Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Тутарстанри чӑваш ялӗнче Юпа патне ҫитсе пуҫ тайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 30.05.2018 18:21 | 1669 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Тутарстан Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Упи ялӗнче пурӑнакансем чӑвашсен авалхи йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратнӑ. Ял пуҫланса кайнӑ вырӑнта 2012 ҫулта юпа лартнӑ. Ун ҫине яла пуҫарса янӑ пӗр тӑван Ятман, Яруха, Ярсут тата Ярхун, ҫавӑн пекех Лашман ятсене ҫырса хунӑ.

Юпа лартнӑранпа ял ҫыннисенчен хӑшӗсем Ҫимӗк кунӗнче ҫӑва ҫинчен таврӑнсан юпа патне каяҫҫӗ иккен. Ҫакӑн пирки Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан Николай Казаков таврапӗлӳҫӗ ҫак йӗркесен авторне пӗлтерчӗ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, ялти хушматсем те унта куҫса пырса чи малтан тӗпленнӗ ҫынсен хушмачӗсемпе пӗр килеҫҫӗ: Ятманов, Ярухин, Ярзуткин тата Яргунов.

Юпа патӗнче ваттисене асӑнса йӗркелекен йӑлана Владимир Ярухин таврапӗлӳҫӗ ирттерет-мӗн.

#Тутартсан, #Ҫӗпрел, #культура, #йӑла-йӗрке, #чӑвашлӑх, #Ҫӗнӗ Упи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 2044.26.3461
2018.05.31 02:35
Вырăсла Çĕнĕ Упи ялĕн ячĕ мĕнле пулать? Ку - чăваш этнографсем, этнологсем, тĕнĕсене тĕпчекенсем (религиоведсем) валли питĕ кăсăк!
Тимĕр Акташ // 2044.26.3461
2018.05.31 11:27
Çĕнĕ Упи чăваш ялĕ - вырăсла - село Новый Убей?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем