫырма Анна Павловна Павлова пулӑшнӑ.
Акан 14-мӗшӗнче ЧПУ-н чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем И.Я.Яковлев ячӗлле Элӗкри пӗтемӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта иртнӗ «Чӑваш чӗлхипе литературине наци шкулӗсенче вӗрентесси» ятлӑ ӑслӑлӑхпа практика конференци ӗҫне хутшӑнчӗҫ. Конференцине В.К. Волков шкул директорӗ уҫрӗ. Районти вӗрентӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхатлӑх пурнӑҫласа пыракан И.П. Ильина салам сӑмахӗ тухса каларӗ. Элӗк районӗнчи шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен учительсем умӗнче Г.А. Ермакова профессор «Чӑваш чӗлхипе литератури урӑ халӑх философийӗн тарӑнӑшне ҫитни» темӑпа, О.И. Печников доцент «Урок тӗллевӗсене палӑртассин уйрӑмлӑхӗсем» темӑпа, Г.Н. Семенова профессор «Чӑваш чӗлхи урокӗсенче сывлӑха упрамалли технологисемпе усӑ курасси» темӑпа, Э.И. Родионова аслӑ преподаватель «Литература вӗрентмелли теорин хӑш-пӗр енӗсем тата шкул вулавӗ» темӑпа, В.
Паян, пушӑн 27-мӗшӗнче, Красноармейски районӗнче ӗҫлӗ визитпа Чӑваш Республикин Президенчӗ Н.В.Федоров пулчӗ. Ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ С.А.Николаев тата Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.И. Федоров кӗтсе илчӗҫ. Кун хыҫҫӑн Николай Васильевич «Шетмӗ» хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ. Ҫак хуҫалӑх ертӳҫи Владислав Германович Васильев пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта халӗ 5 ҫын ӗҫлет. Ӑна 2006 ҫулхи пуш уйӑхӗнче йӗркеленӗ. 2008 ҫулта унччен усӑ курман 208 гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Пӗлтӗр 240 гектар тӗш тырӑ акса пӗр гектартан кӗлет виҫипе 20 центнер тухӑҫ пухса илнӗ. Кӑҫал 350 гектар акасшӑн. Пушӑн 1-мӗшӗ тӗлне хуҫалӑхра 181 пуҫ шултра мӑйракаллӑ выльӑх шутра тӑрать, вӗсенчен 70 пуҫӗ - сӑвакан ӗне. 2009 ҫулта кашни ӗнерен 4984 килограмм сӗт суса илнӗ. Укҫа ҫине куҫарсан хуҫалӑх 5472 пин тенкӗлӗх продукци туса илнӗ. (2008 ҫулта - 4006 пин тенкӗлӗх), ӑна сутса 3967 пин тенкӗ тупӑш илнӗ, таса тупӑш вара 910 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Президент Алманч ял тӑрӑхне те ҫитсе курчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |