Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш чӗлхи ыйтӑвӗпе парламента Тутарстанран ҫыру килнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 28.05.2018 18:09 | 1993 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне Тутарстанри парламентран ҫыру килнӗ. Унта чӗлхе ыйтӑвне хускатнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗренӳ ҫинчен калакан федераци саккунне улшӑнусем кӗртме сӗннине чарса лартма ыйтнӑ.

Шкулсенче тӑван чӗлхе предмета ачасене хӑйсен кӑмӑлӗпе вӗрентме ҫӗршыв Президенчӗ пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче Йошкар-Олара канашлу ирттернӗ чух каланӑччӗ. Республикӑсенчи тӑван чӗлхене ачасене хистесе вӗрентмелле мар текен шухӑша вӗренӳ ҫинчен калакан саккунтах йышӑнса хӑварасшӑн. Мускавран килекен ҫак сӗнӳ кирек хӑш наци хастарне те пӑшӑрхантарни вӑрттӑнлӑх мар.

Чӑваш парламентӗнче Тутарстанри ӗҫтешӗсен сӗнӗвне сессире пӑхса тухни вырӑнлипе вырӑнсӑрри пирки аптӑраҫҫӗ-мӗн. Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна унтисем саккун проектне федералсем малалла сӳтсе явнипе сӑлтавлаҫҫӗ иккен.

#чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #парламент, #депутатсем, #саккунсем, #шкулсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 2044.26.3461
2018.05.28 23:27
Тутартсанăн Патшалăх Канашĕн Йышăнăва Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ ырламалла. Çак пĕлтерĕшлĕ ыйту татса пама кÿршĕ халăхсемпе пĕрле пулмалла.
Agabazar // 5406.0.2245
2018.05.29 00:35
Agabazar
<<Шкулсенче тӑван чӗлхе предмета ачасене хӑйсен кӑмӑлӗпе вӗрентме ҫӗршыв Президенчӗ пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче Йошкар-Олара канашлу ирттернӗ чух каланӑччӗ.>>

Ма суятăр?
Путин сăмахĕсене тепĕр хут тупса тĕрĕслĕр-ха! Чăнах та çапла каланă-и вăл? Э?

Мĕн тенĕ чăннипе Путин? Тĕп-тĕрĕс пелтерĕр кун пирки!!!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем