Чӑваш Ен сӑнав проектне хутшӑнать. Унпа килӗшӳллӗн, ял хуҫалӑх техникине газпа чуптармалла.
Республикӑра топливӑн ҫӗнӗ тӗсӗпе халӑха илсе ҫӳрекен 18 автобус усӑ курать. Вӗсенчен кашни 400 пине яхӑн перекетлеме парать-мӗн.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, метан йӳнӗ кӑна мар, экологи тӗлӗшӗнчен таса та. Ҫапах республикӑри транспортӑн 3 проценчӗ кӑна унпа усӑ курать.
Хальлӗхе Чӑваш Енре ҫакнашкал газпа пӗр станци ҫеҫ тивӗҫтерет. Вӑл — Шупашкарта. Тӳре-шара кунашкал станцисене Улатӑр, Патӑрьел, Канаш, Куславкка, Етӗрне районӗсенче тума палӑртнӑ.
Ҫурлан 1-мӗшӗнче Улатӑрта автобус водителӗсен республика конкурсӗ пуҫланнӑ. Чӑваш Республикинчи «Чӑвашавтотранс» патшалӑх унитари предприятийӗн филиалӗсенчи автобус водителӗсен хушшинче суйлав иртнӗ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 39 водитель хутшӑннӑ.
Улатӑрта тупӑшу икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Хула администрацийӗн ҫуртӗнче водительсем ҫул-йӗр правилисене мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ. Хула тӳремӗнче вара руль умӗнчисем хӑвӑртлӑх маневрӗсем тӑвассинче тупӑшнӑ.
Пӗтӗмлетӳ ҫапларах: тӑватӑ номинацире те Ҫӗнӗ Шупашкарти автотранспорт предприятийӗн водителӗ Анатолий Иванов ҫӗнтернӗ. Вӑл руль умӗнче 20 ҫул ытла ларать.
Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти автотранспорт предприятийӗнче ӗҫлекен Виталий Краснов тата Ҫӗмӗрлери автотранспорт предприятийӗнче вӑй хуракан Вячеслав Егоров тухнӑ.
Шупашкарти автотранспорт предприятийӗн водителӗ Ирина Федорова виҫҫӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Анатолий Иванов — ҫул-йӗр правилисене чи лайӑх пӗлекенни.
Сӑнсем (36)
«Известия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра инҫе ҫула ҫӳрекен пуйӑссенче пирус туртакансем валли ятарлӑ вакунсем пулма пултарӗҫ. Анчах ку саккуна пӗчӗк улшӑнусем кӗртсен ҫеҫ пурнӑҫа кӗрӗ. Кун пирки асӑннӑ хаҫата Раҫҫей чукун ҫулӗ компанин вице-президенчӗ пӗлтернӗ.
Ахӑртнех, ҫав вакунсенче вентиляци тытӑмӗ лайӑх ӗҫлемелле. Саккуна кун тӗлӗшпе улшӑнусем кӗркунне кӗртмелле.
Пирус туртакансен прависене хӳтӗлекен пӗтӗм Раҫҫейри юхӑмӑн директорӗ Андрей Лоскутов каланӑ тӑрӑх, ятарлӑ вакунсене хута ярасси пирки калаҫу пырать. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, пирус туртакансем ятарлӑ вакуна лекессишӗн билетшӑн нумайрах тӳлеме те хатӗр-мӗн.
Ӗнер 16:56 вӑхӑтра Тамбов ҫывӑхӗнчи Краснослабодское ял патӗнче «Геленджик-Шупашкар» маршрутпа пыракан автобуса вут хыпса илнӗ иккен. Пушара 30 минут хушшинче сӳнтернӗ.
Тамбов облаҫӗнчи ИӖМ управлени пӗлтернӗ тӑрӑх ҫулӑм автобусӑн багаж пайне сиен кӳнӗ. Ларса пыракан 71 ҫынна хӑварт кӑна автобусран кӑларма май килнӗ — вӗсем нихӑшӗ те аманман, сиенлентмен. Шел те, хӑшӗсен япалисем ҫунса кайнӑ, вӑл шутра документсем те.
Инкеке лекнӗ ҫынсене Краснослабодское ял тӑрӑхӗ пулӑшнӑ — вӗсене вырӑнти ял клубӗнче вырнаҫтарнӑ, апатпа тивӗҫтернӗ. Халӑха Шупашкара ҫитерме Мускавран тепӗр автобуса янӑ тет.
Шупашкарта ҫитес ҫул пысӑк технологиллӗ хӑтлӑ троллейбуссем ҫӳреме пултарӗҫ. Кун пирки ЧР Транспорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Ҫак кунсенче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тӗнчипе паллӑ транспорт компанийӗн ертӳҫипе Владимир Корольпе (унӑн производстви — Беларуҫ Республикинче) тӗл пулнӑ. Унта ҫӗнӗ йышши троллейбуса туянасси пирки калаҫнӑ.
Беларуҫре кӑларнӑ троллейбус энергие 30 процент перекетлеме май парать-мӗн. Унӑн двигателӗ те ытлах шавламасть, салонра кондиционер вырнаҫтарнӑ.
Владимир Король Шупашкар унӑн кӑмӑлне кайнине пӗлтернӗ. Вӑл хула питӗ илемлӗ пулнине палӑртнӑ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. «АвтоВАС» акционерсен обществин автостанцийӗнче пассажирсемпе калаҫнӑ, общество транспорчӗ хулара епле ҫӳренипе кӑсӑкланнӑ. Ҫынсем ҫул пахалӑхӗ начаррине, автобуссем ҫула вӑхӑтра тухманнине асӑннӑ. Элтепертен ҫӗнӗ шупашкарсем ятарлӑ ирӗк илмесӗр пассажирсене турттаракансен ҫулне пӳлме те ыйтнӑ имӗш.
Михаил Игнатьев спутник-хулари суту-илӳ точкисене те кӗрсе тухнӑ. Лавккасенчен пӗринче Элтепер вырӑнти продукци пуррипе кӑсӑкланнӑ. «Республика Пуҫлӑхӗ чӑваш производителӗсен алкоголь продукцийӗ кӳрсе килекеннинчен йӳнӗреххине кӑмӑлтан палӑртнӑ», — тесе хыпарлать Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. Чӑваш Ен таварӗ валли уйӑрнӑ ҫӳлӗк ҫинче урӑх регионти тавара вырнаҫтарнине те республика ертӳҫи асӑрханӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пасарта пулнӑ май Элтепер сутуҫӑсемпе туянакансем валли епле услови туса панипе кӑсӑкланнӑ.
Унтан Михаил Игнатьев вырӑнти культурӑпа кану паркне кӗрсе тухнӑ. Унта уҫӑлма тухнӑ ҫамрӑк амӑшӗсем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ патне Ҫӗнӗ Шупашкара килсен унти медицина центрӗнче тӳлевсӗр йышӑнманни пирки евитленӗ.
Шупашкарти Воробьев композиторсен урамне юсаса ҫӗнетме тытӑнасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫавна пула паянтан пуҫласа ҫурлан 15-мӗшӗччен троллейбуссемсӗр тата маршрут автобусӗсемсӗр пуҫне ытти мӗнпур транспорта Воробьев композиторсен урамӗпе Ярославль урамӗ пӗрлешнӗ тӗлтен пуҫласа Карл Маркс урамӗпе пӗрлешекен вырӑн таран ҫӳреме чарнӑ.
Автотранспорта Калинин урамӗпе, Шупашкар заливӗ хӗррипе, Константин Иванов, Ярославль, Дзержински урамӗсемпе, Президент бульварӗпе ярӗҫ.
Хулари 37-мӗш, 42-мӗш, 48-мӗш, 51-мӗш, 52-мӗш, 62-мӗш, 63-мӗш номерлӗ маршрутсене Калинин урамӗнчен Шупашкар заливӗ, Константин Иванов, Водопровод урамсемпе, Мускав проспекчӗпе кайтараҫҫӗ. 101с, 101э, 331, 332, 333, 334-мӗш автобуссене маларах асӑннӑ ҫулпа яраҫҫӗ. 232-мӗш автобус Воробьев композиторсен урамне юсанӑ вӑхӑтра Калинин урамӗнчен Ярославль урамне тухӗ, унтан Дзержински тата Карл Маркс урамӗсемпе хӑйӗн яланхи маршручӗ ҫине кайӗ.
Шупашкар ҫыннисем хулари пӗр картишре ӳсекен йывӑҫ-тӗмшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ара, кунта нумаях пулмасть урапа лартмалли вырӑн тума тытӑннӑ-ҫке-ха. Ку вара, халӑх шухӑшӗпе, йывӑҫ-тӗме сиенлетме пултарать. Уйрӑмах ҫынсене 150 ҫулхи юманӑн шӑпи кулянтарать.
Урапа лартмалли ятарлӑ вырӑн тунӑшӑн пӗрисем савӑнаҫҫӗ-ха. Теприсем вара самаях хуйха ӳкнӗ. Картишри юмана халӑх телей палли вырӑнне хурать. Ун айӗнче темиҫе ӑру ӳснӗ. Кунта пурӑнакансенчен пӗри ятарлӑ тӗпчев ирттерсе юман миҫе ҫултине палӑртнӑ: 150 ҫултан кая мар. Халӗ вӑл хӑрушлӑхра иккен. Рабочисем йывӑҫпа юнашар ҫӗр чавнӑ. Ун чухне вӗсем юман тымарне сиенлетме пултарнӑ-мӗн. Халах шухӑшӗпе, юмана урапа лартмалли вырӑн та (парковка) япӑх витӗм кӳме пултарать-мӗн. Шупашкарта ҫакнашкал ватӑ йывӑҫсем сахал, вӗсене шутлама алӑри пӳрне те ҫитет. 20 ҫул каялла хӑш-пӗри ҫак картишре хӑйсем тӗллӗн хурӑн, сирень тӗмӗ лартнӑ.
Халӗ хашӗ-пӗри хӑйсем лартнӑ йывӑҫ-тӗме кӑкланӑшӑн кӑмӑлсӑр. Теприсем парковка чӳрече айӗнчех пулнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Урапа хуҫисем вара савӑнаҫҫӗ. Ара, ҫулсерен урапа нумайланать. Вӗсене ҫул ҫине лартса хӑвараймӑн-ҫке.
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта пӗчӗк пӑтӑрмах пулса иртнӗ темелле-ши — арҫын общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче троллейбус тӑррине хӑпарнӑ та… ҫывӑрма выртнӑ. Ҫакна куракансем каланӑ тӑрӑх, вӑл самаях ӳсӗр пулнӑ. Ҫав ӳсӗре пула транспорта вӑхӑтлӑх ҫӳреме чарнӑ.
Ҫак лару-тӑрӑва курнӑ Яна Бурдасова каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, Чукун ҫул вокзалӗн чарӑнӑвӗнче арҫын троллейбус тӑррине хӑпарса кайнӑ. Яна хайхискер транспортпа тӳлевсӗр каясшӑн тесе шухӑшланӑ. Ӳсӗрскер ҫывӑрма выртнине курсан вара тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. Телее, водитель ҫакна асӑрханӑ та транспорта чарнӑ, полицейскисене, МЧС чӗннӗ.
Арҫынна троллейбус тӑрринчен 20 минутран антарнӑ, полици пунктне илсе кайнӑ. Ӳсӗрскере антармашкӑн ҫӑлавҫӑсен самаях тӑрӑшма тивнӗ. Троллейбус тӑррине хӑпарса арҫынна вӑйпа тенӗ пек антарма тӳр килнӗ.
Йӗркене пӑснӑскере административлӑ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Шупашкарта чарӑну павильонӗсене ҫӗнетнине тӗп хулара пурӑнакансемпе унта килен-каян асӑрханах ӗнтӗ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене Канаш, Етӗрне тата Тӑвай районӗсенче те ҫӗнетме тытӑннӑ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсенчи ҫук павильонсене вырнаҫтараҫҫӗ, япӑххисене йӗркене кӗртеҫҫӗ.
Канаш район территорийӗнче «Шӑхасан — Калинино» ҫул ҫинче вырнаҫнӑ лаптӑкра ӗҫӗн 70 ытла процентне пурнӑҫланӑ. Ҫав шутра машинӑсене пӑрӑнса лармалли вырӑнсем йӗркелени те, лартмалли вырӑнсем туни те, ҫул айккинчи чулсене вырнаҫтарни те кӗрет. «Етӗрне — Николаевски — Кӗҫӗн Шемертен» ҫула та хӑтлӑх кӗртнӗ. Тӑвай районӗнче «Аниш» автоҫула унти «Акконд-Агро» ферма тӗлӗнче юсанӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |