Вокзалҫум лапамра транспорта лартма чарнӑ. Унччен вӑл территорие хӑшӗсем пасар территорийӗ евӗр пулнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Унта Мускава кайма йыхравлакан автобуссем шӑкӑрттин тӑрса тухатчӗҫ. Чӑн та, тем тӗрлӗ униформа тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем кашни иртен-ҫӳрен патне тенӗ тем пулнӑ пек «ҫулӑхатчӗҫ», «Мускава илсе каятпӑр. Малти вырӑнсене билет туянма май пур» тесе халтан яратчӗҫ.
Йӗркене пӑхӑнмасӑр унта пырса ларакан автобуссене пин тенкӗрен пуҫласа пин ҫурӑ таранччен штрафлассипе хӑратаҫҫӗ. Мускава илсе каякан автобуссене Хулаҫум вокзал территорине лартма чармаҫҫӗ-ха. Автобуссен хуҫисенчен 12-шӗ асӑннӑ вокзалпа килӗшӳ тунӑ иккен. Ҫул укҫи Мускава унчченхиллех 800 тенкӗ пулмалла иккен.
Шупашкар хула влаҫӗсем маршрут автобусӗсене вӗсен водителӗсем каҫпа ӑҫта лартнине тӗрӗсленӗ. Ятарлӑ вырӑна илсе кайса ҫӳремеҫҫӗ иккен, хӑйсем пурӑнакан картишре чарӑнаҫҫӗ. Хулан Кӑнтӑр районӗнче кӑна 20 автобус (ӑнланнӑ тӑрӑх, сӑмах ГАЗельсемпе ҫавӑн йышши ытти маркӑллӑ пӗчӗк автобуссем пирки пырать) асӑрханӑ. Вӗсен хушшинче хулари маршрутсемпе ҫӳрекеннисем те тупӑннӑ, хулаҫум маршрутпа турттараканнисем те. Ку фактпа протоколсем ҫырнӑ, айӑплисене административлӑ майпа явап тыттарма шантараҫҫӗ. Шупашкар влаҫӗсем хулан ытти районне те ҫитсе тӗрӗслессине пӗлтереҫҫӗ.
Сӑмах май, нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене юсанӑ май Ленин районӗнче кӑна 206 машина вырӑнлӑх парковка туса хунӑ. Пӗтӗмпе кӑҫал унта 610 машинӑлӑх вырӑн йӗркелесшӗн. Ҫапах та пӗчӗк автобуссен хуҫисен уншӑн савӑнма кирлӗ мар – вӗсен хӑйсен транспортне ятарлӑ стоянкӑна лартмалла.
Чӑваш Республикинчи хуласенче электричество линийӗсӗр ҫӳрекен троллейбуссем маршрута тухма пултарӗҫ. Кун пирки ЧР Транспорт министерствинче пӗлтереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫак проектпа Питӗрти хӑнасем паллаштарнӑ. Кун пирки ЧР транспорт министрӗн ҫумӗ В.Степанов ертсе пынӑ канашлура калаҫнӑ.
«ENER Z» (Питӗр) инжиниринг компанийӗн элчисем хӑйсен проектне хӑтланӑ май Питӗрте ҫакнашкал троллейбуссем ҫӳрени пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем пысӑк хӑватлӑ литий-ионлӑ аккумуляторлӑ. Ку электричество линине перӗнмесӗр ҫӳреме май парать-мӗн. Питӗр хӑнисем паха енне те палӑртнӑ. Кунашкал троллейбуссем энергие перекетлеме, чӑрмавсенчен пӑрӑнса иртме май параҫҫӗ иккен.
ЧР Транспорт министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакнашкал аккумуляторлӑ троллейбуссем маршрут сетьне оптимизацилеме пулӑшаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне хулари электричество линине хута яман урамсенче те ҫак троллебуссем ҫӳреме пултарӗҫ.
Республикӑра предприяти-организаци нумай та, пурин ертӳҫи улшӑнни-ылмашни пирки ҫырса пӗтереймӗн. Анчах «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн ертӳҫисем юлашки ҫулсенче ҫулталӑкра пӗрре тенӗ пек ылмашса тӑнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе блогерсем хытах сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫулталӑкра тесе тӗрӗс мартарах каларӑмӑр пуль-ха: 12 ҫулта — 11 ертӳҫӗ ылмашнӑ. Хальтерех пулса иртнӗ кадр улшӑнӑвӗ Князькин депутат хушамачӗпе ҫыхӑннӑ. Ӑна сӑлтавне ӑнлантармасӑр ӗҫрен хӑтарни те шӑв-шав ҫӗклерӗ.
Халӗ «Чӑвашатвотрансӑн» ҫӗнӗ ертӳҫине лартнӑ. Должноҫе малтанхи пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулнӑ Евгений Мореплавцева шанса панӑ.
Конкурс ҫӗртмен 2-мӗшӗнче иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ камне паян пӗлтернӗ.
Кун пирки Атӑлҫи федераци округӗнче транспорта газ моторӗсем ҫине куҫарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ чух палӑртнӑ. Тӗрӗссипе, ыйтӑвӗ чӑннипех те ҫивӗч. Кун пирки, астӑвасса, Чӑвашавтотранспортӑн унчченхи ертӳҫи Олег Князькин чӑваш парламенчӗн комитечӗсенчен пӗрин ларӑвӗнче хускатнӑччӗ.
Хальхи калаҫу пирки каласан, канашлу эрнекун Чулхулара иртнӗ. Атӑлҫи федераци округӗсенче пурӗ те 52 газ заправки кӑна иккен. Ку вӑл кирлин ҫурри кӑна. Газ моторӗллӗ техникӑна тата туянсан заправкӑсем ҫитмесси каламасӑрах паллӑ. Газпа ӗҫлекен техникӑна пӑхса-юсаса тӑракан центрсене те алӑри пӳрнепе шутласа кӑларӑн. Ку ыйтӑва та, сӑмах май, маларах асӑннӑ комитет ларӑвӗнче хускатнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, республикӑна пӗр-ик ҫул каяллаччӗ пулас газ моторӗллӗ автобуссем килнӗччӗ. Темӑран кӑшт пӑрӑнсан, вӗсене тӗрлӗрен хакланине илтме тивет-ха. Теприсен шучӗпе ытти автобусран самай хаклӑ ҫав транспорта туянни «кӗмӗле» ҫилпе вӗҫтерни кӑна. Анчах ӑна илме федераци хыснинчен те субсидиленине палӑртмалла.
Малашлӑх пирки калас тӑк, Раҫҫейре 2020 ҫул тӗлне пысӑк хуласенче (кунта миллион ҫынтан ытла халӑх пурӑнаканнисене кӗртеҫҫӗ) общество транспорчӗн тата муниципалитетсен техникине ҫуррине яхӑн газ моторӗпе ӗҫлекенни ҫине куҫармалла.
Шупашкарти аэропортра ӗҫлекенсем асӑрханӑ тӑрӑх, ҫуллахи вӑхӑтра Сургутран Чӑваш Енӗн тӗп хулине вӗҫсе килекенсем йышланаҫҫӗ. Отпуск вӑхӑчӗ те, килен-каян пурах ҫав ӗнтӗ. Ҫавӑнпа кӑҫал та «Сургут–Шупашкар–Сургут» маршрутпа самолетсем ҫӳретеҫҫӗ. Республикӑн Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер пӗрремӗш пассажирсем вӗҫсе килнӗ. Пурӗ 54 ҫын.
Асӑннӑ маршрутпа самолетсем кашни эрнере, кӗҫнерникунсерен, хутлӗҫ. Ҫула 50 ҫын вырнаҫакан «Bombardier CRJ-200» маркӑллӑ самолетсене кӑларнӑ. Билет хакӗ — 10 пин те 700 тенкӗ. Сургутран самолет унти 10 сехетре тухать, пирӗн пата Мускав вӑхӑчӗпе 10 сехет те 40 минутра ҫитет. Шупашкартан 16 сехетре хускалать те Сургута унти вӑхӑтпа 20 сехет те 50 минутра ҫитет.
Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви хӑйӗн балансӗ ҫинчи учрежденисен автотранспортне тата оборудованине (кирлӗ маррине кура) сутассипе ӗнер аукцион ирттернӗ.
Аукциона 5 лот илсе тухнӑ. Ку вӑл пилӗк йышши пурлӑх тенине пӗлтерет ӗнтӗ. Малтанласа пурлӑхшӑн 110 пин те 800 тенкӗ ыйтнӑ. Пӗтӗмӗшле хак аукцион тӑрӑх 15 пин те 300 тенкӗлӗх хӑпарнӑ. Уйрӑмах хаклӑпа 1999 ҫулта кӑларнӑ «УАЗ-39099» урапана (машина) сутӑннӑ. Ӑна малтан палӑртнинчен 1,7 хут хаклӑрахпа туянма кӑмӑл тӑвакан тупӑннӑ. 2004 ҫулта кӑларнӑ «ГАЗ-3102» автомашина тата 2000-мӗшӗнче кӑларнӑ «ГАЗ-3110» малтан ыйтнинчен 1,4 хут хаклӑрахпа ӑсаннӑ. Аукцион утӑмне те вӗсемпе 10 хут ытла тунӑ иккен. Кивелнӗ машинӑсене сутассипе маларах асӑннӑ министерство кӑҫал 7 аукцион ирттернӗ. Вӗсенче 88 транспорт сутнӑ. Ҫитес аукциона утӑ уйӑхӗн 15-мӗшне палӑртнӑ. Мӗнпур информаципе www.torgi.gov.ru сайтра паллашма пулать.
Республикӑн «Чӑвашавтотранс» предприятийӗ Ҫимӗк тӗлӗнче ҫӑва енне каякан маршрутсен шутне ӳстерме шантарать.
Ваттисен праҫникӗнче, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче тата ҫӗртмен 8-мӗшӗнче 10-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуссен йышне вунна ҫитерме йышӑннӑ, 14-мӗшне — хӗрӗхе. Вӗсем Чукун ҫул вокзал ҫумӗнчи Вокзал ҫумӗ лапамран хускалӗҫ. 3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫав кунсенче Карачура ҫӑви патнех ҫитӗ. Ӑна 10 хутчен хутламалла тӑвӗҫ. 249-мӗш номерлин йышне те 12 таран ҫитерӗҫ.
Ирхи ҫичӗ сехетрен пуҫласа каҫхи 19 сехетчен Богдан Хмельницки урампа Фучик урамӗ пӗрлешнӗ вырӑнтан Карачурари чукун ҫул переезчӗ патне ҫити каякан автобуссене тата ҫӳреме ирӗк илнӗ транспортсӑр пуҫне ыттисене кайма ирӗк памӗҫ. Йӗркене пӑхса тӑма ҫул-йӗр инспекторӗсемпе ҫул-йӗрпе патруль службисене явӑҫтарӗҫ.
Ҫӗнӗ Лапсарта пурӑнакансене Шупашкара тата Ҫӗнӗ Шупашкара ӗҫлеме тата вӗренме ҫӳреме меллӗ пултӑр тесе Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ҫӗнӗ маршрут уҫнине пӗлтерет.
337-мӗш номерлӗ автобус Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарти Хӗвелтухӑҫ урамне ҫӳрӗ. Унӑн маршручӗ ҫапларах: «Ҫӗнӗ Лапсар–ССК–«Мебельщик» коллективлӑ пахча–Газопровод–МТВ-Центр–Хулаҫум вокзал–Николаев урамӗ–Вырӑс драма театрӗ–«Раҫҫей» хӑна ҫурчӗ–Шупашкар трикотажӗ–Энергозапчасть–Гремячево–Эверест–Типҫырма–19-мӗш шкул–Интернационалистсен урамӗ–«Турист» лавкка–Ельниково–Хӗвелтухӑҫ урамӗ».
Каялла Лапсара килнӗ чух вӑл ҫапла маршрутпа ҫул тытӗ: «Хӗвелтухӑҫ урамӗ–Советски урамӗ–«Дубрава» лавкка–Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗ–19-мӗш шкул–Типҫырма–Эверест–Гремячево–Энергозапчасть–Шупашкар трикотажӗ–«Раҫҫей» хӑна ҫурчӗ–Вырӑс драма театрӗ–Николаев урамӗ–Хулаҫум вокзалӗ–МТВ-Центр–Газопровод–«Мебельщик» коллективлӑ пахча–ССК–Ҫӗнӗ Лапсар».
Малашне Чӑваш Енре пурӑнакансем общество транспортӗнче карас телефонпа билетшӑн тӳлеме пултарӗҫ.
ЧР Транспорт министерствин официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, общество транспортӗнче тӳллемелли ҫак тытӑма тӗрӗслесе ҫирӗплетнӗ. Мӗнле майпа ӗҫлӗ-ха вӑл? Телефонӑн сим-карттине чип лартмалла-мӗн. Кунашкал чиппа халӗ общество трансортӗнче усӑ кураҫҫӗ (терминалсем).
Билетшӑн укҫа тӳлес тесен карас телефона кондукторӑн терминалӗ ҫывӑхне тытмалла. Билет хакне ҫавӑнтах телефон шутӗнчен кӑларӗҫ.
Анчах кунашкал тытӑм хальлӗхе вӑйлах аталанман-ха. Ҫакнашкал мелпе карас телефонӑн хӑш-пӗр моделӗ ҫеҫ усӑ курма пултарать. Сӑмах май, кунашкал проект Питӗрте, Екатеринбургра, Новосибирскра, Хусанта пурнӑҫа кӗрет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |