Общество вырӑнӗсенче алкоголь шӗвекне сутма чарасси — ҫивӗч ыйту. Ӑна паян Шупашкар хула администрацийӗн планеркинче те ҫӗкленӗ.
Хулари кӳлмекре эрех-сӑра сутма чарасшӑн. Кунта автотранспорт ҫӳрени те тӳре-шарана нумай шухӑшлаттарать. Кун пирки те татса парасшӑн.
— Опыт кӑтартнӑ тӑрӑх, алкоголь шӗвекне ӗҫекен ҫынсем кӳлмекре канакансемшӗн харушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Ҫавна май унта эрех-сӑра сутма чарасшӑн. Тӗп пляжра полици талӑкӗпех дежурствӑра пулмалла тӑвасшӑн, — тенӗ АОУ директорӗ Олег Алексеев.
— Ку ыйту кашни ҫул шухӑшлаттарать. Транспортӑн кӳлмекре ирӗклӗ ҫӳремелле мар, мӗншӗн тесен ку вырӑн — канмалли, автомашина ҫӳремелли мар, — тенӗ Леонид Черкесов мэр.
Ку ыйтӑва администрацире ҫитес вӑхӑтра татса пама шантарнӑ.
Шупашкарта Иван Яковлев проспектне юсанине пӗлмен ҫын ҫук та пулӗ. Халӗ строительсем чукун ҫул каҫакан вырӑн еннелле ҫывхарса пыраҫҫӗ. Ҫавна май унти ҫула та хупланӑ – машинӑсене тавра ҫулпа ҫӳреттереҫҫӗ. Общество транспортне кӑна ку чару пырса тивмест темелле. Вӗсене те пурне ирӗк паман: хулари троллейбуссене тата 5-мӗш, 7-мӗш, 10-мӗш тата 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуссене кӑна. Ытти мӗнпур транспортӑн База такӑрлӑкӗпе ҫӳреме тивет.
Ҫула саракан «Чӑвашатводор» организаци ӗҫченӗсем чукун ҫул каҫакан ҫул патнелле юсаса пырассине ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне пӗтерме шантарнӑ. Ун тӗлне Иван Яковлев тата Мир проспекчӗсене ҫыхӑнтаракан ҫул ункине туса пӗтересшӗн. Ҫул юсавне МТВ-центр тӗлӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли ҫул таранах вӗҫлеме ӗмӗтленеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре транспорта унтан ҫӳреме ирӗк парӗҫ.
Самолетсемпе вӗҫес тема пуянсемшӗн кӑна актуаллӑн туйӑнать-тӗр те, ҫапах та Шупашкартан Самарпа Ӗпхӗве ҫӳрекеннисем пирки апла калани тӗрӗс мар-тӑр. Мӗншӗн тесен унта самолетпа каякан пассажирсене ҫул укҫин тӑкакӗн ҫуррине хысна хӑй ҫине илет.
Аса илтеретпӗр, кун пеккине Атӑлҫи федераци округӗнче регионти авиаҫулҫӳреве аталантарасси ҫинчен калакан пилотлӑ проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май туса панӑ.
Шупашкартан Самаӑпа Ӗпхӗве вӗҫес текенсене «Cessna–208» текен самолетпа илсе ҫитереҫҫӗ. Ҫула ытлари, кӗҫнерни тата шӑмат кунсерен тухма пулать. Ӗпхӗве Шупашкартан каякан самолет 10 сехет те 40 минутра хускалать, лерен — 16 сехет те 15 минутра. Самара ҫитме самолет 17 сехет те 10 минутра сывлӑша ҫӗкленӗ, Самартан пирӗн пата килме — 8 сехет те 25 минутра.
Дача тапхӑрӗ пуҫланнӑ май хулаҫум пуйӑссемпе ҫӳрекен те йышланнӑ. Ҫавна май «Шупашкар — Канаш» ҫулпа ҫӳрекен пассажир пуйӑсӗсенче вакунсене нумайлатнӑ. Чукун ҫул ӗҫченӗсем 12 миллион компенсаци илӗҫ. Билет хакӗсем хальлӗхе малтанхи пекех: 10 ҫухрӑмшӑн 24 тенкӗ кӑларса хума тивӗ.
Малашне Шупашкартан Канаша тунтикунран пуҫласа эрнекунччен 2 вакун ҫӳрӗ. Канмалли кунсенче — 3.
Аса илтерер: пӗлтӗр вакунсенче вырӑн ҫитменнипе дачӑна ҫӳрекенсем пӑлхав ҫӗкленӗ: рельссем ҫине ларнӑ та пуйӑса тапранса кайма чӑрмантарнӑ. Ун чухне вӗсене кирлӗ вырӑна автобуспа лартса янӑ. «Содружество» компани ертӳлӗхӗ кӑҫал кунашкалли пулмасса шанать. Вакунсенче вырӑн пурне те ҫитмелле-мӗн.
«Содружество» компанин Канашри участокӑн пуҫлӑхӗ Владимир Горохов каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе ҫакӑн чухлӗ вакун хушни ҫителӗклӗ. Вокзал фойинче билет паракан 2 автомат вырнаҫтарнӑ, ҫавӑнпа черет тӑрса хӑшкӑлмалла мар. Ҫак хатӗрпе усӑ курма пӗлменнисене кассирсем пулӑшаҫҫӗ. Терминал тӑрринче унпа мӗнле усӑ курмаллине ӑнлантарса ҫырнӑ. Дачӑна ҫӳрекенсенчен чылайӑшӗ — ватӑ ҫынсем. Анчах терминалпа усӑ курма йывӑр мар иккен.
Юлашки икӗ уйӑхра Шупашкарта транспорта пневматика пӑшалӗнчен пени пирки ҫырса кӑтартнӑччӗ. Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӑшалтан балкон ҫинчен персе темиҫе машинӑна сиенлетнӗ ҫынна тытса чарнӑ. Преступлени тунӑ вӑхӑтра ӑна тӳрех тупса палӑртма май килмен.
Йӗрке хуралҫисем ҫамрӑкскере ака уйӑхӗнче, нумаях пулмасть, тытса чарнӑ. Вӑл — 19 ҫулта, Шупашкарта пурӑнать. Вӑл пневматика пӑшалне тата пульӑсене ҫав кун умӗн Ленин Комсомолӗн урамӗнчи суту-илӳ центрӗнче туяннӑ-мӗн. Хайхискер «тавара» тӗрӗслесе пахма шухӑшланӑ. Пӗр хӗр патне хӑнана пынӑ, балкон ҫине тухнӑ та ҫурт умӗнче ларакан темиҫе машинӑна пенӗ.
19 ҫулти каччӑ тӑватӑ машинӑна сиенлетнӗ. Пӗтӗмпе вӑл 80 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Халӗ ун телӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Каччӑ хӑйӗн айӑпне йышӑнман, ҫӳп-ҫап контейнерӗсене пенине ҫеҫ ҫирӗплетет.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви Канашран Санкт-Петербурга ҫӳрекен автобус маршручӗ уҫасшӑн.
Ку шухӑш патне республикӑн транспорт ведомстви ахальтен пырса тухман. Министерствӑра ӗҫлекенсем асӑрханӑ тӑрӑх, Канашран Питӗре каяс шухӑшлисем сахал мар-мӗн. Халӑх шухӑш-кӑмӑлне тӗпе хурса Транспорт министерстви автопредприятисене ҫӗнӗ маршрут уҫма сӗнет.
Пӗр субъектпа тепӗр субъекта ҫыхӑнтаракан автобус маршручӗсене уҫассине Раҫҫейӗн Транспорт министерствин 2003 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ приказӗпе пӑхса хӑварнӑ иккен. Аплӑ тӑк кӑмӑл тӑвакан кӑна кирлӗ.
Шупашкарта каллех… пневматика пӑшалӗнчен пенӗ. Хальхинче — троллейбуссене. Ку ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре пулса иртнӗ.
Общество транспорчӗ Граждан урамӗнчи ункӑран инҫех мар пынӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра палламан ҫын е ҫынсем пеме тытӑннӑ. Ҫавна май троллейбуссен чӳречисем ҫӗмӗрӗлнӗ.
Телее, аманнисем пулман. Аса илтерер: кӑҫал ҫакнашкал пӑтӑрмах тӑватӑ хут пулнӑ. Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен проспектӗнче маршрут таксине пенӗ. Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вара ҫав урамрах Васкавлӑ медпулӑшу машинине пневматика пӑшалӗнчен пенӗ. Кунсӑр пуҫне полицейскисем пушӑн 19-мӗшӗнче тӗп хулари Октябрь: 50 ҫул урамӗнчи пӗр ҫурт балконӗнчен картишри машинӑсене пеме тытӑннӑ виҫӗ ҫынна (вӗсем Шупашкарта тата Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакансем пулнӑ) тытса чарнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Чӑваш Республикипе «Васкавлӑ тата тӑхтама юраман пулӑшу» АНО алӑ пуснӑ килӗшӗве пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Чӑваш Ене васкавлӑ медпулӑшӑвӑн ҫӗнӗ 39 машини ҫитнӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти васкавлӑ мудпулӑшу станцийӗсен подстанцийӗсене ҫӗнӗ автомашинӑсен уҫҫисене панӑ. Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшӑвӑн автопаркӗ 100 проценчӗпех ҫӗнелнӗ.
Шупашкара 27 машина лекнӗ. «Газель-Бизнес» автомобильсене медицина аппаратурипе, наҫилккасемпе, ГЛОНАСС GPS системӑпа тивӗҫтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкара 8 машина ҫитнӗ. 4 автомашина резервра пулӗҫ.
«Васкавлӑ тата тӑхтама юраман пулӑшу» АНО дректорӗ Илья Ковалев республикари виҫӗ муниципалитетра «03» службӑн автопаркне ҫӗнетес тӗлӗшпе калаҫусем пыраҫҫӗ.
Ют чӗлхерен кӗнӗ ҫак сӑмах кӗнеке ҫинчен каласа паракан кӗске ролик тенине пӗлтерет. Буктрейлер пулӑшнипе Шупашкарта ҫынсене кӗнеке вулама астарасшӑн. Вӑл е ку кӗнеке ҫинчен кӗскен кӑна каласа кӑтартакан роликсене республикӑн тӗп хулинчи общество транспортӗнче янӑратасшӑн.
Ҫак акцие йӗркелес шухӑша Шупашкарти Маяковский ячӗллӗ вулавӑшӑн тӗп тытӑмӗпе реклама агентствисенчен пӗри тытнӑ. Кӗнекепе паллаштаракан роликсене вулавӑш ӗҫченӗсем хӑйсем хатӗрлӗҫ. Буктрейлерсене вулавӑш сайтӗнче, халӑх тетелӗсенче те сарӗҫ.
Хальлӗхе икӗ кӗнеке пирки реклама янӑрать иккен. Вӗсенчен пӗри Евгений Водолазкинӑн «Лаврӗ» пирки пулсан, тепри — чӑваш ҫыравҫин, Сергей Павловӑн «Хаяр ытам» кӗнеки ҫинчен. Ҫывӑх вӑхӑтра тата ытти кӗнеке пирки буктрейлерсем янӑратма тытӑнӗҫ. Вӗсен шутӗнче яппун поэзийӗн пуххи те пур-мӗн.
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрле тӳремре сусӑрсем валли туса кӑларнӑ ятарлӑ автобус хӑтлавӗ пулнӑ. Транспорта кӳмепе хӑпармалли хатӗрпе тивӗҫтернӗ. Вӑл салонра ытлашши вырӑн йышӑнмасть. Оборудовани малти алӑк патӗнче вырнаҫнӑ, автобус чарӑнсан урамалла тухать. Транспортра кӳмесемпе ҫӳрекенсем валли ятарлӑ вырӑнсем пур.
Автобусра сасӑллӑ сигнализаци те пур. Вӑл пулӑшнипе водитель сусӑр е ахаль ҫын тухма хатӗрленнине пӗлме пултарать.
ЧР Транспорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус кирек мӗнле сийлӗ ҫулпа та кайма пултарать. Хальлӗхе общество транспорчӗн маршручӗсемпе пӗр ятарлӑ автобус ҫеҫ ҫӳрӗ. «Ансат тавралӑх» программӑпа килӗшӳллӗн республика валли ҫакнашкал тӑватӑ автобус туянма палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |