Полис илес тесен Анатолий Макаров хушаматлӑ усламҫӑпа килӗшӳ тутарнӑ. Макаровӗ тата кам-ши тесе хытах пуҫ ватма кирлӗ мар. Уйрӑм усламҫӑ. Хайхискер транспортӑн аккумулятор батарейине тӗрӗслесе укҫа туса пурӑнать иккен. Республикӑри страхлакан организацисенчен пӗринче ҫавскерӗн шанчӑклӑ тусӗсем пулнӑ-тӑр. ОСАГО полис илес тесен хайхисем ҫав Макаров хушаматлӑ усламҫӑ патӗнче аккумулятора тӗрӗслеме хушнӑ. Енчен те ун патне кайма кӑмӑл тумасан ОСАГО килӗшӗвне алӑ пусмассипе хӑратнӑ.
Палӑртнӑ пӗр организацие хӑвалани конкуренци ҫинчен калкан саккуна пӑсни пулать тесе Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленйиӗ административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Сучӗ чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулмалла. Конкуренци ҫинчен калакан саккуна пӑснӑшӑн страхлакан организацие те, Макаров хушаматлӑ усламҫа та ахӑртнех явап тыттарӗҫ.
РФ Юстици министерстви ҫӗнӗ саккун проекчӗ пирки пӗлтерет. Вӑл ӳсӗр водительсем ларнӑ транспорта полицейскисем тытсан ӑна штрафстоянкӑна илсе кайма сӗнет. Налук тӳлеменнисем вара ҫемье ҫавӑраймӗҫ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтерет.
Документпа килӗшӳллӗн, водительсен малтан урӑлмалла, унтан штрафстоянкӑна пырса укҫа сахал мар тӳлемелле. Суд приставӗсем налук тӳлемен ҫынна юридици тӗлӗшӗнчен питӗ кирлӗ ӗҫе тума чарма пултарать.
Тӗрӗссипе, урапана штрафстоянкӑна ямалли пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Анчах кунта хӑш-пӗр ыйту сиксе тухать. Транспорт рулӗ умӗнче урапа хуҫи пулмасан та пултарать. Урапапа пӗтӗм ҫемье усӑ курать-ҫке-ха.
РФ Юстици министерстви штрафстоянкӑри транспорта каялла илмешкӗн 30 пин тенкӗ тӳлеттересшӗн. Ку — пӗрремӗш хутӗнче. Руль умне каллех ӳсӗрле ларсан 50 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ-мӗн. Ҫитменнине, эвакуаторшӑн тата урапана стоянкӑра тытнӑшӑн тӳлемелле.
Саккуна пурнӑҫа кӗртес шанчӑк пысӑк. Пурин те кунашкал пысӑк укҫа ҫук. Ҫавӑнпа хӑш-пӗр ӳсӗр водитель хӑйӗн урапине, тен, урӑх кураймӗ те.
Общество палатин пайташӗ Дмитрий Чугунов тротуарпа ҫӳрекен урапасене правасӑр ҫур ҫуллӑха хӑварттарасшӑн. Сӑлтавӗ те пур. Юлашки 3 уйӑхра Раҫҫейре ҫуран ҫӳрекенсемпе пулса иртнӗ инкексен шучӗ 34% ӳснӗ. Чугунов ку тротуарпа ҫӳрекен урапасемпе те ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлать. Вӑл Патшалӑх Думин транспорт комитетне КоАПа улӑштарма ыйтнӑ.
Дмитрий Чугунов шухӑшӗпе, хальхи штраф — 2 пин тенкӗ — витӗмлӗ мар. Кашни 10-мӗш водитель 2-3 уйӑхра ҫак штрафа тӳлет. Ку вӗсемшӗн темех мар-мӗн.
Александр Старовойтов вара правасӑр хӑварнине ытла ҫирӗп тесе шухӑшлать. Вӑл ку енӗпе мерӑна ҫирӗплетме хирӗҫ мар. Анчах урӑхла: ҪҪХПИ ӗҫченӗсене ҫак йӗркене пӑсакансем тӗлӗшпе тимлӗрех пулма ыйтать.
«Раҫҫейри автомобилистсен юхӑмӗ» общество председателӗ Виктор Похмелкин шухӑшӗпе, йӗркене пӑсакансем пӗчӗк штрафа пула мар нумай. Тротуарпа ҫӳрекен водительсене явап сахал тыттараҫҫӗ-мӗн. «ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ку тӗлӗшпе тимсӗр. Кунашкал йӗркене пӑснӑ тӗслӗх сахал тупса палӑртнӑ», — тенӗ вӑл.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Атӑл» М-7 автоҫулӑн ҫӗнетнӗ пайне (Мускав – Улатимӗр – Чулхула – Хусан – Ӗпхӳ) савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫулӑн ҫав пайӗ — Муркаш районӗнче. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Федераци ҫул-йӗр агентствин ертӳҫи Роман Старовайт килнӗ.
Вӗсем чи малтанах рабочисене тав тунӑ. Михаил Игнатьев вӗсене професси уявӗпе саламланӑ. Михаил Васильевич юлашки вӑхӑтра федераци ҫулӗсене ҫӗнетес ӗҫе чылай укҫа уйӑрнине палӑртнӑ.
Роман Старовайт Чӑваш Енре ӗҫлеме ҫӑмӑл пулнине палӑртнӑ. Республика Элтеперӗ тата ЧР Транспорт министерстви пулӑшнипе вӗсем кунашкал ӗҫсене кӗске вӑхӑтра туса пӗтереҫҫӗ-мӗн.
«Атӑл» М-7 магистраль — хальхи технологипе килӗшсе тӑракан тӑватӑ полосаллӑ автоҫул.
Шупашкар администрацийӗ андроидлӑ смартфонсем валли меллӗ сервис шухӑшласа кӑларни пирки хыпарлать. Вӑл — «Ӑслӑ транспорт» приложени. Вӑл пулӑшнипе Шупашкарта транспорт чарӑнӑва хӑҫан килесси пирки пӗлме пулать.
Транспорт хӑш вӑхӑтра килнине «Шупашкар-Телеком» панӑ информаци пулӑшнипе пӗлме май пур. Пӗр-пӗр маршрут списокра ҫук тӑк ӑна ГЛОНАСС терминалпа тивӗҫтермен е вӑл ҫавӑн чухне ӗҫлемест.
Серверти вӑхӑт кашни 20–40 ҫеккунтра ҫӗнелет. Унта «пӑкӑсене» те шута илеҫҫӗ. Чарӑнӑва ҫав сӑмаха ҫырса тупма пулать. Кирлӗ чарӑнусен списокне те хатӗрлеме пулать.
Приложенипе андроидлӑ смартфонсемпе е планшет компьютерсемпе усӑ курма пулать. Ӑна PlayMarket урлӑ е www.buscheb.ru сайтран илме пулать.
Шупашкарти студентсем малашне кашни уйӑхра транспортра ҫӳремелли билета саккас памӗҫ. Тепӗр икӗ эрнерен хут билетсем вырӑнне электронлипе усӑ курма тытӑнӗҫ. Ку юлашки вӑхӑтра суя хутлисене тума пуҫланипе ҫыхӑннӑ.
Ҫӗнӗ карттӑсене студентсене пама тытӑннӑ ӗнтӗ. Троллейбусра ҫӳремелли карттӑ шурӑ тӗслӗ, автобуспа каймалли — симӗс. Ҫапла майпа студентсен уйӑхӗн 20-мӗш кунӗнчен пуҫласа 5-мӗшӗччен ятарлӑ терминал урлӑ 650 тенкӗ тӳлемелле пулӗ. 390 тенкине кайран вӗсене банк картти ҫине тавӑрса парӗҫ.
Электронлӑ карттӑна ятарлӑ хатӗр патне тытса билет туянмалла. Пӗрисемшӗн ку меллӗ, теприсемшӗн — япӑх. Ара, хутлине юлташа та вӑрттӑн тыттарма пулать-ҫке-ха. Ҫитменнине, чексем кӗсьере те, сумкӑра та йӑванма тытӑнӗҫ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей — спорт ҫершывӗ» канашлӑва ирттернӗ чухне икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнманнине сивлет.
Гуманитари институчӗ тӗнче тетелӗнче ҫынсем Шупашкарти чарӑнусен чӑвашла ячӗсене хуратнине сӳтсе явнине асӑрханӑ. Хула влаҫӗ канашлу умӗн чарӑнусен ячӗсене улӑштарнӑ. Юпан 7-мӗшӗнче хулари тӗп урамсенче чарӑнусен икӗ чӗлхеллӗ ячӗсене илсе ҫӗннисене вырнаҫтарнӑ. Анчах — вырӑсла ҫеҫ.
Халӑх тӳре-шараран кун пирки кӑсӑкланнӑ. Вӗсем чӑвашла ҫырнисене хатӗрлесе ӗлкӗреймен-мӗн…
Гуманитари институтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, кунта влаҫран чӑвашла куҫарма ыйтса ҫырнӑ пӗр ҫыру та килмен. Ӑсчахсем, институт «Чӗлхе саккунне» пӑхӑнмаллине аса илтереҫҫӗ.
ЧР ШӖМӗ ҫумӗнчи Общество канашӗ пуҫарнипе Шупашкарти маршрут автобусӗсем ҫинче ҫыпӑҫтаркӑчсем тупӑннӑ. Вӗсем ҪҪХПИне ҫул-йӗр правилисене пӑсакан водительсем пирки пӗлтерме чӗнсе калаҫҫӗ.
Акци «Эпӗ ҫул-йӗр правилине пӑсрӑм-и? ҪҪХПИне пӗлтер» ятлӑ. Маршрут автобусӗн водителӗ ҫул-йӗр правилисене пӑснине пассажирсем те, ытти ҫынсем те пӗлтерме пултараҫҫӗ.
Кунашкал ҫыпӑҫтаркӑчсем 52, 54, 63-мӗш маршрутсем ҫинче пур ӗнтӗ.
Халӑх тетелӗсенче общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсен ячӗсене тӗрӗс мар ҫырнине хӗрӳ сӳтсе явма тытӑннӑ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ҫитес вӑхӑтра тӳрлетме шантарнӑ.
Шупашкарсем нумаях пулмасть «Русский драмМатический театр» тата «Больница скорой медЕцинской помощи» чарӑнусем тупӑннине асӑрханӑ. Чарӑну ячӗсене улӑштарасси РФ Президенчӗ Владимир Путин килнипе ҫыхӑннӑ-ха. Анчах унччен ятсене вырӑсла та, чӑвашла та ҫырнӑ тӑк халӗ — пӗр чӗлхепе ҫеҫ. Ҫитменнине, йӑнӑш ҫырнӑ.
Татьяна Ильина журналист та кунпа кӑмӑлсӑр. Унӑн шухӑшӗпе, ку — килпетсӗр. Пирӗн республикӑра икӗ патшалӑх чӗлхи-ҫке-ха. «Путин 2006 ҫулта Чӑваш Ене килнӗ чухне ӑна чӑвашла юрлани килӗшнӗччӗ. Халӗ те икӗчӗлхелӗхе хирӗҫ пулмӗччӗ ахӑртнех», — тенӗ Татьяна Ильина.
Шупашкарти ЖКХ чарӑну ячӗсене тӳрлетме шантарнӑ. «Тавах асӑрханӑшӑн», — тенӗ вӗсем.
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра автобус тӗрӗслевӗ пырать. Сусӑрсене турттарма меллӗ автобуса хӗснӗ газпа ҫӳреттереҫҫӗ-мӗн. Ӑна Шупашкарти 15-мӗш маршрутпа ҫула кӑларнӑ.
Автобус хӑйне епле кӑтартнине икӗ эрне сӑнӗҫ. Хальлӗхе ҫур эрне ытларах кӑна иртнӗ-ха.
Газпа чупакан техника ҫутҫанталӑка сиен сахал кӳрет тесе ырлаҫҫӗ. Топливо хакӗ те кун пек самай йӳнӗрех ларать-мӗн.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра автомобиль транспортне газ моторӗ ҫине куҫарассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ун йышшисем хальлӗхе республикӑра – 18 автобус.
Сӑнсем (5)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |