Нумаях пулмасть Ижевск хулинче троллейбуссен чи лайӑх водительне палартас тӗллевпе конкурс иртнӗ. Унта 29 ҫын хутшӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсн йышне Ижевскра пурӑнакан 2 ҫын тата Шупашкар ҫынни кӗнӗ. Пирӗн ентеш Леонид Александров иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Дистанцие питӗ лайӑх никам та пурнӑҫлайман. Ӑмӑртун тӗп судйи палӑртнӑ тӑрӑх, дистанцире машина нумай пулнӑ. Маневрсем тумалла пулнӑ. Тӗрлӗ йывӑрлӑха пула ӑна парӑнтарма ҫӑмӑл пулман.
Конкурс 16 ҫул иртет. Ҫак вӑхӑтра Раҫҫей троллейбусӗсен паркӗ ҫӗнелнӗ. Эппин, ку тытӑмра ҫамрӑксем те нумайрах ӗҫлеме тытӑннӑ.
Хӑй вӑхӑтӗнче ун пек программа пурнӑҫланнине хӑшӗсем ас тӑваҫҫӗ пулӗ. Вӑл 2010 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен тытӑнса 2011 ҫулхи ҫӗртмеччен тӑсӑлнӑччӗ. Халӗ ҫак уйӑхран ку программа ҫӗнӗрен ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл ҫулталӑк вӗҫлениччен пырӗ. Кун пирки Раҫҫейӗн промышленноҫпа суту-илӳ министрӗ Денис Мантуров правительство ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Хальхи программӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ — вӑл ултӑ ҫултан аслӑрах машинӑсене пырса тивни. Темиҫе ҫул каяллахинче 10 ҫултан аслӑраххисене кӑна утилизацилеме ирӗк панӑччӗ. Ҫӑмӑллӑх мӗнпур йышши машинӑсене лекнине кура грузовиксемпе автобуссене те «ярӑнтарма» май килӗ.
Утилизаци программине кӗрсен ҫӑмӑл машинӑшӑн 40 пин тенкӗ компенсаци тӳлӗҫ, грузовикшӑн — 350 пин тенкӗ таран. Машина хуҫи кивӗ автомашинӑна ҫӗннипе ылмаштарас тесен ҫӑмӑл автомобильшӗн компенсаци виҫи ҫавӑн пекех пулӗ, грузовикшӑн — 350 пин тенкӗ таран.
Программӑна пурнӑҫа кӗртме 10 миллирад тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. программа пурнӑҫланнӑ вӑхӑтра правительство тӗрлӗ класлӑ 170 пин автомобиль сутасшӑн.
Шупашкарта водительсем хӑйсен ураписене ҫул хӗрринче тӗрӗс мар лартнине сӑнакан «Паркон» прибор ӗҫлеме тытӑннӑ. Чи малтанах вӑл тротуар, газон ҫинче лартса хӑварнӑ автомобильсене «курать».
Мускав район администрацийӗн ӗҫченӗсем пӗр ирхине тӗрӗс мар лартса хӑварнӑ 50 ытла урапана тупса палӑртнӑ. Водительсем автомобильсене кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре лартса хӑвараҫҫӗ, ыттисене кансӗрлеҫҫӗ. Ҫавсене сыхлакан видеокамера видеомодульрен тӑрать. Ӑна автомобиле вырнаҫтараҫҫӗ. Прибор 400 пин тенкӗ тӑрать.
Прибор ӗҫлеме пуҫланӑранпа 400 ытла йӗрке пӑсакана асӑрханӑ. Вӑл йӗркене пӑснӑ вырӑна, вӑхӑта, куна палӑртать. Хӑй тунӑ сӑнӳкерчӗксене ҪҪХПИе ярать. Лешсем вара автомобиль камӑн пулнине палӑртаҫҫӗ.
Шӑв-шав ҫуратакан ҫак истори ӗнер пулса иртнӗ. Шупашкарти юханшыв порчӗ «Константин Котов» тата «Георгий Жуков» транзит теплохочӗсене йышӑнман. Кун пек хӑтланни республикӑн Транспорт министерствине те килӗшмен. Ҫак факт пирки асӑннӑ ведомство пуҫлӑхӗ Владимир Филиппов монополипе кӗрешекен республикӑри службӑна тата прокуратурӑна евитленине пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн монополипе кӗрешекен служби ҫийӗнчех хушша-хуппа кӗнӗ: «Конкуренци ҫинчен» саккунӑн 10-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн 5-мӗш пунктне пӑсни сисӗнет тесе юханшыв портне кӑлтӑка пӗтермеллине, тепӗр майлӑ каласан, теплоходсене чарӑнма ирӗк памаллине, асӑрхаттарнӑ.
Паян «Интерфакс-Туризм» портал тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтерчӗ. Юханшыв порчӗ паян та теплоходсене чарӑнтарман иккен. Паян Самарти компанин «Герцен» тата Чулхулари компанин «Алдан» теплохочӗсене йышӑнман. Теплоходсене Шупашкарта чарма ирӗк паманнине кура республикӑн тӗп хулари «Экскурси тӗнчи» фирма круиз турисчӗсене йышӑнать. Унӑн ертӳҫи Людмила Пронюхина пӗлтернӗ тӑрӑх, юханшыв порчӗн хӑтланкаларӑшне пула вӗсем те самай тӑкак курнӑ.
«Канашри резецсен савучӗ» акционерсен уҫӑ обществи ыйтнипе Канашра ҫӗнӗ чарӑну уҫнӑ.
Савут ертӳҫисем кун пек ыйтупа хула администрацине тухнӑ. Вӗсем 8-8Э маршрута «Резецсен савучӗ» чарӑну патне ҫитерме ӳкӗтленӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне хаклакан комисси чарӑну вырӑнне палӑртнӑ хыҫҫӑн унта павильон уҫма йышӑннӑ. Ку эрнере чарӑнӑва уҫнӑ. Унта ҫити автобуссем кунне икӗ хутчен хутлӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Коооператив урамӗнче автозаправка станцине хирӗҫ, Чернышевский урамра 8–8Э маршрут ҫаврӑнакан лаптӑка хирӗҫ татат Машина тӑвакансен урамӗнче («Автомир» тата «Стройсити» лавккасем тӗлӗнче) автобус павильонӗсем уҫмалла.
Атӑлта ишмелли тапхӑр вӗҫленнине кура ҫынсене шыв тӑрӑх «Шупашкар-пляж» маршрутпа турттарма пӑрахнӑ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ку ҫулпа кӑҫал 22 пине яхӑн ҫынна каҫарнӑ.
Шыв ҫулне уҫнӑранпа трамвайсем «Куславкка – Волжск – Куславкка» маршрутпа ҫӳренӗ. Вӑл направленипе пассажирсене кунне виҫӗ хутчен: 7 сехетре, 12 сехет те 30 минутра, 17 сехет те 30 минутра — илсе ҫӳренӗ. Ҫурлан 25-мӗшӗ тӗлне 12 пине яхӑн пассажир ку ҫула суйланӑ.
Шупашкарти юханшыв портӗнчен уҫӑлса ҫӳремелли теплоходсем ҫӳретнӗ. Вӗсене кунне тӑватӑ хутчен ҫӳретнӗ. Теплоход пассажирсем 25 ҫынтан кая мар пуҫтарӑннӑ май ҫула тухнӑ.
Ҫурлан 26-мӗшӗнче 21 сехет те 20 минутра Шупашкарта инкек пулнӑ. Ку Гладков урамӗнчи 28-мӗш ҫурта хирӗҫ пулса иртнӗ.
Пӑтӑрмаха курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, 21-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус «зебра» умӗнче чарӑнса тӑнӑ, ҫынсене ирттерсе янӑ та малалла кайма тытӑннӑ. Ҫав самантра троллейбус умӗнче тепӗр ҫын пулнӑ-мӗн.
Троллейбус малти урапипе 32 ҫулти хӗрарӑм урлӑ каҫса кайнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 56 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 32 ҫултискер ҫул урлӑ ятарлӑ вырӑнта каҫма тӑман.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче труппа пухӑвӗ иртнӗ. Иртнӗ ҫулхи евӗрех унта культура министрӗ Вадим Ефимов пырса ҫитнӗ. Мӗн тесен те Вадим Петровичшӑн ку ҫывӑх театр тесен те пысӑк йӑнӑш мар-тӑр — министра лариччен унта вӑл директорта тӑрӑшнӑччӗ.
Театр коллективне ҫӗнӗ сезон уҫӑлнипе саламланӑ май Вадим Петрович чӑваш сценин ҫӑлтӑрӗсенчен хӑшӗсене — СССР халӑх артистне Вера Кузьминана, РСФСР халӑх артистне Нина Григорьевана тата Владимир Семенова — уйрӑммӑн асӑнса хӑварнӑ. Вера Кузьминана — Хисеп орденне тивӗҫнипе, Нина Григорьевана — «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден илнӗ ятпа, Владимир Семенова — «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артсичӗ» хисеплӗ ятпа.
Ӗҫ пирки калаҫнӑ май, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ кӑҫалхи ҫур ҫулта плана ирттерсе пурнӑҫланине палӑртнӑ, вӑл 4 миллион тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ. Ҫапах та кунпах лӑпланса лармалла мар, укҫа тӑвас енпе ҫӗршыври наци театрӗсен шайне ларас тесен тата тимлемелле.
Ҫитес ҫултан театрта юсав ӗҫӗсем малалла тӑсӑлмалла. Театрӑн гастроле ҫӳремелли автобусӗ кивелни пирки те сӑмах хускатнӑ.
Ҫак канмалли кунсенче республикӑн тӗп хулинче Шупашкар ҫуралнине паллӑ тӑвӗҫ. Ҫавна май троллейбуссене ятарлӑ графикпа ҫӳреттерӗҫ.
Ҫурлан 16-мӗшӗнче ирхи 7 сехетрен пуҫласа 23 сехет те 50 минутчен Хӗрлӗ лапамри 1-мӗш, 3-мӗш, 5-мӗш ҫуртсем патӗнчи территоринче транспорта лартма чарӗҫ. 22 сехет те 20 минутран пуҫласа 22 сехет те 50 минутчен Ярославль урамӗ патӗнчен пуҫласа Константин Иванов урамӗ патне ҫити транспорта ҫӳреттермӗҫ. Асӑннӑ вӑхӑтра унта велочупу иртмелле.
Вырсарникун та транспорт хутлакан вырӑнсенче хӑш-пӗр улшӑну пулӗ. Ун чухне ирхи 7-рен тытӑнса 21 сехетчен Ленин проспектӗнче (вӑл Гагарин урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан тытӑнса Карл Маркс урамӗпе хӗресленнӗ вырӑна таран) машинӑсене чарма ирӗк памӗҫ. 7 сехетрен тытӑнса 23 сехетчен Президент бульварӗ тата Ленинград урамӗ Вооробьев композиторсен урамӗпе тата Хӗрлӗ тӗремпе хӗресленнӗ вырӑна ҫитиччен тата Хӗрлӗ тӳремре машинӑсене чарма юрамӗ.
Машинӑсем ҫӳрессине вӑхӑтлӑх чарма палӑртни тата пур. Ҫак каҫӑпа пӑхса унпа тӗплӗнрех паллашма май килӗ.
1,5 метртан пӗчӗкрех ҫынсене тиев машини, автобус, троллейбус тата трамвай рулӗ умне лартма чарасшӑн. Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви ятарлӑ йышӑнура пӑхса хӑварнӑ.
150 сантиметртан пӗчӗкрех ҫынсене медицина тӗлӗшӗнчен руль умне лартма чарасси ҫинчен калкан документра C, CT, D, DE, Tm тата Tb категориллӗ транспорт хатӗрӗсемпе ҫӳретме чарасшӑн. Ку категорисем йывӑр пикапсемпе, прицеплӑ урапасене пырса тивеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |